Синкер :: Тӑххӑрмӗш сыпӑк
— Ну, çитĕ чăмласа, фçо! — ал лаппипе сĕтеле шаплаттарса, Калюков тимлĕ пулма хушрĕ. Пурте шăплансан, хушса хучĕ: — Тусăмсем, эпир, кунта ларакансем, пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Анчах пурнăç вăл куллен улшăнса тăрать, эпир те вăй илсех пыратпăр. Нумаях пулмасть, акă, пирĕн хушша çĕнĕ çын килчĕ. Ăна йышăнасса йышăнтăмăр, анчах тĕрĕслеме те манмарăмăр. Мĕншĕн тесен турă та сыхланакана кăна сыхлать теççĕ. Çут тĕнчере пурăнасах текенĕн çакна ĕмĕрне манма юрамасть. Халь ĕнтĕ сире çав тĕрĕслев епле вĕçленнипе паллаштаратпăр...
«Авă мĕнле ĕç пирки пуплешнĕ вăл паçăр! Енчен?.. Мĕн тумалла? Сыхлăха хытарсах çитереймен самантпа усă курса, çĕр тĕттĕмне тухса чăммалла-и? Е револьвер туртса кăларас та... — пĕрин хыççăн тепри çиçĕм хăвăртлăхĕпе вĕлтлетрĕç Телегин пуçĕнче шухăшсем. Анчах темскер апла та, капла та хăтланма ирĕк памарĕ-ха. Вăл, хăйне хăй кашни шăнăр таран хытарса, малалла мĕн пуласса кĕтрĕ, тулăклăрах шухăшлам а пуçларĕ. Çук çав, тӳрех тухса сирпĕнме те, хурахсене пере-пере пăрахма та май килмĕ.
Енчен Телегин уголовнăй розыск янă çын иккенне пĕлнех-тĕк, ларасса нимĕн пулман пек лараççĕ те, чăннипе кашниех унăн хусканăвĕсене, куçĕ ăçталла вылянса илни таранах, тимлĕн сăнать, паллах. Хытăрах хускалса илме те ĕлкĕреймĕ, пĕри-пĕри кĕсъере тытса ларакан револьверти тăхлан татăкĕ унăн пуçне е кăкăрне витĕр шăтарса та тухĕ...
«Чим, мĕншĕн-ха манăн çав териех сехĕрленсе ӳкмелле? — хăйне хăй каллех лăплантарчĕ Телегин. — Калюков мана тăшманла пăхмарĕ. Ыттисем те хăйсене унчченхи пекех тыткалаççĕ, Валет, авă, манпа шаккасах ĕçрĕ...»
Çак хушăра Пуслăх Мишши чăмăрла пĕçернĕ çăмартана, пĕтĕмпех хыпнăскерне, шăвăç куркари сăрапа сыпса, кăшт-кашт чăмласах ăнăçлăн çăтса ячĕ те, хаяр эрехе самай ĕçсе лартнине пула хĕрме те, нӳрĕрен кĕнĕ хыççăн ăшăнма та ĕлкĕрнĕскер, утаман хушнине итлесе, хăй мĕн пĕлнине каласа кăтартма тытăнчĕ. Ăна Калюков кăна мар, ыттисем те çав тери тимлесе, кăсăкланнипе каçса кайсах темелле итлерĕç. Çакăнтан хурахсем хăйсен эшкерĕн тĕп чăмăрне çĕнĕ çынна çав тери сайра йышăнни палăрчĕ.
