Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Эппин... — пуçне сулкаларĕ те штурвальнăй малтан юсав тумлинчен култарма шутларĕ: — Эсĕ паттăр матрос пуласси пăхсах курăнать, — терĕ Ванюка. — Пирĕн пĕр кĕнекĕ чăннипех пушаннă. Çула тухас умĕн шаккаса хытармалла. Çак ĕçе паян сире хушма тивет. Тыт-ха, çап çак султтанпа!
Ванюк ку мыскарана тахçанах курнă. Михха йывăçне мольăпа хăваланă е маткă туса тиенĕ çĕрте пуçламăш хут ĕçе пыракансене чукмарпа сахал пĕртермен. Анчах ун çинчен шарламарĕ.
— Пĕр ĕçе кĕрĕшнĕскер, хушнине тумаллах, — терĕ ним пулман пек. — Пĕлменни кăна тарăхтарать. Ырă çын пулса, мĕнле çапмаллине кăтартаймăр-ши?
— Мĕн тăвас тетĕн... Çанщан кăтартма та ӳркенмĕп. Кур, султтана авринчен çапла тытаççĕ. Ак çакăн пек çапаççĕ! — терĕ те штурвальнăй чугун кĕнеке çатлаттарчĕ. — Мĕнле, йăл илтĕн-и?
— Ан- çилленĕр те, асăрхаса юлма ĕлкĕреймерĕм. Тепĕр хут çапăр-ха! — йăлăнанçи турĕ Ванюк.
— Куçна ан выляткаласа тăр эсĕ! — кăмăлсăрланнăн астутарчĕ штурвальнăй. — Юлашки хут кăтартатăп!
Лешĕ тепре çатлаттарсан:
— Анать! Чăн та анать! Тата çапăр-ха! — терĕ Ванюк. Ванюк юри пĕлмене пенине тавçăрчĕç пухăннисем.
Штурвальнăй вĕсенчен те сахал мар кулнă-çке. Ак хайхи хăйĕнчен йĕкĕлтеме те май килчĕ. Çавăнтах йĕлпĕре-йĕлпĕре кăшкăрашрĕç:
— Анать!
— Çемук пичче, татах çап!
Штурвальнăя такам аякĕнчен чĕпĕтрĕ тейĕн. Сасартăк вăл бурлакра çӳренĕ йĕкĕтпе тĕл пулнине тавçăрчĕ. Команда çавна сиссе кулать ĕнтĕ. Çапах та штурвальнăйăн хăйне çĕнтернине йышăнас килмерĕ.
— Анать çав! — терĕ те итлеттерме хăнăхнă сассипе каларĕ: — Анчах хытарса лартасси ман ĕç мар — сирĕн!
Мĕнле çапмаллине кăтартрăм. Акă ме, султтана тыт та çап!
Ванюк ирĕксĕртен килĕшрĕ. Султтана çавăркаланă май варринче çурăлнă йĕр пуррине асăрхарĕ. Çавăнпа мăшкăлран хăтăлма шутларĕ.
— Шереметех çав эсир, Çемук пичче, — юри евĕклĕн чĕнчĕ Ванюк. — Мĕншĕк çурăк султтанпа çаптарасшăн?
— Ан хăра. Санашкал кукшасем пайтах çапнă унпалă. Штурвальнăй хур кӳни Ванюка кӳрентере пуçларĕ.
— Ну, юрĕ... Апла-капла пулсан, мана ан айăплăр! — терĕ те султтана пĕтĕм вăйĕпе сулса кĕнеке çатлаттарчĕ. Султтан икĕ пая лаш çурăлчĕ, пĕри Атăла вирхĕнчĕ, тепри капитан каютин чӳречине чăнкăртаттарчĕ.
Команда тĕлĕннипе çăварне карса пăрахрĕ.
— Юрать-ха, кама та пулин лекмерĕ. Вăйăран вăкăр тухни çавăччĕ... — терĕ те Ванюк султтан аврине палуба çинелле ывăтрĕ. Чарусăр хĕрӳленнĕ вăйне ниçта чикеймесĕр сăмсари якăра ик аллипе тытса çĕклерĕ.
