Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
Çĕртме уйăхĕн хĕвелĕ аннă хыççăн Тăрнапуçне каç шăналăкĕ ачашшăн хăй ытамне илет. ĕнтĕ çынсем те пит çӳремеççĕ урамсенче. Тавралăх шăплăхра. Ял-йыш каçхи апат хыççăн ыйха хатĕрленет. Ыран ирех тăрса курăк çулма каймалла-çке. Хĕл хырăмĕ аслă, кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхшĕн çителĕклĕ апат хатĕрлесе юлмалла.
— Нумай ан çӳре Кавĕрле, çулнă утта ыран киле кӳресчĕ, — тет ашшĕ.
— Маюк çырăвĕсене Артамунсене леçсе паратăп та тӳрех киле таврăнатăп. Хальхи хĕрӳ вăхăтра, çанталăк чипер тăнă чух, клубра та çамрăксем çук пуль.
Утать Кавĕрле Пӳлма кассипе, хăшĕсем çывăрма выртнă та пулас, кантăкĕсенче çутă çук, хăшĕсен пур-ха. Артамунсен кайрипе малтинче те янкăр çутă. Картишне кĕрсенех йĕкĕт Петруçпа тĕл пулчĕ.
— Сана çыру Маюкран, — тыттарчĕ конверт Петруçа. — Яхруç аппа çывăрмасть-и? Ун валли те çыру парса ячĕ Маюк.
— Çывăрмасть, халь ун укçа шутлас вăхăт — дебет-кредетпа аппаланать. Эсĕ кала-ха мана, мĕншĕн Маюк сирĕнпе таврăнмарĕ?
— Ман вăхăт çукрах, тыт акă Яхруç аппа патне çырнă çырăва, вĕсенче Маюк сăлтавне çырнă, эпĕ киле васкатăп, — сыв пуллашса тухса кайрĕ Кавĕрле.
Петруç Маюк çырăвне Яхруçа кĕртсе пачĕ те хăйĕнне вулама кайрине тухрĕ.
— Ырă кун е каç тĕлне пултăр ман çыру. Сывлăх сунатăп сана атте. Тӳлевсĕр вырăна кĕме манăн баллсем çитмерĕç, тӳлевлĕ вырăна кĕме сĕнчĕç, анчах эпĕ пĕччен çав хака çĕнтерес çук. Халĕ анализсем пирки: эпĕ атте санран çуралман, çапах та эсĕ маншăн атте! Анализне те чиксе яратăп. Аннепе пурнас мар тесен вăл сана судра кирлĕ пулĕ. Эсĕ вăйпитти арçын, анне санран ача çуратасшăн мар. Апла-тăк тĕнчере сан несĕлĕ юлмасть. Хушамата эпĕ санăннех хăваратăп. Вĕрентекен пулас тĕллеве пурнăçламах эпĕ çар хĕсметне каятăп. Каçар мана çавăн пек йышăну тунăшăн. Сан патна çырусем çырсах тăрăп.
Салампа хĕрĕр Маюк.
Петруç çырăва вуласа тухсан хашлатсах сывларĕ. Ара хĕрĕ тĕрĕснех çырать-çке. Миçе хутччен харкашу тухнă тепĕр ача çуратас пирки сăмах хускатсан?
— Сан пек меммерен ача çуратма эпĕ ухмаха ермен-ха. Ачу та сан хăрахху мемме пулĕ. Урăх кун пирки сăмах ан тапрат. Çирĕм çул Петруç чĕлхесĕр пек шăпăрт пурăнать. Мĕн туса пурăнать вăл Яхруç патĕнче, хăй те пĕлмест. Ун патне мĕн çырнă-ши Маюк? Пĕлес тесе вăл малтине кĕрет.
— Пирĕн Маюк çамрăк йĕкĕтсемпе çыхланас тесех çар ретне кайнă ав, — янрашма пуçларĕ Яхруç Петруç малтине кĕрсенех. — кĕрт йытти пекех чупĕ ĕнтĕ вăл унта.
— Ненай, сана хывман вăл. Аçупа иксĕр тепĕр артиситсенчен илемлĕ вылярăр мана ху çине авлантарас тесе. Анчах каварлăхпа ултав пурпĕрех уçăлаççĕ хăçан та пулсан. Эпĕ санпа урăх пурăнмастăп, кĕçĕрех кайма пултаратăп.
— Эпĕ сана уйрăлма ирĕк памастăп!