— Çапла вара, Антун Иванчă, эсĕ хушнипе, эпĕ Телегин Иван Степанăч гражданин çинчен хам мĕн пултарнă таран пĕтĕмпех тĕпчесе пĕлтĕм, — терĕ Оглоблин хăйăлтирех çинçе сассипе. Хăй вăл, ахăртнех, Телегинĕ çак пӳртрех ларнине пĕлмест те пулас, ун еннелле куç хĕррипе те пăхса илмерĕ. — Кăçалччсн кăна-ха вăл Экеç ялĕнчи активистсенчен пĕри шутланнă, ялхуçалăх юлташлăхне ертсе пынă. Анчах чăннипе вăл хăй вăхăтĕнче, тĕрĕсрех каласан, çирĕммĕш çулта поляксем аллине тыткăна лекнĕ хыççăн, Совет влаçĕ умĕнче пысăк айăпа кĕнĕ: тыткăнран тарнă чухне хăйĕн командирне вĕлернĕ. Леш командирĕ те Экеçренех пулнă иккен, халĕ унăн ашшĕ, Никифоров Петр Никифорович, уесăн çутĕç пайĕнче ĕçлет. Вĕлерессе командира Телегин хĕршĕн вĕлернĕ пулĕ теççĕ. Вăт. Ну, шăпах тата çав гражданина тытса каяс умĕн Экеçе, Калюков, эсĕ пырса кайнă теççĕ. Юлташлăха çаратнă унта. Çак ĕçе те Телегин вĕслетнипех тунă пулĕ теççĕ... Арестлесен, хăрушă преступник тесе, Телегина Шупашкарах кайса хупнă. Анчах лешĕ тĕрмере нумай пурăнман, Атăл хĕрринчен вутă турттарнă чухне тарма пултарнă. Ун хыççăн Телегин йĕрĕ кунтан инçех те мар, Йĕпреçре тупăннă. Унта вăл «Кожтрест» кантурне тата Анатриял лавккине çаратнă теççĕ. Ахăртнех, çынни çав тери чее те харсăрскер, анчах унăн опытпа кирлĕ пĕлӳ çителĕксĕр, çавăнпа кантурта та, лавккара та алă йĕрĕ хăварнă, — пĕр чарăнмасăр каласа пачĕ милиционер. Унтан мăнаçлăрах хушса хучĕ: — Дактĕлескопи вăл чăн-чăн наука. Вăл нихçан та суймасть. Вăт. Ну, çыннине шыраççĕ халĕ, республикăри пĕтĕм милицие çĕкленĕ...
— Мĕн шырамалли ăна, акă вăл, кунтах ларать! — Телегина хулпуççинчен юлташла тĕксе илчĕ Калюков. — Мĕнех, лягавăйсем ăна унчченех пирĕнпе çыхăнтарнă-тăк, Иван, сана хамăр ĕçе чăнласах явăçтарар пулĕ. Мĕнле пек, ачасем, э? — терĕ çавăнтах. Унтан шалти кĕсйинчен енчĕк туртса кăларчĕ те, çĕр тенкĕлĕх хут укçа илсе, милиционера тыттарчĕ. — Me сана, Мишша! Ырă ĕçшĕн тивĕçлипе тӳлемесĕр тăма хытă пăрçа мар эпир.
Оглоблин аванмарланса кайрĕ, канăçсăррăн хускалса илчĕ.
— Эс, Мишша, ан хирĕнкеле, — асăрхаттарчĕ Калюков. — Çапла, сана пурин умĕнче те тӳлерĕм эпĕ. Юри тӳлерĕм. Пирĕн, кунта ларакансен, пĕр-пĕринчен пытармалли нимĕн те çук. Тата... капла пурăна киле пиртен пăрăнас текенсен те çулĕ хупăнать. Яснă? Тепĕр тесен, сăмахăмăр ун пирки мар халĕ. Пирĕн хушша тепĕр шанчăклă юлташ хутшăнчĕ. Атьăр, çавăншăн тепĕртак ĕçер...
Пурте хĕрĕнкĕскерсем, савăнăçлăн шавласа кайрĕç, Телегина унтан та кунтан юлташла кӳп! те кӳп! лектеркелесе илчĕç. Оглоблин, çумрах ларакан çын çинчен каласа панине тавçăрсан, аванмарланчĕ, пурне те хĕсĕк куçĕпе кăн-кан пăхкаларĕ, пуклак сăмсине тачка пӳрнисемпе лутăркарĕ. Телегинăн вара чунĕ лăшах кайрĕ, хĕсĕнсе-хытăнса ларни майĕпен иртсе пынăран вăл хăйне темле пуш-пушă, ăшчиксĕр çын пек туйрĕ. Пĕр япалана кăна уççăн ăнланса илчĕ вăл: уншăн чи хăрушă пулма пултарнă самант иртрĕ, питĕ ăнăçлăн, чипер иртрĕ...
