Ача чухнехи :: Эпĕ шкула кайни


Çанталăк сӳрĕк. Час-часах çумăр çăвать. Эпир аннепе чылайранпах ĕнтĕ пӳртре, тĕпелти урлă сак çинче, çывăратпăр. Ирсенче, хĕвел тухса сарăличчен, сивĕ. Хăш чух шап-шурă тăм ӳкет.

Килте ĕç çук, эпĕ Катя патне выляма çӳретĕп. Эпир унпа шкула кайма миçе кун юлнине шутласа пыратпăр. Катьăн кĕнеке чикнĕ сумки алăк патĕнчи пăтарах çакăнса тăрать.

Пĕрре эпир — анне, аппа, эпĕ — пахчара кишĕр, кăшман кăларатпăр, çулçисене касса тасатса, çимĕçсене нӳхрепе антаратпăр. Хура пĕлĕтсем, çĕре татăлса анас пек, ĕнте темиçе кун хушши хупăрласа тăраççĕ. Паян, кăнтăрлапа, вĕсем сирĕле пуçларĕç, хĕвел пăхса ячĕ, кĕрхи çутçанталăк илемленсе кайрĕ.

Пирĕн пата пичче пычĕ.

— Çанталăк уяртрĕ, ыран илĕм-тилĕмпе çак пĕчĕк капана çапса пăрахас та, эпĕ вара каятăп.

— Ăçта? — ыйтрăм эпĕ.

— Кукшака, вăрман касма. Эсĕ те манпа пĕрле пырасшăн-и? — кулкаласа каларĕ пичче.

— Çу-ук, пымастăп, манăн шкула каймалла, — терĕм эпĕ.

— Каясса кайăн та, пуп хăлхаран туртсанах киле чупса килĕн, çавă кансĕр.

Пичче, шăхăркаласа, килелле кĕрсе кайрĕ.

Ыран авăн çапассине пĕлсен, эпĕ хăраса ӳкрĕм: ĕç пур тесе, шкула ямĕç тата.

Авăн çапнă чух эпĕ халиччен кĕлте тавăрнă, пуш кĕлтесене силлесе итем хĕрне йăтнă, сарăм айккисене шăпăрпа шăлнă, хăш чух, йыш нумаях пулмасан, тăпач тытса, ыттисемпе пĕрле çапма та тăнă. Кăçал атте ĕçлейменнипе килтисем авăн çапнă чух эпĕ ялан вĕсемпе пĕрле ĕçленĕ, Пиччепе аппа сарăм варринчен çапатчĕç, эпир аннепе — хĕрринчен.

Анне эпĕ ĕçлени çинчен кăмăллă калаçать:

— Мархва, пĕчĕккĕ пулин те, авăн çапнă çĕрте пĕр çынна тăрать.

Эпĕ, хама çакăн пек хакланине кура, кашни ĕçе хăвăрт та тĕплĕн тума тăрăшатăп.

Тепĕр кун, шурăмпуç палăрсан, авăн çапма тухрăмăр. Сивĕ, уçă ирпеле ĕç ăнса хăвăрт пынă пек туйăнать. Хĕвел тухса саралнă çĕре эпир пĕчĕк капана çапса та пĕтертĕмĕр: икĕ сарăм çеç пулчĕ. Ĕç пĕтнĕшĕн эпĕ савăнтăм: шкула кайма ирĕк. Ирхи апата çĕрулмипе хăяр çисе, Катя патне чупрăм. Вăл мана кĕтсе тăнă, иксĕмĕр шкула утрăмăр.

Шкул патĕнче ачасем пухăнса тăнă. Хăшĕ çерем çине ларнă, хăшĕ алкум вĕçĕнче тăраççĕ. Урăх ялтан килнĕ ачасем те пур. Вĕсем уйрăм, чиркӳ карти патне ларнă.

Ачасенчен никам та кулмасть, вылямасть. Шĕшлĕ Мити çеç ачасене тĕрткелет, чышкалать. Вăл хĕрлĕ кĕпе, атă тăхăннă, ахăртнех, çĕнĕ тумĕпе мухтанса саркаланать пулмалла. Хăй шуранка питлĕ, çинçешкескер.

