Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
Ырлăх-сывлăх сунса юлташ-тусу Маюк.
Çинук апатланма ларчĕ. Вăл сĕтпе çăкăра мĕн ачаран юратать. Апата вĕçлерĕ çеç ашшĕ килсе кĕчĕ.
— Пуçтарăн васкарах, паян утта киле кӳмелле. Çула май аннӳне те илсе кайăпăр, лавккара Верук юлĕ.
Урисене красовки, çине спорт костюмне тăхăнса хĕр урама тухрĕ. Кирюкпа Ваççа пиччĕш трактор телешкине хăпарса та ларнă. Çинука аллисенчен тытса вăштах телешкă çине çĕклерĕç. Трактор хускалса та кайрĕ.
Типĕ утта тиеме те çăмăл, ĕç те хăвăрт пычĕ. Телешка тăрăласан лав ялалла чуптарчĕ. Çаран çинче юлнисем те ĕçсĕр тăмарĕç — виç купана пĕррене куçарса тухрĕç.
Часах трактор каялла таврăнчĕ. Каç пуличчен Ваçасеннипе Элексейсен пĕтĕм уттине турттарса пĕтерчĕç.
— Çумăр кăна ан çутăрчĕ çĕрле, — пăшăрханать Ваççа. — Ыран ирех тухса вите тăрне тултарăттăмăр, аслăк тăрне купаласа витсе хурăттăмăр. Юлнине сарай хыçне пĕчĕк капана хывăттăмăр.
— Çумĕ-ха, — лăплантарать Элексей. — Кăçал курăк ашкăрса ӳснĕ, пĕлтĕрхинчен пĕрер телешкă ытларах кӳтĕмĕр вĕт.
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕчченех Кирюкпа Çинук, Кавĕрле ашшĕ-амăшĕсене кил-çурт хуçалăхĕнче пысăк ĕçсене тума пулăшрĕç. Хĕрӳ мунча кĕрсе тухса çула хатĕрленме тытăнчĕç.
Вĕренӳ çулĕ тытăнасси виç кун юлсан Хĕлип Элексейĕн УАЗикĕ яка çулпа Хусаналла вĕçтерчĕ.
* * *
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнисен асĕнче пысăк савăнăçпа ĕмĕрлĕхех тăрса юлать. ĕмĕчĕсем пурнăçланнипе кашнин сăнĕ тӳпери хĕвел пек çиçет. Вĕсен сăмах çаврăнăшĕсене классем вырăнне аудитори, лекци, кафедра, деканат тата ыттисем те никĕсленеççĕ. Пĕрремĕш кун хĕвĕшӳллĕ, пăтрануллă пулнăран факультет пуçлăхĕ мĕн калани те пуçра тытăнса юлмасть. Пĕр эрнерен çеç вĕренӳ хăй еккине кĕрет: вĕрентекенсем лекцисенче мĕн каланине хăшĕсем тăрăшсах çырса пыраççĕ, хăшĕсем маччана шăнасем лартса хăварнă хура пăнчăсене шутлаççĕ.
Çинукпа Кирюк тем пек тăрăшсан та профессор, доцент е преподователь мĕн каланине веçех çырса пыма ĕлкĕреймеççĕ. Тепĕр мăшăр урокра Çинук пĕрремĕш сăмахне, иккĕмĕшне — Кирюк, виççĕмĕшне татах Çинук… Эрне çапла тертленчĕç çамрăк студентсем. Кайран мĕн çырнине пĕр текста майлаштарасси тем пекех чăкăлтăшлă. Кафедра лабороторийĕн ертӳçи Арсен Ваганович Татулян çав йывăр ĕçрен хăтарчĕ.
— Лекцисенче вĕрентекене тимлĕн итлемелле. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене асра тытма çырса илни пăсмасть. Ытларах университетăн библиотекинче хур ами пек пусăрăнса ларса кашни профессорăн, доцентăн, ăсчахăн, вĕрентекенĕн ĕçĕсене тимлĕн тишкĕрмелле. Вĕсенче эсир, сăмахран, паян тунă лекцисене веçех тупатăр. Зачётсене, экзаменсене çăмăллăнах паратăр.
— Тавтапуçах сире, Арсен Ваганович. Малашне çапла тăвăпăр, ыйту сиксе тухсан сирĕнпе канашлăпăр.
Хĕрсе кайрĕ хайхи вĕренӳ. Хула пурнăçне те çамрăксем майĕпен хăнăхса пычĕç. Канмалли кунра виçĕ юлташ, Çинук, Кирюк, Кавĕрле, шĕкĕр хулапа паллашрĕ.
