Ача чухнехи :: Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Эпĕ ĕнтĕ виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Пĕрре, хĕлле, эпир урокра вырăсла кĕнеке çинчен «Утка и месяц» ятлă калав вулатпăр. Урамра шăнкăрав сасси хуллен, çемçен илтĕнчĕ, вара хытăран хытăрах шăнкăртатса çывхарчĕ те шкул тĕлĕнче шăп пулчĕ.
Анастасия Александровна кантăкран пăхрĕ те хĕп-хĕрле пулса кайрĕ.
— Инспектор Иван Яковлевич килчĕ, — терĕ вăл улшăннă сасăпа. Кăшт тăрсан, коридора çын кĕни илтĕнчĕ. Унта вăл, çиелти тумтирне хывса пулмалла, пĕрер самант тытăнса тăчĕ, вара класа çӳллĕ те кĕрнеклĕ çын кĕчĕ, кăвакарнă çӳçне, лапка шурă сухалне пысăк аллипе якатса илсе, сĕтел патнелле утрĕ. Эпир пурте харăс ура çине тăрса: «Здравствуйте!» — терĕмĕр.
— Здравствуйте, дети! — терĕ Иван Яковлевич, унтан учительницăна алă тытрĕ, сĕтел умне ларчĕ. Анастасия Александровна, хумханса лăпланнăскер, ним пулман пек, пире паçăр пуçланă калава малалла вулаттарать, ыйтусем парать. Иван Яковлевич итлесе ларать, кăмăллă пысăк куçĕпе пирĕн çинелле пăхать. Ун умĕнче хура папка. Икĕ-виçĕ ачана вулаттарнă хыççăн, Анастасия Александровна мана тăратрĕ. Эпĕ питĕ тăрăшса вуларăм, мĕн вуланине каласа патăм. Иван Яковлевич ман çине пăхса:
— Выразительно читает и хорошо рассказывает, — терĕ. Учительница та, ман çине пăхса илсе, Иван Яковлевича темĕн каларĕ, — илтеймерĕм. Малалла манăн, учительница хушнă тăрăх, хăш-пĕр сăмахсене чăвашла куçармалла пулчĕ. Ахăртнех, ку ĕçе те йăнăшсăр турăм пулас.
— Прекрасно, — терĕ Иван Яковлевич.
Перемена пулчĕ. Анастасия Александровна пирĕн тетрадьсене шкапран илсе Иван Яковлевич умне хучĕ, вара иккĕшĕ те пирĕн ĕçсене тĕрĕслеме тытăнчĕç. Чылай тетрадь пăхрĕç вĕсем. Юлашкинчен манăн тетрадь тухрĕ пулас: Анастасия Александровна пуçне ман еннелле пĕлтерĕшлĕн сулчĕ.
— Пишет чисто, — терĕ Иван Яковлевич.
Учительница татах шăппăн темĕн каларĕ.
— Сирота? — ыйтрĕ инспектор, — Эдак-и так, тогда надо ее в нашу школу.
— Да, я об этом думала, — терĕ учительница.
Иван Яковлевич, папкине уçса, темскер çырчĕ. Унтан ман çине кăмăллăн пăхса:
— Дмитриева Марфа, çак шкултан аван вĕренсе тухсан, вĕренме Чĕмпĕре пыр, — терĕ.
Эпĕ савăннипе хумханса, вĕриленсе кайрăм. Инспектор шкулта мĕн уроксем пĕтичченех пулчĕ, класран тухса каяс умĕн çапла каларĕ:
— Ачасем, эдак-и так, эсир вĕреннине тĕрĕслесе тухрăм. Аван вĕренекенсем пур. Пурте малалла тăрăшса вĕренĕр. Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм. Вĕреннĕ çын пĕри вĕренмен çичĕ çынна тăрать тесе ахаль каламан. Вĕреннине, эдак-и так, йăтса çӳремелли япала мар, тенĕ. Пуринчен ытла вырăс чĕлхине вĕренме тăрăшăр, унсăрăн вĕренӳ çулĕ хупă. Вăл пире, эдак-и так, апат пек, сывлăш пек, хĕвел çути пек кирлĕ. Сывă пулăр, ачасем! Турă пулăштăр сире аван вĕренме!
Учительница Иван Яковлевича хăй патне апата чĕнчĕ. Эпир шкултан тухрăмăр, инспектор кайнине курас тесе, алкум вĕçĕнче кĕтсе тăратпăр.
