Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
Коридорта вĕсене сӳрĕк сăн-сăпатлă юлташĕсем, Антонина Васильевна, халерех килсе çитнĕ Арсен Вагановичăн ывăлĕпе хĕрĕ тӳсĕмлĕн кĕтсе тăраççĕ.
— Кăмăлăрсене çемçетĕр. Ак çак хĕр инкеке çĕнтерме пысăк тӳпе кĕртрĕ. Халь хăрушлăх хыçра. Пĕр эрнерен Арсен Ваганович больницаран тухасса шантаратăп. Унăн шăмми-шакки ниçтан та хуçăлман. Вăйлă çапăнăва пула мăĕнчи юн тымарĕ татăлнипе юнне нумай çухатнă. Юрать-ха çухалса каман, тымара вăйлă пăчăртаса тытма ăс çитернĕ. Ыран ăна пĕтĕмĕшле палата куçаратпăр, — пĕлтерчĕ тухтăр. — Халь килĕре кайăр, ун патне паян никама та кĕртместпĕр.
* * *
Тăватă юлташ больницана 8 сехетрех çитрĕ. Антонина Васильевна çакăнтах çĕр каçнă пулас, ретлĕ çывăрманнипе час-час анасласа илет. Арсен Вагановича 9 сехетре пĕтĕмĕшле палата куçарсан пурне те ун патне кĕме ирĕк пачĕç. Вăйсăртарах кулăпа кĕтсе илчĕ вăл хăй патне килнисене. Палатăри çынсем калаçма чăрмантарас мар тесе хăшĕ коридора, хăшĕ уçăлса çӳреме урамах тухрĕç.
— Мĕнлерех халсем, атте? — кăсăкланчĕ пăшăрханчăк саспа Маюк.
— Турă пулăшнипе, эсĕ, хĕрĕм, тăрăшнипе аванах туятăп хама. Халь эпир санпа икĕ хут тăванлă — пĕртен эсĕ манран çуралнă, тепĕртен сан юну мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Сиплекен тухтăр манăн ушкăна кĕрекен юн Хусанти больницасенче пĕринче те çук тет. Эпĕ Турра питех шанман, хам çине хĕрес халиччен хуман. Мăшăрăм чиркĕве çӳренине сивлемен, анчах ăшăмра кулнă. Инкек çитсе çулăхсан çеç эпир Турра асăнатпăр. Пурах Вăл, халь вăл пуррине шанатăп. Вăл сана илсе килнĕ Хусана мана инкекрен çăлса хăварма, халь сан юну ман пĕвĕмре чупать. Тавта пуç сана. Турă сыхлатăр сана, — тесе хĕрес хучĕ Маюк çине Арсен Ваганович, хăй те сăхсăхса илчĕ.
— Санăн нимĕн те ыратмасть-и? — ыйтрĕ Антонина Васильевна.
— Çук, ниçтан та, нимĕн те ыратмасть, пуçра çеç темле шав тăрать. Вăл та часах иртет терĕ тухтăр. Машинана шел, тӳрлетме май пур-ши ăна?
— Ан пăшăрхан, Вазген ывăлăмăр ăна мастерскойне эвакуатор тытсах юсава леçрĕ, — лăплантарчĕ мăшăрне Антонина Васильевна. — Чипер чупакан туса парсан ăна сутса ямалла та çĕннине туянăпăр.
— Эх! Тем пекех Çинукпа Кирюк туйне каясшăнччĕ, кĕтмен инкек ĕмĕтĕме татать пулас.
— Унчен эсир сывалса çитетĕр, туй тата ик эрнерен çеç вĕт, — хутшăнчĕ калаçăва Кирюк.
— Çапла пултăрччĕ те, — йăл кулчĕ Арсен Ваганович. — Эсир Тăрнапуçне ыранах кайăр, мана пăхса ан тăрăр.
— Çук, атте, эпĕ юлатăп-ха. Эсĕ уралансан çеç эпĕ те яла кайăп, — тавăрчĕ Маюк.
Палата тухтăрпа сестра килсе кĕчĕç.