Эпир Катьăпа юнашар шкул алăкĕ патĕнче тăратпăр. Митя пирĕн пата пычĕ те Катьăна çӳçĕнчен кăрт туртрĕ. Эпĕ ăна çавăншăн алкум картлашки çинчен пĕрех тĕртсе ятăм. Вăл çĕре лап! ӳкрĕ, çари! çухăрса ячĕ, сăмсинчен юн тумлама пуçларĕ. Эпĕ питĕ хăраса кайрăм. Киле тарас терĕм, Катя ямарĕ. «Митя пире хĕнесен, учительницăна калатпăр», — терĕ, Эпĕ Катя хыçне, алăк çумне, хĕсĕнсе тăтăм. Митя кĕсйинчен шурă тутăр кăларса сăмсине шăлкаларĕ, тасатрĕ. Хăй мана чышкипе юнать.

Шкул алкумне хĕрлĕ сухаллă, çутă пуçлă лутра старик хăпарчĕ, шкула уçрĕ. Эпир кĕтĕмĕр. Класра хура сăрлă хăлтăр-халтăр партăсем икĕ рет лараççĕ: виççĕ — сулахайри стена çумĕнче, тăваттă — сылтăм енче. Партăсем умĕнче сарă сĕтел, пукан. Малти кĕтесре пысăк турăш, стена çинче патшапа майрин сăнĕ, тепĕр кĕтесре лутра шкап. Эпир партăсем хушшине кĕрсе лартăмăр. Виççĕмĕш класра вĕренекенсенчен пĕри хĕрача — Çтенкке арман хуçин хĕрĕ. Пирĕн ушкăнра та хĕрачасенчен эпир Катьăпа иккĕн çеç. Арçын ачасем те нумаях мар: виççĕмĕш класрисем вунă ача, пирĕн ушкăнра çирĕм виççĕ.

Класа учительница кĕчĕ. Виççĕмĕш класс ачисем, ура çине тăрса: «Здравствуйте!» — терĕç.

— Здравствуйте! — терĕ вĕсене хирĕç учительница йăвашшăн.

Катя мана чавсаран кăлт тĕртрĕ.

— Пăх-ха, кĕпи мĕнле?

Учительницăн шурă çухаллă тĕттĕм кăвак кĕпине эпĕ те юратса пăхрăм. Тăп-тăп питлĕ, хăмăр куçлă майра хăй те кăмăла кайрĕ.

Вăл, шкап патне çăмăллăн утса пырса, унтан грифельсем, линейкăсем, аспид хăмисем кăларчĕ, вĕсене сĕтел çине хучĕ, унтан сĕтелтен кăвак питлĕ журнал, чернил кĕленчи, ручка кăларчĕ, пирĕн ятсене çырма тытăнчĕ. Малтан арçын ачасене çырчĕ, вара пире — хĕрачасене.

Виççĕмĕш класс ачисем, сасартăк харăс тăрса, алăк патнелле пуç тайрĕç. Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Алăк умĕнче пуп — шлепкине пăтана çакать. Вăрăм хура тумтирлĕскер, вăл, аттипе таплаттарса, турăш умне пычĕ те: «На молитву!» — терĕ. Учительница пире тăма хушрĕ. Пуп, хулăн туталлă çăварне карса, мăн сассипе вăкăр пек мĕкĕрсе ячĕ. Унпа пĕрле виççĕмĕш класри ачасем çинçе сассисемпе юрла пуçларĕç.

Кĕлĕ пĕтнĕ хыççăн, виççĕмĕш класа пуп вĕрентме пуçларĕ, — пире — учительница. Вăл кашни ачана пĕрер хăма, грифель, линейка пачĕ, вара стена çумĕнчи пысăк хура хăма çине, вăрăм линейка тытса, пурăпа тăватă йĕр турĕ, пире хамăр хăмасем çине те çавнашкал йĕрсем тума хушрĕ. Эпир ĕçе тытăнтăмăр. Класра шăп, пупăн хулăн сасси çеç илтĕнет. Вăл малтан каларĕ, каларĕ, вара ачасенчен ыйтма тытăнчĕ. Малтанхи ачах пуп ыйтнине ответлеймерĕ.

