Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Ну, чипер хуралла! — ырă сунчĕ Микула.
— Уншăн ан иккĕлен, Микула пичче. Эсĕ те, сухал хыртартăм тесе, урам тăрăх ан çӳре. Херсем паçăрах кĕрсе выртнă ĕнтĕ.
Уляна уçса кĕртсен, Микула тӳрех аслăк тăрне хăпарса выртасшăнччĕ. Чĕрипе кăмăлĕнче мĕн пурри çинчен калаçас килнине туйса, кĕлет умне ларчĕ. Елĕк чухне Анук ун шухăшне пĕр сăмахранах ăнланатчĕ. Мĕншĕн савăннине, хуйхăрнине вĕсем пĕр-пĕринчен пытармастчĕç. .Кунашкал тус-йыш халь те пур пек. Вăл Натюш-и, тен. Куç умĕнчепулсан, сăмах хускатма та юрĕччĕ. Вăратма аван мар.
Микула хĕрӳленме хăтланни сасартăках сивĕнчĕ. Мĕн-пур ĕмĕт-шухăшпа пĕчченех выртса çывăрма лекет. Ав, Никĕс Ту енчи тавракурăм шупкала пуçларĕ. Аслăк тăрринелле тапаланма вăхăт. Анчах кĕлет умĕнчен тăрса кайма ĕлкĕреймерĕ — çенĕкре темĕн кĕпĕртетрĕ. Кĕçĕх алăкран шур кĕпе тăхăннă Натюш утса тухрĕ. Çепĕç сасси илтĕнчĕ:
— Эс таврăннă-çке, Микула пичче.
Натюш кĕтмен çĕртен курăннипе Микула ним калама аптраса ларчĕ.
— Ма шарламастăн? — Микула сăн-пичĕ йăлтах улшăннине асăрхаса тăрăхларĕ Натюш. — Ав мĕн... Каччă пек çамрăкланнă та пирĕн пек ватăсемпе калаçасшан та мар. Микула аванмарланчĕ:
— Сухалсăр-мăйăхсăр килĕшӳсĕр-им?
— Ана-кăна чухлаймарăм та... мăн сухаллă чухне юмахри пек курăнаттăн. Халь çамрăк йĕкĕт пек тăрса юлнă.
— Ыр сăмахшăн тавтапуç, хĕрĕм... — терĕ Микула, вара ятланă пек хушса хучĕ: — Эсĕ мĕншĕн çывăрмастăн? Ма ыйхуна тататăн?
Натюш та сасартăках шӳтлеме чарăнчĕ. Чĕрине мен килентернине, мĕн канăçсăрлантарнине систерме шутларĕ:
— Пытармастăп, Микула пичче... Сана кĕтсе Хусантан таврăннăранпах çывăрнă-çывăрман пурăнатăп.
— Мĕн пирки?
Микула ăнланайманни Натюша вăтантарчĕ. Чунĕ савнине куçкĕрет пĕлтерес вырăнне урăх сăмах çине куçрĕ:
— Çĕрле санран уйрăлсан, Аталкасси çулĕ çинче мана вăрă-хурах тапăнчĕ.
Натюш часовня çывăхĕнче мĕн курнине каласа пачĕ те шухăшне çапла вĕçлерĕ:
— Вăл сана тапăнма пултарасран ыйха çухатрăм. «Вăт, чиперех çитрĕм, эс кăлăхах çуйланнă», — тесшĕнччĕ Микула, хăйĕн ăраскалĕшĕн çунакан çын пуррипе ăшăнма пуçланă чĕри йăнăш персе ярасран хăтарчĕ. Натюш çара уран тăнипе ĕшеленсе ӳкрĕ:
— Мана асра тытнăшăн тавтапуç. Ытти çинчен ыран калаçăпăр, халь кĕрсе выртасчĕ. Çу уйăхĕ те, çара уран сивĕ лекесрен хăрушă.
Микула сассинче çепĕç кăмăл пурри палăрчĕ. Çамрăк хĕрарăмăн ача чухнехилле ачашланас килчĕ.
— Кĕрсе выртмасан, мĕн тăвас тетĕн? — хушса хучĕ Натюш. — Нӳремсĕр çын эсĕ, Микула пичче, чирлесрен хăратăн, ларма та сĕнместĕн!
