Синкер :: Пиллӗкмӗш сыпӑк


— Ун пирки ан пăшăрхан, — лăплантарчĕ Валет. — Вăл пире унччен те ăна-кăна упраса панă. Уйрăмлăхĕ — хамăр ун патне килни çеç. Халиччен эпир унпа пасартан пасара кăна тĕл пулаттăмăр... Вăл пирĕн йышши мар, çемьепе пурăнма юратать, вилĕмрен, тĕрмерен хăрать. Çавăнпа, тем тери ĕмĕтсĕр пулин те, çын япалине тĕкĕнмĕ, хăравçă пулсан та, пирĕнпе çыхăнни çинчен лягавăйсене каласа памĕ... Çĕр выртасси тесен, кĕçĕрлĕхе тӳсме тивет.

Антун, çав çĕр выртмалăх вырăна курас тенĕ евĕр, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Паллах, унашкалли куçа нимĕн тăрăнмарĕ. Çавăнпа вăл, пĕр самант шухăшланă хыççăн, татăклăн каларĕ:

— «Тӳсме тиве-ет»... Хăвăн шăлу шаккать. Эп сăран пиншакпа-ха, эс вара... Мĕн тума кирлĕ сана пальто? Хаклă тумтир тесе мухтанасшăн-и? Интеллигент пек курăнасшăн-и? Вăт халь, ав, витĕр йĕпентĕн... Атя, пĕрех хут, яла каятпăр.

— Йӳçпăхана-и? — сехĕрленчĕ Валет.

— Унта та юрать.

— Çук, Йӳçпăханра пире халь пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, — килĕшмерĕ Валет. — Тен, кӳршĕ яла кĕрĕпĕр? Кунтан инçе мар. Йӳçпăхана таврăнассинчен те çывăхрах. Тулĕк, Антун, пирĕн çинчен халь унта та илтнĕ ĕнтĕ. Сначăт...

— Ним те сначăт мар. Пирĕн пурнăçра чи кирли вăл — нимĕнле «сначăтран» та хăрама юраманни. Яснă? Атя, халь ĕнтĕ мана итле. Унсăрăн кĕçĕр иксĕмĕр те леш тĕнчене ăсанмаллах чирлесе кайăпăр, — хушрĕ Калюков.

Вăрман хĕррипе утсан-утсан, вĕсем пĕр пĕчĕк ял курчĕç. Тĕрĕсрех каласан, ялне те мар, унти пĕр-ик килте мĕлтлетсе çуталнă краççын çутине. Калюков пит шухăшласа тăмарĕ, хура уй урлă тӳртенех ярлаттарчĕ унталла. Валет ун хыççăн ним шарламасăр, тăпра муклашкисенчен такăна-такăна пычĕ. Хĕрринчи улăм витнĕ пĕчĕк кил патне çитсен, Антун кантăкран шаккарĕ. Шалта хĕрарăмăн хăранă пичĕ курăнчĕ.

— Кала-ха, инке, кĕçĕр кам хваттере яма пултарать пире? — ыйтрĕ Калюков.

— Эй, пирĕн патра май çук, тăвăр кунта, таса мар, — сехĕрленсе калаçрĕ хĕрарăм.

— Ара, сан пата кĕресшĕн мар эпир. Эс пире çемьере йыш сахал, анчах справнă пурăнакан киле кăтарт.

— Ун пекки-и? Пур ун пекки, — чун кĕчĕ хĕрарăма. — Хамăр енчех, пиллĕкмĕш кил. Хăма витнĕ, урлăлла лартнă пӳрт. Пĕр ывăлĕ тахçанах уйрăлса тухнă, тепри салтакра. Халь кил хуçисем, упăшкипе арăмĕ, хăйсем кăна юлнă. Тен, ярĕç...

Калюков ăна итлесе пĕтермерĕ, çеремпе утма тăрăшса, малалла таплаттарчĕ.

— Антун, пач сыхланмастăн-çке эсĕ, — терĕ хыçра тĕнкĕлтетекен Валет. — Енчен хĕрарăмми пирĕн çинчен каласа парсан?

