Çавраҫил :: Вунпĕрмĕш сыпăк
Якку атте шăпи
Якку атте чиркӳрен таврăнса хăй килне питĕрĕнсе ларчĕ те Ехрем ывăлĕ Уçăп килессе кĕтме пуçларĕ. Пĕр кун кĕтрĕ вăл ăна, иккĕ, çамрăк Озеров вара çаплах çук та çук. Апат çими пулчĕ, ыйхи вĕçрĕ. Малтанласа вăл матушкăна часах кунтан инçе çĕре куçса кайса шкулта учительте ĕçлеме пуçласси, унта вĕсене телейлĕ те савăнăçлă, ирĕклĕ пурнăç кĕтни çинчен каласа йăпатрĕ. Виççĕмĕш кунне арăмĕ мăкăртатма, тепĕр кунне вара ятлаçма, часах çĕрти-çӳлтине хăвармасăр ахăрма пикенчĕ. Якку атте, ун сассине илтес мар тесе, хăй пӳлĕмне питĕрĕнсе ларчĕ. Ăна апат çиме чĕнекен те, пĕри-пĕри калаçса ларма килсе ăшне пусаракан та çук. Унăн пĕтĕм пусарăнăвĕ те эрех кăна. Тăваттăмĕш талăк пач çывăрман хыççăн пиллĕкмĕш кунне вырăн çине выртса куçне хупсанах, унăн пӳлĕмне тем тĕрлĕ халăх кĕрсе тулчĕ! Вĕсем пĕр-пĕринпе Якку атте кĕçĕр юлашки каç пурăнни, кайран мĕн ĕмĕрлĕхех çунакан тамăка лекни çинчен калаçаççĕ. Пуп пулнă çын куçĕсене уçрĕ — пӳлĕмре никам та çук, япаласем те хăйсен вырăнĕнчех. Унтан каллех куçне хупрĕ. Хупма кăна ĕлкĕрчĕ — Якку аттене çаппа-çарамас хитре хĕр йăпатма, ачашлама пуçларĕ. Хуçа савăнсах кайрĕ—ăна ыталама тăчĕ, анчах пирĕшти пек хĕр ытама çакланмарĕ. Каллех куçĕсене уçрĕ — пӳлĕмре каллех никам та çук.
Якку атте сиксе тăчĕ, урлă-пирлĕ утма пуçларĕ. Куçĕсене уçсан, тăрса утма пуçласан, пуçĕ унăн аванах ĕçлет. Халĕ вăл çакна ăнланчĕ: пĕр çывăрмасăр-çимесĕр ĕçнипе, ăна галлюцинаци пулнă. Каплах пулсан, вăл ухмаха тухма та, ăна, çыхса пăрахса, пульницăна ăсатма та пултараççĕ. Апла ан пултăр, çав намăс патне çитес мар тесен, унăн паянах, халех мĕнле те пулин çывăрма тăрăшмалла. Пӳлĕм тăрăх çапла пăшăрханса утнă май, вăл тăруках тем аса илчĕ те, савăнсах кайрĕ. Ара, унăн шкапĕнче çывăрттаракан таблеткăсем пур-çке. Виçĕ çул каялла хăй патне çемйипех хăнана килнĕ пуп парса хăварнăччĕ вĕсене. «Асту, Якку атте, пĕрре-иккĕрен ытла юрамасть. Унсăрăн ĕмĕрлĕхех çывăрса кайма та пултаратăн», — тесе асăрхаттарнăччĕ вăл.
Якку атте таблеткăсене йăпăр-япăр шыраса тупрĕ. Малтанласа пĕрне çăтрĕ, ун хыççăн шыв сыпрĕ, хыçлă тенкел çине ларчĕ, çирĕм минут иртсен, вырăнĕ çине тăсăлса выртрĕ. Пуп тусĕ çапла вĕрентсе хăварнăччĕ: «Таблетка çăтнă хыççăн çур сехетрен хăв сисмесĕрех çывăрса каятăн та кайран тап-таса пуçпа вăранса каятăн», —тенĕччĕ.