Сарă кĕрĕк тăхăннă лавăç хыçлă çуна кӳлнĕ лашисене картлашка патне çавăрса тăратрĕ. Кăшт тăрсан, Иван Яковлевич тухрĕ. Вăл хура пальто, яка тирлĕ хура çĕлĕк тăхăннă, хул хушшинче лапсака шурă тăлăп, Анастасия Александровна, шаль тутри пĕркенсе, ачасем патнелле пырса тăчĕ. Иван Яковлевич тăлăпне тăхăнса çуна çине ларчĕ. Лавăç: «Ну, яра пар!» — тесе тилхепине туртрĕ. Эпир: «Сывă пулăр, Иван Яковлевич!» — терĕмĕр. Вăл, тăлăпăн лапсака çухине сирсе, çĕлĕкне çĕклерĕ. Çӳллĕ хыçлă çуна çăмăллăн тапранчĕ, шăнкăрав сасси янăравлăн илтĕнсе юлчĕ…
Виççĕмĕш класа çитсен, эпир каçсерен уроксене хатĕрленме шкула çӳреттĕмĕр. Килте шăши куçĕ пек çунакан лампа умĕнче вулама та, çырма та хĕн пулнă. Шкулта тăрпаллă лампа çутă çунать, питĕ аван. Уроксене вĕренсе пĕтерсен, учительница пире мĕн çинчен те пулин каласа е вуласа паратчĕ. Хăш чух юмахсем, сăвăсем калаттăмăр. Паян пире Анастасия Александровна Иван Яковлевич çинчен каласа пачĕ. Вăл тăлăх ача пулнă иккен. Ăна ырă çынсем пăхса ӳстернĕ. Иван Яковлевич, чăваш ачи пулнă пулин те, хăй питĕ тăрăшса вĕреннипе тата ырă кăмăллă вырăс çыннисем пулăшнипе аслă шкултан вĕренсе тухнă, чăваш ачисем валли учителе вĕренсе тухмалли шкул уçнă. Учительница Иван Яковлевич çинчен нумай каларĕ. Эпир, сывламасăр тенĕ пек итлесе, тĕлĕнсе ларатпăр.
Иван Яковлевич мана Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме илесси çинчен хăй каласа хăварни маншăн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ, вĕренме хавхалантарчĕ. Эпĕ халиччен те аван вĕреннĕ, халĕ тата ытларах тăрăшма пуçларăм. Вырăс чĕлхине вĕренме хавас пулнăскер, эпĕ нумайтарах кĕнеке вулама тытăнтăм. Ăнланман сăмахсене Катьăран ыйтатăп, вăл пĕлеймесен — учительницăран. Пĕрре эпĕ пуп килĕ тĕлĕнче лутăркаса пăрахнă хаçат тупрăм. Килте эпĕ ăна якатрăм, тетрадь пек хутлатса çĕлерĕм, вара учительница ăнлантарса панă сăмахсене манас мар тесе, çав хаçат çине çырса пыра пуçларăм. Анастасия Александровна мана çакăншăн мухтарĕ, хаçат çине çырма кансĕр тесе, виçĕ листа хут пачĕ. Ку маншăн пит паха пулчĕ.
Эпĕ вулама юратнине кура, учительница мана хăй суйласа кĕнекесем пама тытăнчĕ. Вуласа тухнă кĕнекен содержанине каçсерен, урок хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн, ачасене каласа параттăм. Пирĕн шкул библиотеки пуян пулман. Пушкин çырнă юмахсем, Толстойăн кĕске калавĕсем пурччĕ, анчах ытларах çветтуйсен пурнăçĕ çинчен çырнисемччĕ. Астăватăп, пĕр эрне хушшинче эпĕ çак кĕнекесене вуласа тухрăм: «Кирилл и Мефодий — просветители славян», «За богом молитва, за царем служба не пропадают», «Покорение Сибири», «Великомученица Варвара», «Сказка о золотом петушке».
Тăваттăмĕш класа куçсан, мана учительница хăйĕн кĕнекисене пара пуçларĕ. Тургенев калавĕсенчен «Бежин луг» тата «Муму» вуланине астăватăп. Пĕрре мана Анастасия Александровна «Вечера на хуторе близ Диканьки» ятлă кĕнеке пачĕ. Ăна вуласа эпĕ питĕ савăнтăм, анчах кайран тарăхма та тиврĕ. Хĕр тупăкĕ чиркӳре вĕçсе çӳрени, виле шăтăкран çĕкленсе кăшкăрни тата ытти хăрушă темтепĕрсем куç умĕнче пекех туйăнма пуçларĕç. Тĕттĕм пулсан пĕччен юлма хăракан пултăм. Пĕр-икĕ эрне çакăн пек асапланса пурăнтăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...