Синкер :: Ҫиччӗмӗш сыпӑк


Калюков ăна куçран чăрр! пăхрĕ. Сидор чăнласах калать пулас, питĕнче шӳт туни-мĕнĕ палăрмасть. Куçĕ вара, хĕвел çути ӳкмен çĕрте лараççĕ пулин те, йăлтăр-ялтăр çиçсе тăрать. Сиввĕн, хăрушшăн.

— Пурпĕрех, тупăпа хĕçпăшаллансан та... — хăйĕннех печĕ Калюков. — Влаçа хирĕç тăраймăн.

— Влаçне ăна кĕçех ак çак патакпа тăрăнтарнăн тĕп тăвĕç, чĕреренех витерĕç, — таврара никам çуккине пĕлнĕ çĕртех шăппăн чашкăрчĕ Сидор. — Курăн акă, нумаях та вăхăт иртмĕ. Унччен тытăнса тăмаллах сирĕн. Хăюллă çынсем пире тепĕртакранах кирлĕ пулаççĕ.

— Камсене — сире? — кăсăклансах ыйтрĕ Калюков.

— Кăна сан халлĕхе пĕлмесен те юрать, — терĕ Сидор, çавăнтах урăххи çинчен сăмах пуçарчĕ. — Лягавăйсене вĕлерсе вара эсир тĕрĕс тунă. Халăх Совет влаçĕ çирĕп маррине туйса илчĕ. Çак шухăша эсир — чăвашсене, теприсем ытти халăхсене ĕнентерсен, хайхи влаç çирĕплĕхĕ пушшех йăшма тытăнĕ. Вара нумаях та вăхăт иртмĕ — пирĕн тĕп вăйсем ăна çапса та антарĕç.

— Мĕнле тĕп вăйсем çинчен пуплешетĕн эсĕ? — те хирĕçлерĕ, те ыйтрĕ Калюков. — Эпĕ Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăрса курнă çын, пĕлетĕн-и эсĕ унăн вăйне?

Сидор ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек куçласа илчĕ, йăл кулчĕ.

— Эх, Калюк, Калюк, ăслă çын эсĕ, — терĕ вара юлташла, — анчах пĕр япалана пĕлейместĕн: патшалăх вăйĕ вăл çарта мар, экономикăра. Раççей экономики вара малалла ниепле те каяймасть. Большевиксен пуçĕ çитмест ăна йĕркелесе ямашкăн. Çĕршыв хуçалăхне «урра» кăшкăрнипех тытса пыраймăн. Вăт, большевикссм хăйсемех парăна пуçларĕç ав. Нэп ахальтен çуралчĕ тетĕн-им? Пĕр сăмахпа, хĕрлисем кĕç пуçĕпех хавшаса çитĕç. Влаç улшăнсан, санăн пач урăхла пурнăç пуçланĕ. Чухлатăн-и: улпут пурнăçĕ. Çавăнпа Советсене тĕп тăвассишĕн тата ытларах тăрăшмалла. Ман шутпа, сирĕн халĕ пĕр-пĕр ял Совет пуçлăхне леш тĕнчене ăсатмалла. Влаçшăн пуринчен ытларах хыпса çунаканнине. Е, пултарайсан, пысăкрах начальниксене те...

Сидор хăй çĕре тăрăнтарнă шĕвĕр патака туртса кăларчĕ те атă кунчинчен çапа-çапа тасатрĕ, кайма тăчĕ.

— Чим, — тем аса илчĕ вăл, — сан хăш ачусем ĕнер Йĕпреçре пит маттур пулнă? Кунтисем, урăлса курманскерсем, ниçта та тухмарĕç-иç...

Калюков нимĕн те ăнланмарĕ-ха, Сидор малалла мĕн каласса кĕтрĕ.

— Ара, Йĕпреçре такам «Кожтрест» кантурне çаратнă, — ăнлантарчĕ Сидор. — Чим, эсĕ пĕлместĕн те-и? Эпĕ вара кантура сан йĕкĕтӳсем тустарнă тесе... А çапах та хăюллă çынсем тунă çав ĕçе. Ку вăл ялти юлташлăха çаратасси мар, Йĕпреçре унта, ху пĕлен, халлĕхе уес центрĕ, милици, осоавиахим отрячĕ тата ытти те пур... Эп пулсан, çав çынсене тупмаллах, вĕсене хамăр ĕçе явăçтармалла.