— Якăр хăйрама вĕрентĕр-ха эппин. Мĕнле хăйрамаллине кăтартăр, унччен йăтса тăрăп! — терĕ.
Пăрахут çинче ĕçлекенсен куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ. Якăр çирĕм пăт тайнине пурте пĕлеççĕ. Вĕсем пур, çав якăра кӳсек пек тыткалакан йĕкĕтрен кулма тапăннă. Пуринчен ытла çак вăййа хускатнă кочегар аванмарланчĕ. Чăмăрĕпе пĕрре сулса панă пулсан, чĕрĕ юласси çукчĕ. Юрать-ха, ачи йăваш курăнать. Штурвальнăй та шыв сыпнă пек чĕмсĕрленчĕ.
— Вĕрентес кăмăлăр çук-им? Апла мана ан айăплăр! — терĕ те Ванюк якăра вырăнне кайса хучĕ — Вăт çапла, шереметсем... Кĕнеке çапса хытармалли, якăра кирпĕчпе хăйрамалли мыскарана тахçанах пĕлетĕп. Эпĕ ачаранпах бурлак!
— Маттур, Юман Паттăр! Ӳлĕмрен пирĕннисене ан манччăр!
— Тивĕçе çĕре ӳкерменшĕн мухтав! — юлташĕшĕн хĕпĕртерĕç Федьăпа Саша.
Хăрушлăх иртсен, команда сасартăках Ванюка сырса илчĕ. Нимле сас-хура та пулман тейĕн. Капитан та тĕлĕнчĕ. Ванюк ытти çамрăксенчен уйрăммине вĕçне çитиех ăнланчĕ.
— Тепĕр çур сехетрен çула тухатпăр. Унччен апат çырткалăр, — терĕ те хăй каютинелле утрĕ.
Ванюк капитан кайнă еннелле пăхнă май чӳрече çĕмрĕккине курса пăшăрханчĕ: «Мĕншĕн ерипентерех çапмарăм-ши? Ырă кăмăллă капитана кăлăхах çиллентертĕм...»
Кочегарсем курманалла васкарĕç. Вĕсем унта трюмра пурăнаççĕ. Матроссем, вĕсемпе пĕрле Ванюк та хаваслăн калаçа-калаçа, сăмсари трюма анчĕç. Кунта речĕпех хăмаçан çапса тунă икшер хутлă нарсем. Варринче печĕк сĕтел, виç-тăватă хыçсăр пукан.
— Ванюк, эс çакна йышăн! — терĕ Федя, сылтăм енчи пуш нара кăтартса. — Сашăпа иксĕмĕр сана пуç вĕçлĕ выртăпăр...
Тем самантра палуба çинче пĕчĕк чан сасси илтĕнчĕ.
— Пире йыхăраççĕ! Атьăр!
Матроссем, кĕпĕрленсе, палуба çине хăпарчĕç. Кочегарсем пăс çĕклеме те ĕлкĕрнĕ иккен. Штурвальнăйĕнче — пĕр лоцманпа пĕр штурвальнăй. Капитан бинокльпе пăхкаласа илчĕ те лоцмана тем каларĕ. Çав хушăрах мароссем çинçе сăнчăрне шпиль тавра аврарĕç, вĕçне Ванюка тыттарчĕç. Ыттисем, йывăç авăр çине кăкăрпа тĕренсе, кимме çавăрма хатĕрленчĕç. Кĕçех пăрахут якăрне кăларма хушса кăшкăртрĕ.
Пăрахут анаталла çаврăнсан, штурвал патĕнчен Федьăпа Ванюка чĕнни илтĕнчĕ. Лоцмансене хӳре тытма пулăшмалла иккен.
Федьăпа Ванюк, штурвальнăйне кĕрсе, урапа икĕ айккине вырнаçрĕç. Ача чух, пăрахутсен курсан, çакăнта хăпарса хӳре тытма Ванюк тем чул та ĕмĕтленнĕ. Телей пачах кĕтмен çĕртен килсе çитрĕ-мĕн. Хыçалти урапа патне çеç тăнă пулни те пĕтĕм Атăл тăрăхĕ, çыран хĕрринчи ялсемпе вăрмансем, улăх-çаран ывăç тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Кирек хăш ялĕ те йывăç ăшĕнче. Улмуççи, çырла йывăççисем шап-шурă чечекре, инçетренех куçа савăнтараççĕ.
