Синкер :: Ҫиччӗмӗш сыпӑк


Мĕтри Сăпани валли тутлă апат-çимĕç, илемлĕ хут çыпăçтарнă кĕленчепе хĕрлĕ эрех илсе килтерчĕ. Ун пек чухне, паллах, калаçу та шăкăл-шăкăл пырать. Мĕтри Сăпанишĕн никам та мар-ха, çапах вăл мĕн ыйтнине каласа панăшăн чĕлхе çĕтĕлес çук. Çын тăван ялта хăçантанпа пурăнмасть те, паллах, ăна кашни вак-тĕвек кăсăклантарать. Çитменнине, калаçнăçемĕн вăл Сăпание ытларах та ытларах çулланса пăха пуçларĕ. Сассине те йăвашлатрĕ, куçне Сăпани кăкăрĕ, хулпуççийĕ еннелле вылята-вылята илчĕ. Хăй кăмăла питех каймасан та, çавнашкал чипер арçын çапла тимлени ял хĕрарăмне кама килĕшмĕ...

Темле майпа-çке, сăмах хуллен-ерипен Экеç пурнăçĕ çинчен кăна мар, ялтан кайнă çынсем çинчен те тапранчĕ. Çавна май Мĕтри хайхи Вĕлтрен Хĕлимунне те аса илчĕ. Вăл Шупашкарта пурăнать иккен, темле уголовнăй розыск текен ĕçе ертсе пырать.

— Эппин, вăл мĕншĕн-ха тăван ялне пĕртте пырса курмасть, нивушлĕ хăйĕн ачалăхне те манса кайнă? — хăй сисмесĕрех пăшăрханса каласа хучĕ Сăпани.

Мĕтри ăна тĕсесе-тĕсесе пăхрĕ те, хăй ăссăн тем шухăшласа, шахвăртарах ăнлантарчĕ:

— Угрозыск мĕн иккенне пĕлетĕн-и эс, Сăпани? Вăрă-хураха тытакансем ĕçлеççĕ унта. Енчен Крапивина Экеçе пыртарасах тесен, ялта пĕр-пĕр хăрушă ĕç тумалла. Унсăрăн ăна пылпа илĕртсен те чĕнсе илеймĕн.

— Кай, вăл шухăшпа мар-ха эпĕ, ахаль кăна каларăм, — аванмарланчĕ Сăпани. — Тĕлĕнетĕп-çке: епле-ха хăвна пурнăç панă тăван яла манма пулать?

— Ара, эпĕ те ахаль кăна-иç, — кулчĕ Мĕтри, Сăпани турилкки çине татах шăрттан татăкĕ хунă май. — Эс çи, çи, кайран ялта çав Мĕтри хăнара та тăраниччен çитереймерĕ тесе ят сарăн тата.

Унтан каллех пăртак калаçкаларĕç. Темшĕн-çке, Мĕтри ялти ялхуçалăх юлташлăхĕпе хытă кăсăкланчĕ: миçе çын унта, çĕрĕ мĕн чухлĕ, патшалăх еплерех пулăшать, укçи-тенки кассăра чылай-и — пурне те, пурне те ыйтса пĕлчĕ.

— Çав юлташлăх кассине çаратсан, Вĕлтрен Хĕлимунĕ, ак, ялтан туха та пĕлмĕ, — каллех кăнттаммăн шӳтлерĕ каярах, хăнана ăсатнă чухне.

...Ун хыççăн Сăпани Кашкăр Мĕтрине пасарта тепре çу варринче тĕл пулнăччĕ. Лешĕ ăна курчĕ те каллех чайнăя илсе кайса хăналарĕ, калаçасса та евĕккĕн калаçрĕ.

— Пĕр шутласан, Сăпани, эпир иксĕмĕр юлташлă-туслă пурăнмалли çынсемех, — терĕ тата уни-куни пуплешкеленĕ хыççăн.

— Пĕр ялтан пулнишĕнех-и? — унăн шухăшне ăнлансах пĕтерейменрен ыйтрĕ Сăпани.

