Синкер :: Иккӗмӗш сыпӑк


— Ăхă, манран иртекенсем таврăнаççĕ-няк! — анаталла анакан Калюковсене тӳрех асăрхарĕ Хĕлип. — Ну-кă, курар вĕсен ăйăрне! Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл маннинчен?

Хăй çавăнтах çул варрине сиксе тухрĕ те, — хĕрĕнкĕ çав, асăрханулăх чаракне çĕтернĕ ĕнтĕ, — Тăвăла чĕлпĕртен пырса тытрĕ. Айăр, ăна-кăна кĕтменскер, хăранипе-ши е çынна таптас мар тесе сылтăмалла карт! пăрăнчĕ те, чарăнма ĕлкĕреймесĕр, тимĕрçĕ лаççи тăррипе тан хӳсе лартнă кĕрт çине паш! кĕрсе кайрĕ, вырăнĕ çырма хĕрри пулнă май, юр ăшне хырăмпа выртмаллах путса аннăскер, хайхи ни малалла, ни каялла каяймасăр тапалана пуçларĕ. Хĕлип, чĕлпĕртен вĕçерĕнсе, тепĕр енне пăлтăрт! сирпĕнсе ӳкрĕ, тарăхса кăшкăрса ячĕ, çавăнтах тата, Тăвăл юр ăшне пашлатнине курчĕ те, çиллине чарчĕ, юлташĕсем пулăшнипе ура çине тăрса, ахăлтатса кула пуçларĕ:

— Ну, ăйăр та вара сан, Антун, ну рыса-ак, ну, урхама-ах! Курăр-ха, халăх, юр ăшĕнчен тухаймасть, э. Курăр-ха, епле тапăлтатать...

Антун çуна çинчен сиксе аннăччĕ ĕнтĕ, Тăвăла кĕрт ăшĕнчен тухмашкăн пулăшма тытăннăччĕ. Çемен те, ун хыççăн аннăскер, çунана каялла эхлете-эхлете туртатчĕ.

— Эс, Хĕлип, ытлашши ĕçсе лартнипе ăсран тайăлнă-им?! — çилленсе кайрĕ Антун. — Пĕтерен вĕт ăйăра. Ху та сусăрланаттăнччĕ.

Хĕлип, паçăр катаччире намăс курнине манма пултарайманскер, йĕркеллĕ калаçма шутламарĕ.

— Айăр тет тата, — пушшех шăл йĕрчĕ вăл. Ăна кура унăн хăнисем те, Калюковсене йĕкĕлтесе, ахăра пуçларĕç. — Ейпух, тепĕр ват кĕсре те унран вăйлăрах. Паçăр манран иртсе кайрăм терĕн пуль. Ăнсăртран çуна тӳнмен пулсан, вĕлерсен те хуса çитейместĕнччĕ. Çо-ок, Аблигановран Утарта никам нихăш енĕпе нихăçан иртеймĕ, ăссăр пуçунта эс çакна ĕмĕрлĕхех картса хур! Темполĕ çакăн пек шкелет хуçисем...

Антун ăна каласа пĕтерме памарĕ.

— Эс ху шкелет! — шăмарсах кайрĕ ĕнтĕ вăл. — Айăра кăшт та пулин сиен кӳтĕн-тĕк-и! Шăмму-шаккунта ватман вырăн хăвармастăп. Яснă? А ну, пăрăн çул çинчен!

Антун, Хĕлипе аллипе сирсе, Тăвăла татах кĕрт ăшĕнчен тухма пулăшрĕ. Вĕсем Çеменпе тепĕртакран лава çул çине кăларчĕç ĕнтĕ, малалла кайма хатĕрленсе, пĕр-пĕрне шакка-шакка юртан тасалчĕç. Тек хăртмалли нимĕнле сăмах тупайман Хĕлипĕн вĕсенчен каплах ыррăн хăпас килмерĕ курăнать.

— Эс мана-и?! Ватман вырăн хăвармастăн-и?! — урса кайнăн кăшкăрчĕ вăл, Антун каланине тин ăнкарса илнĕ пек. — Халăх, илтрĕр-и, çак манка хытти мана хăратма хăять. Ах, шăркалчă! Эп... Ак эп сана!

