Çавраҫил :: Вуннӑмӗш сыпăк
Уçăппа юлташĕсем тата Якку атте
Осип Озеров вулăсри комсомол комитетĕнчен питĕ хавасланса таврăнчĕ. Унта вĕсене Шупашкартан килнĕ пĕр çамрăк çын тĕлĕнмелле кулăшла мыскара каласа кăтартрĕ. Ĕçĕ ку Нурăс пасарĕ таврашĕнчи Тени ялĕнче пулса иртнĕ иккен. «Ыттисем ĕлкĕриччен хам та çав мыскарана хамăр ялтах, вулăсра нихăшĕнчен малтан туса кăтартатăп. Ун чухне эпĕ те таврара чапа тухăп», —çак шухăшсемпе тĕлĕрсе кайрĕ вăл çав каçхине.
Ирхине тăрсан, лайăх кăна çăвăнчĕ, апат çирĕ, унтан тумланчĕ.
— Уçăп, ирех ăçта васкан çак эсĕ? — тесе ыйтрĕ те амăшĕ, ывăлĕ кĕскен кăна, икĕ сăмахпа:
— Комсомол ĕçĕпе, — тесе çеç хăварчĕ.
Уçăп — ялти комсомол ячейкин пуçлăхĕ. Вăл ытти çамрăксене хăйне итлеттерме, хăй çăварĕнчен пăхтарма, хăйне пăхăнтарма юратать. Вулăсри пуçлăхсен те çапла йĕрке. Апла Чăваш Яшминче те никамăн та Уçăп сăмахĕнчен иртмелле мар. Малтанах вăл хăйсенчен пĕр кил урлă пурăнакан Павăл патне кĕчĕ те, васкавлă ĕç пур тесе, хыпалантарсах килĕнчен илсе тухрĕ. Унтан иккĕшĕ пĕрле урам вĕçĕнче пурăнакан Гури патне кайрĕç. Уçăп ăна та васкатсах тумлантарчĕ. Виçĕ юлташ, виçĕ комсомолец вара хăйсен урамĕнчен пăрăнса, хăрах каспа утрĕç. Çула май Уçăп Павăлпа Гурие ĕнер вулăсра илтнĕ мыскара çинчен хăйĕнчен кăштах хушкаласа каласа пачĕ.
— Халĕ пурсăмăр пĕрле Якку атте патне кайăпăр. Астăвăр, иксĕр те эпĕ каланине çирĕплетсе пырăр. Калаçса татăлтăмăр-и? —тăруках юлташĕсене чарса тăратса ыйтрĕ Уçăп.
— Сăмах та çук. Ĕç тухса пĕтсен, чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулать, —тӳрех килĕшрĕ Павăл.
— Тухсах пĕтмесен вара... — иккĕленчĕ Гури.
— Тухать. Нурăс таврашĕнче ĕç тухнă-тăк, пирĕн те тухатех. Пупăн сехрине кăна хăпартас пулать. Тата çакна калатăп: хамăр пуп патĕнче пулса, унпа мĕн калаçни çинчен хальлĕхе, виçсĕмĕр пуçне, никамăн та пĕлмелле мар, — асăрхаттарчĕ Озеров.
Ял пупĕ чиркӳпе юнашар шатрун çуртра пурăнать. Картишне пур енчен те хуралтăсем картласа тăраççĕ. Çамрăксем малтанах Якку атте патне мар, чиркӳ картишĕнчи хуралçă пӳртне кĕчĕç. Шурă çӳçлĕ, шурă сухаллă вăрăм та хытанка кĕлеткеллĕ Ехрем мучи пĕчченех пурăнать. Пĕтĕм ĕмĕрĕ çакăнта иртнĕ унăн тесен те юрать. Вăл халь кăна ирхи апат çинĕ иккен те комсомолецсем пырса кĕнĕ чухне сĕтел çине пуçтарса аппаланатчĕ.
— Турă пулăштăр сана, Ехрем мучи, — çĕлĕкĕсене хывса. сывлăх сунчĕç вĕсем ăна.
— Тавтапуç, ачамăрсем, хăвăра та турă сывлăх патăр, — тесе, хуралçă çамрăксем патне кăштăртатса пычĕ. — Темле ĕçпеччĕ ĕнтĕ?
— Якку атте кирлĕччĕ те, килтех-ши вăл? — ыйтрĕ Уçăп.