Те хăйсен йышне тепĕр шанчăклă çын хушăннишĕн савăннипе, те паян çумăр айĕнче чылай шапарса çӳренипе, те сĕтел хушшинче милиционер ларнăран хăйсене килсе тытас хăрушлăх çуккине ĕненнипе, хурахсем, сыхлăха-мĕне мансах, урамра хурал тăратма пăрахсах какăриччен ĕçсе çирĕç. Кучанпа Жумба ăшă кăмака çине хăпарса та выртрĕç ĕнтĕ, кĕçех унтан пĕри хулăннăн хăрр! та хăрр! тутарни, тепри сăмса витĕр çăмăллăн шăхăрттарни илтĕне пуçларĕ. Ыттисем те ыйхă килнипе сĕнкме тытăнчĕç. Минин кăна, ĕçнĕçемĕн лара-тăра пĕлми пулнăскер, хĕрсе-хăюлланса çитрĕ. Пĕчĕк хура куçне вăл пӳртри пĕртен-пĕр хĕрарăм çинчен илме те пĕлмест ĕнтĕ. Çакă сĕтел çинчи савăт-сапапа апат юлашкине пуçтаракан Машука пĕр хĕретсе, пĕр шуратса ярать... Ыттисене кура, Телегин та сĕнкме тытăнам пек турĕ, çапах, хăйшĕн нимĕнле хăрушлăх çуккине ĕненсе çитсен те, куç айĕн сăнама пăрахмарĕ.
— Ну, Антун Иванчă, пурте ырса çитрĕç курăнать, канасшăн, эпĕ те киле, ăшă матка çумне кайса выртам пуль, хе-хе, — терĕ Оглоблин. — Çул курки ярса пар та...
Çакна илтсен, Минин, аялтан пăшатанпа тăрăнтарнă пек, ялт! сиксе тăчĕ.
— Ăшă матка çумне тен-ха?! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Аван сан пурнăç, çăтмахри пек. Пирĕн ăçта кайса выртмалла тет, э? Сана хăшпĕрисем ăшă матку çумĕнче выртса пурăннăшăнах пуйтараççĕ. Эпир вара пĕр пусшăнах пуçа çухатма пултаратпăр...
— Тем ан лăпăртат! — татса хучĕ ăна Калюков. Унтан, юриех васкамасăр, Оглоблина çур стакан эрех ярса пачĕ. — Ӳпĕнтер-ха, Мишша, туслăх ячĕпе, — терĕ хыттăн, Минин илттĕр тесех. Мĕн калăн, вăл хăй те самаях хĕрĕнкĕччĕ çав, кăмăл чаракне паçăрах çухатнăччĕ. — Хам та санпа пĕрлех каям-ха, Санюк халиччен мунча хутса пултарчĕ пулĕ.
Çакă Минина, темшĕн, пушшех килĕшмерĕ. Вăл, чылайранпа путлĕн çăвăнманнипе чӳпĕкленнĕ сухалне силлентерсе, ансăр питне пĕркелентерсе илчĕ, кăмака умĕнчи пушă вырăна тухса, каллĕ-маллĕ чăтăмсăррăн уткалама тытăнчĕ, çавăн халлĕн вучахри хуранран вĕри шыв ăса-ăса савăт-сапа çăвакан пăлатна Машук çине куçне çиçтере-çиçтере пăхкаларĕ.
— Антун! — чарчĕ вăл Пуслăх Мишши хыççăн тухма тăнă Калюкова. Лешĕ, ĕнтĕ алăк уçнăскер, ăна хуллен хупрĕ те юлташне тимлерĕ. — Антун, Машука кала, кĕçĕр манпа çывăртăр!
Хĕрарăм тĕлĕннипе тулли алтăрне чалăштарчĕ ячĕ, аллине вĕри шывпа пĕçертрĕ. Те çавăнпа, те хăранипе: «Ай-уй!» — терĕ те шак хытса тăчĕ.
— Мĕ-ĕн? — тарăхрĕ Калюков, унтан тĕпелелле, Минин еннелле пĕр-ик утăм ярса пусрĕ. — Мĕн терĕн эс? Машук камăннине мантăн-и?
— Манман, çавăнпа ыйтатăп, — çине тăчĕ Минин. — Эс, ав, пурпĕр матку патне каян, вĕри мунча хыççăн ун çумне кĕрсе выртăн... Кала Машука, кĕçĕр манпа çывăртăр. Е эпĕ ăна хамах, эс хушмасăрах...
Вăл калас тенине каласа пĕтереймерĕ — тилĕрсе кайнă Калюков ун еннелле тепре сарлакан ярса пусрĕ те шач! тутарчĕ питрен чăмăрпа. Лешĕ, хăрпăк кĕлеткеллĕскер, кăмака еннелле пăлтăрт! çаврăнса ӳкрĕ, пуçĕпе лахханран пырса çапăнчĕ, ăна кисрентерсе, савăтри шĕвеке хăй айне сирпĕнтерсе тăкрĕ.