— Миншен билместин? — терĕ пуп, аллинчи кĕнекепе ачана питĕнчен çатлаттарса. Эпир шартах сикрĕмĕр. Пăхатăп — Катя шурсах кайнă.

Пĕр сехет хушши тӳрĕ йĕр тунă хыççăн, учительница пирĕн ĕçсене пăхса тухрĕ. Переменăна тухса кĕрсен, вăл пирĕнтен шуçтарса илнĕ хăмасене виççĕмĕш класс ачисене пачĕ, вĕсене кĕнеке çинчен пăхса çырма хушрĕ. Пире пуп вĕрентме тытăнчĕ. Вăл турă, патша çинчен нумай каларĕ, мана вăл калани ăнланмалла пулмарĕ, тем калать, хăлхана та кĕмест. Юлашкинчен пуп темиçе хутчен çак сăмахсене каларĕ:

— Торыран хорас болать, патшына хизевлес болать. Калыр харыз!

Ачасем сĕрлесе кала пуçларĕç, ушкăнпа каланă хыççăн, пуп кашни ачана пĕччен калаттарма тытăнчĕ. Манăн, пупран хăраса, çăвар типсе кайнă та, эпĕ вăл хушнине аран-аран каласа патăм. Пурне те калаттарса пĕтерсен, пуп пире сăхсăхма хушрĕ. Кашни ачана сăхсăхтара пуçларĕ. Эпĕ, халиччен сăхсăхса курманскер, виçĕ пӳрнене пĕр çĕре чăмăртаса тытма пĕлеймерĕм. Пуп манăн сылтăм аллăн пӳрнисене, виççĕшне пĕр çĕре туса, хытă чăмăртарĕ, иккĕшне ывăç тупанĕ çумне хутлатрĕ, унтан аллипе пуçран тӳнк! тутарчĕ. Чĕре кăртлатса кайрĕ, тухса ӳкес пекех тапать.

— Ну, сух-сух, сух-сух, — тет пуп, çиес кашкăр пек ман çине пăхса.

Эпĕ, виçĕ пӳрнене чăмăртаса, иккĕшне хутлатса, алла çамка çине илсе пытăм, ун хыççăн тӳрех сылтăм хулпусçи çине султăм. Пуп манăн алла ярса илчĕ те аялалла карт туртса, кăкăр çине паклаттарчĕ. Манăн чĕре анинчен питĕ ыратса кайрĕ, кĕçех йĕрсе яраттăм.

— Сух-сухма билмез, борçа çине на колени лардадып, — терĕ пуп.

Икĕ сехет вĕрентнĕ хыççăн пуп киле кайрĕ. Вăл тухса кайсан, эпир çăмăллăнах сывласа ятăмăр. Тепĕр сехетре учительница виççĕмĕш класа задача шутлама пачĕ, пире кашнине вунна çитиччен шутлаттарса пăхрĕ. Эпĕ аванах шутларăм. Учительницăран хăрас шухăш та пулмарĕ.

— Эпĕ çĕре те çитеретĕп. Çулла хăяр татсан тĕрĕсех шутланă, — терĕм эпĕ.

Учительница тутине пĕр самант шăт тытса тăчĕ те ăшă куçĕпе пăхса:

— Класра урăх калаçу çине каймаççĕ, — терĕ.

Виçĕ сехет вĕрентнĕ хыççăн учительница пире киле ячĕ. Класран тухса каяс умĕн, эпĕ ун çине тепĕр хут пăхса илтĕм. Вăл та ман çине пăхнă пек туйăнчĕ. Ку мана савăнтарсах ячĕ. «Ыран та шкула килетĕп, учительница аван, анчах пупран хăратăп», — тесе шухăшласа илтĕм хам ăссăн.