— Кама, мĕн каласа парĕ вăл? — кулса хуравларĕ Калюков. — Чухăн хĕрарăм вăл. Чухăн çăхавпа çӳремест. Çитменнине, куртăн пуль, ахаль те сехĕрленчĕ вăл, ăна халь вĕлерсен те урама кăлараймастăн.

Часах вĕсем хĕрарăм кăтартнă пиллĕкмĕш кил патне çитрĕç. Калюков унталла-кунталла пăхкаларĕ, урамра пĕр чĕрĕ чун çуккине курса ĕненсен, малтан кантăкран шаккарĕ.

— Кам унта? — ахăртнех, ирех çывăрма выртнăскер, тутлă ыйхăран вăраннипе хăйăлтăкрах тухакан сасăпа ыйтрĕ шалтан арçын.

— Уç, милици! — хушрĕ Калюков.

Пӳртре пĕр хушă шăп тăчĕ. Унтан темскер кĕмсĕртетрĕ, çенĕк алăкĕ чĕриклетрĕ, çын, пылчăк çăрса, калинкке патне пырса тăчĕ.

— Мĕн кирлĕччĕ? — уçмасăрах ыйтрĕ вăл.

— Кирлĕ мартан çӳремеççĕ, — хыттăн каларĕ Калюков. — Эс ма çав тери хăран? Е влаç умĕнче айăплă-и? Сăмакун юхтарнă пуль-ха паян, э?

— Мĕн айăп пур ман влаç умĕнче, — текелесе, кил хуçи тинех йывăç сăлăпа туртса кăларчĕ.

Калюковпа Валет картишне кĕчĕç, унталла-кунталла пăхкаларĕç. Мĕн-мĕнне тĕттĕмре уйăрсах илме çук та, урапа-çуна лупасай тулли пулни курăнать. Аван...

— Хушамату мĕнле-ха сан? — ыйтрĕ Калюков кил хуçинчен.

— Çитăр Ваçлейĕ теççĕ. Çитăрăв, эппин, — чиперех каласа пачĕ лешĕ.

— Юр-рать. Çитăрăв гражданин, акă мĕн. Сан пире тăрантаса лаша кӳлсе пама тивет. Тăрантас пур пуль? Е урапа кăна-и?

— Тăрантас пур-ха та, — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ хресчен, — лаша пĕрре кăна ман. Ыран армана каясшăнччĕ.

— Тепĕр кун каян, — çирĕппĕн каларĕ ăна Калюков. — Илтнĕ пуль, Йӳçпăхана хурахсем тапăннă. Вăт, çавсене хăваларăмăр. Пирĕн пĕр юлташа амантрĕç, мурсем. Тухтăр патне хăвăртрах леçмелле ăна. Аманнă юлташăмăр халĕ те уйрах, çумăр айĕнче выртать.

— Çапла пуль те... Ара, мĕншĕн ман лашана илмелле? Иккĕ-виççĕ тытакансем пур ялта, — пурĕпĕр пит килĕшесшĕпех пулмарĕ хресчен. Ахăртнех, вăл чунĕпе темле ырă мара сисрĕ.

— Халь пирĕн шыраса çӳрес пулать-и ĕнтĕ! — тарăхнăн кăшкăрса ячĕ Валет, юлташĕн вăййине тинех ăнлансан. — Лере çын вилес пек выртать... Лашуна ыранах кӳрсе парăпăр.

Вăл тек калаçмарĕ, витене кайса, шăрпăк çутса пăхрĕ, пăртакран унтан лаша çавăтса кăларчĕ, ăна лупасайĕнчи тăрантаса кӳлме тытăнчĕ.

— Эппин... э-э... токумĕнт парса хăвар, — ирĕксĕрех парăнчĕ хресчен. — Лаша çапах та, кушак мар...

— Мĕ-ĕн? Совет влаçне ĕненместĕн-и эс? — хăтăрса пăрахрĕ Калюков, çавăнтах кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ те хуçа сăмси умĕнче сулларĕ: — Ак сана токумĕнт, яснă?.. Ан хăра эс, вăт тĕттĕм çын. Каларăмăр-иç, ыранах килсе парăпăр лашуна...