Кама Атăла юхса тухнă çĕрте, Богородский пристанĕ тĕлĕнче, Ванюкпа Федьăна улăштарма Сашăпа тепĕр çамрăк матрос хăпарчĕç.
— Федя! Ванюк! Яшка пĕçертĕм унта. Сивĕнмен-ха, плита çинчех. Антарса çийĕр! — астутарчĕ Саша.
Кĕçех каç пулчĕ. Ыттисемпе пĕрле Ванюк та выртрĕ.
— Юман Паттăр... — илтĕнчĕ шăплăхра Федя сасси. — Çывăратăн-и?
— Çук-ха! — пуçне çĕклерĕ Ванюк.
— Эпир сан пата çыру янăччĕ. Илтĕн-и?
— Илнĕ-çке.
— Мĕншĕн ху çырмарăн? — тĕлĕнчĕ Федя.
— Май килмерĕ. Ана вулани те пилĕк кун çеç-ха. Сирĕнтен уйрăлсан темиçе кунтанах эпир мольă хăвалама кайрăмăр. Иртнĕ юнкун çеç таврăнтăмăр. Паян килтен тухса килтĕм. Вăт, хăвах шухăшла, çыру çырмалăх вăхăт, пулнă-и? Пурпĕр сирĕн алла лекес çукчĕ.
— Мĕншĕн пит васкаса çула тухрăн?
Чĕре суранĕ хускаласран, Ванюк чĕмсĕрленсе ирттерчĕ. Федя çырлахмарĕ — юлташĕн чĕлхине уçасшăн малалла пăшăлтатрĕ:
— Пĕчĕк хут таткине вуларăн-и?
— Вуларăм... — ирĕкçĕртен пек çирĕплетрĕ Ванюк.
— Пĕлетĕн-и?.. Эсĕ кайсан тепĕр куннех çав хĕр магазина пычĕ, сан çинчен ыйтрĕ. Паян ирех ялне тухса кайнă терĕм те, пĕр сăмах хушмасăр алăк патнелле чавтарчĕ, Муфтинчен хут татăкĕ ӳксе юлчĕ. Унта сана Хура кӳлĕ хĕррине тухма ыитса çырнăччĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр вара, эсĕ çуккишĕн пăшăрхантăмăр. Хĕрĕ çав тери хӳхĕмскер.
Суранĕ çине тăвар сапнă пек пулчĕ те, Ванюк тӳсеймерĕ — хыттăнах тавăрса хучĕ:
— Такам хĕрешĕн çăвар пылакне сая ярас мар. Çыварăр луччă!
Федя, юлташĕ калаçасшăн маррине ăнланса, чĕмсерленчĕ.
Хăвăртрах ыйха путас шутпа Ванюк мольă хăваланă чухнехи ырă вăхăтсене, Анахвиспе каçхи кĕлле кайнине, кимĕпе ярăнса çӳренисене аса илме тăрăшрĕ. Нимĕн те пулăшмарĕ. Федя сăмах хускатнипе паян Михха патĕнче пулса иртнисем куç умне тепĕр хут уççăн тухса тăчĕç.
Ашчик вăркарĕ. Çапла канăçсăрланса выртнă хыççăн вăл уçăлма палуба çине хăпарчĕ, çӳт тĕнчене сăнама пуçларĕ. Сылтăмри чӳнкĕр сăрт хыçне анса пытаннă хĕвел тупене кĕрен сăр сапса хăварни тавракурăма илемлетнĕ. Атăл сăн-сăпатне улăштарнă. Вăйсăр çил хускатнипе чĕмпĕлтетекен хум çинче кĕрен кăвак сăрсем вылянăн курăнать. Çыран хĕрринче унта та кунта çулăм ялкăшни Атăл çине ӳкнĕ. Пулăçсем шӳрпе пĕçереççĕ пулмалла. Çут тĕнче ытла та илемлĕ çав...