— Парăн, ăçта кайса кĕрĕн эсĕ? Маюк ман конверт ăшне анализ хутне те чиксе янă. Судра çав хута кăтартсан пире пĕр сăмахсăр уйăраççĕ.
— Судра тетĕн апла, пурлăха та, тен, çурмалла тăвасшăн?
— Пит кирлех. Çынсен укçисене катерте-катерте пухнă тупра пуçна пултăр, — терĕ те Петруç кашта çинче çакăнса тăракан шăлаварне, шур кĕпине, майккипе трусикне туртса илсе пĕр тĕрекм турĕ те хул хушшине хĕстерчĕ.
— Акă ман тупра, çитет мана. Халь сывă пул, — пуçĕнчен çапнă пекех тухса кайрĕ Петруç.
«Эй калаçĕç ĕнтĕ ман çинчен, эй калаçĕç. Ара, калаçчăрах, сăмах кăвакартмасть. Мĕнле те пулсан чăтса ирттерĕп.» Яхруç тепĕр хут вуларĕ хĕрĕ çырнине. Тинех çитрĕ ун ăсне мăшкăлпа хурлану капланса, кашкăр евĕр уласа макăрса ячĕ. Унтан шкафĕнчен эрех, черкке илчĕ те ĕçрĕ те ĕçрĕ. Хаяр шĕвек пуçне те каймасть — пуçĕ кĕленче пекех тăрă. Сиксе тăчĕ Турăш умне: «Ах, Çӳлти Аттемĕр, каçар аташса кайнă чуруна. Маюк çырнă пекех алăсем çавăрса илейменнине хам ытама кĕртме тепеçлентĕм. Кама валли, хам та пĕлместĕп, тархасшăн каçар», — пуçласа пурнăçĕнче хăй çине хĕрес хучĕ Яхруç. Алăкĕсене питĕрсе кĕчĕ, çуттисене сӳнтерчĕ те çывăрма выртрĕ. Ун куçĕ умне пĕрмай Маюк сăнĕ туха-туха тăчĕ. Ир енне çеç вăл пĕр çаврăм çывăрса илчĕ. Вăрансанах Петруç пăрахса кайнине аса илчĕ.
Чăнах та Тăрнапуçĕ вĕлле хурчĕ çĕнĕ çемье уйăрса кăларнă чухнехи пек сĕрлет. Кĕтӳ хăваланă тĕлте пĕр ушкăн хĕрарăм Маюк çар ретне кайнине сӳтсе явать.
— Маюка амăшĕн ултавлă ĕçĕсем, унăн каварлăхĕ мăйĕ таранах тăрантнă пулас тата вăл ăна та хăй çулĕпе утма хăнăхтарасран шикленнĕ пуль, çавăнпах хĕр пуçпа хăй ирĕкĕпе çар ретне кайнă, — çирĕплетет Уй кассинчи Хвекле.
Тепĕр ушкăн Петруç Яхруçа пăрахса кайни пирки калаçать.
— Маюкĕ Хусанта вăл унăн тăван ашшĕ-и тесе хăйпе Петруçăн юнĕсене тĕрĕслеттернĕ. Вăт çав тĕрĕслев Петруç унăн ашшĕ маррине кăтартнă. Ултава чăтаймасăр Петруç Яхруçа тăр пĕччен тăратса хăварнă, — тет ватта юлнă хĕр Таиç.
— Ак сана валли мăшăр, Таиç, — тĕртсе хурать вăтам çулсенчи Сухье.
— Мĕнех, — тавĕрать Таиç, — эпĕ Яхруçран ним чухлĕ те кая мар, пилĕк çул унтан кĕçĕнтерех те. Çӳпçи-кĕпçи хам çумрах, кăкăрăмсем те çамрăк хĕрĕнни евĕр шак-хытах…
— Тимĕре хĕрнĕ чух шаккаççĕ. Эсĕ, Таиç, Петруç умĕнче чĕлхӳне çепĕçрех вылянтар, пӳрнине аллунтан ан вĕçерт, — канаш парать шупкаланнă çӳçлĕ Укçине.
Кĕтӳ çарансем çине хускалса кайсан та хĕрарăмсем темчченех ял çине йăтăнса аннă сас-хурана тĕрлĕ майлă сӳтсе яваççĕ. Утă хатĕрлесси пуçĕсене пырса кĕрсен çеç ушкăнсем килĕсене саланаççĕ.
