Çавраҫил :: Вунпĕрмĕш сыпăк
— Çитет пуль, Сергей, унсăрăн эпĕ çĕклесе те каçаймăп, — терĕ.
— Хветут тете, аттепе хам кăмăл уçă чухне усă курса юлма пĕл. Лайăхрах тыт михĕ çăварне. Эс çĕклеймесен хам каçарса парăп, — терĕ те йĕкĕт, малалла тултарма пуçларĕ. Кайран михĕ çăварне вăйлă кăна туртса çыхрĕ, ăна кĕлет алăкĕн урати çине лартса таянтарчĕ. Унтан вашт! çеç çĕре сиксе анчĕ, аллинчен тытса Хветута анма пулăшрĕ, хăй тулли миххе çурăмĕ çине çавăрса хучĕ те савнă тусĕ пурăнакан уксах Усли патнех çитерсе пачĕ.
— Тавах, Сергей, тавах. Сывлăхлă пул. Турă пулăшса пытăрах сана.
Хрестук савнă тусĕ михĕ çĕклесе каçнине те, вăл каялла васкаса кайнине те аванах курса тăчĕ, анчах тухса сăмах таврашĕ хушмарĕ: ытла та аван мар пек туйăнчĕ ăна.
— Çăнăхĕ пулчĕ-ха, карчăк, çĕприне тата ăçтан тупăпăр? — мăкăртатрĕ Хветут, арăмĕ хăй патне пырсан.
— Сахар памарĕ-и? —тĕлĕннĕ пек пулчĕ мăшăрĕ.
— Эпĕ унран ыйтма та пĕлмерĕм.
— Арăмĕ партармарĕ пуль-ха, хыт кукар. Юрĕ, çĕприне ăна тупăпăр-ха. Çав Тури касри салтак арăмĕн Санюкăн çĕпри хаяр пулаканччĕ. Ниме валли тесен паратех. Ун патне эп хам кайăп. Эсĕ унччен хуранай чĕртсе шывне вĕрет-ха эппин.
— Шывне вĕретме ĕлкĕрĕпĕр-ха. Малтан шетниксем тупмалла. Кам патне кайăпăр? — арăмĕ куçĕнчен пăхрĕ Хветут.
— Панчуксен пурах. Кай çавăнта. Май пулсан, иккĕшпех илсе кил, — хушрĕ арăмĕ.
— Капла эпир сăмакунне юхтаричченех çур яла пĕлтеретпĕр. Советсем килсе тытсан мĕн тăвăпăр? —сехĕрленнĕ пек пулчĕ Хветут.
— Пире тытмаççĕ. Хĕрĕм пуçлăхсемпе пĕрлех çӳрет. Хăй ял пуçлăхĕ тесен те юрать. Камран хăрамалла? Халĕ саккунĕсем те йăлтах пирĕн енче. Çитĕ, эп хам ĕçпе, эсĕ хăвăннипе çӳре, — терĕ те карчăкĕ килтен тухса та кайрĕ.
Советрисем Хветут çемйи сăмакун юхтарнине пĕлчĕç пулин те, килсе тытакан-тăвакан та, акт çыракан таврашĕ те пулмарĕ, ахаль те пысăк нушана лекнĕ çынна хур тăвас темерĕç пулмалла. Йăлтах хатĕрленсе çитсен, Хветут ял тăрăх тухса кайрĕ, лаша усракан çывăхрах çынсемпе тăванĕсем патне кĕре-кĕре тухрĕ — нимене кайма пултарни е пултарайманни çинчен калаçрĕ. Хирĕçлекенсем пулмарĕç. «Юрĕ, Хветут, кайăпăр, кайăпăр, йывăра лексен пĕр-пĕрне пулăшасах пулать»,-—терĕç. Шăп та лăп хирĕçле пурăнакан Энтрей çеç: «Манăн лаша чирлерĕ-ха», — тесе суйрĕ, ăшĕнче вара: «Сана, тăрпалтай плахая, пулăшма ухмаха тухман-ха эпĕ. Пĕрех ырă сăмаху та, хăçан та пулин хама пулăшасси те пулас çук санран. Курăпăр-ха çынсене мĕнле ĕçтерсе-çитернине. Сахарĕ пулăшать-ха. Тем ыррине кĕтет пулас-ха вăл çав йĕксĕксенчен. Кăтартĕ-ха вăл сана ыррине, кĕтсех тăр», —тесе шутларĕ.