— Килтех пулĕ те, ирех тем тума кирлĕччĕ ĕнтĕ вăл сире? — çамрăксем çинелле сăнасарах пăхрĕ старик.
— Кайса кала-ха ăна, Ехрем асатте. Сана Советрисем ман пата чĕнеççĕ те.
— Мĕншĕн тата ăна Совета мар, кунта чĕнетĕр? — тĕлĕнчĕ Ехрем мучи.
— Пачăшкăна Совета чĕнме юрамасть. Унпа çакăнта, таса чиркӳ таврашĕнче, çеç калаçмалла, — юптарчĕ Озеров.
— Юрĕ эппин. Кайса калам, — тесе, хуралçă тумланма тытăнчĕ. Кĕрĕкне тăхăнма Уçăп пулăшрĕ, çĕлĕкне те вăлах илсе пачĕ.
Тепĕр вунă минутран Якку атте хăй кăна килчĕ. Вăрăм çӳçĕ çинчен хăлхасăр çĕлĕк тăхăннă, çăрарах хура сухалĕ, шĕвĕрĕлсе, кăкăрĕ çинелле усăнса анать. Сăнран пăхсан, вăл миçе çултине калама йывăр. Курпунĕ-качки çук, çурăмĕ хăма пек тӳрĕ.
Çамрăксем вăл килсе кĕнĕ-кĕменех ура çине тăчĕç, çĕлĕкĕсене хывса пуç тайрĕç.
— Турăран сăвап пултăр. Темме кирлĕ пултăм ĕнтĕ сире? — асăрханарах ыйтрĕ пуп. Вăл тӳрех тĕпеле иртрĕ, сĕтел патĕнчи сак çине пырса ларчĕ.
— Питĕ вашнăй ĕçпе-ха, Якку атте, — хăюллăн пуçларĕ Уçăп. —Тата... Ку хăвăршăнах, хăвăрăн пурнăç шăпишĕнех шутсăр кирлĕ.
— Ман пурнăç шăпине çӳлти турă кăна пĕлет, — тавăрчĕ пуп, маччаналла пăхса.
— Çук çав, Якку атте, сирĕн пурнăç шăпи йăлтах хăвăрăн аллăрта, — терĕ Уçăп, теме систернĕн. Унтан хăйĕн витĕр тирĕнсе пăхакан .куçĕсене пуп çине куçарчĕ. —Эсĕр пĕлетĕрех-ха, Якку атте, çĕршывра халь нумай чиркӳсене хупаççĕ. Çапла-и?
— Пĕрремĕш хут илтетĕп, — тавăрчĕ тĕлĕнсе кайнă пуп.
— Мĕнле пĕлместĕр? Шупашкарпа Нурăс пасарĕ таврашĕнче те темиçе чиркĕве хупнă...
Пачăшкă самантлăха ним калама аптăраса тăчĕ, унтан тин ыйтрĕ:
— Чиркӳсене Советсенчен уйăрнă-çке. Апла мĕнле-ха вĕсем чиркӳсене хупма пултараççĕ?
— Халĕ Советсем мар, ăслăрах пупсем хăйсем халăхран чиркĕве хупма ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем малашне хăйсене мĕн кĕтнине пĕлеççĕ. Е тĕрме, е ĕмĕрлĕхех Çĕпĕр, е ирĕклĕ пурнăç. Виççĕшĕнчен пĕри кăна. Ара, камăн-ха пĕле тăркачах таçти Çĕпĕрти рудникре вилес килĕ? Çапла мар-и, Якку атте?
Пуп сăнĕпе кăвакарса кайрĕ, куç харшисем вĕттĕн сиккелеме пуçларĕç.
— Апла, Ехрем ывăлĕ Уçăп, мĕнле пулать-ха капла?
— Çаплах çав, Якку атте. Нурăс çывăхĕнчи Тени ял пачăшкиех ав, ăслă тунă. Кун пирки ĕнер пире вулăс комитетĕнче Шупашкартан килнĕ уполномоченнăй хăй каласа пачĕ.
— Мĕн каларĕ-ха вăл? — шиклĕн ыйтрĕ Якку атте.
— Вăл-и? Пĕр вырсарникун çав пуп, чиркĕве халăх пухăнсан, алтарь умне çӳçсĕр-сухалсăр тухнă, тет те, çапла каланă...