Калюков, сăмах мĕн çинчен пынине ăнланса илнĕскер, çав такамсем хăйне çупкă парса намăслантарнă пекех туйрĕ.

— Мĕн тума кирлĕ вĕсем мана? — терĕ çавăнпа.

— Каларăм-иç, харсăр çынсен пĕр чăмăра пухăнмалла. Ан тив, санпа пĕрле, тен, çӳремĕç те вĕсем, çапах ал айĕнче пулччăр, сана пăхăнса тăччăр. Ун пеккисем сан ялсенче те нумай-ха, çапах пултаруллă йĕкĕтсем йышланни пăсас çук. Кирлĕ чухне пуçтарăнма та пулать... Шухăшла, Калюк. Чăн та, асăрханасси çинчен те манма юрамасть, ку тĕрĕс, анчах «Кожтреста» çаратнă çынсене хăвăн ушкăнна явăçтарни пăсас çук. Е туссем пулăр, е, этеммисем сире ура хурасшăн-тăк, меллĕ самантра вĕсене тĕп тăвăр. Унта куç курĕ...

Сидор, Калюков мĕн каласса кĕтмесĕрех, шуратнă патакĕпе вĕлтĕрен пуçĕсене çапа-çапа, айккинелле утрĕ. Вăл сĕннипе Калюковăн пĕр сăмахсăр килĕшмелле тейĕн.

Вĕлле пӳртĕнче каллех шав пуçланчĕ. Çакă Сидорăн сăнчăрти йыттине те килĕшмерĕ курăнать, вăл унталла-кунталла туртăнкаларĕ, хамлатса илчĕ. Калюков тусĕсем пирвай темле юрă ĕнĕрлекелерĕç, кайран Мина тахăшне пикенсех ятлама тытăнчĕ. Нумай ĕрлешнипе сасси хăрăлтăкланнă хăйĕн, пурпĕр кăшкăрать, сăмахпа та пулин ыттисене çĕнесшĕн. Вăт çын, ялан малта, ялан çиелте пуласшăн. Кăмăлĕ пур та-ха, ăсĕ çитсех каймасть-çке. Тен, ăсĕ те çитет-и, анчах Калюковăн ăна пăхăнса пурăнас килет-им тата. Çу-ук, унăн никама та пăхăнас килмест: Минăна та, Сидора та, ыттисене пушшех те. Анчах, темшĕн-çке, такама, куçа курăнманнине, пăхăнса пурăннăн туйăна пуçларĕ ăна юлашки вăхăтра. Мĕншĕн çапла туйăнать-ха? Ара, никам нимĕн хушмасть-çке ăна, вăл хăй хушать ыттисене, никама та итлемест вăл, хăй пурне те, вăл шутра Минăна тa, итлеттерет. Сидор тепĕр чухне сĕнӳ паркалать-ха, сĕнӳ вăл хушу мар, кăмăла кайсан, шута илетĕн ăна, кăмăла каймасан, суратăн ун çине — ĕç пĕтнĕ. Пурпĕр Антун хăй ирĕкĕпе пурăнмасть пек. Мĕншĕн çапла туйăнать-ши, мĕншĕн?

Вĕлле пӳртĕнче вара Кучана купăс калаттарсах юрлаççĕ. Хальхинче — тутарла. Мина, тутарла пĕлменскер, тăрсан-тăрсан кăна вĕсем хыççăн аярайлаткалать. Калюков хăй тусĕсен чĕлхине самаях чухлать ĕнтĕ, уççăнах калаçаймасан та, çын каланине чиперех ăнланать. Тепĕр тесен, ку кирлех те мар: тутарĕсем, чăваш хушшинче пурăнаканскерсем, пурте чăвашла лайăх пуплешеççĕ.