— Уншăн та, паллах. Пире пуринчен ытларах çывăхлатаканни вара вăл — пирĕн иксĕмĕрĕн те атте-аннесем çав Хĕлимун пиркиех пăчланни. Пирки мар-ха, тĕрĕссипе, вăлах тĕп турĕ вĕсене. Ачине юратакан е кĕрӳшне хисеплекен ашшĕ тунă йăнăша тупса палăртасси, паллах, ним те мар. Ман атте — Алюша, сан аçу — Веняна пулăшнине вăл хăвăрт йĕрлесе тупрĕ. Вăт, калăпăр, Хĕлимун вĕçне-хĕрне тухайми пĕр-пĕр кăткăс ĕç сиксе тухсан, мĕн тери аванччĕ. Угрозыск пуçлăхне ай-яй вăйлă пĕçерккĕ парĕччĕç ун чухне. Экеçрен туха пĕлмесĕр ĕçлĕ хайхискер, пурпĕр усси пулмĕ, пултараймастăн тесе, милицирен кăларса ярĕç вара мĕскĕне. Вăт вара ирĕксĕрех яла таврăнма тивĕ, аттуш халь ытла пуçне каçăртнă...

Паллах, Сăпанин Хĕлимуна хĕстерттерес килмест, çавăнпа ку шухăш унăн пуçĕнче юлмарĕ. Экеçрен туха пĕлмесĕр ĕçлĕ хайхискер, ирĕксĕрех яла таврăнма тивĕ тенисем вара, чăнах та, пуçран туха пĕлмерĕç. Енчен ăна, Мĕтри калашле, милицирен кăларсах ярсан? Пĕр енчен, паллах, япăх япала. Тепĕр енчен, тен, ун чухне вăл, чăнах та, яла, Экеçе таврăнĕ?.. Ку шухăш хăех Сăпание вĕрилентерсе, унăн кăмăлне çĕклентерсе ячĕ, Хĕлимунпа тĕл пулассипе çыхăннă ырă ĕмĕтсем патне туртрĕ.

Мĕтри, ăна куç сиктермесĕр сăнаканскер, сасартăк çирĕппĕн ыйтрĕ:

— Çав сирĕн ялти юлташлăх правленийĕ укçа ăçта тытать-ши? Ăна çаратсан...

Сăпани вăл каланине тӳрех ăнкарса илеймерĕ, ăнланса çитсен, çирĕппĕн хирĕçлерĕ:

— Кам çаратĕ? Эпĕ унашкал ĕçпе ĕмĕрне те çыхланассăм çук.

— Тĕрĕс, ĕмĕрне те ан çыхлан, — килĕшрĕ унпа Мĕтри. — Эс касса ăçтине, унта хăш вăхăтра укçа ытларах пулнине кăна пĕл те тӳрех мана систер. Янтă укçана хапсăнакансем сансăрах тупăнĕç.

Итлерĕ ăна Сăпани, мĕншĕн тесен çак калаçу хыççăн Хĕлимунпа курнăçас ĕмĕт амалансах пычĕ, юлашкинчен пĕтĕм пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕ тейĕн. Пĕррехинче вăл кооператив чăпта çапмалли станоксем туянма укçа пухнине пĕлчĕ те тӳрех Канаша тухса вĕçтерчĕ... Шел, питех те шел, хурахсем Экеçе пырса кайнă хыççăн Çăпата Матвин çут тĕнчепе сывпуллашма тиврĕ. Çапах Крапивин, чăнах та, яла килчĕ-килчех! Тен, ӳлĕм татах та татах çӳрĕ Экеçе, каярах, тен, яланлăхах куçса килĕ. Ун чухне вара, тен...

Çак уççăн калама хăяйми ырă ĕмĕтпе хавхаланнăран юрттарать те ĕнтĕ Сăпани паян каллех лашине. Ара, Мĕтри яла милиционерсем килсе çӳрени, вĕсем камсем пулни, мĕн туни çинчен пĕлтерсех тăма ыйтнăччĕ, ун чухне Крапивина ĕçрен кăларттармаллах ура хумалли меслетсем ăсласа кăларма пулнăччĕ.