— Тур çырлахтăрах! Мĕн каланă-ши вăл? — Уçăпа пӳлсех сехĕрленсе ыйтрĕ пачăшкă.
— «Халăх, каçар мана. Эпĕ ку таранччен сире суйса-улталаса пурăнтăм. Халĕ, Совет влаçĕ вăхăтĕнче, капла пултараймастăп», —тенĕ те — хĕресĕпе рясине хывса чиркӳ урайне пăрахнă. «Паянтан сире чиркĕве хупма, тăрринчи хĕресне илсе антарса, кунта клуб уçма сĕнетĕп. Çав клуба пуçтарăнса, хаçат-журнал вулăр, ташлăр-юрлăр, савăнăр», —тенĕ.
— Чăнахах калатăн-и, Ехрем ывăлĕ Уçăп? Турăран та хăраман-и? — сиксе тăчĕ Якку атте.
— Мана ĕненмесен, юлташсем калĕç, — çамрăксем çине куçне хĕссе пăхрĕ Озеров.
— Ара çав, Уçăп чăннине калать, — çирĕплетрĕ Павăл.
— Çав пупа, пĕлетĕн-и, Якку атте, çав ырă ĕçшĕн мĕн тунă тет? Урăх яла шкул ачисене вĕрентме учителе янă. Халь уншăн тĕрме те, Çĕпĕр те хăрушă мар, чип-чиперех пурăнать, — хушса хучĕ Уçăп.
— Мана та эсĕр Тени пупĕ пек тутарасшăн-и? Атту тĕрмене хуптарасшăн-и? — хăраса ӳкрĕ пуп.
— Якку атте, ыран аслă çăварни. Чиркӳре халăх йышлă пулать. Каçхине çӳçĕре те, сухалăра та кастарăр, ыран, кĕлĕ пуçланас вăхăт çитсен, халăх умне тухăр та эсĕр те йăлтах çак Тени пупĕ пек тăвăр. Вара Наркомпрос урлă кирек хăш шкула та кайма пултаратăр. Çĕнĕ вырăнта эсĕр пупра ĕçлени çинчен никам та пĕлмĕ. Документсем те шанчăклă пулĕç. Ăнланмалла-и, Якку атте? — хăй шухăшне хистевлĕн вĕçлерĕ Уçăп.
Пуп тăруках нимĕн те татса калаймарĕ, сылтăм аллине кăкăрĕ çине хурса, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳрерĕ.
— Ыран чиркӳре эпир те, пур комсомолец та пулатпăр. Унта эсир мĕн каласса кĕтетпĕр. — Комсомол секретарĕн ку сăмахĕсем Якку аттене чутах ураран ӳкермерĕç. Пуп пач аптăраса ӳкрĕ. «Тени пупĕ пек тумасан, вĕсем мана чиркӳренех сăнчăрласа илсе кайĕç-ши? Вара арăм мĕнле пурăнĕ?..»
— Шухăшласа пăхăп, ачасем. Халĕ кайма юрать-и ман? — терĕ те комсомолецсем çине ыйтуллăн пăхса илчĕ.
— Юрать, Якку атте. Тĕплĕрех шухăшлăр. Кайран ӳкĕнмелле ан пултăрччĕ, — асăрхаттарнă пек каларĕ Уçăп.
Якку атте кайрĕ.
— Пуçламăшĕ пур, туссем. Ыран куратпăр-ха чиркӳре мĕнле мыскара пулса иртнине! Халĕ ял Советне кайса, кĕçĕр комсомолецсен пухăвĕ пуласси çинчен пĕлтерӳсем çырар, — терĕ Уçăп, юлташĕсем çине хĕп-хĕпĕрчĕк куçпа пăхса. — Анчах астăвăр, хамăр кунта пачăшкăпа тĕл пулса калаçни çинчен, виçсĕмĕрсĕр пуçне, никам та, пĕр чун та ан пĕлтĕр.
Вĕсем ял Совечĕ еннелле утрĕç.
Пĕлтерӳсем
Паян — çуркунне пуçламăшĕ, мартăн пĕрремĕш кунĕ. Тӳпене самай çӳле хăпарма ĕлкĕрнĕ сарă хĕвел пĕтĕм тавралăха уçă кăмăллă хĕр пек кулса пăхать.
Чăваш Яшмин кашни урамĕ кĕтесне хаçатсем çине хĕрлĕпе çырнă пĕлтерӳсем çыпăçтарса тухнă. Унта кун йĕркине те кăтартнă.