Микула аванмарланчĕ. Чăнах, çавна та тавçăрайман. Ĕнтĕ йăнăшне тӳрлетесшĕн:
— Хампа юнашар вырнаç, эппин, — терĕ. Натюш Микула çумне ларчĕ.
— Ан çиллен, ан хăвала, Микула пичче, — терĕ Натюш. — Эп чăн та шăннă. Анчах халь мар, тахçăнах, Сахар сутăнчăка тухнине пĕлсенех. Тĕрĕссипе, эпир унпала арлă-арăмлă пулма та ĕлкĕреймен. Пĕрлешнĕ ирех уйрăлнă, çавăнтанпа чĕре пăрланнăччĕ. Эсĕ таврăнтăн та — ăшăтрăн... — пĕтĕм туйăмне уçса панипе Натюш именсе чĕмсĕрленчĕ.
Микула та чул чĕреллĕ мар, çамрăк хĕрарăма, çупăрласа, кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Эсĕ мана çухалнă телее тупса парасшăн. Пирĕн иксĕмĕрĕн паянах аннӳрен пиллĕх ыйтмалла та мăшăрланмалла, анчах...
— Мĕн анчах, Микула пичче? — терĕ Натюш.
— Иксĕмĕр ыр курассишĕн çамрăксен телейне сӳнтерсе лартмăпăр-ши? Ванюкпа Анахвис ăраскалĕсене пĕрле тĕвĕлесшĕн ĕмĕтленеттĕмĕр-çке... Иксĕмĕр пĕрлешни вĕсене мăшăрланма чăрмантармĕ-ши?
— Çук пулĕ, — чĕри ыратнине пытармарĕ Натюш. — Иккĕшин телейĕшĕн хамăн пĕтĕм туйăма пусарма хатĕр. Анчах вĕсен çулĕсем тахçанах уйрăлнă. Анахвис чăнах та юратать ăна, Ванюк тăван йăмăкĕ пек кăна хисеплет. Ахальтен Анахвисе пăрахса Михха хĕрĕ çумне çыпăçман пулĕччĕ вăл.
Микулан ывăлĕ хутне кĕрес килчĕ:
— Çамрăк çын тепĕр чух хăй мĕн хăтланнине ăнланаймасăр йăнăшать. Ванюкпа Клавье хушшинче те çав йнкек сиксе тухнă. Ăнлансан, Ванюк яла таврăнĕ. Анахвисе йăмăкĕ пек çеç мар, йĕкĕт хĕре юратнă пек юратĕ. Çапла пуласса эпĕ шансах тăратăп.
— Микула пичче, мана хăвăнтан сиресшĕн шутласа тупнă сăмах çеç ку. Эпир сирĕнпе юн тăвансем мар. Аппăшĕпе йăмăкĕ пĕр киле качча тухни ĕлĕк те пулнă, уншăн никам та никама тиркемен. Ĕç çинчен, ху каларăшле, ыран сӳтсе явăпăр. Халь аслăк тăрне çывăрма вырт. — Натюш, Микула ытамĕнчен вĕçерĕнсе, пусма тăрăх çăмăллăн хăпарчĕ те шăналăк ăшне Анахвиспе юнашар кĕрсе выртрĕ.
Натюш куçран çухалсанах, Микула ĕшеленсе ӳкрĕ. Мĕн турĕ-ха вăл? Хăйне савакан хĕрарăма ма кӳрентерчĕ? Натюш çакăнта пулсан, каçару ыйтĕччĕ. Ĕнтĕ ним тума çук... Микула пуçне çытар çине хумасăр ире кĕтсе илĕччĕ. Юрамасть. Ав, шурăмпуç палăрать. Уляна кумăшĕ кил хушшине тухĕ те, ăна мĕн калăн? Микула аслăк тăрне хăпарчĕ. Кăтăш пулайнăччĕ — вăранчĕ те. Вăхăтлăха снрĕлнĕ шухăшĕсем тепĕр хут пуçне кăшăлларĕç. Уляна çемйи умĕнче айăпа кĕнĕн, пӳрте кĕме те аван мар пек туйăнчĕ. Систермесĕр кайни пушшех киревлĕ мар. Тата пĕрле тумалли ĕçсем те нумай.