— Малтанах хула мана чул михĕ пек туйăнчĕ, — тет Кавĕрле. — Урамĕсенче асфальт, вуншар хутлă кирпĕч, тимĕр-бетон çуртсем тӳпенелле кармашаççĕ, хĕвел хĕртерех пăхнă чухне асфальчĕ сăмала шăрши кăларать. Мĕн ырри пур çак чуллă-сăртлă михĕре? Эпир ĕнтĕ вĕренме килнĕ, ыттисем мĕн çухатнă çак пуç ыраттармăшĕнче.
— Хăшĕсем вĕренме, хăшĕсем ĕçлеме, теприсем хула культурипе паллашма килнĕ пуль, — тавăрать Çинук. — Кунта катмар çуртсем хушшинче кинотеатрсем, театрсем, савăнăçлă канмалли вырăнсем, ӳнер куравĕсен çурчĕсем йышлă.
— Эсĕ хуларисем пысăк культурăллă çынсем тесшĕн-и? — тĕлĕнсе пăхать Кавĕрле Çинук çине. — Паян аппа патĕнчен тухрăм та пĕр арçынна сывлăх сунтăм. Вăл ман çине темле тĕлĕнтермĕше пĕрремĕш хут курнă пек пăхрĕ, нимĕн те хуравламарĕ. Хăлхи хытăрах пуль тесе теприне сывлăх сунтăм. Вăл чарăнса тăрсах мана тĕсерĕ те шĕвĕр пӳрнипе тăнлавĕ патĕнче пăркаласа илчĕ. Урăх никама та сывлăх сунмарăм..
— Хулара пĕрне-пĕри пĕлекенсем кăна сывлăх сунса иртеççĕ.
— Эпир ялта пĕр пĕлмен çыннах сума суса сывлăх сунаипăр-çке, — парăнмасть Кавĕрле. — Хăть те мĕн калăр та, хулара культура ялтинчен пачах кăйттăрах.
— Юрĕ, ан тавлашăр, кайăпăр пĕрле драма театрне е эстрада концертне, хăвăрах ăнланăр ун чухне ăçта культура вăйлăрах аталаннине, — тет Çинук юлташĕсене. — Кĕçĕр пирĕн университетра дискотека пулать, атьăр кайса савăнар çавăнта, — сĕнет хĕр юлташĕсене.
Вĕсем палăртнă вăхăта медуниверситет спорт залне çитрĕç. Çамрăксем лăках тулнă унта. Хăвăрт ташă çемми янрать. Илемлĕ Çинука йĕкĕтсем час асăрхарĕç: пĕри пырса чĕнет ташша, тепри, виççĕмĕш… Хĕрĕ Кирюкпа çеç ташласшăн. Йĕкĕчĕ вăтанарах тăрать. Чăтаймарĕ Çинук, хăй çавăтса тухрĕ Кирюка. Кавĕрле те хăйне мăшăр тупнă — пĕвĕпеле каччăн çурри чухлĕ хĕрпе хĕрттерсе ташларĕ.
Иккĕмĕш ташă пуçланичченех юлташсем патне яка тумлă виçĕ йĕкĕт пырса тăчĕ: пĕри пиçĕ, пахча шалчи евĕрлĕрех, тепри вăтам кӳлепеллĕ, виççĕмĕшĕ аванах тапчам.
— Так, эсир ялти тислĕк чăптисем, кунта кам хуçа иккенне пĕлместĕр пулас-ха? Пирĕн аттесем хулари çĕрме пуянсем, вĕренме те эпир тӳлевлĕ вырăна кĕнĕ. Уйрăмлăхне туятăр-и? Эпир кунта чăн хуçасем! Çавăнпа та кампа ташлас тетпĕр, çавăнпа ташлатпăр. Харкашу кăлариччен атьăр мирлĕн калаçса татăлар: ташласси вăл харама, эсĕ çак хĕрĕн йĕкĕчĕ пулас, — пӳрнине тăсрĕ Кирюк енне, — пар ăна кĕçĕрлĕхе пире, дача илсе кайса çĕр хута киленĕпĕр те каялла тавăрса парăпăр. Ахаль мар, укçалла — кашниех 10 пин тӳлеме хатĕр. 30 пин тенкĕ сахал мар вĕт, э?