Хĕлле, Турхан енчи вăрманта хыр йывăçĕ ӳсекен делянка парсан, ăна вăрманçĕрсемех касса татса тирпейленĕ. Ĕçленĕшĕн хыр турачĕсене тата виçĕ мунча пурилĕх пĕренерен татнă йывăç тăррисене панă. Ун чух кӳршĕ-аршăсем Хветута çакăншăн самаях ятланăччĕ, хамăра каламаллаччĕ, хамăр каснă пулсан, Паласкасра миçе çĕнĕ мунча пулатчĕ тенĕччĕ. Вăл пур ыттисемпе мар, Сахарпа та канашласа пăхма пĕлмен, делянкине пăхма тесе кайнă та, лерисем ĕçтерсе ӳсĕртнĕ, вара, анкă-минкĕ пуçĕпе, хăй тĕллĕнех çапла килĕшсе килнĕ. Хăй ĕмĕрĕнче ун пек-кун пек ĕç туса курман çын ăна-кăна чухлама пĕлмен çав ĕнтĕ.
Хальхинче нимене каякансемпе пĕрле Хрестук та кайрĕ. Ытлашши пулмĕ, тыткалама пулăшĕ тесе, Мăçтука та илчĕç. Лавсем ялтан хĕвелпе пĕрлех тухса кайрĕç. Паян çитес те вăрманти пĕренесене тиесе тухса Тăрăнта çĕр каçас, ыран каç пулнă çĕре вара каялла çаврăнса çитес терĕç. Киле Хветутпа карчăкĕ те çемçе лутра пукан çинче кивĕ пушмак тĕпне йывăç пăтасем çапса ларакан уксах Усли çеç юлчĕç.
Сайралма пуçланă çӳçĕ-пуçĕ тусăлса ан кайтăр тесе, пуçне пӳрне сарлакăш пушăт кăшăлĕ тăхăннă Усли пушмак юсаса ларнă хушăра Хветут карчăкĕ тĕпелти кăмака умĕнче айланчĕ. Кунта, юнашарти аран-аран тытăнкаласа тăракан кивĕ сĕтел çинче, виçĕ четвĕрт эрех ларать. «Ах, ытла та ĕшентĕм паян. Çакăнпа кăштах вăй кĕртес-ха», — тесе шутларĕ те хĕрарăм, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ, çывăхра никам та çуккипе усă курса, пĕр стакан тултарса янк! тутарчĕ. Часах унăн кăмăлĕ аванланса кайнă пек пулчĕ. Каллех унталла-кунталла пăхкаларĕ, «пăртак хушсан тата аванрах пулаканччĕ» тесе, тепре тултарса ĕçрĕ. Халĕ чăнах та пурнăçĕ. лайăхлансах кайрĕ унăн. «Хамăнне кăна мар, Усли кăмăлне те уçас-ха. Лайăх çын вăл. Хваттерте пурăннăшăн та пĕр пус укçа ыйтмасть», — тесе шутларĕ те Хветут арăмĕ, сăмакунне пĕр стакан шламиех тултарса Усли патне пычĕ.
— Усли, кунĕпе ĕçлетĕн, ĕшенетĕн пуль. Кил-ха, кăштах вăй кĕмелĕх ĕç-ха, — сĕнчĕ хĕрĕнкĕ хĕрарăм.