XXIII
Пӳртре халичченхи пекех тараватлăн йышăнни Микулана тĕлĕнтерчĕ. Ун шучĕпе, пуринчен ытла Натюш сиввĕн кĕтсе илмеллеччĕ. Вăл çакна кăна пĕлмен: Натюш каç мĕн пулса иртнине амăшĕпе Анахвисе систермерĕ, кĕçĕрхи çĕре çывăрмасăр ирттернĕ хыççăн çапла шухăшларĕ: «Ăнăçсăр калаçу пирки никам та мар, хам айăплă, Микула пичче сӳтсе явасшăн кăна сăмах хускатрĕ-çке». Вăл ăна ним сăлтавсăрах пĕччен тăратса хăварчĕ. Акă ĕнтĕ Микула та, кĕрсенех кăмăлне çавăрасшăн пулса:
— Иксĕмĕр уйрăлнăранпа чĕре вырăнта мар. Сана кăлăхах кӳрентертĕм, — терĕ.
Натюш çăмăллăн сывласа ячĕ. Савнă çыннин кăмăл-шухăшĕ улшăнман иккен.
— Пуриншĕн те хам айăплă, Микула пичче. Ĕрĕхнĕ лаша пек тĕрлетсе кайрăм. Сана та, хама та канăçсăрлăха кĕртсе ӳкертĕм. Мана, ăссăрскере, каçар, тархасшăн, — терĕ Натюш та.
— Микула пичче, питшăлли илсе килтĕм. Шăлăн! — терĕ çав хушăра Анахвис.
Микула питшăллине тытрĕ, вĕçĕсенче «Н. С» сасиаллисем тĕрлесе çырнине асăрхарĕ. Мĕне пĕлтернине тавçăрайман енне:
— Мĕн япала ку? — терĕ.
— Николай Степанович тени пулать. Ăна яланлăхах сана парнелетĕп, — ăнлантарчĕ Анахвис. Микула Хусана кайнă хушăра тĕрлесе хатĕрленине кăна шарламарĕ.
Микула тăван хĕрĕпе курнăçнăн савăнчĕ. Çав самантрах пăшăрханчĕ те: Ванюк мĕн тесе çак маттур хĕре кăмăлламан-ши? Мĕншĕн хăпса кайнă-ши? Пурпĕр шанăçа çухатас мар. Таврăнтăр-ха, иккĕшне пĕрлешме пулăшĕ.
— Тавтапуç, хĕрĕм. Мана хисепленĕшĕн пурнăçу ăнса пытăр.
Ванюк ашшĕ ырă сунни Анахвис чĕрине шанăç кунĕ пек туйăнчĕ. Вăтаннине пытарса та çепĕççĕн хуравларĕ:
— Уй, Микула пичче, тав тума кнрлĕ мар. Питшăлли тăвасси хĕрупраç ĕçĕ.
Апатланса тухсан, Микула ялав пирки сăмах пуçарчĕ.
— Ялавне тукаларăмăр та, темле ĕнтĕ... — хумханса хуравларĕ Анахвис.
Тĕрĕ тĕрлессипе, кĕпе-йĕм çĕлессипе, алсиш-чăлха çыхассипе унран ăстараххи ялĕпе те çук-и, тен, халь вара йăлтах урăх япала пирки сăмах пырать. Салтаксемшĕн ялав мĕне пĕлтернине Анахвис лайăх ăнланать. Ултă çул вĕреннĕскер, вăрçă пуçланнăранпах фронтри ĕçсем çинчен, полк ялавĕшĕн салтаксем пурнăçа шеллемесĕр çапăçни çинчен сахал мар вуланă вăл. Хăй çĕлесе хатĕрленĕ хĕрлĕ пусмана урайне сарса, айккинелле кайса тăчĕ.
Ялавĕ çинче:
«Лучше смерть, чем жить под игом капитала!» — тесе çырнă. Тĕрлеме вăхăт пулманнипе шурă хăюран касса тунă саспаллисене çĕлесе кăна çыпăçтарнă пулин те, кунтан лайăх та илемлĕ нимле художник сăрлаймĕ. Микула пĕтĕм чунран савăнчĕ.