Хĕлип Антун патне чупса пычĕ те ăна питĕнчен чăмăрĕпе пĕррех тăрăнтарчĕ. Лешĕ, кунашкаллине кĕтменскер, сулăнса кайрĕ, çапах ӳкмерĕ. Халĕ ĕнтĕ Антунăн та çилли тулса çитрĕ. Вăл Хĕлипе сулахай аллипе — кĕрĕк çухавинчен, сылтăммипе — шăлаварĕнчен çатăрласа тытрĕ те ярăнтара пачĕ тин кăна ăйăр тапаçланнă кĕрт ăшне.

— Кăраву-ул! Хура-ах! Вĕлерет эсремет! — çухăрса ячĕ Хĕлип арăмĕ. — Халăх, ратне-тăван пуль эсĕр, мĕн пăхса тăратăр? Çав кĕлмĕçсене мăшкăллаттарма-и...

Хĕрĕнкĕ арçынсем — çичĕ-сакăр çын — хайхи Антун çине те, ун хутне кĕнĕ Çемен çине те сиксе ӳкрĕç. Йыш йышах çав. Тем пек хирĕç тăчĕç пулин те, Калюковсем çĕнтереймерĕç. Хытах, çапнăçемĕн хаярланса пырса ислетрĕç вĕсене Апликан Хĕлипĕн хăнисем, ураран ӳксен кăна, выртакана çапмаççĕ тенине çапах та асра тытса, пăрахса хăварчĕç...

Çакăн хыççăн, паллах, пиччĕшĕпе шăллĕн ашшĕпе амăшне кӳршĕ яла хăнана леçес шухăш пулмарĕ ĕнтĕ. Вĕсем, нимĕн ăнланмасăр пăхса тăракан Тăвăла чĕлпĕртен çавăтса, тĕп киле мар, Антунсем патне кайрĕç, çăвăнса тасалкаларĕç, çипуçа пултарнă таран йĕркене кĕртрĕç.

— Ку Хĕлипе-и? Хуть вилсе выртам, анчах тавăратăпах ăна, — темиçе те каларĕ Антун. — Унран ĕмĕрне те никам иртеймест иккен. Тупăннă... Эс тата мĕнле, çав путсĕре тăн кĕртмешкĕн пулăшăн-и мана? — ыйтрĕ çавăнтах шăллĕнчен.

— Пулăшатăп! — пĕр иккĕленмесĕр килĕшрĕ Çемен. Ним айăпсăр патак çинĕскер, вăл Апликансене пиччĕшĕнчен кая мар тарăхнăччĕ.

— Эппин, кайрана хăварар мар ку ĕçе, унсăрăн каю шăтĕ. Уравăшра халь вĕсем, хурăнташĕсем патне ĕçке кайрĕç пулас. Хăнисем çавсемччĕ. Атя, вĕçтерер çавăнта. Унта мĕн тумаллине куç курĕ...

Вăл, пăртак шухăшланă хыççăн, кăмака умĕнче кĕтесе тăрăнтарса хунă вăрăм çĕççе, выльăх пусма кирлĕскере, илчĕ те атă кунчине чикрĕ.

— Кайрăмăр! — терĕ вара кĕскен.

Уравăша вĕсем лашапах тухса вĕçтерчĕç. Апликан Хĕлипĕн хурăнташĕсен тĕлне Антун пĕлет, çавăнпа унта хăвăртах çитрĕç. Кунта, чăнах та, çăварни ĕçки кĕрлет иккен, купăс каласах ташлаççĕ, юрлаççĕ, тăр-тăр-тăр кăна чĕтресе тăраççĕ чӳрече хăмисем. Хапха калинккине шалтан сăлăп ярса питĕрнĕ. Ют çын килсе чăрмантарасран ĕнтĕ.

Антун пушă аврипе калинккерен шаккарĕ те пăртак тăнласа тăчĕ. Шалта илтмерĕç пулас, çаплипех ташша çапаççĕ. Антун татах шаккарĕ, унтан никам та тухманнине кура, калинккене атăпа тапа-тапа кисрентере пуçларĕ. Тинех çенĕк алăкĕ чĕриклетсе уçăлни илтĕнчĕ.

— Кам унта? — ыйтрĕ сасăсене тăсараххăн калакан темле хĕрарăм. — Кунта веçех хамăр çынсем пирĕн.

— Уç-ха эс, сăмах пур! — чăтăмсăррăн кăшкăрчĕ Антун.

