Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
I
Ванюк Сехмет кил хушшинчен кӳсекпе çапса анратнă пек сирпĕнсе тухрĕ те урам варринче чарăнчĕ. Çухатнă çулне шыранăн, каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ. Халь çеç илтни-курнине ăнкарма тăрăшрĕ. Унăн юн-тăван хĕр пур иккен. Апла ашшĕ ун амăшне çĕр тĕпне путмалла хур кӳнĕ. Çак усал хыпар ял хушшине сарăлмасăр пултарайман. Вăл кăна сисмесĕр пурăнать. Çитменнине, юн-тăванĕпе мăшăрлантарĕччĕç те ăна намăс хуранне кĕртсе ӳкерĕччĕç. Чĕререн тарăхнипе Ванюк сивĕ тытнă чухнехилле чĕтрерĕ. Ку хыпар хыççăн киле епле таврăнăн? Ялйышпа Анахвиссен куçĕ умне епле курăнăн? Тем май шухăшласан та, Энĕшкасси çулне çил-тăман шăлса кайрĕ. Темиçе минут каярах çеç Ванюкран телейлĕ йĕкĕт ниçта пулассăн туйăнмастчĕ. Тĕлĕкри пекех иртрĕ иккен вăл.
Пристань çумне пăрахут çитсе чарăнни Ванюка тăна кĕртрĕ.
— Билет парăр-ха! — терĕ вăл хыпăнса.
— Ăçталла каяс тетĕр?
Çак самантра Ванюкшăн пурпĕрехчĕ, анчах çитес пристань ятне каламасан билет памаççĕ.
— Пăрахут ăçталла каять? Кассăра ларакан хĕрарăм кулса ячĕ:
— Çамрăк çын, эсир мĕн, ыйхăран тин çеç вăраннă-им? Ванюк хăй те тăрăхлĕччĕ, кассир хурри пулас килмерĕ.
— Эсир йăнăшмарăр. Куçпуç алчăранипе пăрахут ăçтан килсе ларнине те асăрхаймарăм. Тата... пассажирсем хăш еннелле çул тытнине эсир пĕрре пăхсах чухлатăр тени хăлхана кĕнĕччĕ. Суя сăмах çеç-ши вара? — терĕ.
— Çын мĕн ăслине чухлама юмăç карчăк мар çав. Сире шелленипе калама пултаратăп: пăрахут туран анчĕ. — Каляех кулчĕ хĕрарăм.
— Ырă сăмахшăн тавтапуç. Хусана çитмелĕх билет парсамар эппин!..
Ванюк пристане кăнтăрла тĕлнелле тухрĕ. Кунта яланхи пекех халăх хĕвĕшет. Хушăра шинель, гимнастерка, аялти кĕпе-йĕм сутакан салтаксем курăнкалаççĕ. Вĕсене спекулянтсем сырса илнĕ. Йӳнĕпе туянасшăн ал çапса хаклашаççĕ. Ури-аллине çухатнисем карттусне çĕре лартнă, пулăшу ыйтаççĕ. Лавккасенче сахăр, шăрпăк, кĕрце тавраш, тулă çăнăхĕ тахçантанпах çук ĕнтĕ. Юрать-ха, çăкăр, хĕвелçаврăнăш çăвĕ, шала çыпçăнакан ландрин пур. Вобла тесен — лавĕпех тие.
Ванюк халăх хушшине кĕричченех чарăнчĕ. «Ăçталла çул тытмалла? Пулăпа суту-илӳ тăвакан хуçа патне каяс мар-и? Ĕçрен тухнă чух кăларса ярасшăн марччĕ-çке, хуçа арăмĕ кĕçĕн приказчика лартас пек те калаçрĕ». Унта ĕçленё чухнехи тусĕсене аса илчĕ те шанăçне сирчĕ. «Эп вĕсемпе яланлăхах сывпуллашрăм. Мĕн сăлтавпа килтĕм тес? Михха хĕрĕпе юн-тăванне пула ялтан тухса тартăм тес-и? Аттен киревсĕр ĕçне епле пĕлтерес тата? Çук, вĕсен куçĕ умне курăнма юрамасть». Ванюк аслашшĕ пек, крючник пулма та килĕшĕччĕ. Ĕнел прихутĕнчи çынсем Хусана килнĕ-кайнă чух тĕл пулма пултарĕç. Ванюкăн вара хăйне паллакансемпе никампа та курнăçас килмест. Пăрахут е баржа çине ĕçлеме кĕрĕшсен аванччĕ. Тĕрлĕ хуласене курса çӳрĕччĕ. Ванюк çапла тĕллевсĕр шухăша путса тăнă вăхăтра хăй çинчен калаçнине илтрĕ:
— Пăх-ха, кур! Юман Паттăр мар-и?!