Тепĕр чĕрĕк сехетрен икĕ юлташ, тăрантасра юнашар ларса, ялтан чиперех тухса кайрĕç. Минренĕ хресчен вĕсене курăнми пулсан та чылайччен пăхса тăрса ăсатрĕ, тумтире йĕпхӳ витĕр иле пуçласан кăна, хаш! сывларĕ те, пӳрте кĕрсе кайрĕ.

— Ăçталла çул тытăпăр? — чун кĕнĕскер, хаваслăрах калаçа пуçларĕ Валет.

Калюков кун пирки паçăрах шухăшласа хунă курăнать.

— Арăма курма вăхăт çитрĕ, — терĕ вăл çирĕппĕн. — Тĕрмерен тарнăранпа ăçта кăна çитмерĕмĕр, тăван ялăн шăршине вара шăршласа пăхман-ха. Милицисем хальччен Утара сăнама пăрахнă пулĕ ĕнтĕ...

Валет хирĕçлемерĕ. Халĕ вăл юлташне пĕтĕмпех шанчĕ.

Çул япăххипе вĕсем Утара çур çĕр иртсен кăна çитрĕç. Калюков лашана вăрман хĕрринче чарчĕ те тăван ял енне чылайччен-чылайччен тĕмсĕлсе пăхса тăчĕ. Вăрман хĕрринченех пуçланать вăл. Кунтах, акă, хуп-хура пахчасем тăсăлса выртаççĕ, вĕсен пуçĕнче — пӳртсем, шучĕ çук хуралтăсем пĕр-пĕринпе тĕкĕнсе лараççĕ. Урам урлах, ав, Антун пӳрчĕ — кивелме ĕлкĕреймен-ха вăл, пĕренесене ылтăн тĕс кăна çапнă, çавăнпа лайăхах курăнать — кантăкĕсемпе кунталла пăхса ларать. Хуçи таврăнасса кĕтет тейĕн... Унтан темиçе кил урлă — ашшĕ пӳрчĕ... Пĕчĕк кăна, нимпех те палăрман ял. Анчах мĕншĕн-ха Калюковăн чĕри хĕссе-хĕссе килет? Урам варринчи пĕве, çырма хĕрринчи тимĕрçĕ лаççисем, юнашарах тата ампар пулас (самай пысăкскер, пĕлтĕр кăна çукчĕ-ха вăл), çулçă тăкса çаралнă йăмрасем — пурте-пурте куçа курăнман темле асамлă вăйпа хăйсем патне туртаççĕ, мĕншĕн тарса çӳрен-ха эс, Антун, мăшăру çук-и сан, аçу-аннӳ çук-и, эпир çук-и тесе чĕнеççĕ пек. Эх, анчах та çав!

— Хăрушши нимех те курăнмасть, — шухăшсене тартса, Валет сасси кĕчĕ хăлхана.

— Çапла, курăнмасть пек-ха... Ман кил — ав çавă. Эс пĕр сехетсем кунтах тăр. Сыхланакана кăна турă сыхлать. Енчен тепĕр сехетрен кантăкра самантлăха шăрпăк çути курăнсан, ман пата пыран. Лашана, хăмăт пушатса, утă парса хăвар. Унччен вăл, мăтри, хатĕр тăтăр. Темле-ха унта, лере, — пуçĕпе ял еннелле сĕлтсе каларĕ Калюков.

Валет килĕшсе алă çеç çĕклерĕ. Тĕлĕнмелле, хăш самантра пуçĕпех итлеме тытăнчĕ вăл ăна? Унччен, тĕрмерен тарсан та, хăйне Антунран аслăрах та ăслăрах хуратчĕ-çке.

Калюков пахча хушшипе тăсăлакан тӳрĕ сукмакпа яла анчĕ, шăпах Апликансен умĕпе иртсе, урама кĕчĕ, анчах килне тӳрех каймарĕ, каллех леш енчен пахча хыçĕпе çаврăнса пычĕ, хыçалти кантăкран хуллен шаккарĕ. Пӳртре сас-чӳ илтĕнмерĕ. Нивушлĕ Санюк килте мар-ши? Ашшĕ патне кайнă-ши вара? Калюков тепре хытăрах шаккарĕ... Çак саманта, хăçантанпа ĕнтĕ кĕтнĕ пулин те, хĕрарăм пичĕ кантăкра сасартăк курăнса кайрĕ.