— Маттур, çав тери маттур! — тесе мухтарĕ.
— Темле çав. Салтаксене те килĕшĕ?.. — пăшăрханчĕ Анахвис.
— Килĕшет. Ун пирки ан пăлхан. Анчах аври çук-ха.
— Халех, Микула пичче! — кил хушшине тухрĕ Коля. Кĕçех пакур валли хатĕрленĕ авăра илсе кĕчĕ. — Çак юрать-к?
— Кунтан лайăххине шыраса тупаймăн! Тăршшĕ те чухах. Хăви те тасаскер. Шуратнă майĕпе хăех хĕрелсе тăнă. Кăштах сăрласан пыратчĕ. Çук япалашăн кăмăла пăсмăпăр. Вăт, ялавне аври çумне çапса лартма пăта кирлĕ!
— Пăтине те тупăпар, Микула пичче! — Коля каллех тухса кайрĕ. Пĕр ывăç такан пăти илсе кĕчĕ.
Микула патак вĕçне шĕвĕртрĕ те ун çумне хĕрлĕ ялавăн пĕр хĕррине пăтапа çапса çыпăçтарчĕ.
— Ну, вăт хатĕр те. Алăран тыттармалли кăна юлчĕ.
— Хăçан тыттарăпăр? — терĕ Натюш.
— Ун пирки те большевиксен ячейки кăтартса парĕ... Кума, çакна калаçса татăлар-ха. Пухăва салтаксем тăракан çĕрте те ирттерме пултараттăмăр та. Большевиксен пуçламăш пухăвне сирĕн килтех уçас кăмăл пур. Мĕншĕн тесен сан кил, сан çемье çавна тивĕç. Большевиксен ячейки пуçланса кайнине тĕпчекенсем тупăисан, сирĕн килйыша ырăпа асăнччăр.
— Ах анчах, кум... Уншăн-куншăн мар, ыйтса тăмаллн те çукчĕ. Хăвах пĕлетĕн, ман çемье, ман кил-çурт пĕтĕмпех сйрĕн ирĕкре. Мĕн тăвас килет, çавна тăвăр.
— Тавтапуç, кума. Коля, эс Наум пнччене кайса чĕн-ха. Салтаксене эп таврăннн çинчен хыпарла.
— Юрать, Микула пичче! Коля тухса кайма тăрсан:
— Тăхта-ха! Пĕлместĕн-и, манран юлнă хуткупăс усранать-ши? — терĕ.
— Пур. Мункун чухне вăйăра эп те каласа ташлаттарнăччĕ унпа.
— Эс те калама пĕлетĕн-и?
— Юман Паттăр вĕрентрĕ.
— Пит аван. Малтан Наум пиччене систер те çула май хуньăмсем патне кĕр. Хуткупăс парса яччăр.
— Халех, Микула пичче!
Кольăна хирĕç Трифун кĕчĕ. Сывлăх сунса, пурне те ал пачĕ.
— Вăхăтра çитрĕн, Трифун пичче. Наум пичче килсенех Энĕшкассинчи большевиксен пĕрремĕш пухăвне уçăпăр. Сан пурнăç мĕнле унта? Атăлкассинче мĕн хыпар?
— Пурăнкалатăп. Мнххапа кантуртнсен пурнăçĕ маннинчен те япăхрах. Анранă сурăх пек, нйçта кĕрсе какма аптранă. Завод таврашĕнче, баржа çинче ĕçлекенсен Сехмете курайманлăхĕ, пурнăçа çăмăллатассишĕн кĕрешӳ пуçарас хăвачĕсем çивĕчленнĕ. Тыткăнрисем хушшинче те пирĕн хута кĕрес шутлисем пур.
Кĕçех Наумсем персе çитрĕç. Коля пуш алăпах иккенне курса:
— Хуткупăс ăçта? — тесе ыйтрĕ Микула.
— Сантăр пичче парса ямарĕ.