Чăнах та çапла пулчĕ. Пӳлĕмре Якку атте утса çӳрени те, хăйпе-хăй калаçни те, арăмне чĕнни-туни те илтĕнмерĕ. Çак вăхăтра матушка тем-тепĕр шухăшларĕ. Мĕн-мĕн кăна çаврăнмарĕ пуль ун пуçĕнче. Пĕрре ăна упăшки чиркӳре мар, кунтан таçта аякри вырăс шкулĕнче учительте ĕçленĕ пек, хăйне вара хальхи пек çĕрĕн-кунĕн пӳртре питĕрĕнсе мар, пĕр-пĕр пысăк театрта артистсем вылянине пăхса ларнă пек туять. Пуçĕнче çакнашкал çĕкленӳллĕ туйăмсем çуралсан, матушка шкапа уçать те, вăрăм ураллă тап-таса пысăк черккене кагор тултарса ĕçет. Кăштах пуçа кайсан, шухăшсем татах çунатланаççĕ. Тепĕр черкке ĕçсен, пач урăхла шухăшсем çавăрса илеççĕ ăна. «Ухмах, пач ухмах вăл ман Якку, пуп мар, мемме. Çав сăмсине шăлайман ачасене итленĕ. Хампа та канашласа пăхман», —тесе мăкăртатать хăй тĕллĕн. Унтан, тăрса, Якку атте пӳлĕмĕ патне пырать, хăлхине алăк çине хурса, итлесе пăхать. Шалта упăшки харлаттарса çывăрнине илтет.
Çапла талăк иртрĕ. Матушка лайăх çывăрса тăраннă хыççăн упăшки пӳлĕмĕн алăкĕ патне пырса итлерĕ. Хальхинче вăл нимĕнле сасă та илтмерĕ. Хăраса ӳкрĕ. Малтан ерипен, унтан хытăрах та хытăрах шаккама пуçларĕ.
Алăк уçăлса кайрĕ — унта Якку атте чип-чиперех тăрать.
— Нумай çывăрнă, матушка, каçар. Пĕр вăранмасăр çирĕм пĕр сехет, — терĕ вăл, кĕмĕл вăчăраллă сехечĕ çине пăхса.
— Мĕн те пулин çырткала хăть. Айта кухньăна, — терĕ ăна арăмĕ.
— Эпĕ пĕр çĕре кайса килем-ха. Наччасах таврăнатăп. Апатне килсен çийĕпĕр, — терĕ те хуçа, васкасах тумланма пуçларĕ, часах тухса та кайрĕ.
Хĕвел анса каç пулнă ĕнтĕ. Тухăçран вĕрекен сивĕ çил çула юрпа шăлса лартнă. Пысăк çăматтипе тарăн юра аштарса, Якку атте Уçăпсен тĕлне çитрĕ, калинкке алăкне тĕртсе пăхрĕ кăна — картишĕнче хаяр йытă вĕрме пуçларĕ. Часах алкум алăкĕ уçăлчĕ, вара:
— Кам-ха унта? — тени илтĕнчĕ.
— Эпĕ-ха ку, Ехрем Петрович, — пĕлтерчĕ килнĕ хăна. Хуçа ăна сасăранах палларĕ.
— Кĕрĕр, Якку атте, кĕрĕр, —терĕ те кил хуçи, йыттине йăпатма пуçларĕ.
Вĕсем пӳрте кĕчĕç. Ехрем арăмĕ тĕпелти пӳлĕме пытанса ларчĕ. Пăртак калаçнă хыççăн, хăна хăй йĕрĕ çине ӳкрĕ.
— Манăн сирĕн ывăлпа, Уçăппа, курса калаçмаллаччĕ те, таçта, улаха-мĕне е комсомол пуху таврашне кайнă пулас. Курăнмасть, — терĕ вăл.
— Çук-ха, Якку атте, улахне те, пухуне те кайман вăл. Уçăп эрне каяллах килтен тухса кайнă та, халĕ те çук. Эпĕ хам икĕ эрне ытлашшипех вăрман çĕрне кайса пурăнтăм. Çĕнĕ пӳрт валли пĕренесем хатĕрлерĕм. Комсомол ĕçĕ нумай тесе, ывăл унта та пымарĕ. Карчăкĕ ман, ухмахскер, Уçăпа вунă тенкĕ таран укçа тыттарнă, пĕр хутаç ĕçме-çиме тултарса янă, — тарăхрĕ кил хуçи.