— Итле-ха, йĕксĕк чун, пур япала та укçалла сутăнмасть. Вăл япала та мар — çын. Тата… Кил çывăхарах, хăлхунтан çеç калам: хĕр республика прокурорĕн пĕрремĕш çумĕн йăмăкĕ. Саншăн вăл пырна йĕклентерекен турам пулĕ. Калаçу çакăнпа вĕçленчĕ тейĕпĕр.
— Сурап эпĕ сан прокурорă çине. Ман атте — депутат! Ун патне темле прокурорăн аллисем те тăсăлса çитеймеççĕ. Вăхăта сая ярар мар, тухар урама, сиртен начасра аш купи тăвăпăр, хӳхĕм хĕр те пире пĕр тӳлевсĕр лекĕ.
— Хăвăрт аса илĕр Тинĕс Çар флочĕн офицерĕ пире шкулта тухăç кĕрешĕвĕсен мелĕсене вĕрентнине, Кавĕрле, санра вăй мĕкĕрсе тăрать, асăрхануллăрах пул чăмăрусемпе, амантса-хуçса пĕтерсе суд тенкелĕ çине лармалла ан пултăр, — астутарчĕ Кирюк алăкран тухнă чухне юлташĕсене.
Урамра чăркăшаканнисем çумне тата виççĕн хутшăнчĕç. Виççĕн ултта хирĕç!
— Капла чыслă мар-çке, — хирĕçлеме пăхрĕ Кирюк.
— Чыс халь пĕр пус тĕшне те тăмасть, ман çав сăмаха яланлăхах, — ярса илчĕ Кирюка кастюм çухависенчен тапчамми. Йĕкĕт çухалса каймарĕ, кăшт пĕкрĕлчĕ те пуçĕпе тапăнакана янах шăмминчен вирлĕ тивертрĕ, ал тӳрттĕшĕпе ыйăх юн тымарĕнчен вутă çурнă пекех шаплаттарчĕ. Тапчам самантрах сӳнчĕ.
— Ку аш чăпти çур сехет пек çывăрать-ха, — тесе пуçне çĕклерĕ. Пĕр-ик утăмрах Кавĕрле шалча пек пиçĕреххине, вăтам кĕлеткеллине çӳçĕсенчен çавăрса илнĕ те, — Ку ял тислĕкĕсен чăптишĕн, ку пуринпе те хуçа пулма пăхнишĕн, — тесе пĕр-пĕрне çамкисемпе шан та шан тутарать. Икĕ йĕкĕчĕ Çинука çăмăл машинана тĕрткелесе кĕртме тапаçланаççĕ. Хĕр парăнмасть. Акă вăл ал лапписене кимĕ пек туса пĕрне икĕ хăлхинне пĕр харăс вăйлă çапрĕ. Чăтаймарĕ каччă ыратăва, икĕ аллипе те пуçне ярса тытрĕ — унта чан сасси янрать. Çакна курсан тепĕр тапăнаканĕ тара пачĕ. Çак вăхăтра полици машини сиренине çихĕрттерсе çитсе тăчĕ. Такам полици уйрăмне шăнкăравланă пулас. Пурне те уйрăма илсе кайрĕç.
— Ай, савăнтăмăр-тăк, савăнтăмăр дискотекăра, ĕмĕрлĕхех асра юлĕ, — шăл йĕрет Кавĕрле. — Пирĕн çине тапăнчĕç, пирех айăпламасан юрĕччĕ те…
— Пулĕ те, полицие пит шанмалли çук. Тĕрĕслĕхе уçма пит тăрăшмаççĕ йĕрке хуралçисем, — хутшăнать калаçăва Кирюк.
— Тен пиччене шăнкăравласа пĕлтермелле, — ыйтать Çинук.
— Пăсмĕччĕ ăна шăнкăравлани, анчах çынна ахаль чăрмантармăпăр-ши? Чимĕр, тăхтар-ха пăртак, — сĕнет Кавĕрле.
Тапăнаканнисене те, хӳтĕленекеннисене те пĕр читлĕхе хупса лартрĕç. Аванах вăхăт иртрĕ. Çурçĕр те çывхарса пырать пулас. Кĕсье телефонĕсене пуринне те дежурнăй пӳлĕмне хăварттарчĕç. Унăн кантăкĕ уçă тата читлĕхе хирĕçех. Çинук хăй телефонĕн шăнкăравне илтрĕ. Пиччĕш пăшăрханать пулас. Дежурнăй ун кĕпçине илчĕ, пĕр-ик сăмах калаçсанах темле пӳлĕме чупсах кайрĕ. Часах читлĕх патне мундирлă çын пырса тăчĕ.