Пӳртри ĕрлешӳ шухăшлама кансĕрлет. Антунăн вара, темшĕн, паян шухăшлас, çак ăнланмалла мар, канăçсăрлантаракан туйăм — пăхăну туйăмĕн тупсăмне тупас килет. Çавăнпа вăл тăчĕ те, хăй сисмесĕрех аллипе сулмаклă капура хыпашласа пăхса, çырмана анчĕ, çăра тĕмсене сире-сире, тепĕр енне каçрĕ, пĕлтĕр-виçĕмçул тăкăннă йывăç çулçи витĕр шăтса тухнă сайра курăк çине тăсăлса выртрĕ.

Çанталăк калама çук чипер. Çумăр çуманни эрне ытла, вăрманта та нӳрех мар халĕ. Тырă вырмашкăн ырлăх ĕнтĕ.... Пуç тăрринчех вĕрене çулçисем шепĕлтетеççĕ, çӳлерех юман мăнаçлăн каçăрăлса тăрать. Тӳпере тĕллĕн-тĕллĕн шап-шурă «сурăхсем» курăнаççĕ. Çав кăтра пĕлĕтсем хуллен-ерипен Утар ялĕ еннелле куçса пыраççĕ, паянах, кĕçех çитĕç унта. Калюковпа тусĕсем вара ни çуран хуллен-ерипен утса, ни утпа вĕçтерсе çитеймерĕç Утара, милиционерсем çула пӳлни кансĕрлерĕ вĕсене. Вăт ирĕклĕ çын те хăвна, Антун, мĕн тăвас килнине кăна туса пурăнатăп те... Çапах ку кăна та мар Калюков хăйне ирĕклĕ туяйманнин сăлтавĕ. Тем урăххи, куçа тăруках тăрăнманни, анчах милици засадинчен те хăрушăраххи пур кунта.

Калюков паçăр Сидорпа калаçнине аса илчĕ. Чăнах та, тĕлĕнмелле çын çак утарçă. Темиçе пулемет та, граната та тупса пама пулчĕ. Ыйтсан, тупса парать, кун пирки пĕртте иккĕленме кирлĕ мар. Ахаль те пăшалсемпе револьверсем ытларахăшĕ вăл тупса панăскерсем... Совет влаçне кĕçех тĕп тăвасси çинчен калаçать. Кам вара вăл, Сидор, пĕтĕм влаçа хирĕç тăраканскер? Утарçă маррине Калюков тахçанах тавçăрса илнĕ-ха. Ытти хура ĕçе хăнăхнă çын та мар вăл, шурă алăллăскер, хăйне тепĕр чухне улпутла тыткалаканскер. Анчах улпут та мар, ытла чĕрĕ, сĕм варманта пĕр-пĕччен ним мар пурăнма пултарать. Утарçă ĕçне тепле те, сунар ĕçне вара самай пултарни сисĕнет. Çав тери тĕл перет, шеремет. Ахăртнех, çар çынни пулнăскер вăл? Ун патне хăнана çӳрекенсем Калюковпа тусĕсемсĕр те чылай пек туйăнать. Антун курасса Сидор патĕнче пĕрре кăна темле ют арçынна курнă та, утар хуçи таврара та, тĕнчере те мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕ пĕлсе тăни ăнсăртлăх мар, паллах. Ав, ĕнер Йĕпреçре такамсем «Кожтрест» кантурне çаратнă терĕ. Хăй ĕнер те, паян та кунтах çӳретчĕ пек, çапах илтме ĕлкĕрнĕ. Вăл çав хыпара пĕлтерчĕ кăна мар, сĕнӳ пама та ĕлкĕрчĕ. Калюковăн, курăр-ха, «Кожтреста» çаратакансемпе туслашмалла иккен, çапла майпа татах вăйланмалла.

«Чим, Сидор мар-и-ха мана ирĕклĕ пурăнма чăрмантараканни?»

Çак шухăш, ăнсăртран кăна килсе кĕнĕ темеллискер, сасартăк вăйланса-вăйланса пычĕ, çавăнтах пуçа çирĕп вырнаçрĕ.