1. Мартăн 8-мĕшне кĕтсе илесси.
2. Ял чиркӳне хупса унта халăх клубĕ уçасси.
3. Тĕрлĕрен.
Пĕлтерӳсем умĕнче кашни иртен-çӳренех чарăна-чарăна тăрать. Вĕсене пĕрремĕшпе виççĕмĕш ыйтусем мар, варринчи, иккĕмĕш, ыйтăвĕ хытă кăсăклантарать. Чылайăшне вара ку ыйту чĕререн пăшăрхантарать. Акă, çине кивĕ кĕрĕк, пуçне мулкач тирĕнчен çĕлетнĕ хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă, çăра сухалĕ самаях кăвакарма пуçланă çын, урисене аран ылмаштарса, пĕлтерӳ умне çитсе чарăнчĕ, ун-кун пăхкаласа илчĕ, кĕрĕк кĕсйинчен хыпалансах кăмрăк татăкĕ туртса кăларчĕ, иккĕмĕш ыйтăва хура йĕрсемпе турта-турта тухрĕ, тайкаланса малалла утрĕ. Иккĕмĕш пĕлтерӳпе те çаплах турĕ вăл. Виççĕмĕшне хуратса тăнă чух ăна икĕ йĕкĕт кап! ярса тытрĕ. Ку чиркӳ тиечукĕпе кӳршĕллĕ пурăнакан чухăн хресчен Мĕкĕте пулчĕ.
Ăна ял Советне çавăтса кайрĕç.
Михаил Степанович уроксем хыççăн килне апат çиме кăна каять. Вăл ялан тенĕ пекех ял Советĕнче. Кунта партячейка секретарьне уйрăм пӳлĕм панă.
Пĕр йĕкĕчĕ, алăка шаккаса, Степанов патне кĕчĕ, сывлăх сунчĕ.
— Михаил Степанович, эпир сирĕн пата пĕр çынна тытса килтĕмĕр, — терĕ вăл. — Кунта илсе кĕме юрать-и?
— Мĕнле çынна? — тĕлĕнчĕ секретарь. — Халех кунта ăна!
Йĕкĕтсем Мĕкĕтене пӳлĕме çавăтса кĕчĕç.
— Акă вăл. Ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ те, пĕлтерӳсем çинчи иккĕмĕш ыйтăва кăмрăкпа хуратса çӳрет, — пĕлтерчĕ малтан кĕнĕ йĕкĕт.
— Лар-ха, Мĕкĕте тете, — хушрĕ Степанов. Старик ларчĕ, пуçне усрĕ.
— Кам хушрĕ-ха сана пĕлтерӳсене хуратса çӳреме? Çакăншăн пилĕк çул таран тĕрмене хупса лартаççĕ. Пĕлмен-и эсĕ ăна, Мĕкĕте тете? — Степанов ватă çын умне пырса тăчĕ.
Мĕкĕте кутăнлашса, турткалашса, ухмаха персе, суйса-туса тăмарĕ, ĕç мĕнле пулнине пĕр пытармасăр каласа пачĕ.
— Ара, Михаил Степанчă, килте çăпата хуçса лараттăм. Кӳршĕри тиечук ывăлĕ каçрĕ те: «Мĕкĕте мучи, сана атте чĕнет», —терĕ. Каçрăм вара. Стакан хыççăн стакан пама пуçларĕ. «Мĕнле уяв паян, Хĕветĕр, мĕн ятпа ĕçтеретĕн?»—тетĕп çакна. «Пĕр ĕç тумалла. Йывăр та мар. Урам кĕтесĕсене хĕрлĕпе çырнă хутсем çапса тухнă. Эсĕ çырăва кăштах чухлатăн. Çавăнти иккĕмĕш ыйтуне, чиркӳ çинчен каланине, кăмрăкпа хуратса тух. Эсĕ турă çынни. Куншăн сана сăвап пулать, тет. Четвĕртне тинех пуçларăмăр, ĕçне туса килсен, юлашкине иксĕмĕр пĕрле ĕçĕпĕр, тет. — Мĕкĕте пуçне хăйпе юнашар тăракан çамрăксем енне пăрчĕ.'—Юрать-ха çак ачасем тытрĕç мана. Унсăрăн, ухмах пуçпа, тата малалла каяттăм пуль. Тавах сире, ачасем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...