— Эсир чирлине канма парăр. Антонина Васильевна, эсир те килĕре кайса çывăрса илĕр, кăнтăрлахи апат хыççăн шăп сехет вĕçленнĕ тĕле чăх шӳрпи пĕçерсе килĕр, ашĕ те пăсмасть. Халь пурте палата пушатăр.
Çинукпа Кирюк, Кавĕрле Мĕтри пиччĕшсем патне, Маюкпа Антонина Васильевна Татулянсен хваттерне утрĕç. Хваттер хуçяйкине Маюк тĕкеллесех çывăрма выртма хушрĕ, хăй çывăхри лавккаран чăх тушки илсе килсе шӳрпе пĕçерме пуçăнчĕ.
«Вăт вĕт пурнăç епле вылянчăк, — шутлать Маюк, — чи çывăх çынна тупнин савăнăçĕ ăш-чике те веçех вырнаçа çитеймерĕ ăна Маюк самантрах çухататчĕ вĕт. Енчен те вăл Хусана килсе çитмен пулсан ашшĕ сывă юлаятчĕ-ши? Тем тесен те Турă пурах! Вăл васктнă мана Хусана хăвăртрах çитме. Кавĕрле мĕн шутлат-ши кун пирки? Унпа пĕрлешме сăмах татнă, эпĕ ăна венчете илсе кĕретĕпех», — татăклă тĕвĕлесе хучĕ ăсĕнче Маюк.
Часах Антонина Васиьевна ыйхăран вăранчĕ. Вĕсем Маюкпа больницана васкарĕç. Сыватмăш картишĕ пысăках мар парка аса илтерет: ак пĕр тăрăх ĕмĕр ешĕл чăрăшсем тавралăха техĕмлĕ шăршă сарса лараççĕ, ак пĕр йăрăм шурă хурăнсем илемлĕн курăнаççĕ, вĕсемпе юнашарах тинтерех чечеке ларнă çăкасем. Вĕсен сиплĕ чечекĕсем çинчен вĕлле хурчĕсем пыл пухаççĕ. Çак пĕчĕк паркрах пилешĕ те, çĕмĕрчĕ те, паланĕ те вырăн тупнă. Тĕп аллея хĕррипе чирлисене, вĕсене курма килекенсем валли илемлĕ сакăсем лартса тухнă. Лапсăрка чăрăш айĕнче тĕл пулчĕç те Маюкпа Антонина Васильевна Çинукпа Кирюка, Кавĕрлене. Шавлă тĕл пулу хыççăн больница крыльци еннелле хускалчĕç çеç пурте тăп чарăнчĕç — картлашкасем тăрăх васкамасăр Арсен Ваганович аялалла анать, ун сăнĕнче ăшă кулă ялкăшать.
— Эс ытла васкатмастăн-и хăвна чĕртме? — пăшăрханать Антонина Васильена.
— Ним чухлĕ те, — тавăрать упăшки, — тухтăр хăй хушрĕ çак илемлĕ паркра шăм-шака çемçетме, икĕ кунтан киле яма та пулать пуль терĕ. Пĕр сăмахпа, Маюк юнĕ ман пĕвĕмшĕн çав тери уссăллă пулнине пĕлтерчĕ. Тавта пуç сана, хĕрĕм, эсĕ çак тĕнчере пурришĕн, эпĕ саншăн Аслă Аттемĕр умĕнче яланах кĕл тăвăп, сан ятна ĕмĕрĕмре пысăк хисепре тытăп. Татулянсем ырра нихăçан та манмаççĕ, — ытамларĕ ашшĕ хĕрне. Икĕ тăван чун пĕрлĕхне татас мар тесе паркри йвăç çулçисем те шепĕлтетме пĕр авкана пăрахрĕç, тавралăх шăплăх айне пытанчĕ.