— Кам унта? — илтĕнчĕ тин тăнă Санюкăн халсăр сасси. — Ай-уй! — терĕ вăл çавăнтах, упăшкине тĕттĕмре палласа илнĕскер.

Калюков мăшăрĕ калинкке тухса уçасса кĕтмерĕ, хӳме урлă вăшт кăна сиксе каçрĕ, Санюк умне лешĕ çенĕк алăкне уçнă самантрах пырса тăчĕ.

— Антун? — хăй курнине хăй ĕненмен пек чĕнчĕ Санюк, унтан сасартăк йĕрсе ячĕ, пуçне ун кăкăрĕ çине хучĕ: — Ах, Анту-ун...

Арăмне хăй çумне хытă-хытă çупăрласа илесшĕнччĕ Калюков, лешĕн хырăмĕ ачашшăн мăкăрăлса тăрать те, хăяймарĕ, хулпуççинчен ал лаппипе шăла-шăла ачашларĕ вара:

— Лăплан, ну, лăплан. Мĕн эс... Килте никам та çук-и? Атя кĕрер, шăнăн тата...

Тепĕртакран Санюк вучаха кăвайт хучĕ, тивертрĕ, пĕчĕк хурана шыв ярса çакрĕ, чĕрĕк сехетрен çăмарта хытăлла пĕçерсе антарчĕ, çенĕкрен пĕр кăкшăм сĕт илсе кĕчĕ... Йывăррăнтарах уткалать, паллах, пурпĕр вăр-вар, ĕç вĕресе кăна тăрать ун аллинче. Ăна-кăна тукаланă май, хăй ялти хыпарсене каласа кăтартать:

— Пĕр уйăх каялла сана шыраса милицисем килчĕç, курсанах, пĕлтерме хушса хăварчĕç. Шăллу халь пуçлăх, кредит юлташлăхне ертсе пырать. Тулĕк тыррине те, укçине те Апликан çаратса кайнă вĕсенне.

— Милицисем хăйне те персе пăрахнă ăна, — пĕлтерчĕ Калюков.

— Тĕсси! — тарăхса каларĕ Санюк. — Аçупа аннӳ пурăнаççĕ-ха, тулĕк атте вăл эс тĕрмерен тарнине илтнĕренпех темле йăваш çӳрет...

Çавăнтах вăл кăмака çумĕнчи сак çине ларчĕ те каллех йĕрсе ячĕ:

— Ах, Анту-ун, мĕн пулать ĕнтĕ халь? Мĕн тăвĕç сана тытсан, э?

Калюков ун çумне пырса ларчĕ, ачашшăн ыталарĕ:

— Ун пирки кайран пуплешĕпĕр. Эс луччă кала-ха: ывăла хăçан çурататăн? — терĕ ăшшăн.

— Тепĕр уйăх пурăнап пуль теп-ха, — вăтанса пĕлтерчĕ Санюк.

Калюков тĕрмере Король шăл йĕрсе калакаланисене аса илчĕ те ăсра пăртак шутласа ларчĕ. Эй, ача хăйĕннех пулса тухать капла! Ат, ухмах! Çав путсĕр ăçтиçук сӳпĕлтетнине итлеме юрать-и вара...

— Ма маларах каламарăн? — савăнса ыйтрĕ çавăнтах.

— Ара, сана тытса кайнă чухне хам та путлĕн пĕлмен. Кайран вăхăтсăр пăлхантарас мар, çуратсан кăна пĕлтерес терем... Ах, Анту-ун... — каллех нăшăклама тытăнчĕ Санюк.

— Ан кулян, Санюк, мăшăрăм. Пĕртте ан пăшăрхан. Пĕлетĕн-и, пурне те шухăшласа хунă эпĕ. Çĕпĕре куçса каймалла пирĕн, унта çĕнĕ пурнăç пуçласа ямалла. Укçа пур... Санпа курнăçса чуна лăплантартăм халĕ, ыранах инçе çула тухса кайăп. Чăвашсем ăçта-ăçта пурăннине пĕлĕп, пурăнма лайăхрах вырăн тупăп. Вара...

— Темле çав, унта та шырамĕç-и сана? — иккĕленчĕ Санюк.