— Ăçта кайнине те, хăçан таврăнассине те каламан-и? — тĕлĕнчĕ Якку атте.
— Татăклă нимĕн те каламарĕ тет. Мана часах ан кĕтĕр тесе çеç каларĕ тет, — пĕлтерчĕ хуçа.
Якку аттен пуçĕ лаштах усăнчĕ, аран-аран тăрса, çĕлĕкне тăхăнчĕ те алăк патнелле утрĕ, пӳртрен никампа сывпуллашмасăрах тухрĕ, ун хыççăн хуçан хаяр йытти çеç сăнчăртан карăна-карăна вĕрсе юлчĕ.
Килне çитсе кĕрсен, матушка упăшки çине пăхрĕ те шалт! тĕлĕнчĕ.
— Мĕн пулнă сана? Питĕнте пĕр сăн çук, — пăшăрханса ӳкрĕ вăл. — Хăвăртрах салтăн та вĕри чей ĕç.
Якку атте арăмне хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, çийĕнчи туллатнă кĕрĕкне, каракуль çĕлĕкне хывса çакрĕ, çăматтине хывма пикенчĕ. «Ехрем ывăлĕ Уçăп сутрĕ мана, улталарĕ», — тесе мăкăртатса, хăрах çăматтине хывмасăрах урайне тӳнсе кайрĕ.
Матушка хыпăнса ӳкрĕ, ăна вырăн çине çĕклесе вырттарасшăн тĕрмешрĕ, анчах вырăнĕнчен те хускатаймарĕ. Вара пĕр минтер илсе килчĕ те, упăшки пуçне çĕклесе, ун айне хучĕ, хăй, тарăн шухăша путса, мăшăрĕпе юнашар ларчĕ.
Виççĕмĕш кунне ăна пульницăна ăсатрĕç.
Петĕрпе матушка
Виçĕ кун иртсен, матушка (ăна Зоя Сергеевна тесе чĕнеççĕ) вулăс пульницинче выртакан упăшкине кайса курма шутларĕ. Анчах мĕнле çитмелле-ха унта, кунтан вун пилĕк çухрăмри пульницăна, çур енне кайнă çанталăкра? Çуран, пĕр-пĕччен каясси çинчен шутлама та кирлĕ мар. Матушкăн хресченĕн начар лашипе кайса намăсне ярасси те килмест. Çапла аптăраса пуçне ватса ларнă вăхăтра, кĕтмен-туман çĕртенех, пĕлтĕрхи акатуйне аса илчĕ вăл. Унăн куçĕ умне çавăн чухне мала тухнă тимĕр кăвак урхамахпа унăн хуçи Озеров тухса тăчĕç. «Кунашкал маттур та хитре çын тĕнчере çук та пуль. Мĕнле телейлĕ хĕрарăм савăнса пурăнать-ши унпа?»—тесе шутланăччĕ çавăн чухне уяв курма тухнă матушка.
Зоя Сергеевна текех шухăшласа пуçне çĕмĕрмерĕ. Вăл, гардероб патне пырса, алăкĕсене уçса ячĕ те унти вуншар кĕписенчен чи лайăххине суйласа илчĕ, çийĕнчи кĕпине хывса, çавна тăхăнчĕ. Унтан гардеробăн тепĕр пӳлĕмĕнчи атă-пушмаксене суйлама пуçларĕ. Чылайччен пăтраштарнă хыççăн çӳллĕ кĕлеллĕ ăшă аттине илсе ури çумне тытса виçрĕ, вара часах тăхăнса та ячĕ. Унтан трюмо умне пырса тăчĕ, хăй çине чечеклĕ кĕленчери лайăх йышши духи пĕрĕхрĕ, ачаш та çепĕç аллисемпе кăтра çӳçне майлаштарчĕ, тĕрлĕ майлă пăркаланчĕ, трюмо еннелле çурăмпа тăрса, пуçне çавăрса пăхрĕ. Чăнах та, пĕрремĕш хут куракан çын çак хĕрарăм вун виçĕ çул пуп матушки пулнă тесе калаймĕ, пĕр иккĕленмесĕрех, ку хĕр тин çеç пĕр-пĕр гимназирен вĕренсе тухнăскер пулĕ-ха тесе шутлĕ.