Чăнах, Сидорпа паллашнă хыççăнхи пĕтĕм вăхăта аса илсен, Калюков яланах унăн сĕнĕвĕсене пурнăçланă пулса тухать. Çак утара пирвайхи хут килсенех-ха вăл Антуна ют чĕлхепе тем çырнă чаплă наган пачĕ. Ахаль мар, укçалла сутрĕ. Хăй вара çапла калаçкаларĕ: «Ĕçе пĕр пуçăннă япала, сирĕн ăна малашне ниме пăхмасăр, никама шеллемесĕр туса пымалла. Енчен, аван мар, капла юрамасть текелесе, çынна хĕрхенсен, ĕçĕр ăнмĕ». Антун та, унăн тĕп тусĕсем те Сидорпа килĕшрĕç, хĕрхенес-шеллес йăлана пурăна киле пăрахса пычĕç. Тепрехинче тата Сидор çапла ăс пачĕ: «Пăхатăп-пăхатăп та, эсир пуянсене кăна тустаратăр. Пуян пуянах та-ха, чăннипе вĕсем сире кирлĕ çынсем. Хăвăра хирĕç ан тăратăр вĕсене. Луччă çав кооперативсемпе юлташлăхсене тустарăр, укçи-тенки вĕсен те сахал мар-тăр». Хурахсем ку сĕнĕве те чиперех шута илчĕç. Çитменнине, кооператива çаратма та çăмăлрах иккен, укçи ялан тимĕр ещĕкре унăн. Çĕрме пуян укçине ăçта пытарса усранине вара пĕлсе пĕтер-ха... Сидор каланипех ĕнтĕ Калюковпа тусĕсем угрозыск агенчĕсем пек пулса та, хăйсене влаç представителĕсем тесе те сахал мар çӳрерĕç. Шутласан, хурахсен ушкăнĕн тытăмĕ те Сидор вĕрентнĕ пек йĕркеленчĕ. Пирвай вĕсем пурте пĕрле çӳретчĕç, çапла хăрушсăртарах тесе шутлатчĕç. «Йышпа çӳрени аванах-ха вăл, — терĕ Сидор пĕррехинче Калюкова. — Çапах миçен пухăнма пултаратăр эсир? Пу, вуннăн, ну, çирĕмĕн... Чăваш хушшинче унашкал йышпа та вăрттăн çӳреймĕн. Халăх çăра пурăнать кунта, пысăк йышпа пытанмалăх вырăн çук. Вăрттăн çӳреймесен, сире пĕр-пĕр кун ярса илеççех, тĕп тăваççех. Ман шутпа, йыша урăхла ӳстермелле. Ялсенче куç та хăлха кирлĕ сире, ăнланатăн-и, Калюк тусăм? Ăçта мĕн пулса иртнине яланах пĕлсе тăмалла пултăр. Ун чухне пĕчĕк йышпа та хăюллăнах çӳреме пулать. Паллах, çав тĕп ушкăнра чи хăюллисем, нимрен те хăраманнисем, пăшăрханма-кулянма пĕлменнисем пулччăр...» Калюковпа тусĕсем çаплах турĕç. Хайхи, чăнах та, пурăнма капла çăмăлрах пек туйăнчĕ. Ăçта мул пуррине те, милици çыннисем ăçта çӳренине те пĕлсе тăнă чухне утлă хурахсем ăнăçлă рейдсем ирттереççĕ. Мина вара тĕрмесенче ларакан тусĕсенчен хыпар илсе тăрать, кам хăçан ирĕке тухнине, ăна эшкере явăçтарма май пурри-çуккине шута илет. Милиционерсем хушшинче те Калюковăн халĕ хăйĕн çынни пур. Телее, вăл шырамасăрах тупăнчĕ...

 

Уйăха яхăн каялла Калюков Утара — килне кĕрсе тухрĕ. Санюк ăна пит хаваспах кĕтсе илмерĕ.

— Антун, эсĕ-и? — терĕ çеç хавшанă сасăпа, çенĕк алăкне уçса кĕртнĕ май. — Паян шăпах мунча хутнăччĕ, сивĕниччен кайса кĕр, — сĕнчĕ тата çийĕнчех.