Пасара пĕр çитнĕскер тесе, Сăпани хуçалăхра кирлĕ ăпăр-тапăр туянчĕ те тӳрех хăна çуртне кайрĕ, лашине утă парса кăкарса хăварсан, хăнăхнă чайная кĕчĕ. Кунта, яланхи пекех, ытларах арçынсем апатланаççĕ, хĕрарăм темиçе кăна, вĕсем те пулин пурте майралла тумланнăскерсем. Çапах Сăпани пит именсех тăмарĕ, тĕксĕм кĕтесри сĕтел хушшине ларса, пăлавуя çимелли илсе килме хушрĕ. Буфетра тăракан Мĕтри, халăх йышлипе, ăна курмарĕ тесеччĕ вăл, çук иккен, çивĕч куçлăскер, асăрхама ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрнех, пăлавуй купăста яшки пырса панă хыççăнах сĕтел патне пычĕ те хирĕç ларчĕ.

— Мĕн çĕнни, хăвăртрах кала, ĕç нумай, — хушрĕ вăл, куçне килен-каянсем еннелле вылятма пăрахмасăр.

— Мĕтри Микулайчă, пирĕн яла милици отрячĕ пырса кайрĕ. Пуçĕнче — Хĕлимун хăй. Хальхинче шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕç: Урапа Ваньккине шыраççĕ-мĕн. Лешĕ тĕрмерен тарнă тет-и.

— Ун тарма мар, тĕрмене ларма та сăлтав çук. Çăпата Матви вилнĕшĕн урăххисем айăплă, ху пĕлен, — ку хыпара ăнлансах çитеймерĕ Мĕтри.

— Ялта Ванькка граждан вăрçи вăхăтĕнче айăпа кĕнĕ текен сăмах çӳрет. Никифоров учитлĕ пурччĕ-çке Экеçре, пĕр вăхăтра пупра та ĕçленĕскер. Вăт, çавăн ывăлĕпе Давидпа поляксем патĕнче тыткăнра пĕрле пулнă тет вĕсем. Тарма та пĕрлех тарнă, тет. Çавăн чухне Ванькка Давида вĕлерсе хăварнă имĕш. Милиционерсем çапла каласа хăварнă тет Шикки Ваççине, пирĕн ял Совет председательне.

— Мĕншĕн вĕлертĕр вăл ăна? — ĕненесшĕн пулмарĕ Мĕтри. — Атте калатчĕ, вĕсем пурте пĕр çăвартан сурса пурăнакан ушкăн тетчĕ.

— Пĕр енчен, ман хамăн та çакна ĕненес килмест, — килĕшрĕ Сăпани. — Тепĕр енчен... юрату пур кунта... Пĕлетĕн-и, Ванькка вăл ман хĕр пултăра, халь учитлĕре ĕçлекен Ольга Матвеевнăна çамрăкранпах шутсăр юратать. Лешĕ вара ăна питех пăхман, Давидпа туслă пулнă... Юрату вăл, Мĕтри, темле усал ĕç тутарма та пултарать, кăна эпĕ хам пĕлетĕп. Çавăнпа, ман шутпа, пĕр-пĕр хĕрсе кайнă самантра Ванькка та Давида вĕлерме пултарнă, — темшĕн, ĕнентермех тăрăшрĕ Сăпани. — Пĕлессӳ килсен, юрату вăл — тĕнчери чи хăватлă япала.

— Çапла тейĕпĕр... — терĕ Мĕтри, чипер хĕрарăма темшĕн каллех йăлтăртата пуçланă куçпа пăхса илсе, унтан кĕсйинчен кĕмĕл сулă кăларчĕ, Сăпани умне хучĕ. — Ну, йорь. Ку — сана, ырă хыпаршăн.

Сăпани хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ, те тарăхса, те йĕрĕнсе туртăнса илчĕ, унтан сулла хăй патĕнчен хуллен Мĕтри умне тĕксе хучĕ.

— Эп уншăн каламан сана çав хыпарсене, — терĕ шăппăн, анчах çирĕппĕн. — Мана хама кирлĕ ку ĕç — çавăнпа çеç пĕлтерсе тăтăм. Ахальтен, пин тенкĕ парсан та, никам çăвар уçтараймĕ.

— Ну, каçар, эппин, — текелерĕ Мĕтри айăплăн. — Эпĕ усал шухăшпа сĕнмерĕм сана, ырă ĕçе тивĕçлĕ хак парас терĕм çеç. Малашне те килсех тăр. Эпир санпа пĕр нушапа пурăнакан çынсем, çавна ан ман... Тен, кĕçĕр килне те каймăн, э? Çĕр каç кунтах... Кайран, пушансан, ирĕклĕн калаçса ларăпăр.