— А-э-э! — кăшкăрса ячĕ Минин. — Эс ăçтиçук кĕрт амишĕн мана çапма-и! Эп сана...
Вăл мĕнле выртнă çаплипех аллине капурĕ патне тăсрĕ, анчах ăна, аяк пĕрчи айне пулнăскере, уçса ĕлкĕреймерĕ — Калюковăн таканлă атти унăн аллине шатăр кăна пусса лартрĕ. Минин ыратнипе пĕтĕм пĕвĕпе туртăнса илчĕ, çапах кăшкăрмарĕ, шăлне çыртрĕ, парăннине систерсе, лăшах пулчĕ: ара, утамана вăйпа çĕнтереес çуккине пурте пĕлеççĕ. Çакăн хыççăн Калюков урине илчĕ те Минина хулĕнчен тытсах тăма пулăшрĕ.
— Итле, Мина — терĕ вара шăппăн, анчах çирĕппĕн, — халлĕхе йышра утаман — эпĕ, çавăнпа манран пĕри те иртеймĕ. Пĕр çын та! Яснă?
Минин ăна шурă куçпа кураймасăр пăхрĕ, хулне Калюков аллинчен карт! туртса вĕçертрĕ.
— Эсĕ маншăн тек утаман мар! — терĕ хăй, тарăхнипе хăрăлтатса. — Суратăп кăна сан çине, тьху! Тупăннă... Сансăр пурăнма çук-им...
Вăл пуçне мелсĕррĕн пăрчĕ те лахханпа çапăннă тĕле сулахай аллипе хыпашласа пăхрĕ; сылтăм аллине ыратнипе хускатаймасть те пулас. Унтан пăтаран сăран пиншакне вăтăрса илчĕ, аран-аран тăхăнчĕ, кубанка текен хăлхасăр çĕлĕкне пуçĕ çине пусса лартрĕ, вара алăка тапса уçрĕ те тĕттĕм çенĕке ярса пусрĕ, унта тем хăлтăртаттарса, картишне таплаттарса тухрĕ. Часах лаша тулхăрни, хапха уçăлни илтĕнчĕ, хыççăнах янавар выльăх, хуçана вăл ăслă е ухмах пулнине пăхмасăр пăхăнма çуралнăскер, шапарнă çĕре таканлă урисемпе тăнччи-танччи тутарса, Минина таçталла илсе кайрĕ.
— Тăртак! — урайне лач сурса, çиллессĕн каласа хучĕ Калюков, юлташĕсене пăхса çаврăннă май. Лешсем пӳртре мĕн пулса иртнине сиссе те юлаймарĕç курăнать. Куччановпа Курносов кăмака çинче, паçăрхи пекех, пĕри хулăннăн харлаттарса та тепри сăмса витĕр çăмăллăн шăхăрттарса çывăраççĕ. Сĕтел хушшинче тĕлĕрсе ларакан Иванов-Валет алăк кисренсе уçăлсан кăна самантлăха пуçне çĕклерĕ, нимĕн ăнкарса илейменскер, урмăш куçĕпе пăртак пăхкаласа ларсан, каллех сĕтел çине хучĕ. Хуснутдинов-Йысна паçăрах тапчан çине тăсăлса выртнăччĕ ĕнтĕ, тĕлĕкре те куç çăмартисене йăл-ял вылянтарса çывăрать, ăна халĕ хăлха çумĕнче пăшал персен те вăратаймăн; пĕртен-пĕр сăмах — «лягавăйсем» тени кăна сиктерсе тăратма пултарать ăна кун пек чухне. Телегин та, чӳрече янахĕ çине таяннăскер, курмăш-илтмĕш пулчĕ. Çакă утамана кăштах лăплантарчĕ.
— Эс вара асту, никама пĕр сăмах ан шарланă пул! Çынни ниçта та каяймĕ, ман патах таврăнĕ. Ӳсĕрпе харкашса илесси вăл арçынсен пулкалать, уншăнах пĕр-пĕринчен уйрăлса каймăпăр, — терĕ те Калюков Машука, халь тин пулса иртнĕ тытăçу вăхăтĕнче самантрах урăлнăскер, пӳртрен шăппăн тухса кайрĕ.