«Чăнах, ман тĕллĕн мĕн сиксе тухрĕ-ха? Мĕн çитменшĕн килсе лекрĕм çакăнта? Чиперех пурăнаттăм-çке? Никамран та катăк мар пекчĕ. Кĕçех Михха йывăçне тиеме кĕрĕшĕç. Укçа лайăх илĕç. Утă çулас вăхăт та çитĕ. Унта мĕн чухлĕ савăнăçчĕ! Унта кампа ташлăттăм-ши?» Ванюк куçĕ умне Анахвис юлашки хут курнăçнă чухнехи пек тухса тăчĕ. «Çав чаплă хĕрсенчен епле уйрăлса юлăн-ши? Шăпах сана тивĕç хĕрсемччĕ-çке вĕсем», — тенĕччĕ çавăн чух Ванюка йăмăкĕ. Кӳреннипё ӳпкеленĕ иккен. Сăлтавĕ те çук мар çав — пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳснĕ хĕре епле каччă пĕччен тăратса хăварĕччĕ-ши? Михха хĕрĕ пирки пулчĕ ку тесшĕнччĕ Ванюк, — Лукарье хыпарлани аçа килчĕ. Анахвис куç умĕнчен çухалчĕ. Ун вырăнне Клавье йышăнчĕ. Акă вĕсем Хуçанта тĕл пулчĕç. Пухура ташларĕç. Вăрманта, Атăл çннче канса çӳрерĕç. Тепĕр кунне Клавье ашшĕ ăна хăй патне чĕнтерчĕ. Иккĕшне мăшăрлантарас пирки сăмах хускатрĕ. Амăшĕ пĕлтермен пулсан, вĕсем юн-тăванĕпе пĕрлешĕччĕç. «Нивушлĕ унăн ашшĕ, халăх çине ырă ят хăварнă ашшĕ, киревсĕр ĕç тунă? Çук, çук, ку тĕрĕс мар!» Сив шухăшне хăваларĕ Ванюк. Ун умне яланхи пекех таса чунлă та паттăр ашшĕ тухса тăчĕ. Ана юратнипе, курас килнипе куçĕ шывланчĕ. Çавăнтах хăйне хăй каçарайми ятларĕ. Миххапа Ванюк ашшĕсем вилĕмле çапăçнă. Вăл пур, çакна пĕтĕмпех манса, Сехметпе тăванлашма килĕшнĕ. Йĕкĕт Клавьене шеллерĕ. Унтан телейсер çын çук та-и тен. Хăйĕн хĕрĕ маррине пĕлсен, Михха ăна тем туса пăрахĕ. Пĕртен-пĕр юн-тăванне пулăшас, усал çынсен мăшкăлĕнчен хӳтĕлес вырăнне Ванюк хăй тухса тарчĕ. Клавьене çеç пăрахса хăварчĕ-и-ха вăл? Çук... Анахвисе те. Паянах акă вăл Михха кĕрӳшĕ пулма шутлани, темшĕн ĕç тухманнипе таçта çухални çинчен усал хыпар сарăлĕ, ялйыш каçăхса кайса кулĕ. Тем пулсан та, киле час таврăнма юрамасть. Кăштах лăпланччăр. Тĕнче курса çӳрени те сиен кӳмĕ. Вăл çуккишĕн кукашшĕпе кукамăшĕ ытлашши аптрамĕç.
Кĕтмен çĕртен хăйне чĕннипе Ванюк шартах сикрĕ. Федя тухнă иккен.
— Мĕн эсĕ, кĕçĕр пачах выртас мар тетĕн-и? Вахтăна тухсан, тăмана тытасшăн-и?
— Ху ма çывăрмастăн? Уйăх çапнă çын пек хăратса çӳретĕн, — шутлеме хăтланчĕ Ванюк.
Федя юнашар пырса ларчĕ. Паçăр Ванюк чĕнмесĕр ирттерни канăçсăрлантарать ăна. Анчах сăмах хускатма ĕлкĕреймерĕ — Саша трюмран тухрĕ.
Тус-йышĕсем уншăн пăшăрханни Ванюк кăмăлне çемçетрĕ. Пурпĕр чĕрине уçса кăтартма именчĕ.
— Ан кутăнлан ĕнтĕ! — çине тăрсах тĕпчеме тытăнчĕ Федя. — тăват-пилĕк кун каялла çеç мольă хăваланă çĕртен тăврăннă çын уяв тумĕпех çула тухни ахаль пулас çук. Иçмасса, калаçа пар та, пĕрле хуйхăрăпăр.