— Çав, ара!
Ванюк пуçне çĕклерĕ. Ун патнелле икĕ йĕкĕт çывхарать.
— Юман Паттăр! — терĕ пĕри, Ванюка чышкăласа илсе.
— Хаклă тус-йышăм, салам! — ал пачĕ тепри.
Иртнĕ хĕл магазинта пĕрле ĕçленĕ юлташĕсемпе тĕл пулни Ванюк кăмăлне çĕклерĕ. Пĕтĕм хуйхи-суйхи сирĕлнĕн туйăнчĕ.
— Сире курма çав тери хавас, шереметсем! — йккĕшне те çупăрласа илчĕ Ванюк.
— Сăртпа сăрт тĕл пулмаççĕ, çынпа çын тĕл пулаççех тени çакă ĕнтĕ!
— Çапла, тус-йышсем... Анчах пристане мĕн шырама килнĕ эсир? Магазин уçăличчен Атăл илемне курса савăнас терĕр-им?
— Эпир унта ĕçлемĕстпĕр! — терĕç йĕкĕтсем.
— Ма тата?
— Сан йăмăку мĕн тесе çырнăччĕ, астăватан-и? Печек ача вырăнĕнче ĕçлесе намăса ан кĕрĕр тенĕччĕ мар-и, э? Çак сăмах тĕрĕсне ăнлантăмăр та магазинтан тухса кайрăмăр. Пристане юр-вар илме килтĕмĕр.
— Юр-вар илме? Апла ăçта ĕçлетĕр?
— Буксир пăрахучĕ çинче. Шалу уйăхне çĕр те вунă тенкĕ. Ав, пирĕн пăрахут тăрать! — Атăл хĕрринелле ал сулса кăтартрĕ Федя.
— Пит аван...
— Халлĕхе аптрамаллах мар. Капитанĕ те, ытти ĕçлекенĕсем те кăмăллă çынсем... Тăхта-ха, мăнкун кунĕ, килте çамрăксемпе пĕрле савăнмаллли вăхăтра, мĕн туса çӳретĕн эс?
— Эп ĕç шыратăп...
— Ĕç?! — терĕç те Федьăпа Саша кулса ячĕç. — Пире суяймăн, Юман Паттăр! Эс хĕр çураçма килни витĕр курăнать. Магазина пынă хĕрĕ епле маттурскерччĕ! Шел, урăх курнăçаймарăмăр. Кам хĕрне те пĕлсе юлаймарăмăр. Ентĕ паллаштарăн-и? Тен, туйна та чĕнĕн?
Юлташĕсен шӳчĕ чăннипе хутăшне ăнланчĕ Ванюк. Вĕсем Клавье çырăвне вуланă-çке. Тата хăй те юсав тумлă паян. Çак тумпа кам ĕç шыраса çӳрĕ? Ванюк мĕн сăлтавпа çакнашкал юсав тухнине каласа парĕччĕ те, чĕре суранĕ кăштах сирĕлĕччĕ, анчах юрамаçть. Вара юлташĕсем пушшех куласран, хăй те шӳтлеме хăтланчĕ:
— Эсир яланхи пекех иăнăшатăр. Хĕр çураçас тĕлĕ çук-ха манăн. Иксĕртен пĕри авланмарăр-ши тесе, пур-çук тумтире çакса тухрăм.
— Кăлăхах тăрăшнă! Эпир авланиччен еан юсавран татăк-кĕсĕк те юлмĕ. Ĕç шырама килнине те ĕненме çук. Пĕрле чухне хуçа сана приказчика лартасшăнччĕ. Килĕшмерĕн. Бурлака каятăп терĕн. Тем тесен те, пирĕнтен уйрăлнăранпа эсĕ йăлтах улшăннă.