— Атте, эсĕ мана мухта-мухта вăтантара пуçларăн…
— Э, хĕрĕм, ырă ĕçрен нихăçан та ан вăтан.Сайра халь Çĕр çинче сан евĕр ыр кăмăллисем, çынна инкекрен çăлма васкакансем. Урамсенче тискер ӳнерсене сахал мар курнă: ушкăнпа пĕччен çынна сусăрлатиччен хĕнеççĕ, пысăк ушкăн концерт курнă пек пăхса тăрать. Никам та чарма васкамасть. Хальхи хатарлă йĕрке çынсен чунĕсене чурăслăх, тĕрĕсмарлăх мăскалпа мар, лавĕпех кĕртсе хучĕ. Çынлăх хăçан каялла таврăнасси те курăнмасть. Эпир çакăн пек пурнăç патне ăнтăлнă-и-ха вара? Çук, ăнтăлман. Ку вăл влаç суккăрлăхĕ. Урамсенче мĕн чухлĕ ыйткалакан, çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă мĕскĕнсем? Вĕсене те курмасть влаç. Капла майпа аслă Рассей ăçта пырса тухĕ, ăна никам та уççăн калаймасть.
— Çитĕ-ха сана, Арсен, пăлханма, — чарчĕ Антонина Васильевна мăшăрне. — Эпир тулхăрнипех самани улшăнас çук. Сан халь часрах сывалма хăвна лăпкă тытмалла. Ун чухне Çинукпа Кирюк туйне те ĕлкĕрĕпĕр.
— Ара чĕре ыратать-çке Танюша…
— Апла-тăк пачах лăплан…
Сăмах туй пирки тапрансан Арсен Ваганович сăнĕ çуталчĕ. Тăватă çамрăк тус çине пăхса вĕсене пĕр тăхтами Тăрнапуçне кайма васкатрĕ.
— Мана сехетсерен вăй кĕрсе пырать. Ак Маюк пĕçернĕ чăх шӳррпине, ашне çиетĕп те пăхаттире çаврăнатăп. Мана пăхса ан тăрăр, туя ăна хатĕрленмелле вĕт. Ыранах çула тухăр. Эпир Танюçапа туя çитетпĕрех. Больницаран тухсанах çĕнĕ çăмăл машина туянса яратăп, ывăлпа хĕре те сирĕн туйăра илсе пыратăп. Турă кăна пулăштăр!
Çак ырă сăмахсемпе уйрăлчĕç çамрăк юлташĕсем Арсен Вагановичпа Антонина Васильеваран. Пурте тата тĕрлĕ тавар сутакан пысăк лавккана кĕрсе тăванĕсем валли парнесем туянчĕç. Маюк Петруç ашшĕ, Таиç аппăшĕ, ачисене валли кĕпесем, вылямалли теттесем туянчĕ. Лавккаран тухсан ыран ирпе ăçта тĕл пулассине калаçса татăлчĕç те Маюк Татулянсем, Çинукпа Кирюк Мĕтри пиччĕшсем, Кавĕрле аппăш патне саланчĕç.
* * *
Тăрнапуçне пăрăнса кĕрекен çул юппинче автобусран тăватă юлташ анса юлчĕ. Путăк-шăтăклă асфальтлă çулпа шăкăлтатса калаçса утрĕç вĕсем.
— Пăхăр-ха епле илемлĕ пирĕн тăван ял, — савăнăçлăн йăл кулать Маюк. — Ялăн вăтаçĕрĕнче чиркӳ каланчи таçтанах курăнса ларать, унпа юнашарах эпир вĕреннĕ шкул, вĕсенчен инçех те мар Культура керменĕ. Çурчĕсем еплерех шатрун курăнаççĕ кунтан…
— Çапла та-ха, — хутшăнать калаçăва Кавĕрле, — кашни шыв чăххи хăй лачакине мухтать…
— Чим-ха, чим, хăçантанпа вара пĕчĕк тăван çĕршыв саншăн лачакана çаврăнчĕ, — куçĕсене чарсах тĕлĕнет Маюк. Çинукпа Кирюк та Кавĕрле çине ним ăнланмасăр пăхаççĕ. — Хусан саншăн сăмала шăршиллĕ чул миххи, унта пурăнакан çынсен культури те сана килĕшмест тата хăçантан эпĕ саншăн шыв чăххине çаврăнтăм? — кӳренсе, тарăхса ыйтать Маюк.
— Чăнах та, — Маюк хутне кĕреççĕ Çинукпа Кирюк. — Тен эсĕ пире те тискер чĕрчунсемпе танлаштаратăн.