Те пĕрле пулмалли çынсене пĕр-пĕрин патне чĕрисем туртаççĕ, те кĕтӳ хăваланă çĕрте хĕрарăмсен калаçăвĕ Петруç хăлхине кĕнĕ, вăл утă çулса килсенех чипертерех тум тăхăнса урама тухрĕ. Утать вăл майĕпен хăйсен кассипе. Ăна хирĕç, тĕлĕнсе кайăн, Таиç тем шыранăн унталла-кунталла пăхкаласа килет. Петруçа пачах та асăрхамасть пек, арçынна пырсах перĕнет.
— Ай, Петруç, каçар, çамрăк вăкăр кĕтӳрен таврăнмарĕ, çвна пăхкаласа пынипе сана курман та, — писевленсех кайрĕ Таиç. Юрать-ха хĕрелсе кайнине хупăрласа килекен каç сĕмлĕхĕ хуплать.
— Манăн та çав нушах-ха, пирĕн тына пăру таврăнман…
— Атя апла пĕрле шырар, — сĕнет çепĕççĕн Таиç.
Çурçĕрченех «шырарĕç» вара Петруçпа Таиç киле таврăнман пăрусене. Петруç Таиçе килнех ăсатса хăварчĕ.
— Ай-яй сан тутусем пылак… — ăшшăн кулса кĕчĕ пӳртне Таиç. Çак ырă каçран вĕсен чĕрисем яланлăхах пĕрлешрĕç.
* * *
Ял çыннин хĕрӳ ĕçĕсем çуркуннерен тытăнаççĕ те мĕн кĕркуннечченех пыраççĕ: çур аки вĕçленет, утăçи тытăнать, сывлăш çавăрса илет хресчен, тыр-пул пухма тухать, каярахпа сахăр кăшманне, çĕр улмине кăлармалла. Тата кашни тапхăрĕ яваплă, хăй вăхăтĕнче тумалла. Унсăрăн е утăсăр тăрса юлан, е — вутăсăр.
Тăрнапуçсем çур аки хыççăн Акатуйсем иртсен утă хатĕрлеме тухрĕç, ял хутлăхĕн канашĕ çырма-çатрасен хĕррисенче, шулăхсен таврашĕнчи çарансене кашни кил-çурт хуçалăхне пайласа панă. Колхозсем-совхозсем вăхăтĕнче килти выльăсемшĕн хĕллене апат хатĕрлесси чĕр нуша пулнă. Капитализм йĕркисем килсе çитсен хăть çак енпе ырлăх курать ял-йыш. Хĕлип Элексейĕпе Самай Ваççин çаранĕсем кӳршĕллех. Икĕ кун çулнă утта Çинукпа Кирюк ăмăртса тавăраççĕ. Тӳперен хĕртекен хĕвел пăшăхтарать, пит, çан-çурăм тăрăх тар юхать. Кирюк пилĕк таран çарамасланнă, Çинук та кĕске шортипе, кăкăр çыххипе çеç тăрса юлнă. Йĕкĕт çук-çук та хĕрĕн мăкрăлса тăракан кăкăрĕсем, хулăнланса хăпаракан урисем çине вăрттăн пăхкаласа илет.
— Сан килпетсĕртерех шухăшусене эпĕ кунтанах туятăп. Тăрăшарах ĕçле те вĕсем хăйсемех пуçунтан тухса ӳкĕç, — юнать пӳрнипе Çинук. — Тавăрса пĕтерсен Тарса шывĕнче чӳхенсе тухăпăр.
— Юрать, Çинук чунăм, — килĕшет Кирюк.
ĕç тата та хĕрсе каять. Вĕсем çулнă курăка тавăрса тухрĕç те Тарса çырмине утрĕç. Кирюк хĕре пилĕкĕнчен ытакланă, аллисем çук-çук та хĕрĕн кăкăрĕсене сĕртĕнсе илеççĕ. Чăрр! пăхать вăл йĕкĕт çине ыйтуллăн.
— Тӳсĕмлĕхĕ пĕтрĕ-и элле?..
— Пĕтрĕ! Сан илемлĕхӳ чуна илет манне! Тата миçе çул пурăнмалла чăтса?
— Юратсан чăтăн, ил халех хăв аллуна ман пилĕкрен, ахаль те пăчă.
— Ытла та хытă тытан эсĕ хĕр чыслăхне упрассинче. Эпĕ вĕт сан савнă каччу.