Юлташĕсем тешмĕртсе кулма хăтланни Ванюк кăмăлне каллех йывăрлатрĕ. Урăх юптарма хăват çитерейменрен:
— Эпĕ чăн та ăсран тухрăм-и тен... — терĕ, ассăн сывласа.
Федьăпа Саша тинкеререх пăхрĕç те юлташĕн сăн-питĕнче пĕрле пурăннă чухнехи хаваслăхĕ çуккине асăрхарĕç. «Анахвис йăмăкĕ урăх качча юратса пăрахман-ши?» Анчах ку шухăша çав самантрах сирчĕç. Ванюк чухлĕ йĕкĕте кирек кам та тиркемĕ. «Апла кукашшĕн килне инкек çакланнă-им?» Çак самантрах тĕпчени килĕшӳсĕр. Йапатни вырăнлăрах.
— Тепĕр тесен, эс кам пирки пуçна çухатни кирлĕ те мар! — ĕнтĕ ним кулмасăр сăмах хушрĕ Федя. — Кала-ха луччă: чăнах ĕçе кĕрĕшме килтĕн-и?
— Улталамастăп, — салхуллăн çирĕплетрĕ Ванюк.
— Апла телей пур-ха сан. Пирĕн матроссен йыш çителĕксĕр. Капитан юриех çын шырама тухрĕ.
— Хаклă тус-йышсем... Сирĕнпе пĕрле вырнаçсан тем пекехчĕ! — чĕрĕленчĕ Ванюк.
— Ав, капитан пырать! Атьăр ун патне! Вĕсем хура пустав костюмлă, пуçне ялккас çĕлĕк тăхăннă çавра пит-куçлă арçын çулне пӳлчĕç.
— Петр Николаевич! — хăюллăн чĕнчĕ Федя. — Эсир матрос кирлĕ пек калаçаттăр мар-и?
— Çапла!.. — терĕ капитан. — Эсир тупрăр-им?
— Тупрăмăр, Петр Николаевич. Çак йĕкĕт, — пуçне Ванюк енне сĕлтрĕ Федя, — матрос пуласшăн.
Капитан тинкерсе пăхрĕ. Ун уменче яштак та патвар йĕкĕт тăрать.
— Эсир пăрахут çинче ĕçлеме кĕрĕшесшĕн-и? — тĕлĕннине пытараймарĕ капитан.
— Ийя, сударь! — витерсе хуравларĕ Ванюк. Федьăпа Саша капитан иккĕленнине сисрĕç те кăмăлне çавăрма васкарĕç:
— Петр Николаевич, ĕçрен хăракан ача мар вăл. Эпйр ăна лайăх пĕлетпĕр. Виçсĕмĕр хĕлĕпех пĕр хуçа патĕнче ĕçленĕ.
Икĕ матрос хута кĕни капитана çырлахтарчĕ. Çапах тăрăхламасăр ирттереймерĕ:
— Тумтир вараланасран хăрамастăр-и? Пирĕн кунта пылчăк çинче йăваланма, хырăмпа шума та лекет.
Тепĕр чух Ванюк кӳренĕччĕ те. Тивĕç сăмах тупса тавăрĕччĕ. Капитан калаçăвĕнче ĕçе илес шухăшĕ те пуррипе тытăнса тăчĕ. Телей пурах-ха. Уншăн савăнмалла.. Чăнах, халь çеç пристаньре пĕр-пĕччен, ниçта кайма аптраса тăратчĕ. Кĕтмен çĕртен юлташĕсемпе тĕл пулчĕ. Ĕç те тупăнчĕ.
— Сударь! — терĕ вара Ванюк евĕклĕн. — Маншăн ытлашши ан пăшăрханăр. Эп мĕн çамрăкран бурлак, мольă хăваланă, челенасем туса йывăç тиенĕ. Унта пирĕн хырăмпа çеç мар, çурăмпа та шума лекнĕ. Сирĕн пата пырсан та хам ĕçе çынна памăп!