— Чăнах, Юман Паттăр... Е шанмастăн-и?
Клавье пирки шарламасан та, ытти çинчен ма каласа лăплантарас мар вĕсене тесе шутларĕ юлашкинчен Ванюк.
— Эсир йăнăшмарăр, шереметсем... Эп, чăн та, ирĕклĕ пуçпа тухман килтен...
— Унашкалах мĕн сиксе тухрĕ?
— Анахвис йăмăкăма пĕлетĕр-ха эсир. Çырăвĕсене те вуланă. Вăт, Анахвис амăшĕ революционерка пулнă, ăна пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхинех полицейскисем персе пăрахнă. Каторгăна лекнĕ аппăшĕ вара, патшана вырăнтан çирпĕтсен, киле таврăннă. Анчах нумай пурăнайман. Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тухса калаçнăшăн тепĕр хут çаклатнă. Анахвис аппăше пире вăрçă мар, мир, çăкăр кирлĕ тесе вĕрентетчĕ. Вăхăтлăх правительство вăрçа малалла тăсасшăн тетчĕ.
— Вăхăтлăх правительство текенни хăямата-ха. Эс пире малалла каласа пар.
— Тытса хупнă та Анахвис аппăшне вĕсем хăйсене май çавăрма тăрăшнă. Килĕшменнипе аса пл антарма тытăннă.
— Вăт явăлсем!
— Анахвис аппăшĕ, юлашкинчен чеелле шутласа, вĕсем май кайма килĕшнĕ. Вара ăна Атăлкассине илсе пынă. Шăп çав вăхăтра эпир мольă хăваланă çĕртен таврăнаттăмăр. Анахвис шăллĕпе иксĕмĕр чиперех утса пыраттăмăр. Натюш аппа тăнине куртăмăр. Сăмах калама çеç пуçларĕ... эсреметсем çулса та илчĕç. Кантуралла сĕтĕрме тапратрёç. Кольăпа иксĕмĕр тӳрех вĕсем патне сиксе ӳкрĕмĕр. Икĕ милиционера икĕ айккинелле ывăтрăмăр. Сасартăк: «Аллуна çĕкле, мерзавец!» — тенĕ сасă хăлха анинчех янларĕ. Çаврăнса пăхрăм та — уес комиссарĕ мана револьверпа тĕлленĕ тăрать. Пытармастăп, хам та шартах сикрĕм. Револьверне тытса илсен тин чун кĕчĕ. Ну, Атăлта иштертĕмĕр те кайран хăйне. Кăвак сула пек пулчĕ, шеремет.
— Лайăхрах памаллаччĕ!
— Вĕсем мĕн шутланине пĕлнĕ пулсан, Атăл варринех кайса ярăттăмăр та... Пĕлмен-çке çав...
Ванюк ялтан тухнă тĕп сăлтавне пĕлтермесен те, Федя ăна хăй пек ăнланчĕ.
— Килтех пурăнсан, вĕсем сана тем те тăвĕччĕç, — терĕ.
Тепри ĕмĕр тăршшĕпе те курманнине пĕр кун хушшинчех курса ывăннăран-ши е пăлханни лăпланнăран, Ванюк нумаях та выртмарĕ, тĕлĕрсе кайрĕ. Кĕçех чӳречерен тул çути йăпшăнса кĕчĕ.
— Эй-й! Вахтăрисене улăштаракансем, тухăр хăвăртрах! — тенĕ сасă илтĕнчĕ.
Ванюк йăпăр-япăр тăрса ларчĕ. Ыттисем те вăранчĕç. Пурпĕр ăшă вырăнтан хăпас килменнипе карăнкалаеа выртрĕç.
— Юман Паттăр, мĕнле, тĕлĕкре леш хĕре курмарăн-и? — терĕç кула-кула Сашăпа Федя.
— Аранах тавçăртăм, иксĕр те ăна юратса пăрахнă иккен. Мĕнех, евчĕ пулма та килĕшĕп. Çапах хăшĕн валли çураçмалла-ши? Ахăртнех, Федя валли пулĕ? Сащăн Маруç пур.