— Мĕнле сăмах пултăр халь, çĕрлене хирĕç, — кăмăллăнах пуплешмерĕ хĕрарăм, çапах калинккене пырса уçрĕ.

Ку вăл кил хуçи арăмĕ Наçтуç аппа пулчĕ. Вăл та Калюковсене палласа илчĕ.

— Наçтуç аппа, халех Апликан Хĕлипне чĕнсе кăлар, — хушрĕ Антун.

— Мĕн тума кирлĕ пулчĕ вăл сана? — сисчĕвленчĕ Наçтуç, паçăр Утарта пулса иртнĕ тытăçăва хăй куçĕпе курнăскер.

— Парăма татмалла ман. Халех. Ырана никаккуй хăварма юрамасть...

Хĕрарăм Калюковсем мĕн тума килнине тавçăрса илчĕ ĕнтĕ. Хĕрĕнкĕ пулин те, пуçĕ ĕçлет умăн.

— Антун, ачам, тем аташса ан çӳре, ман киле намăса ан яр, — ӳкĕтлеме тытăнчĕ вăл. — Никама та чĕнсе кăлармастăп эп, хăвăра та кĕртместĕп. Ытах кăмăлăр пур-тăк, кайран, ытти çĕрте татăлăр пĕр-пĕринпе.

— Чĕнсе кăлара-ан, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ Антун. — Унсăрăн... Унсăрăн кил-çуртна хĕрлĕ автан ярса пĕтереп, — хăратасшăн пулчĕ мĕн пуçа килнипе. — Асту, кайран-малтан мĕн пуласса пăхса тăмăп. Парăмра юлма юратмастăп эпĕ, çавăнпа çав анчăкпа паянах татăлмалла. Яснă?

— А-ы-ых! Хĕрлĕ автан яран пать-ха! Эпир саншăн анчăк пула-ать! — тулхăрса кайрĕ Наçтуç. — Кăраву-ул! Халăх! Вут тĕртеççĕ! Вĕлереççĕ-ĕ!

— Мĕн çухăрашан? — саппун умĕнчен çатăрласа тытрĕ ăна Антун. — Чарăн халех! Унсăрăн...

Анчах каккуй чарăнма, Наçтуç пушшех хытăрах кăшкăрашрĕ. Çакă Антуна тарăхтарса-тарăхтарса пычĕ, тилĕртсех ячĕ. Вăл атă кунчинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ те хĕрарăм кăкăрĕ тĕлне тытрĕ.

— Чарăнатăн-и эс, чарăнмастăн-и çухăрашма! — кăшкăрса пăрахрĕ хăрушшăн. — Атту çакăптах чиксе пăрахап!

Наçтуç сехĕрленмеллипех сехĕрленсе ӳкрĕ, куçне-пуçне чарса, пĕр самант сывлăш çавăраймасăр тăчĕ. Унтан тем пулчĕ ăна: те çĕççе арçын аллинчен туртса илме ăнтăлчĕ, те ăна пăрса ярса, кĕрсе тарасшăн хăтланчĕ: «Кăраву-ул!» — тесе хăрушшăн кăшкăрса ячĕ те Антун çине сике пачĕ. Лешĕ хӳтĕленес шутпа-ши е чикес тесех — хăй çав самантра та, кайран та ăнланмарĕ çакна — çĕçĕ тытнă аллине ун еннелле тăсрĕ. Хĕрарăм çавăнтах... лăштăр пулчĕ те хуллен-хуллен çĕре авăнса ӳкрĕ, çĕççе халĕ те алăран вĕçертмен Антуна, хăйпе пĕрле сĕтĕрсе, ирĕксĕрех куклентерчĕ. Антун аллине ăшă та йăмпăлкка шĕвек йĕпетнине туйрĕ...

— Наçтуç аппа, мĕн пулчĕ сана, Наçтуç аппа?! — сасартăк сĕвĕрĕлсе, чăнласах сехĕрленчĕ Антун. — Çемен, тыт-ха ăна, ура çине тăратар!

Анчах Наçтуç тăраймарĕ те, лараймарĕ те ĕнтĕ.

Антуна сасартăк сивĕ-сивĕ пулса кайрĕ, вăл темле ăнланмалла мар хыттăн чĕтре пуçларĕ, ăш лĕкленсе килнине туйрĕ.

— Вçо, Çемен шăллăм, çамрăк пуçăма çирĕм эпĕ, — терĕ те вăл ăçта тăнă çавăнтах лак ларчĕ.