Микула кăмăлĕ авăкланчĕ тĕ — палăртмарĕ. Малтанхи пекех лăпкăн:
— Парĕ-ха, — терĕ. Вара ĕç пирки сăмах хускатрĕ. — Килмеллисем пурте вырăнта. Пухăва уçма вăхăт. Малтан çакна ăнлантарам: большевиксен ретĕнче пĕчĕкки те, пысăкки те çук, пурте пĕр тан. Харпăр хăй шухăшне кашниех никамран пытармасăр каласа пама, теприсемпе тавлашма пултарать. Сасăласа çирĕплетнĕ хыççăн ыйтăва тек сӳтсе явмаççĕ. Хăшĕн-пĕрин кăмăлне лармасан та, пуху йышăннине ним пăркаланмасăр пурнăçлама лекет...
Большевиксен пухăвĕ пархатарлă иртрĕ. Малтанах Наума, Анахвиспе Кольăна парти ретне сĕнме калаçса татăлчĕç. Унтан камăн мĕн тумаллине пăлăртса хучĕç. Отряд ятне, тупа сăмахĕсене çиреплетрĕç. Ялава салтаксене пама Анахвисе уйăрчеç. Ячейка секретаре пулма Натюша суйларĕç.
Юлашкинчен Микула Шупашкарти юлташĕсемпе курнăçни çинчен каласа пачĕ, чăвашла куçăрнă ревалюцилле юрăсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене халăх хушшине сарма Анахвиспе Кольăна хушрĕç.
Пухăва çаплă вĕçлесен, Трифун сывлуллашса, Аталкассине кайрĕ. Ыттисем салтаксем патве тухса утрĕç. Сантăрсен тĕлне çитсен, Микула унта кĕчĕ.
— Турă çырлахтăр, кĕрӳ. Пирĕн тĕле пачах мантăн-çке? Ма çав териех çиллентĕн-ши? — ăшшăн кĕтсе илчĕ ăна Наçтик.
— Саншăн, ани, яланах килме хатĕр. Тĕрĕссипе, сирĕн патăртан каймăттăм та. Эсĕ мана мĕн çамрăкран хисеплетĕн. Куна эп чун тухиччен чĕрере усрăп. Халь май çуккине ху та ăнланмалла. Хуньăм хăваласа янă хыççăн маншăн сирĕн алăк хупă. Пурăна киле тата çирĕпрех питĕрĕнĕ. Çавăнпа хуткупăс патне те Кольăна янăччĕ. Эсир кăлăхах парса яман.
Наçтик Кольăна та парса ярĕччĕ. Сантăр вăрçасран хăрарĕ. Микулана хйрĕç тăма хăю çитереймерĕ. Çенĕкри чăлантан илсе тухса тыттарчĕ:
— Ара, кĕрӳ, сĕтел хушшине те лартаймарăм-çке.
— Вăхăт çук, ани. Хуньăм тăна кĕрсен, килсе курăп-ха!
Юлташĕсем вырăнтах иккен. Микула çитсенех ыйтрĕ:
— Коля, эсĕ хуткупăс калама пултаратăп терĕн-и-ха?
— Ванюк вĕрентнĕ.
— Ванюк таврăниччен вăл сан пулать!
Салтаксем пурте кил хушшинче. Микулана савăнăçлăн кĕтсе илчĕç.
— Николай Степанович, сывă-и? Мĕнле кайса килтĕр?
— Пит аван, юлташсем! — тăванĕсемпе тĕл пулнăн хуравларĕ те Микупа Петровпа салтаксене ал пачĕ.
— Паян лашасăррисен çĕрĕсене акса пĕтертĕмĕр те урăх ним тума аптранипе тунсăхлама пуçларăмăр, — терĕç салтаксем.
— Тунсăх — хăрушă чир, юлташсем. Пуринчен ытла салтаксен тунсăхлама юрамасть. Вĕсен яланах паттăрла ĕç тума хатĕр тăмалла. Ав, Кольăн хуткупăс пур. Сирĕн кăмăлсене çĕклĕ-ха! .
— Вăл калама пĕлсен, ташласси-юрласси пирĕн ĕç!
— Мĕн хыпар илсе килтĕр, Николай Степанович? — салтаксем шӳтлеме чарăнсанах ыйтрĕ Петров.