— Маруç ăна хӳрине çеç кăтартса хăварчĕ? — терĕ те Федя кулса ячĕ.
Урăх калаçма пулмарĕ. Трюм анинче каллех кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Мĕн йăваланатăр?! Е шыв сапса уçăлтарасса кĕтетĕр-и?
Матроссем палуба çине ваçкаса, хăпарчĕç. Штурвальнăй вĕсене икĕ пая уйăрчĕ. Федьăпа тепĕр çамрăкне хӳрĕ тытма хăваласа ячĕ, Ванюкпа ватăрах матросне, ĕнер пĕрле килнĕскере, палуба çине хăварчĕ.
Ванюк çӳлти палуба çине чупса хăпарчĕ. Хĕвел тин сăрт хыçĕнчен тухнă та, çĕр çине ăшшăнрах пăхма куçне уçасшăн, тулек çилпе хускалнă вĕлтĕркке хум çинче чӳхенет. Сывлăш ытармалла мар таса та уçă. Ванюк ик аллипе хăлаçланкаласа çыран емвелле çаврăнчĕ. Тĕлме-тĕлех чиркӳллĕ ял. Çыран хĕрринче вуншар кимĕ, вăлталлă пулăçсем. Ав, ялтан кĕтӳ хăваласа кăларчĕç. Çул çинче тусан çĕкленчĕ. Ял тĕлĕнчен иртсен, Ванюк сулахай еннелле сăнама пикенчĕ. Кунта та Атăл Энĕшкасси тĕлĕнчи пекех сарлака. Марисен енчи евĕр вăрман кăна çук. Шыв чаксан, вĕçĕ-хĕррисĕр улăх-çаран тухĕ. Лерелле çеçен-хир-и тен. Халь тĕл-тĕл путмасăр юлнă сăртсем те хăва тăррисем кăна палăраççĕ. Анат енчен пĕр ушкăн кăвакал вĕçсе килсе шыва ларчĕ.
Пăрахут кăшкăртнипе шухăшĕ татăлнă Ванюк вас-касах палуба çума тытăнчĕ. Çуса пĕтерсен юлташне пулăшма анасшăнччĕ, малта хула курăнма пуçланипе ирĕксĕрех чарăнчĕ. Ванюк ку хулана лайăх пĕлет. Çакăнта ăна, ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха юлнă хыççăн, тепĕр пысăк хуйхă кăтартрĕç. Атăлкассинчи икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан, Анахвиспе иккĕшĕ Чĕмпĕр шкулне кĕме килсеччĕ. Анчах экзамена та тăратмарĕç. Ашшĕ-амăшĕсем пирки тесе кăларса ячĕç. Вĕсем çул тăршшĕпех куççуль тăкса таврăнчĕç. Тĕмшер пупĕ çăхав çырса панăран йышăнманнине кăна пĕлеймерĕç.
Пăрахут Самара каçалапа тин çитрĕ. Вăл çыран хĕрринче тăракан баржăсем çумне çыпçăнсан, капитан унта тухса водолива ал пачĕ.
— Халь ,те тиесе пĕтереймен-çке? — терĕ кăмăлсăррăн.
— Мĕн тăвас тен? — хулпуççийĕсене сиктеркелерĕ водолив. — Ĕлĕк пулсан, ик-виçĕ кун маларах тиесе тултарăттăмăр. Камсем ĕçленине хавăр куратăр. Тем каласан та, хĕрарăм хĕрарăмах.
— Апла баржăсене хăçан кăкармалла тăвасшăн эсир?
— Ырантан кая хăварас марччĕ. Иккĕшĕ хатĕр ĕнтĕ. Капитанпа водолив калаçкаласа каютăсем патнелле утрĕç. Хăйсен смени вахтăра маррипе Ванюксем баржа çине тухрĕç. Кунта хĕрарăмсем кăткă пек хĕвĕшеççĕ. Тулă миххисене çыран хĕрринчен йăтса кĕрсе трюма тăкаççĕ, баржа ăшне кĕнĕ шыва уçлаççĕ. Хăйсем юрă шăратаççĕ:
Говорят, любовь не вредна,
Волга-матушка река.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...