Тахçантанпах путлĕн çăвăнса курманскер, Калюков сивĕнсе ĕлкĕреймен мунчара кăçалхи милĕкпе киленсех çапăнчĕ, пĕтĕм кирĕкне çуса тасатрĕ, пĕчĕк чӳречене хура сатин татăкĕпе карса, çиччĕллĕ лампа çутсах хырăнчĕ. Вăл халĕ те мăйăх кăна ӳстерет-ха, Мина пек, латсăр сухала пичĕ çинче ашкăрттармасть... Пӳрте кĕнĕ-кĕмен, тунсăхласа çитнĕскер, арăмĕ çумне пырса ларчĕ, ăна ачашшăн ыталаса пăчăртарĕ. Санюк, хăй те тинтерех кăна мунча кĕрсе тухнăскер, паян уйрăмах çав тери таса, ăшă, илĕртӳллĕ. Унăн ăшши, хăватлă эрех пек, тӳрех пуçа пырса çапрĕ, Антуна ӳсĕрĕлтерсе ячĕ тейĕн. Вăл ĕнтĕ мăшăрне хытăрах та хытăрах пăчăртарĕ, ыталарĕ, ачашларĕ, питçăмартинчен, вĕри тутинчен чуптурĕ. Анчах, темшĕн-çке, упăшки ачашланине туйман пекех, Санюк пач хускалмасăр ларчĕ. Сасартăк вăл чĕтренсе илчĕ, пуçне Антун кăкăрĕ çине хучĕ те сасăпах макăрса ячĕ.

— Ах, Антун, мĕн пулĕ ĕнтĕ санпа, манпа, хĕрĕмĕрпе, мĕн пулĕ-ĕ! Мĕн тăвĕ пире халăх, э? Турă умĕнче çылăхăмăрсене епле каçарттарăпăр, чунă-ăм! — ĕсĕкле-ĕсĕкле, тăвăнса тухакан сасăпа каларĕ вăл.

Пач урăх шухăшпа хĕмленсе ларакан Калюкова пăрлă вакка чиксе кăларчĕç тейĕн.

— Эс мĕн ? — пирвай тĕлĕнчĕ вăл. Унтан тарăха пуçларĕ: — Тупнă калаçмалли вăхăт. Çинех сан мĕн пăшăрханмалли? Хĕрĕмĕн те. Укçа сăвалиç паратăп сире, ытти тесен, пурăнатăр. Çылăх вăл манăн кăна, сире çыпăçман. Яснă? Эп вара турăран та, шуйттанран та хăрамастăп текех.

— Халăх, халăх тата, Антун? — ĕсĕкле-ĕсĕкле, хăйĕннех печĕ Санюк. — Вăл мĕн калĕ пире.

— Сурам эпĕ халăх çине! — тарăхмаллипех тарăхрĕ Калюков.

— Епле сурăн-ха, епле сурăн, чунăм, — ӳпкелерĕ Санюк. — Халăхра пурăнмалла-çке пирĕн, çын хушшинче пурăнмалла-а... Урама тухма пăрахрăм ĕнтĕ, кӳршĕсенчен, ялйышран намăс мана, Антун...

— Намă-ăс?! — кăшкăрса ячĕ Калюков. — Манран укçа илме вара намăс мар-и? Ы-ых!

Вăл, арăмне çапса ярас тесе, чăмăрне çĕклерĕ. Санюк пăрăнмарĕ, кăшкăрмарĕ, чакăр куçне кăна чарса пăрахрĕ. Куççулĕпе тулли, тем ыйтакан, тархаслакан куçне.

— Э-эй, санпала! — лăшах ячĕ Калюков аллине, унтан сăран пиншакне пăтаран вăтăрса илсе тăхăнчĕ те сывпуллашмасăрах тухса кайрĕ.

Пахча хыçĕпе тухса, вăл сулахайри çырмана анчĕ, пĕшкĕнсе утса, ун хӳттипе урам урлă каçрĕ те вăрмана, утне тăлласа хăварнă çĕре кĕчĕ. Анчах çĕр варринче ниçта та каяс килмерĕ. Çитменнине, ăçтах кайăн-ши? Кам кĕтет сана? Вара Калюков каялла, вăрман хĕррине тухрĕ, çил вĕрнĕ май чалăша-чалăша чĕриклетекен хăвăл çăка çумне таянса, чылайччен тăван ял çине пăхса тăчĕ. Çывăх пулнăран, кунтан уйрăмах Кăтра Машук кил-çурчĕ лайăх курăнать. Лăпкă пек унта, пĕр чĕрĕ чун çук пек. Ют кил лăпкăлăхĕ... Унта та ăшă пулĕ-ха, çĕрлехи нӳрĕ витермест пулĕ. Хăтлă халĕ пӳртре... Машук — хăйне кура самай илĕртӳллĕ хĕрарăм. Урамра-мĕнре тĕл пулсан, Антун енне куçне йыхравлăн вĕлтлеттерсе илекенччĕ...