— Ара, кăна нимене кайнисем валли тесе хатĕрленĕ марччи, — тесе, кăштах иккĕленсе тăчĕ атăçă.
— Çитет-ха унта, çитет. Пирĕн валли те, вĕсем валли те çитет. Панă чухне ĕç-ха эсĕ, — тесе, хĕрарăм ирĕксĕрлесех ĕçтерме тытăнчĕ. Вăл пĕр аллипе Усли хулĕнчен таянса, тепринпе стакан тĕпĕнчен тытса хваттер хуçине ĕçтерсе тăнă вăхăтра пӳрте Хветут кĕчĕ тăчĕ.
— Мĕн пулса иртет кунта кăнтăр кунĕнчех!? —тесе кăшкăрчĕ те вăл, шăп пушатма ĕлкĕрнĕ стакана арăмĕ аллинчен кап! ярса илчĕ, карчăкне Усли çине тĕртсе ячĕ. Атăçăпа хĕрĕнкĕ хĕрарăм пĕр-пĕрин çине тӳисе кайрĕç. Хветут çав вăхăтра кăмака патĕнчи сĕтел умне çитсе тăчĕ, четвĕрт кĕленчине уçса çавăнтах пĕр стакан тултарса ĕçрĕ. Иккĕмĕшне тултарчĕ — ĕçсе яма ĕлкĕреймерĕ: ун çине çĕртине-çӳлтине хăвармасăр ятлакан карчăкĕ сиксе ларчĕ. Хветут, урайне ӳксе шăмшака ватас марччĕ тесе, икĕ аллипе те сĕтелтен ярса тытрĕ — усси пулмарĕ: кивĕ сĕтел урисем тайăлса кайрĕç те, малтан ун çинчен виçĕ четвĕрт шуса анса пĕр-пĕрин çине пулса арканчĕç, каярах Хветутпа карчăкĕ те кĕленче ванчăкĕсемпе сăмакун кӳлли çине лаплатса ӳкрĕç. Самантрах Усли уксахласа çитрĕ. Унăн куçĕсем чарăлса кайрĕç, мăлатук тытнă алли чĕтреме пуçларĕ. Мĕн тумалла? Урайĕнчи сăмакун кӳлленчĕкĕ çийĕн хĕрлĕ йĕрсем курăнма пуçларĕç: карчăкпа старике кĕленче ванчăкĕсем касса пĕтернĕ сурансенчен юн юхать.
Çак вăхăтра пӳрт умĕнче «Тпру! Стой!» тенĕ сасăсем илтĕнме пуçларĕç. Пӳрте Хрестук чупса кĕчĕ, тĕпеле иртсе пăхрĕ — юпа пек хытса тăчĕ, пĕр вăхăт ним тума та пĕлмерĕ.
Хĕр каялла час тухманнине пула, пӳрте ниме çыннисем те кĕме пуçларĕç. Вĕсем кунта мĕн пулса иртнине куçпа курнипех ăнланчĕç. Вара, аллисене сулса, ерипен урама тухрĕç, пĕренесене ăçта килнĕ унта пушатрĕç, лашисене çавăрса, «юлашки пултăр кунта килесси» тесе тарăхса, кашниех хăйĕн килĕ еннелле уттарчĕ.
Нимене кайнисем саланса пĕтсен, Энтрей, хапхине ерипен уçса, урама тухрĕ, таçтан та таçта çити сапаланса выртакан хыр кĕрешсем çине пăхса, «кусене кам пуçтарса парĕ ĕнтĕ вĕсене, чĕрем малтанах сисрĕ çав» тесе мăкăртатрĕ те çĕлĕкне тата пусарах лартрĕ.
Патшалăх панă лайăх йывăçран Хветут çемйи пура та пуралаттараймарĕ, хăма та çуртараймарĕ, çурт лартса, кăмака хутса ăшă пӳрте те кĕреймерĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...