— Çавăнпа малтан пĕччен каятăп та ĕнтĕ. Ыттине кайран куç курĕ. Çӳресе пăхам-ха, майне-шывне пурнăç, тен, хăех тупса парĕ. Кайран сана... тата ывăла килсе илĕп. Анчах эс никама та... Аттепе аннене те... Яснă? — хытарчĕ Калюков.

Тепĕртак ăшшăн-ăшшăн калаçса ларсан, вăл вăрманта исленсе тăракан тусне аса илчĕ, урамалла тухакан чӳрече патне пырса, пирус мăкăрлантарса ячĕ; ăна чĕртнĕ чухне тивертнĕ шăрпăка кантăк умĕнче иккĕ-виççĕ суллакаласа илчĕ.

Çур сехетрен Валет килсе çитрĕ. Ĕçсе-çисе, кăвак çутти киличчен пӳртрех çывăрса, икĕ таркăн тинех ăшăнчĕç, тумтирĕсене кăмака çине хурса типĕтрĕç. Ирпе ирех вара, мĕлкессм пек, пӳртрен те, ялтан та шăппăн тухса шăвăнчĕç.

Кайсан-кайсан, Калюков лашана чарчĕ.

— Ну, Петĕр, тусăм, — терĕ вара Валета, — эп халь Янкăлча каятăп, вăл енче никамах та палламĕ мана, унтан пуйăспа Çĕпĕре чавтарăп. Ăсатас кăмăлу пулсан — пĕрле пыр, çук-тăк, çакăнтах сывпуллашар.

— Мĕнле вăл... Çĕпĕре? — нимĕн те ăнланмарĕ Валет. — Мĕн тери ăнăçлă пуçларăмăр санпа ирĕкри пурнăçа... Мĕншĕн — Çĕпĕре?

— Этемле пурăнма тытăнас тетĕп. Яснă? Мĕн ăнăçлă пуçларăмăр эпир санпа? Эс мана хăвăр вăрланă укçана упракан çын патне илсе кайрăн. Лешĕ нимĕн пĕлмене печĕ. Иксĕмĕр ăна ирĕксĕрлесе тĕрĕссине калаттартăмăр, тимĕр ещĕке туртса илтĕмĕр. Вăрă вăрăран укçа туртса илет... Вара мĕн? Укçа кĕсъе тулли, хамăр кĕçĕр кăшт кăна шăнса пăсăлмарăмăр...

— Çапах пăсăлмарăмăр-çке! — çине тăчĕ Валет. — Пуç пулсан, çын ниçта та аптрамасть. Мĕншĕн Çĕпĕре каймалла сан? Унта шырамĕç тетĕн-и? Йăнăшатăн. Эпĕ, Антун, ку енĕпе нумай пĕлекен çын, асту, унта та тупаççех сана... Эпир халь ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе ярайман, çавăнпа йывăр пире. Вăхăтлăха. Кайран, курăн акă, ăшши те, пăшши те çителĕклех пулĕ. Король, ав, тăртакрах этемччĕ, çапах унпа та мĕн тери чаплă пурăнтăмăр...

— Ну, çитĕ. Эп Çĕпĕрех кайса пăхам. Кайран куç курĕ! — пӳлчĕ ăна Калюков. — Эс юлатăн-и, пыратăн-и?

— Ăсатма — пыратăп. Çĕпĕре — çук, пымастăп, — терĕ Валет кӳренсе.

Тек вĕсем нимех те шарламарĕç.

Кăнтăралла иртекен пуйăс разъезда çитсе чарăнсан, иккĕшĕ те пĕр-пĕрне хытă-хытă ыталарĕç, сăмахсăрах сывпуллашрĕç.

— Таврăнсан, енчен эпĕ кирлĕ пулсан, Канашра хăна çурчĕ тытакан Волковран ыйтса пĕл, — терĕ çеç юлашкинчен Валет.

Чĕрĕк сехетрен, каçчен вăхăт чылай пулсан та, плацкартлă вакунра пыракан Калюков çӳлти сентре çине хăпарса выртрĕ те куçне хупрĕ. Çук, çĕрле тăраниччен çывăрман пулин те, вăл тĕлĕрсе каяймарĕ. Унашкал тĕллев те çукчĕ, çын куçĕнчен сыхланни кăначчĕ ку... Вакун кустăрмисем тăк-тăк, тăкки-тăк текелесе пĕр евĕрлĕ калаçнине тăнласа пынă май куç умне тĕрмерен тарнă хыççăн пурăнса ирттернĕ кунсем черетленсе туха-туха пычĕç.