Ванюк сăмахĕ капитана тивĕçтерчĕ. Ку çамрăк хăйне хур кӳме парас çуккине ĕненчĕ вăл. Урăх калаçкăлаçа тăма вăхăт маррипе:
— Пурăнсан курăпăр! — терĕ те асилсе ыйтрё: — Паспорту çумрах-и?
— Çумрах!
— Парăр! — Ванюк паспортне кăларса тыттарсан сасăпа вуларĕ: — Юман Батырь... Ку мĕне пĕлтерет? Çакнашкал хушамата ăçтан тупнă эсĕ?
Ванюк ирĕксĕрех пурнăçра пулса иртнисене аса илчĕ. Акă Энĕшкассине жандармсем килчĕç. Соколов большевик ăçтине пĕлесшĕн кама-кама тĕпчемерĕç-ши? Нумайăшне саламатпа та çунтарчĕç. Юлашкинчен Ванюка хурал пӳртне илсе кĕчĕç. Жандармсен офицерĕ малтан йăпатса, унтан саламатпа хăратса, ашшĕ çинчен вăлтма пикенчĕ. Ванюк аптраса ӳкмерĕ, жандарм саламатне туртса илчĕ те хăйне ăшаласа хăварчĕ. Çакăншăн ăна Анахвиспе Коля Юман Паттăр ят панă. Халь Ĕнел таврашçпех çав ятпа чĕнеççĕ. Ун çинчен еплё каласă парас-ха? Каппайчăк тейĕ. Витерме ашшĕпе амăшĕ çинчен сăмах хускатма лекĕ. Шарламасăр тăни аван маррипе, Хусанта чухне Федьăпа Сашăна ăнлантарнă пек хуравларĕ Ванюк:
— Халăх хушшинчё Ту Паттăр, Çăл Паттăр, Юман Паттар çинчен çӳрекен халапсем пур. Вăт, хамăр ял ачисем мана халăпри пĕр паттăр ячĕпе чĕнсе мăшкăллатчĕç. Эпĕ çав ята хушамат турăм.
— Мăшкăллама пăрахрĕç-и вара?
— Пăрахрĕç, сударь!
Ку йĕкĕтĕн хушамачĕ те ыттисенни пек мар, халапран илнĕскер иккен. Ванюк мĕнле наци çыннине пĕлсен, капитан пушшех тĕлĕнчĕ.
— Эсĕ чăваш-и?
— Тĕп чăваш.
Капитан чăвашсене лайăх пĕлет..
— Тăнлă-пуçлă чăваш ачи ĕç шырама юсав тумланса тухакан марччĕ. Шухăшламан... — терĕ вара паспортне чиксе хунă май: — Юр-вар илме укçу пур-и сан?
— Çук, — именнипе пуçне чикрĕ Ванюк.
Капитан бумажникĕнчен укçа кăларса ун енне тăсрĕ:
— Тыт! Аванс шучĕпе паратăп. Юр-вар Самара çитмелĕхех ил. Урăх ниçта та чарăнмастпăр. Тата ĕçре тăхăнмалли кĕпе-шăлавар туян. Юсав тум хĕрсемпе курнăçма кайнă чух çеç килĕшӳллĕ!
Сăмах май капитан каллех йĕкĕлтеме хăтланчĕ те, Ванюк çакна текех шута хумарĕ. Ашшĕ ывăлĕн нушине чухланăн, капитан укçа пани унăн чĕрине ăшăтса ячĕ. Çут тĕнче ырă çынсăр мар тесе ахаль каламаççĕ иккен.
— Тавтапуç, сударь!
— Эпе сударь мар, çамрăк çын. Ман ят пур! — асăрхаттарчĕ капитан.
— Петр Николаевич, каçарăр, тархасшăн. Чаплă çынсене çапла чĕнме хăнăхнăран юрăхсăр сăмах персе ятăм.
— Темех мар. Пурăна киле вĕренсе çитĕн-ха. Халь мĕн кирлине кайса илĕр!
— Хулана çитсе килме ĕлкĕрейĕпер-ши? — ыйтрĕ Федя.
— Вăр-вартарах çаврăнкаласан, ĕлкĕретĕр! — ирĕк пачĕ капитан. Хăй çынсем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Унăн тата икĕ матрос тупмалла.