— Ан кӳренĕр-ха, юлташсем. Чĕлхем мĕн персе янине те хăш-пĕр чух ăнланмастăп. Пурнăçра йăнăш лачакине çаклантăм та хама çынсем умĕнче тем пекех айăплă туятăп. Ман чун-чĕрене кӳренӳ капланнă. Çавă тухать калаçусенче манран. Лайăххине те чи начарри пек куратăп. Тăван Тăрнапуç чăнах та чи илемлĕ ял, çыннисем те ыр кăмăллă, хитре чунлă, анчах ăшри кӳренӳ чĕрĕп йпписем евĕр чăркăшлантарать. Ытла пысăккине, ытама кĕменнине çĕклеме иртерех пуçăнмарăм-ши? Çавна пула манран ырри вырăнне усал хаярлăх тапса тухнăн туятăп. Эпĕ те вĕт сирĕн ӳсĕмри çамрăках. Çинукпа Кирюк лейкоз чирне парăнтармалли ĕçре чи пысăк тӳпе кĕртнисем. Кун пирки мана Арсен Ваганович тĕплĕн каласа пачĕ. Çын пурнăçне тăсассишĕн çанă тавăрса, вăхăта уямасăр кĕрешни чи пархатарлă ĕç. Маюк та пурнăçра паттăрлăх кăтартрĕ — çын пурнăçне хăй юнне парса вилĕмрен хăтарса хăварчĕ. Пĕр эпĕ çеç çынсене пĕр усă та кӳмен-ха. Çавăнпах хама катăк чул пек туятăп.
— Ав мĕн кышлать иккен сан чунна, — пилĕкĕнчен ытакларĕ Кавĕрлене Маюк. — Пысăкки ытамна кĕмесен пĕчĕккинчен пуçла. Вырнаç эс ĕçе Шуршыв район хаçатне, вĕренме куçăн мар та пулать. Кăçалах. Эпĕ те яла таврăнатăп, эпĕ те куçăн мар вĕренетĕп. Кирюкпа Çинук умĕнче калатăп — кĕркуннере туй кĕрлеттерĕпĕр. Ун чухне пĕр пуçа тивекен хуйхă икке пайланать, пурнăç йывăрлăхĕсем те туйăнми пулаççĕ.
— Чăнласах калатăн-и çак сăмахсене, — шанмасăртарах пăхать Кавĕрле Маюк çине.
— ĕненместĕн апла? — çаврăнчĕ Маюк чиркӳ каланчи еннелле, — Акă кур, хам çине хĕрес хывсах тупа тăватăп. Çинукпа Кирюк мăшăрланаççĕ-тĕк, пирĕн вĕсенчен мĕншĕн тăрса юлмалла. Çынтан юличчен муртан юл теççĕ вĕт ваттисем.
Кавĕрлен сӳрĕклĕхĕ ирхи тĕтре пекех сирĕлчĕ, Маюка пилĕкĕнчен ытакласа йăтсах хăй тавра çавăрчĕ.
— Апла эпĕ те туй хыççăнах Шуршыв район хаçачĕн редакцине çитсе ĕç пирки калаçса татăлатăп. Эх каять вара пурнăç! Çитет сăмалалă сывлăш сывласа. Кунти таса сывлăш эрех ĕçнĕ пек ӳсĕртет.
Çапла шӳт çине шӳт çуралса пычĕ мĕн яла çитиччен. Анат кассине кĕрсенех çул темиçене юпленет: пĕри Пӳлме кассине, тепри Тĕпел кассине, виççĕмĕш Хир кассине каять. Каçпа клубра тĕл пулма татăлсан Кавĕрлепе Маюк Пӳлме кассине пăрăнса утрĕç. Касă вĕçĕнчи çурт патĕнче çӳçĕ шупкаланнă Ванчча мучи вĕсене чарчĕ.
— Эсĕ Эрçюк ывăлĕ Кавĕрле-ха, аванах-и?
— Аванах-ха, Ванча пичче, аванах. Ху мĕнлерех.
— Мĕн пултăр мана, çамрăк ăйăр пек çӳретĕп-ха. Ку матрос-хĕр кам иккенне мăйран пуссан та палламап.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...