Антун, карта çумĕпе йăпшăнса утса, Маш ук пӳрчĕ патне пычĕ те чӳречерен хуллен шаккарĕ, темиçе минутран, нимĕнле сас-чӳ те илтĕнменнипе, кантăка пӳрне вĕçĕпе тепре кăтăртаттарчĕ. Шалта тинех темскер урайне шаплатса ӳкни, хăма чĕриклетки, такам çарран таплаттарни илтĕнчĕ, кантăкран хĕрарăм пичĕ курăнчĕ.

— Кам унта? — сехĕрленсе ыйтрĕ Машук.

— Эс килте пĕчченех-и? — хăй камне пĕлтермесĕрех калаçрĕ Калюков.

— Пĕчченех, ара, пĕчченех, — ăна палласа илсе, урăх нимĕн кала пĕлмерĕ Машук.

— Эппин, уç-ха...

Машук, те хăранипе, те урăх сăлтавпа, пăртак шухăшласа тăчĕ, унтан алăк патне утрĕ...

Арăмне тарăхнăскер, кил хăтлăхĕшĕн тунсăхласа çитнĕскер, Калюков хăйсенчен урам урлах пурăнакан пĕччен хĕрарăм патĕнче икĕ çĕр каçрĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ пĕррехинче Машук, сĕтел çине ĕçмелли-çимелли лартнă май, кула-кулах каласа кăтартрĕ:

— Çак четвĕрт сăмакун мĕн хака ларнине пĕлместĕн пулĕ-ха эс, Антун. Шăп та лăп вунă тенкĕ пама тиврĕ уншăн.

— Вунă тенкĕ? Кам эсрелĕ çавăн чухлĕ ыйтать пĕр четвĕртшĕн? — тĕлĕнчĕ Калюков.

— Пур ун пек çын. Пирĕн участковăй вăл. Такам çăхав панипе-ши, шăп эрне каялла ман пата килсе кĕчĕ çавскер.

«Эс сăмакун юхтаратăн тесе каларĕç», — тет. Эпĕ, ухмаххи, сак айĕнчех тытаттăм çак четвĕрте. Пытарма ĕлкĕреймерĕм, паллах. Туртса кăларчĕ те: «Сана куншăн çĕр тенкĕ штраф тӳлеттерме тивет», — тет. Ман мĕн калас? Пĕлетĕн-и, йĕрсе ятăм вĕт. Те çакă çемçетрĕ милиционер кăмăлне. «Ну, юрĕ, штраф тӳлеттермĕп, — терĕ хайхискер. — Тулĕк мана преступление пытарнăшăн вунă тенкĕ паратăн...» Парса ятăм вара. Çĕр тенкĕ мар çапах та...

— Хăйне патăн-и е штраф тӳлерĕн-и? — ыйтрĕ Калюков, ку калавпа кăсăклана пуçланăскер.

— Эп ăçтан пĕлем, — тачка хулпуççине сиктерсе илчĕ Машук.

— Хут çырса пачĕ-и вăл сана укçа илни çинчсн? Квитанци теççĕ ăна, — ăнлантарчĕ Калюков.

— Каккуй хут пама, — алă сулчĕ Маш ук. — «Мăтри, кун çинчен эс никама та ан шарла, унсăрăн тепрехинче çĕр тенкех штрафлама тивет», — терĕ те тухса кайрĕ. Кайран темле-çке кӳршĕсемпе калаçса кайрăм та, вĕсенчен те сăмакун юхтарнăшăн сăптăрса илнĕ иккен вăл. Вăт милици тесе шан ăна... Эс, Антун, ĕç-ха, ĕçсе пар...

Çав самантра Калюков пуçне хăюллă шухăш пырса кĕчĕ. Апат çисе сĕтел хушшинчен тухсан вăл хăй çумне лăпчăннă Машука ачашланçи турĕ те:

■ Страницăсем: 1 2 3 4