Тепĕр ир-ирех Утара милиционерсем çитрĕç. Вĕсем ял çыннисенчен, уравăшсенчен тем ыйта-ыйта пĕлчĕç, кăнтăрла иртсенех каялла тухса вĕçтерчĕç, хăйсемпе пĕрле Калюк Йăванĕн икĕ ывăлне те лартса кайрĕç. Лешсем — ни Антунĕ, ни Çеменĕ — хирĕçлемерĕç. Хирĕçлеме тет-ха, çапла пуласса кĕтнĕ те ĕнтĕ вĕсем, çула хатĕрленсе, кутамккасене апат-çимĕç те чиксе хунăччĕ.

Тепрер уйăх иртрĕ-и — Çемен яла таврăнчĕ. Антуна вара суд тунă, Етĕрне термине нумайлăха хупса лартнă терĕç.

2

Антун хăй айăпсăр тесе самантлăха та шутламарĕ, следстви вăхăтĕнче те, суд умĕнче те пăркаланмарĕ, шăллĕн, Çеменĕн, ним айăп çуккине кăна пурне те ăнлантарма тăрăшрĕ. Нумай çуллăха хупмалла тунине илтсен те, приговора хирĕçлемерĕ, никама нимĕн каламарĕ пулин те, ăшĕнче хăйне мĕн тивĕçнине вĕçне çитиччен тӳссе ирттермешкĕн тĕв турĕ. Çак шухăш Етĕрнерех пурăнакан аппăшĕ Пăлаки унпа тĕрмене пырса курнăçнă хыççăн пушшех çирĕпленчĕ. Ара, Пăлакие, нумай вĕреннĕ çын тесе, Антун кăна мар, Калюковсен йăхĕнче аслисем те хисеплеççĕ, унăн сăмахне кирек хăш ĕçре шута хураççĕ.

— Шăллăм , тĕрмене лекрĕн пулсан та, тархасшăн, тем ан аташ. Малашлăх пĕтмен-ха санăн. Хăвна йĕркеллĕ тыт. Тен, маларах кăларĕç, — ăнлантарчĕ Пăлаки. — Çемйӳ пирки ан пăшăрхан, Çемен те, атте те пулăшĕç, ялтах пурăнаççĕ. Хам та çӳресех тăрăп...

Аппăшне итлемесен, Антунăн кама итлес халĕ. Калюковсен çемйинче кăна мар, Утар ялĕпех çук ун чухлĕ вĕреннĕ çын. Сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлет-çке вăл!

Антун тĕрмере пĕр виçĕ уйăх чиперех пурăнчĕ темелле. Вăл йывăç каскалама ăста иккенне пĕлсен, ăна тĕрлĕ ĕç хуша пуçларĕç: е столовăйри сĕтел-пукана юсамалла, е пуçлăхсен пӳлĕмĕсенче урай улăштармалла, е караул пӳртĕнче нарсем туса лартмалла... Тĕрме вăл — пысăк хуçалăх, каскалама пултаракан çын валли унта ĕç тупăнсах тăрать. Ĕçре вара тепĕр чухне ху кунта мĕншĕн, хăçанлăха лекнине те манатăн, темле çăмăллăнрах туйма тытăнатăн. Çĕрле кăна эс пушанасса кунĕпе кĕтсе ывăннă шухăшсем ярса илеççĕ те сана йăвалантараççĕ вара хытă нар çинче енчен енне... Çапла çулталăк та, икĕ, виçĕ çул та хуллен иртетчĕç-и, анчах тĕрмери пурнăç вăл, хуранти пăтă пек, ялан пĕр çерте пăтраш ăнать пулин те, пĕр евĕрлĕ мар, пачах урăхла, кунсерен улшăнса пырать. Мĕншĕн тесен ристансем пĕрисем тухса каяççĕ, вĕсен вырăнне теприсем килеççĕ. Кăмăл тĕлĕшпе кашни расна вĕсем. Тата ирĕкрен тĕрлĕ хыпарсем те çитсех тăраççĕ, хăшĕсем пĕр хăлхаран кĕрсе тепринчен тухса каяççĕ, хăшĕсем вара уйрăм çынсене самаях витĕм кӳреççĕ. Çавăнпа тĕрмере, каларăмăр ĕнтĕ, кашни кун мĕн те пулин улшăнатех. Антуншăн çавнашкал пысăк улшăну сентябрь уйăхĕнче пуçланчĕ. Ун чухне вĕсен камерине кăшт маларах ирĕке тухнисем вырăнне харăсах тăватă çынна пырса ячĕç. Канаш станцийĕнчен кăнтăралла каякан пуйăс çинчен тытса антарнă вăрăсем тет-и. Çавсем шăпах Антунпа тепĕр ристан кăна юлнă камерăна лекрĕç те ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри, сăнĕпе этеме мар, ытларах упана аса илтерекенскер, алăкран кĕнĕ-кĕмен унталла-кунталла чăл-чал пăхса илчĕ, Антунпа юлташĕн аялти нар çинчи — ыттисем тухса кайсан, тахçанах çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе, вĕсем унта куçнăччĕ — япалисем çине тачка пӳрнипе тĕллерĕ те:

— Халех тасатăр ман вырăна çав ăпăр-тапăртан! — хушрĕ хăйпе килнĕ тусĕсене.

Лешсем, — çав тери сăпайлă çынсем тейĕн çав, — пуç тайрĕç те, нар патне пырса, çын япалисене урайне кăпăр-капăр шăлса ывăтрĕç. Упа пекки, пĕççисене чаркаласа, вĕсем урлă йĕрĕнчĕклĕн пуса-пуса каçса кайрĕ, аялти нар çине пырса ларчĕ, ик аллине чăмăртаса, юлташĕсене тав турĕ, унтан канлĕн кăна тăсăлса выртрĕ.

— Эсир те канма пултаратăр, — терĕ ыттисене темле çав тери пысăк ырлăх панă пек.

Тусĕсем ăна каллех хисеплесе пуç тайрĕç, Антунпа тепĕр малтанхи ристан япалисене тата айккинерех тапа-тапа сирпĕтсе, нар çине унпа юнашар пырса вырнаçрĕç. Çакă Антуна тарăхтарсах ячĕ. Чăнах, мĕн тери сĕмсĕрсем! Кам вырăнне хураççĕ-ши хăйсене...

— Эй, эсир, — асăрхаттарчĕ вăл тин килнисене, — хăвăра этемле тыткалама пĕлместĕр-им?

— Мĕнле, мĕнле? — тачка кӳлепине кура мар яшт! тăрса ларчĕ упа пекки. Ахăртнех, вăл кунта кĕнĕ-кĕмен хăйне чи асли вырăнне хучĕ, çавăнпа çакнашкал асăрхаттару та ăна килĕшмерĕ курăнать. — Кунта этемсем те пур-и?

Вăл йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ, çула май тенешкел, Антуна та куçран пăхса, мăшкăлласа кулчĕ.

— Эп нимĕн те курмастăп, Валет, кăтарт-ха, хăш тĕлте çав этемсем? — йĕкĕлтерĕ хăй.

Валет текенни, çирĕм пиллĕксенчи яштака сарă арçын, яшт! сиксе тăчĕ.

— Хисеплĕ Король, тĕрмере этемсем çук, пулма та пултараймаççĕ. Кунта преступниксем кăна. Вĕсем хушшинче пĕр эсĕ çеç пуçпулма пултаратăн ! — мăнаçлăн каларĕ вăл.

Антун кусем хăйĕнчен куçкĕрет мăшкăлланине ăнланса илчĕ. Унран, хĕрлĕ армеец пулнă çынран, ялти хисеплĕ тимĕрçĕ ывăлĕнчен, çак ăçтиçуксем кулаççĕ иккен-ха. Çу-ук, кун пеккине тӳсме юрамасть. Халь тивĕçлипе хирĕç тăраймасан, кайран вĕсем ĕнсе çине утланса ларĕç. Унашкал пуçпулма тăрăшакансене вăл курнă ĕнтĕ. Чăн та, унчченрен унпа юлнă тепĕр ристанĕ тӳрех хăраса ӳкрĕ курăнать, шарламасть, эппин, ăна шанма кирлĕ мар. Çапах Антун пĕччен те аптăрамĕ, хăйĕнчен мăшкăллаттармĕ.

— Çапла, тĕрмере преступниксем кăна. Анчах корольсем те çук. Тĕрлĕ номерлĕ ристансем çеç кунта. Çавăнпа пурте пĕр тан. Кам та кам çакна асра тытмасть, пĕр-пĕр чипер самантра хăй миçемĕш номерлĕ ристан пулнине те манса кайма пултарать, яснă?! — хытах каласа хучĕ вăл.