3

Калюковпа Валет пăлханчăк Сăр урлă чиперех каçрĕç, ăçта тухнине хăвалакансем ан пĕлччĕр тесе, кимме çыранра тупăннă шалçапа юханшыв варринелле тĕксе ячĕç те тӳрех вăрмана кĕчĕç. Кунта, вăрманта, тĕттĕм ĕнтĕ, палламан вырăн тата, çавăнпа тинкерсе пăхса пыма тивет те, куçа йĕпхĕртет. Нӳрĕк тĕрмеринчен те çăрарах, вăл ĕнтĕ ӳпкене хайăрса кĕрет, ристансен çӳхе тумтирĕ витĕр пĕтĕм шăмшака çапать. Çитменнине, йĕпхӳ çаплах чарăнмасть, унăн йĕп çăрти пысăкăш пĕрхĕмĕсем тăкăнса пĕтеймен çулçăсем çинче пухăнаççĕ те, тумлам пулса, çĕре пăт та пат! тăва-тăва шаплатаççĕ, ăнсăртран пĕр-пĕр йывăç туратне çакланса силлентер кăна, самантрах витререн çумăр тăкнă пек шăварăнатăн.

— Валет, тумтир тупмалла пирĕн, — асăрхаттарчĕ Калюков, çапла майпа хăй çине тепре çумăр шапăртаттарнă хыççăн. — Эпĕ лачкам йĕпе ĕнтĕ. Тата... хăçан та пулин пĕрех çын куçĕ умне тухма тивет.

— Пăртак тӳс, — терĕ Валет. — Пирĕн халĕ йĕр хăварма юрамасть, çавăнпа кооперативсене тĕкĕнмĕпĕр. Хытăрах утса ăшăнар, çĕр вăрăм, тен, кирлĕ çĕре ирччен çитĕпĕр...

Тул çутăласпа вĕсем, чăнах та, темле ял патне пырса тухрĕç. Валет юлташне вăрмана хăварчĕ те хăй тĕтре ăшĕнче аран палăракан яла пĕчченех кайрĕ. Унта вăл нумай тăмарĕ, тепĕр сехетренех пĕр пысăк тĕрке йăтса таврăнчĕ, ăна Калюкова тыттарчĕ.

— Тăхăн, — терĕ кĕскен.

Хăй вăл ристан пиншакне те, шăлаварне те улăштарма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Калюков типĕ тумтире хаваспах тăхăнса ячĕ. Пăртак шалпартарах та, аптрамасть, типĕ тата — çавă чи пахи...

— Кайран лайăхрах çипуç туянăпăр, — шантарчĕ Валет. — Укçа пур халĕ манăн.

— Эс мĕн, ку ялсем-и? — ыйтрĕ Калюков, ристан тумтирне пытармашкăн шăтăк алтнă май. — Килĕнтен илсе тухрăн-им кусене?

— Çу-ук, паллакан юлташ пурăнать кунта, çав пулăшрĕ, — терĕ Валет, çывăрас килнипе анасласа. — Хам эпĕ сан Утарунтан инçе те мар çуралса ӳснĕ. Çăкаллă Явăш ялне илтнĕ пуль? Вăт, çавăнтан эпĕ. Петĕр Иванов. Ентешсем эпир санпа, хе-хе. Тулĕк яла тек çӳреместĕп эпĕ. Хăрушă. Тăвансем те çук унта манăн. Хамăн ĕçре эпĕ вара — Валет ĕнтĕ...

Валет шестеркăран мĕнпе уйрăлса тăнине Калюков ристансенчен илтнĕ ĕнтĕ, çавăнпа тек нимĕн те ыйтмарĕ. Тепĕр тесен, калаçас шухăш-и халĕ, ура ывăннипе тăр-тăр-тăр чĕтрет, канма вара, Валет каланă тăрăх, тепĕрвиçĕ-тăватă сехетрен кăна май пулать иккен...

■ Страницăсем: 1 2 3 4