Ача чухнехи :: Макаҫей ҫунни


— Пушар! Вут-кăвар! — илтĕнчĕ урамра.

— Ах, тур! — хыпăнса ӳкрĕ анне, лаçран хăвăрт тухса.

Пирĕн килкартине хĕрлĕ çутă ӳкнĕ. Атте çара пуçăн, çара уран урама чупса тухрĕ. Мăкаçей çунать иккен. Çăри-çари! Шăн-шан! тунă сасăсем илтĕнеççĕ. Çынсем чупкала пуçларĕç. Тимĕрçĕ Гаврила пысăк пуртă йăтнă, талпăнса чупать.

— Ах! Тырă пĕтет! — тарăхса кăшкăрчĕ пĕр çын.

— Шыв! Шыв! — илтĕнеççĕ сасăсем.

Чан сасси хытă çапнипе пĕтĕм сывлăш уласа тăрать.

Мăкаçей тĕлĕнче хура-хĕрлĕ тĕтĕм пĕлĕтелле явăнать. Вут çути пĕлĕт çине хĕп-хĕрлĕ ӳкнĕ. Çулăм ансăр чӳречерен акăш-макăш пысăк чĕлхе пек явăнса тухать. Хĕм сирпĕтет, çил вĕрнипе варкăшса, улăпла çĕлен пек авкаланса илет.

Аннепе аппа, витресемпе шыв йăтса, ялкăшакан мăкаçей патне чупрĕç. Иван пичче, насус урапине кӳлсе, кĕске ураллă лашине вут тухнă çĕрелле хăваларĕ. Вунă-вуникĕ çын саран хыçĕнче шывлă пичкепе ларакан урапана тапаланса туртса кайрĕç. Аялти урамран хĕрарăмсем шыв йăтса чупаççĕ. Тахăш ялсем пасуспа тата пичкесемпе иртсе кайрĕç. Халăх тĕркĕшет, шавлать, кĕрлет. Выртма кайнă пичче юланутпа тапăртаттарса ситрĕ, тӳрех вут тухнă çĕре кайрĕ. Эпĕ пусă хапхи патĕнче хамăр карта кĕтессине тăнă та, таптаса каясран шикленсе, вырăнтан та тапранмастăп.

Акă, чан сасси илтĕнми пулчĕ. Çынсем ытла паçăрхи пекех тĕркĕшмеççĕ. Мăкаçейĕн çӳлти хучĕ ишĕлсе анчĕ, çулăм вăйсăрланчĕ. Шăй-шай, çынсем кăшкăрни майĕпе лăпланма тытăнчĕ.

Хĕвелтухăçне кĕрен çутă çапрĕ. Атăл енчен уçă çил варкăшма пуçларĕ. Пăрахут сасси илтĕнчĕ те улăх тăрăх кай еннелле у-у-у! тесе янăраса кайрĕ. Энĕш хĕрринчи йăмрасем çинче кураксем карăклатма тытăнчĕç.

Халăх çуннă хуралт тавра ункă пек курăнать. Акă, çынсем ялалла утма пуçларĕç. Хĕрарăмсем, пушă витрисене тытса, ушкăнĕ-ушкăнĕпе пыраççĕ, халăх тырри çунса кайнăшăн хуйхăрса калаçаççĕ.

Аттепе тимĕрçĕ çынсенчен кайран юнашар утса килчĕç. Касак Ваççи тимĕр кĕреçе йăтнă, вĕсен хыçĕнчен хуллен пырать. Пусă хапхи патĕнче чарăнса тăчĕç, чĕлĕм чĕртме тытăнчĕç.

— Тырра кăларасчĕ тесе, алăка ватрăм та — çук мăкаçейре тырă, таçта кĕрсе кайнă… Те шăшисем çисе янă…

— Шĕшлĕ арманне кайнă. Çаратрĕç халăха… Эй, мăнтарăн пурнăçĕ, — тарăхса каларĕ атте.

— Н-у-у! — тĕлĕнчĕ тимĕрçĕ, — апла тыррине турттарса кайнă, мăкаçейне вут чĕртсе янă. Да…

Атте хăй каçхине мăкаçей патĕнче çын курнине каласа пачĕ.

Тимĕрçĕ лапсака кăтра пуçне сулласа илчĕ. Касак Ваççи аттепе тимĕрçĕ калаçнине чарăнсах итлесе тăчĕ. Гаврила, Ваççана асăрхаса, ун çинелле çаврăнса пăхрĕ. Лешĕ, ним пулман пек, хапха юпи çумнелле тăрса, чĕлĕмне чĕртсе ячĕ.

— Мĕтри, эсĕ тĕттĕм пулсан, мĕн туса çӳрерĕн макаçей таврашĕнче? Туятăп эпĕ кама пула мăкаçей çуннине, анчах шарлас мар.

Атте Ваççа çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.

— Эпĕ пусса ачана шырама кайнă. Эсĕ ху мăкаçей таврашĕнче пĕр-икĕ каç мĕн туса çӳрерĕн? Шĕшлĕ патне тырă антарнине çын курасран сыхласа çӳрерĕн-и? Иван пичче курнă-çке сана… Ун куçлă, вăрман хăлхаллă…

Касак Ваççи атте çине урнă пек пăхса илчĕ, чĕлĕмне мăкăрлантарса, урам айккипе хăвăрт утса кайрĕ.

Сасартăк аялти урамра пĕр юланут курăнчĕ. Шурă картузлă çын йĕнер çинче, лаши чупнă май, çĕкленсе пырать.

— Стражник, — терĕ тимĕрçĕ, — ну, пулать ĕнтĕ кама та пулин типĕ мунча… Да-а…

Çапла каласа Гаврила пирĕн карта айккипе хăвăрт утса кайрĕ. Атте киле кĕчĕ. Эпĕ хамăрăн пӳрт çумне пырса лартăм. Унта тин çеç хăпаракан ирхи хĕвел ӳкнĕ, ăшă, аван.

Стражник хурал пӳрчĕ патне тапăртаттарса пычĕ, лаши çинчен якăлт! сиксе анчĕ. Насус урапи патĕнче Иван пичче кăштăртатса тăрать, темскере вырнаçтарать, кантрапа çыхать. Стражник ун патне пырса тăчĕ, темĕн каларĕ. Иван пичче çуннă мăкаçей еннелле аллине кăнтарчĕ. Лешĕ çăмăллăн лаши çине утланчĕ те çулпала вĕçтере пачĕ.

Кăшт тăрсан, Касак Ваççи хурал пӳрчĕ патне талкăшса пычĕ.

— Ăçта стражник? Халĕ çеç кунталла килчĕ-çке.

— Ав лере, — терĕ Иван пичче, çуннă мăкаçей еннелле пуçне пăрса. Ваççа унталла чупсах кайрĕ.

Акă, староста тата унпа пĕрле виçĕ-тăватă çын сарай патне пырса тăчĕç. Ваççапа стражник каялла килчĕç. Калаçкаларĕç те, староста пĕр çыннине такам патне чуптарчĕ. Ыттисем стражникпа пĕрле пурте хурал пӳртне кĕрсе кайрĕç. Алăка шалт! хупни илтĕнчĕ.

Иван пичче лашине яланхи пекех пирĕн карта çумне кăкарчĕ те ана хĕррине хĕвеле хирĕç ларчĕ. Вăл, çĕр каçа çывăрмасăр ĕшеннĕскер, кăвак пуçне часах лăнк! усрĕ, тĕлĕрсе кайрĕ.

Эпĕ те киле кĕтĕм, часрах шăналăк айне çывăрма выртрăм.