— Кам сиртен Филиппова Зинаида Алексеевна?
— Эпĕ, — ури çине тăчĕ хĕр.
— Чăт пăртак, часах сана илме пиччӳ килет, — терĕ те хăй пӳлĕмне утрĕ.
— Сана пиччӳ çак читлĕхрен часах хăтарĕ, пирĕн шăпасем еплерех çаврăнса тухĕç-ши? — кулянчĕ Кирюк.
— Ытла чĕрӳне ан çунтар-ха, тен пичче пурин ыйтуне те кĕçĕрех татĕ, — лăплантарчĕ савнине Çинук.
Часах полици уйрăмне Мĕтри пиччĕш çитрĕ, ĕç-пуç епле пулса иртни пирки пуринпе те калаçрĕ те дежурнăй следователь пӳлĕмне васкарĕ. Пăртакран виçĕ юлташа унта чĕнсе илчĕç. Çапăçу мĕнрен тухнине тĕпчевçе тĕрĕссине каласан вăл темле хутсем çырчĕ те виççĕшне те алă пустарчĕ.
— Халĕ эсир ирĕклĕ. Тепĕр чух асăрхануллă пулăр. Точилин чăнах та депутат ывăлĕ пулнăран сăмсине каçăртса çӳрет. Калăн, хăй депутат. Дмитрий Алексеевич, эсир те каçарăр пире. Ку саманара ĕлĕкхи майлах телефон правипе ытларах усă курма тăрăшаççĕ. Ниепле те саккун умĕнче пурте пĕр тан шая çитейместпĕр-ха. Çавăнпах иртĕхеççĕ саккуна пăсассинче тĕрлĕ шайри чиновниксем, çав шутра депутатсем кăна мар вĕсен ывăл-хĕрĕсем те. Ку вăл çĕршыв инкекĕ, ку вăл капиталмзмăн тӳнтер енĕ.
Мĕтри виççĕшне те машинипе хăй хваттерне илсе кайрĕ.
— Кĕçĕр ман патра çĕр каçатăр. Кавĕрле, аппун килĕнче телефон пур-и?
— Унăн кĕсье телефонĕ те пур.
— Апла халех шăнкăравла, вăл та саншăн пăшăрханать пуль.
Çапла иртрĕ дискотекăра канасси виçĕ юлташшăн. Вĕсем ун пек çĕре урăх ура та ярса пусмастпăр тесе сăмах пачĕç.
* * *
Тепĕр кунне çеç çитрĕ Çинукăн ăс-тăнне ĕнерхи каç мĕнле тискер хăрушлăхран хăтăлса юлни. Енчен те Кирюкпа Кавĕрле чунĕсенче, кăмăлĕсенче вăй-хал çемçелсе ларнă пулсан, ăна çав виçĕ тискер аллине панă пулсан еплерех лăскаса, лутăркаса таптанă пулĕччĕç вĕсем унăн хĕр чыслăхне, çын тивĕçлĕхне. Арăслансем пекех çапăçрĕç вĕт тан мар вăйпа унăн чысĕшĕн юлташĕсем. Çав вăхăтрах пĕрремĕш курсра вĕренекен патвар йĕкĕтсемех вĕсене инкекрен хăтарма йăшăл та хускалмарĕç. Эпир çапăçни вĕсемшĕн цирк вырăнне пулчĕ-шим? Епле хăрушă тĕнчере пурăнма пуçларăмăр. Малашне урамсене тухма хăраса тăрăпăр-ши? Çинук пĕвĕ тăрăх чуна çӳçентерекен ĕнтрĕк чупса иртрĕ, ăшă утиял айĕнчех ӳт-пĕвĕ шăнса кайрĕ. Тен çăва патне вĕренесси? Пăрахса каяс ял тăнăçлăхне…Инкек çăлăнăçĕ евĕр кĕчĕ çак шухăш пуçа. Çук! Тем сиксе тухсан та хам ĕмĕте татмастăп, эпĕ аслă пĕлӳ илетĕпех! Çак шухăша Кавĕрлепе Кирюка каласан вĕсем ман çине йӳнелсе ларнă хакпа пăхĕç. Кăмăлне хытарса Çинук вырăн çинчен тăчĕ, халатне тăхăнса ванна пӳлĕмне утрĕ. Душран пĕрĕхекен шыв ăна уçăлтарса ячĕ, сăнĕнче пурнăç кулли çĕнĕ вăйпа çиçме пуçларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...