Зоя Сергеевна пуçне йăлтăркка кăвак бархатран çĕлетнĕ çĕлĕк, çине хăмăр пустав пальто тăхăнчĕ. Тепĕр хут трюмо умне тăрса хăйне тĕрĕслерĕ, çиелтен каллех духи сапрĕ. Вара, алăкĕсене питĕрсе, урама тухрĕ. Çĕрле пулма пуçланă. Хресченсен юрпа витĕннĕ лапчăк пӳртсен пăрланса ларнă чӳречисем шалти «чĕпкуç» çутипе ватă çыннăн шур илнĕ куçĕ пек курăнаççĕ. Ял шăпăртах. Унта-кунта кăна йытăсем вĕркелесе илни илтĕнет.
Матушка тӳрех Петр Петрович çурчĕ еннелле утрĕ. Урамра пĕр çын та, пĕр чĕрчун та курăнмарĕ. Шăпах Озеров килне çитеспе сулахайри пӳртĕн чӳрече хупписене хупакан хĕрарăма асăрхарĕ вăл. Анчах та чарăнса-туса тăмарĕ, тӳрех сылтăмри лавкка крыльци çине хăпарса, унта кĕрсе кайрĕ. Чӳрече хупписене хупаканĕ Анюк пулчĕ. Вăл хăй умĕнчен иртсе кайнă хĕрарăм пуп матушки пулнине аванах палласа илчĕ—унăн чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратма пуçларĕ.
Лавккара маччаран çакнă лампа çунать. Вăл пысăках мар пӳлĕме самаях çутатать. Стойка хушшинче, сентресем патĕнче, пуçне хура берет, çине хура пурçăн халат тăхăннă Петр Петрович ещĕксемпе айланать. Алăк сассине илтсен, тăруках унталла çаврăнчĕ, лавккара пĕрре пăхсах шывсăр-мĕнсĕр çăтса ямалли пуп матушки тăнине курах кайрĕ.
— Кама куратăп! Ман лавккана халиччен сирĕн пек пирĕшти ура ярса пусни пулманччĕ-ха. Злравствуйте, матушка, здравствуйте, — тесе, хуçа стойка хушшинчен тухса ун патне пычĕ—сăмсине духи шăрши питĕрсе лартрĕ. — Алă памастăп, матушка, шала кĕрер. Эпир мĕнле юрлă пурăннине курса кайăр.
— Тавах, Петр Петрович, ырă кăмăлăршăн. Эпĕ кĕрсе-туса чăрмантарса тăмастăп. Хăвăра çакăнта курма тӳр килнĕшĕн вара хĕпĕртерĕм.
— Каçарăр, манăн сире çак çи-пуçпах кĕтсе илме тӳр килчĕ, эсир килессе пĕлмерĕм. — Хуçа тӳрленсе тăчĕ, пысăк та çивĕч куçĕсемпе Зоя Сергеевна çине тĕллесе пăхрĕ.
— Сире, Петр Петрович, ĕç тумĕ те, патшанни пек лайăх тум та пĕр танах килĕшет, — терĕ те матушка, текех хуçа çине пăхма вăй çитереймен куçĕсене йăвашшăн урайне тĕллерĕ.
— Эсир, матушка, комплиментсем калама та ăста иккен. Пĕлменччĕ, — куланçи туса, ăшшăн тавăрчĕ Озеров.
— Ку комплимент мар, тĕрĕсси. — Матушка тӳрленсе тăчĕ, хуçа çине пăхрĕ. — Эпĕ, Петр Петрович, сире питĕ пысăк ыйтупа чăрмантарма килтĕм.
— Мĕнпе пулăшма пултарăп-ши сире? Калăр.
— Якку аттепе мĕн пулса иртнине пĕлетĕрех ĕнтĕ. Халĕ вăл вулăсри пульницăра выртать. Эпĕ ăна кайса курасшăн. Ĕçме-çимеллисем парса хăварасшăн.
— Куншăн сире, Зоя Сергеевна, мухтамалли çеç юлать. Эпĕ çапла чухлатăп: эсир пульницăна ман урхамахпа каясшăн. Тĕрĕс калатăп-и? — майра çинчен куçне сиктермесĕр ыйтрĕ хуçа.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...