Картишĕнче Калюков, пуçне каçăртса, питне пĕлĕтрен çаплах вĕттĕн пĕрĕхекен çумăрпа йĕпетсе уçăлтарчĕ, унтан Минин уçах хăварнă хапхана хупрĕ, чӳрече кантăкне чĕрне вĕçĕпе кăтăртаттарса, Машука чĕнсе кăларчĕ те:
— Эс ыттисем пек ӳсĕр мар, асту вара, ман йĕкĕтсем, темскер, сыхлăха çухатрĕç паян, — тесе асăрхаттарчĕ.
Лешĕ, мăн тутăр пĕркеннĕ пулин те, çакна илтсен чĕтремех тытăнчĕ. Ку ĕнтĕ вăл шутсăр çилленнине пĕлтерет.
— Мĕн-и, Антун, паян манпа юласшăн мар-и вара эс? — кӳренсе каларĕ Машук. — Йăлăхтартăм-и сана? Е юраймарăм-и?
— Киле çитсе курмалла манăн, сан шухăш мар халĕ, ху куртăн мĕн пулса иртнине, — сиввĕн татса хучĕ ăна Калюков. — Тата акă мĕн. Пурте йĕркеллех пулсан, тен, эпир ыран ирех каймăпăр. Эс ман ачасене те мунча хутса кĕртĕн. Тасалччăр пăртак, уçăлччăр. Тул çутăласпа Валета тăрат, хурал йĕркелетĕр... Ну, питĕр ман хыççăн...
Куçран йĕп чиксен те курăнман тĕттĕмре вăл хăрамарĕ, килне урампах кайрĕ, кĕрессе кăна, яланхи пекех, пахча енчен кĕчĕ. Хыçалти калинкке уçах иккен. Эппин, Санюк кĕтет-ха ăна... Пӳрте кĕрсе мăшăрне куричченех куç умне унăн сăнарĕ тухрĕ. Шап-шурă ӳтлĕскер, сарă çӳçлĕскер, темле пырса тĕкĕнме хăяйми таса пирĕшти пек туйăнать вăл. Апла кăна мар, пĕчĕкçĕ Мархвана кăкăр ĕмĕртнĕ чухне, тупата, турă амăшĕ евĕрех курăнать. Эх, нумай нуша кăтартрĕ-çке те Антун ăна, мĕн тăвăн... Çемье йĕркеленĕ чухне, çӳлти атте пĕлет, ун пек-кун пек çинчен вăл нимĕн те шухăшламан, паянхи пурнăçпа пурăнас ĕмĕт шухăшра та çуралман. Çапах халь тин вăхăта каялла тавăраймăн. Паян хальхипе пурăнмалла, ыран мĕн пуласса вара этем кăна мар, турă та, шуйттан та пĕлес çук...
Калюков çенĕк картлашкипе хăпарма кăна тытăннăччĕ — алăк уçăлчĕ те — шурă кĕпе тăхăннă хĕрарăм ĕмĕлки курăнса кайрĕ. Санюк...
— Ах, Антун! — терĕ вăл, пуçне упăшкин кăкăрĕ çине усса.
Урăх нимĕн те каламарĕ, тăчĕ те тăчĕ çапла. Анчах çак икĕ сăмахра, унчченхи пекех, мĕн кăна илтмерĕ-ши Калюков: ӳпкелешӳ те, тарăху та, пăшăрхану та, юрату та, кĕвĕçӳ те...
— Çитĕ, кунта хытса тăрар мар, — терĕ юлашкинчен Калюков. — Вăхăт çур çĕр ĕнтĕ...
Санюк пуçне çĕклерĕ.
— Эс тӳрех мунчана кайма пултаран. Ĕçсе-çисе тăрансах килнĕ курăнать, виç çухрăмран эрех шăрши перет, — сиввĕн каларĕ вăл. — Аялти кĕпе-йĕм хатĕрлесе хунă унта.
Калюков ăна пĕрре касса татасшăнччĕ те, паçăрхи çутă сăнар куçран кайса пĕтейменччĕ çав, çумра тăракан чĕрĕ арăма та хупларĕ вăл. Юрĕ-ха, кирлех-тĕк, кайран та тăн кĕртĕ...
— Эс çурăм çума пыр вара, — хытарчĕ те вăл, кушак пек, пĕр сасă кăлармасăр, ниçта такăнмасăр мунчана уттарчĕ.