— Мĕнех вара, савнă каччă тесе халех ар çыхăнăвне кĕмелле-и? Сире, арçынсене, çав тери меллĕ — чунăра килентеретĕр те пĕр шухăш та çук. Хĕрсен çие юласран сыхланмалла. Мĕнле студент пулăп-ха эпĕ пысăк хырăмпа? ĕмĕтленни веçех харама каять-çке.
— Юрĕ, Çинук, эпĕ сан пăшăрханăвна лайăх ăнланатăп. Урăх пуçармăп кун пирки сăмах. Пирĕн вĕренсе çын пулмалла малтан.
Паккусене хыпашласа пăхнă хыççăн хĕвел типĕтнĕ утта купасене купаларĕç. Ку ĕç те вĕçленсен Тарса шывĕнче уçăлчĕç те кăнтăрлана килĕсене пуçтарăнчĕç.
— Маюкăн салтак пурнăçĕ епле пырать-ши? — пуçарчĕ сăмах Кирюк килелле утнă май. — Сан пата çырман-и? Тен Кавĕрле çыру илнĕ пуль-ха унран, кĕçĕр ваййа тухсан ыйтатăпах.
— Ара вăхăчĕ нумай иртмен вĕт-ха, — тавăрать Çинук.
Яла çитсен вĕсем ашшĕсен лавкки патĕнче çĕнĕ хыпар илтрĕç.
— Петруçпа Таиç пачах та çук вăкăрпа тына пăрусене виç каç шыранă та мăкăр тупнă, — пĕлтерет пĕр ушкăн хĕрарăма Таиçпе кӳршĕллĕ пурăнакан Уках. — Таиçсен ĕнесĕр пуçне урăх выльăх чунĕ çук.
— Ара, чимĕр-ха, Петруçсен те килĕнче пĕр ĕне кăна. Вăт шельмăсем, еплерех сăлтав тупнă тĕл пулкалама, — хутшăнать калаçăва Артамунсен кӳрши Çинахви.
— Эй, чи кăсăккине калам-ха. «Ай хăватлă иккен Петруç, — Таиçĕ хăй шăтрĕ, — ама тарне аванах кăларттарчĕ çĕркаç», — тет Уках çĕр чăмăрĕ тепĕр май çаврăннă пек тĕлĕнсе.
— Ытла ан тĕлĕнĕр, пурнăç ĕçĕ-хĕлĕ çавнашкал, — пĕтĕмлетет ватă Кулине. — Апла Яхруç сĕм тăлăха юлать-çке…
— Туйĕ çитес шăмат кун теççĕ, туй курма кайăпăр пурте, — килĕсене саланаççĕ сарафан телефонĕн «кĕпçисем».
Çинукпа Кирюк килнелле утрĕç.
— Виççĕмĕш кун ĕнтĕ Яхруç лавкки питрĕк. Тĕрĕслĕх çиеле тухнипе намăсланать куран ял-йшран, — тет Кирюк.
— Темĕн çав? Пурах-ши унра намăслăх туйăмĕ, — тавăрать Çинук.
Килĕнче ăна Маюк çырăвне ашшĕ пачĕ, утта купасене хывнине ыйтрĕ те Ваççа патне каçрĕ, Çинук Маюк çырăвне вулама ларчĕ.
Хисеплĕрен те хисеплĕ Çинук тантăшăм, юлташăм, тусăм, йышăнса ил çак кĕске çырупа хĕрӳрен те хĕрӳ матрос саламне. Эпир Тинĕс Çар Флочĕн вĕрентӳ базинче тăратпăр. Салтак çывăрать, хĕсмет пырать теççĕ те вырăн çинче ачашланса-киленсе выртма памаççĕ. Ирпе улттăрах эпир ура çинче: гтимнастика, стройпа çӳреме хăнăхасси, турник çинче туртăнасси хыççăн столовăй, унтан классене копьютерсемпе ĕçлеме вĕренме саланатпăр. Вĕренесси йывăрах мар. Вăл вĕçленсен пире Тинĕс Çар штабĕсене салатас пирки калаçаççĕ. Çак базăрах эпир присягă та йышăнатпăр. Чи пахи — эпĕ кунта килнĕренпе хама чăн-чăн çын пек, хам çак çут тĕнчере кирлине туя пуçлани. Мĕнле пурăнаççĕ аттепе анне? Салам кӳршӳ-аршусене. Хурав кĕтетĕп.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...