— Хута кĕнĕшĕн тавтапуç, юлташсем. Ĕçе илесшĕн мар пек туйăннипе самаях пăшăрханнăччĕ, — терĕ Ванюк, хăйсем тĕллĕн çеç юлсан.
— Тав тума ан васка-ха. Эпир уншăн-куншăн мар, никама кăтăклама çуккипе капитан умĕнче мухтарăмăр. Ĕнтĕ тӳссен тӳс, тӳсмесен чунна кăларăпăр!
— Ман алла çаклансан, хăвăр та ан ӳпкелĕр вара! Вĕсем трамвай çине ларчĕç. Магазинта ĕçленĕ чух хăйсем пулă леçекен Щетинкин гостиници тĕлĕнче анса юлчĕç. Петропавловски тăкăрлăкнелле çул тытрĕç. Пасар та инçех мар ĕнте. Халăх кăткă пек хĕвĕшет. Ĕлĕкхи майлах, пасара кĕнĕ çĕрте темиçе тутар кавир сарнă та тĕрлĕ вак-тĕвек хурса тултарнă. Хăйсем пĕр чарăнми кăшкăрашаççĕ:
— Кирек хăш япали те пĕр хак! Килĕр, кама мĕн кирлине суйласа илĕр! Мана виличченех асăнса пурăнăр!
Ванюксем пасар урамне те кĕме ĕлкĕрейменччĕ — темиçен сырса илчĕç.
— Маттур йĕкĕтсем, сире лайăх тавар кирлине витĕр куратăп! Ак, шăлавар та, кĕпе те пур! Манăннинчен йӳннине те пиççине ниçта тупаймăр! Туянăр та мана ĕмĕр тав тăвăр! — алăри япалисене саркала-саркала калаçрĕ пĕри.
— Вĕсене шăлаварпа кĕпе мар, чаплă пустав кирлĕ. Акă вăл! Сире çеç кăтартатăп, айккинерех тухар-ха! — илĕртрĕ тепри. Виççĕмĕшĕ, хăйне мĕскĕнле тыткаласа, кĕсйинчен сехет кăларчĕ те:
— Ачасем... Ман инçетри хулана çитмелле, билет илме укçа çук. Сехете ломбарда хурасшăнччĕ, вăл ăçтарахне шыраса тупаймарăм. Сутуçăсен аллине парса тупăш кăтартас килмест. Илмĕр-ши? Хамăр çынсене йӳнех парăттăм.
Ванюксем шульăксен ушкăнне çакланнине чухларĕç. Тăнпуçа çухатса, лавккасем хыçнелле пăрăн кăна — укçуна çеç мар, çири тумтире те сӳсе илĕç. Çавăнпа шульаксене сире-сирех вĕсем кĕпе-йĕмпе сута тăвакан лавкка патне çитрĕç.
— Килĕрех, маттур йĕкĕтсем! Мĕн кирлĕ, суйлăр! Ман лавккари пек лайăххине Мускавра та шыраса тупаймăр! — илĕртсе йыхăрчĕ сутуçă. Кĕпе-шăлавар кирлине пĕлсен, хăма çине тĕрлĕрен тум кăларса купаларĕ.
Ванюк йăрăм-йăрăм кăвак кĕпепе хура шăлавар хаклашмасăрах туянчĕ те, вĕсем пасартан тухрĕç. Çамрăксем кимĕ патне таврăнсан, капитан тата икĕ çынна ертсе пычĕ.
— Паллашăр, команда йышне хушма тата виçĕ çын тупрăм! — терĕ вăл хăйсене кĕтсе илекен матроссене.
Ванюк та бурлака кĕрĕшнине пĕлсен, пăрахут çинчисем пушшех тĕлĕнчĕç. «Уяв тумĕпе çӳрекен çын матросра ĕçлеме ухмах мар пулĕ-ха, — терĕç вĕсем. — Кутамккасăр çын бурлак пулать-и? Тен, юмахри йĕкĕт вăл?» Çапла тем май шухăшласан та, Ванюк ыр çын пуласса шанмарĕç.