Хура кăмака чулĕн ăшшине пара-пара халран кайиччен çапăнса таврăнсан, Калюковăн хайхи мăшăрне ăс парасси те пулмарĕ. Мамăк утиял айĕнче юнашар выртакан Санюкăн ачаш ӳт-пĕвне пир кĕпе витĕрех таччăн туйрĕ, туйрĕ кăна мар, паçăр çурăм çума пынă чухнехи пекех, куçпа та курчĕ темелле. Çук, калама çук илемлĕ, çав тери черчен хĕрарăма ятлама хăю çитереймĕ вăл. Çитменнине, мĕн тунмалли, тӳррипе каласан, хăй айăплă вăл Санюк умĕнче... Çак самантра Калюковăн ăна вăрçмалла мар, ăшă-ăшă сăмахсемпе каçару ыйтмалла, малашне хăтлă та ырă пурнăç туса парасса шантармалла. Анчах шантараймасть вăл ăна, çук, шантараймасть, эппин, ăшă сăмахсемпе каçару ыйтма та пултараймасть. Çак самантра хытă-хытă юратма кăна пултарать. Хĕрарăмăн сисĕнкĕ чĕри çав юрату урлă хăех туйса илĕ, ăнланĕ унăн шухăш-кăмăлне.
— Санюк! — шăппăн чĕнчĕ Калюков.
— Мĕн, Антун? — пуçне ун еннелле пăрчĕ Санюк.
Калюков ăна ачашшăн-ачашшăн ыталарĕ, асăрханса хăй çумне пăчăртарĕ, тутипе унăн нăкă вĕри тутине шыраса тупрĕ.
— Ах, Антун! — терĕ çеç Санюк, пуçне самантлăха вĕçертсе сывлăш çавăрса илсен.
Çак икĕ сăмахра каллех тем те, тем те илтĕнчĕ Калюкова.
3
Тепĕр кун çанталăк кăнтăрла тĕлнелле уяртрĕ. Эрне ытла ĕнтĕ теме тарăхнăн, тĕксĕммĕн те хăтсăррăн курăнса тăнă тавралăх сасартăк çуталса, чиперленсе кайрĕ. Чунĕ тем пекех ирĕкелле туртрĕ те, Калюков, паллах, пурĕпĕр урама тухса çӳремерĕ, çутçанталăк улшăнăвĕсене кантăкран кантăк патне пыра-пыра кăна сăнарĕ. Çурчĕ унăн хыçĕпе кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăхса ларать. Хĕвелĕн ылтăн çути урайне çав енчен ӳкнипе вăл чи пирвай хыçалти чӳрече патне пырса ларчĕ. Кунтан тавралăх пит инçех курăнмасть, мĕншĕн тесен ахаль те тăвайккиленсе тăсăлса выртакан пахча хыçĕнченех сăрт пуçланать. Çӳллех мар вăл, çапах леш енчи тавралăха хупласа тăрать. Пахчара халĕ нимĕн те çук, вăл лапкăшĕпех хуп-хура ĕнтĕ, шалçасем çине типме çакнă çĕрулми аври купи кăна, пысăк хӳшше аса илтерекенскер, пĕр-пĕччен кăнтарса ларать. Сăрт та, сарăхнă курăк тĕпĕпе витĕннĕрен ĕнĕк тĕслĕскер, ахаль çын куçне илĕртес çук. Калюков вара ăна чылайччен пăхса ларчĕ. Ара, шутласан, çур ачалăх иртнĕ-çке çав сăрт çинче. Çуркуннесенче унта юр ытти çĕртинчен маларах ирĕлсе пĕтетчĕ те çĕр питне уçатчĕ. Антунпа тантăшĕсем вара сăрт çамкине юр урлах çарран чавтаратчĕç. Эй вылятчĕç вара унта, хĕвел хĕртнине пăхмасăр аялтан сивĕ çапса тăракан çĕр çинче, эй вылятчĕç! Тин çаран çине тухнă путексем пек сиккелетчĕç. Каярах, кĕтӳ хăвалама тытăниччен, килти выльăха та пирвай унта кăларатчĕç. Паллах, ăна та ача-пăча кĕтетчĕ... Кăнтăр-хĕвеланăç енчи пĕртен-пĕр чӳречерен кӳршĕ хресченĕн хуралтисем курăнаççĕ, унтах — темиçе çамрăк улмуççи, Калюков виçĕмçул кĕркунне лартса хăварнăскерсем. Самай чăмăртанса тулнипе тĕллĕн-тĕллĕн çурăлкаланă купăста пуçĕсем халь-халь касма вăхăт çитнине систереççĕ. Урăхран нимех те çук кунта куçа илĕртекенни, çавăнпа Антун кунта пит пăхсах та лармарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...