— Пурне те самантрах каласа пĕтереймĕн, Демьян Петрович. Хусанта пултăмăр. Губкомра Трифун пиччепе Надежда Прохоровнăна большевиксен ретне йышăнчĕç. Паян большевиксен пухăвне ирттертĕмĕр, унта Анахвиспе Кольăна партие илтĕмĕр. Çапла, юлташсем, Атăлкасси вулăсĕнче те большевиксен ячейки чăмăртанчĕ. Унăн секретарĕ пулма Надежда Прохоровнăна суйларăмăр. Сире те большевиксен ретне тăма чĕнетпĕр. Хальхи вăхăтра большевиксем хуласенче çеç мар, ялсенче те вăй илеççĕ. Вăхăтлăх правительство пусмăр саманине упраса хăварасшăн тарăшнине ĕçхалахе ытларах та ытларах ăнланса иырать. Шупашкарта икĕ власть. Вăхăтлăх правительство органĕсемпе пĕрлех рабочисемпе салтаксен депутачĕсен Совечĕ те пур. Ана паллă брльшевик Грасис ертсе пырать. Маттур çын. Ĕнтĕ, юлташсем, хамăр хушăри ĕçсем пирки калаçар. Хăвăрах пĕлетĕр, кашни çар чаçĕнех номерпе ят пулма тивĕç. Пирĕн отрядăн ячĕ те, номерĕ те çук-ха. Эпир большевиксен ячейкинче сӳтсе яврăмăр та Энĕшкасси ячĕпе хисепленекен революциллĕ отряд тăвас терĕмĕр. Кун пирки эсир мĕн шутлатăр?
— Пит аван! Килĕшетпĕр!
— Апла сасăлăпăр, юлташсем. Ну, отрядăн ячĕ пулчĕ. Унăн ялавĕ те пулма тивĕç. Большевиксен ячейки сире ялав парасшăн.
Командир хушнипе салтаксем самантрах строя тăчĕç. Анахвис хĕрлĕ ялава аври çумĕнчен сӳтрĕ. Пахчана тухмалли пĕчĕк хапхана хупман пирки анăç енчен вĕрекен çил ялава варкăштарса сарчĕ. «Лучше смерть, чем жить под игом капитала!» тесе çырнине курсан, салтаксен чĕрисем ĕмĕтлĕн тапма пуçларĕç. Пит-куçĕсем хаваслăхпа çуталчĕç. Ку ялав ĕлĕкхи пек мул хуçисен ырлăхĕшĕн пуçа хума мар, ĕççыннисем валли ирĕклĕ пурнăç туса парассишĕн çапăçма йыхăрать.
Анахвис çав тери хавас. Урăхла епле пултăр-ха, паян ăна пĕтĕм тĕнчери ĕçхалăх ырлăхĕшĕн кĕрешекен парти ретне кĕме сĕнес терĕç. Хĕрлĕ гварди отрядне ялав пама шанчĕç. Чунĕ хăпартланмасăр епле тӳсейтĕр? Анчах мĕн каласан килĕшӳллĕ-ши? Ку тери маттур йĕкĕтсем умĕнче мар, ялти пухусенче те калаçса курман-çке? Вара сасартăках çакна аса илчĕ: Микула пиччĕше ăна чĕрере пуррине калама хушнăччĕ.
— Юлташсем! — кĕмĕл шăнкрав сассипе хăюллăн чĕнчĕ Анахвис. — Мана, ĕмĕр тăршшĕпех тĕттĕмре пурăннă, никам çын вырăнне хуман чăваш хĕрне, сире, Хĕрлĕ гварди салтакĕсене, ялав пама тивĕç турĕç. Юлташсем, ку ялав ахаль хăмач мар. Ана полицейскисем персе вĕлернĕ аннен, каторгăра пуçне хунă кукаçин, тĕрмере асапланса вилнĕ Анук аппан, казăксем персе пăрахнă Çтаппан пиччен тата нумай-нумай паттăрсен юнĕпе хĕретнĕ. Çав паттăрсен юнĕ тăвăрма, мул хуçисене пĕтерме чĕнет! Энĕшкассинчи большевиксем эсир çак мухтавлă ялава çӳле çĕклесе утасса, ĕçхалăх ташманĕсемпе ниме шеллемесĕр çапăçасса шанаççĕ. Сывă пултăр пĕчĕк те улăп пек вăй-хăватлă отряд! Сывă пултăр пĕтĕм тĕнчери революци! Сывă пултăр пирĕн çулпуçăмăр Ленин!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...