Мазутпа вараланнă пĕр йĕкĕт Ванюк патне пычĕ те аллине ун хулпуççийĕ çине хучĕ:
— Мĕн ятлă-ха эсĕ?
— Ванюк... — ăнланайман енне хуравларĕ йĕкĕт.
— Эх, Ванька-ключник — злой разлучник! разлучил ты князя с княжной! Çапла-и?
— Темлерёх çав, пĕлместĕп! — Урăх ним калама ăптрарĕ Ванюк.
Пăрахут çинчисем кулса ячĕç. Кочегар малалла йĕпĕслерĕ:
— Сан кунта мар, циркра камит кăтартма кĕрĕшмеллеччĕ! — Юлташĕсем çине чеен пăхкаласа, Ванюка силлеме хăтланчĕ.
Команда пушшех ахăрчĕ. Хушăран тăрăхланă сасăсем илтĕнчĕç. Федьăпа Саша юлташĕн хутне кĕресшĕнччĕ. Хăех тавăрасса шанса шарламарĕç.
Кочегар аллине хулпуççи çинчен сирсе пăрахма Ванюкшăн темех марччĕ ĕнтĕ. Тепĕр çĕрте пулсан, тытса та çапĕччĕ. Халь унашкал айкашас килмерĕ. Ан тив, хăйне мăшкăллаççĕ пулин те, пĕрле унăн та кăмăлĕ çĕкленчĕ. Хирĕç шӳтлеме тĕвтурĕ.
— Ыр канашшăн тавтапуç! — Ялккасне хывса пуç тайрĕ вăл. — Анчах эп кунта мĕн сăлтавпа килнине тавçăраймарăр!
Ванюк хăйне май калаçни пăрахут çинче ĕçлекенсене татах хаваслантарчĕ.
— Вăт итлĕр... — тёрĕ вăл малалла. — Пристань тăрăх чиперех утаттăм. Сирĕн капитан курчĕ те мана кăчак туртре. Пытăм. «Акă мĕн, — тĕрĕ вăл, — пăрахут çинче хашпĕр ĕçлекенсен пуçне арпа тулнă, çавна хуллаймăн-ши?..» Ыйтма та кирлĕ марччĕ, ку ман алçемĕ ĕç» — терĕм, килĕшсе. Вăт, сирĕн пуçăрти арпана хулласа вĕçтерме килтĕм эпĕ.
Ванюкран кулнă чух пит аванччĕ. Каялла тавăрса çапни килĕшмерĕ. Хур кӳнĕн шутласа, эрленекенсем те тупăнчĕç. Ахаль ирттерме юрамасть терĕç хăйсен ăшĕнче.
Аллине Ванюк хулпуççийĕ çине хуниех пуçарчĕ:
— Ванька ключник — злой разлучник... Яту пит чаплă та, ху çӳрме кăна. Пирĕн пуçри арпана хуллама мар, вырăнта ларакан кĕнеке çапса хытарма та пултараймастăн-ха эсĕ!
Ыттисем хе кочегар шухăшне çирĕплетрĕç:
— Ăçта хытарайтăр! Вăл матрос мар вĕт!
— Кĕнек хытарма мар, якăр та хăйраймĕ вăл!
— Атя, тупăшатпăр! — Тупăшнă пек тукаласа, аллисене çапкаларĕç.
Федьăпа Саша ку мыскарана темиçе хут та курнă. Штурвальнăй хистенипе вĕсем чугун кĕнеке султтанпа çапса, якăра кирпĕчпе хăйраса пăрахут çинче ĕçлекенсене вар-хырăм хытичченех ахăрттарнă. Çавăнпа Ванюка систерсе мăшкăлран хăтарăсшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕç. Хĕрĕхсенчен иртнĕ штурвальнăй çĕнĕрен килнисем енне çаврăнчĕ, хута кĕнĕн, питне-куçне пĕркелерĕ.
Эсир ăссăрсен сăмахне ан итлĕр. Вĕсем пӳрне кăтартсан та ахăрĕç. Акă мĕн: халиччен пăрахут-баржа çинче ĕçленĕ-и эсир?
— Ĕçлемен! — чăннипех каларĕç иккĕшĕ... Ванюк чĕнмесĕр ирттерчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...