Сăпани Мĕтрие тачка питĕнчен сиввĕн пăхса илчĕ. Çĕр каç тет вăл. Сăпани вунçиччĕри хĕр мар, ку сĕнӳ мĕне пĕлтернине лайăх ăнланать. Анчах Хĕлимуна тепре курса хĕмленнĕ хыççăн сурать вăл Мĕтри пеккисем çине! Çавăнпа нимĕн каламасăрах тăчĕ те шăппăн тухса кайрĕ.

Экеçе Сăпани сӳрĕк кăмăлпа таврăнчĕ. Хăй ырă мар ĕç тунине вăл ахаль те пĕлетчĕ-ха. Мĕтрипе калаçнă хыççăн çакă пушшех чуна кишĕкле пуçларĕ. Тӳрре тухма темле тăрăшсан та, Сăпани хăйшĕн кăна кастарса çӳрет, хăйĕн кăмăлне тивĕçтерессишĕн хаклă çынна та сиен кӳме хатĕр. Аван мар капла, аван ма-ар...

Мĕтри мĕншĕн хăй патне çӳреттерет-ха ăна? Иккĕшĕ те «пĕр нушапа пурăнакан çынсем» пулнăран çеç-ши? Апла тесен, вăл Сăпание кĕмĕл сулă мĕншĕн сĕнчĕ? Хисепленине кăтартрĕ-ши е ăна сутăн туянас терĕ? Ку таранччен Сăпани çут тĕнчере пурри-çуккине те аса илмен çын халĕ мĕншĕн юлташ вырăнне хурать ăна? Чăнласах хурать-и-ха тата? Мĕтри ашшĕпе Сăпани ашшĕ, Микулапа Пикмăрса, пĕр-пĕринпе ĕмĕр тăршшĕпех сиввĕн пурăннă. Сакăр çул каялла кăна, пĕрин ывăлĕ, теприн кĕрӳшĕ хураха тухса пĕр ушкăнра çӳреме тытăнсан, вĕсем çывăхланнă пек пулчĕç. Анчах ку вăл нумая пымарĕ, шăпах çавăн хыççăн хурахĕсене те, Кашкăр Микулипе Пикмăрсана та тытса кайрĕç. Мĕтри вара ун чухне те Сăпани енне çаврăнса пăхман, ун хыççăнхи сакăр çулта та унпа курнăçса калаçас тесе сĕмленмен.

Сăпани шухăшланăçемĕн хăйне хăй ытларах та ытларах тарăха пуçларĕ. Мĕн тăвать-ха вăл, мĕн аташать? Хĕлимуна курассишĕнех çапла хăтланма юрать-и вара? Çакăн çинчен пĕлсен, лешĕ мĕн калĕччĕ-ши ăна? Çитменнине, Крапивин Экеçе пырса кайнинчен мĕн усси пулчĕ-ха? Пĕр-пĕрне курчĕç тейĕпĕр, пĕр-ик сăмах перкелешсе илчĕç. Вара мĕн улшăнчĕ уншăн? Пĕр хуçăлнă турата çакăн чухлĕ вăхăт иртсен, ăçтан сыпайăн... Çу-ук, Сăпани тек Мĕтри патне çӳремĕ. Çитет ăссăрла пурăнса!

Кун каç енне сулăннă ĕнтĕ. Çапла, иртет вăхăт, пит хăвăрт иртет. Усăсăр иртет...

Хăйне хăй тарăхса çитнĕ Сăпани пушă çĕклерĕ те ним айăпсăр лашана купарчаран туртса çапрĕ:

— Но-о! Эс те пулин мăшкăлласа пыран, чуп хăвăртрах!

Кунашкаллине пач кĕтмен янавар кӳреннипе урапана карт! туртрĕ, сулахаялла туртăнса, çул çинчен пăртак пăрăнчĕ те каялла кĕриччен çапла пĕр хĕрĕх-аллă хăлаç чупрĕ. Урапа тăнкăр-танкăр турĕ, ăша антарас пек силлерĕ. Анчах Сăпани çакна туймарĕ. Унăн чунĕ кисренет халĕ, çавăнпа ыттине нимĕн те асăрхамасть вăл.

■ Страницăсем: 1 2 3 4