— Ай-юй-юй-йу-уй! — çăварне савук кĕреçи евĕр ал лаппипе хупларĕ упа пекки. — Хăранипе шăл ыратса кайрĕ. Ачасем, пĕтрĕмĕр-иç капла. Ирхи-каçхи тĕрĕслевсенче хамăр номерсене аса илеймерĕмĕр-тĕк, сивĕ карцера пĕрерĕн-пĕрерĕн хупса пĕтерĕç пире, э... — Çавăнтах, Антун енне çаврăнса, мĕкĕрсе ячĕ: — Эй, эс, шĕпĕн! Пире хирĕç тепĕр сăмах калама хăйсан, шăршлă çăварна самантрах пăкăласа лартатăп!

Антун хĕрсе кайрĕ ĕнтĕ, юлташĕ çаннинчен туртнине пăхмасăрах, хирĕç лаплаттарчĕ:

— Чăмăр вăл кашниннех пур!

Тин килнисен утаманне ку пушшех килĕшмерĕ. Хăйне хирĕç каланине итлемешкĕн пач хăнăхман курăнать вăл.

— Валет, хупла-ха çав шестерка çăварне! — терĕ вăл. — Сывлама çук шăрш кĕрет.

Валет текенни, хăйне хула çынни пек тыткалама тăрăшаканскер, Антун ларакан тĕле пычĕ, сулахай аллине шăлавар кĕсйине чиксе, çăварне йĕрĕнчĕклĕн йĕрсе, пушмак пуçĕпе урайне шаплаттарса тăчĕ-тăчĕ те, сасартăк туртăнса, пĕррех! сулса ячĕ сылтăм чăмăрне. Антун сыхă ларнă ĕнтĕ, вăшт çеç сулахаялл а пăрăнчĕ, вара чăмăр пĕтĕм сулăмпа кирпĕч стена çине тăрăнчĕ. Валет ыратнипе кăшкăрса-йынăшса ячĕ, çавăнтах нăк! кăна шăпланчĕ. Антун чăмăрĕ пырса кӳплетнипе сывлăш çавăраймасăр антăхрĕ вăл, варне сулахай аллипе тытса, пĕр вырăнта çĕлен пек авкаланчĕ. Çакна пăхса ларакан утаман ĕнтĕ хăй тăчĕ.

— Маттур! — ырланă пек пулчĕ вăл Антуна. — Анчах эс, шестерка, ман çынна кӳрентертĕн. Çавăнпа сана ниепле те каçарма пултараймастăп.

Антун хăйĕнчен хăрпăкрах курăннипе, Король унран хăрамарĕ курăнать. Ăçтан пĕлтĕр-ха вăл çынни ку хăй вăхăтĕнче тимĕрçĕ лаççинче пысăк мăлатука кунĕ-кунĕпе сула-сула самаях вăй пухнине. Хайхи Король сулахай аллипе Антун енне сулам пек турĕ те, сылтăммипе пĕтĕм вăйран туртса çапрĕ. Антун пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, тăхлан муклашки пек сулмаклă чăмăр ăна хулпуççинчен пырса лекрĕ. Ай-яй йывăррăн çапăнчĕ вăл, пĕр пăт пуканĕпе кӳплеттерчĕ тейĕн. Анчах ăна-кăна виçсе хакламалли самант мар. Антун нар хушшине вăшт сиксе тăчĕ те Короле чăмăрĕпе карланкăран тăрăнтарчĕ. Лешĕ стена çумне кайса çапăнчĕ, Валет пекех, чылайччен сывлăш çавăраймасăр аптăрарĕ. Çапах пĕччен пĕчченех çав, Антуна Валетпа тусĕсем хупăрласа илчĕç ĕнтĕ, виççĕн виçĕ енчен пырса усăнчĕç. Хайхи Короле те чун кĕчĕ. Антун тем пекех хастаррăн хирĕç тăчĕ, пĕрне кăвапаран аяларах лектерсе тăнран кăларчĕ, тепринне сăмсине нимĕрлентерсе ячĕ... Пурпĕр Корольпа тусĕсем ăна аяла персе чикрĕç, вара тăнран кăларичченех тапрĕç те çапрĕç, çапрĕç те тапрĕç...

■ Страницăсем: 1 2 3 4