Çавраҫил :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
— Тепĕр чухне юн юхтарса çапăçса каяççĕ, —хушса хучĕ Степанов.
— Вăл та пулмасть мар, — килĕшрĕ Сахар. — Анчах эпĕ айăплă-и вара куншăн? Большевиксем, комсомолецсем тетпĕр те, вĕсен ăс парса пымалла мар-и çав çынсене? Ас тăватăп-ха, икĕ кун каялла эсир, икĕ большевик, шăп çапла çапăçнă вăхăтра пырса тухрăр та, çынсемпе хăвăр калаçни мĕнле лайăх пулчĕ! Сирĕн хыççăн тутарсемпе чăвашсем çывăх тăвансем пек шăкăл-шăкăл калаçса уйрăлчĕç.
— Калаçасса лайăх калаçатăр-ха эсир. Çапах та хупахна хупмах тивет, — пат персе ячĕ Казаков.
— Хупма? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Сахар. —Мĕнле-ха вара? Ленин, тĕнчери пролетарисен çулпуçĕ, суту-илӳ ирĕклĕ пулмалла тесе вĕрннтет те, эсир, Чăваш Яшми çулпуçĕсем, унпа килĕшместĕр-и? Нэп саккунне Ленин алă пусса çирĕплетнĕ.
— Хирĕç мар, шăпах Ленин вĕрентнĕ пек ĕçлес тетпĕр.
— Çук пулĕ, юлташсем. Чăнах та, эсерсен ирĕклĕ суту-илӳ лозунгне Ленин пĕр вăхăтра çав тери хирĕç пулчĕ, «шăмăсемпе выртатпăр, анчах çав суя çул çине нихçан та тăмастпăр, пĕр утăм та чакмастпăр» терĕ. Каярахпа эсерсемех тĕрĕс иккенне ăнланса илчĕ. Тĕрĕс турĕ Ленин. Вăл пурне те пĕлет. Унсăрăн ĕç çынни выçă та, çарамас та тăрса юлнă пулĕччĕ.
Казаковпа Степанов, пĕр-пĕрин çине пăхса, кулса илчĕç.
— Апла, Захар Петрович, Ленин малтан йăгăш тунă та, халĕ эсерсен урапи çине ларнă пулать-и? —куларах ыйтрĕ Казаков.
— Эпĕ апла каламарăм, Казаков юлташ. Ленин хăйĕн апат-çимĕç налогĕ çинчен çырнă статйинче нэп халăха мĕн тери кирлине тĕп-тĕрĕс çутатса парать. «Ылтăн пĕлтерĕшĕ çинчен»... статйинче те çавнах каланă.
— Захар Петрович, калăр-ха, халăха чи кирлĕ таварсене — тăвара, шăрпăка, краççына, тикĕте, супăне тата ыттисене те мĕн хакпа сутатăр эсир? — сасартăк ыйтрĕ Казаков.
— Хăçан мĕнле, — тавăрчĕ лавккаç.
— Мĕнле — «хăçан мĕнле»? Çирĕплетнĕ пĕр хак çук-им? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ председатель.
— Ун пек хак хальлĕхе ниçта та çук. Пулма та пултараймасть.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен эпĕ Пăвара та, Хусанта та таварсене тĕрлĕ хакпа илетĕп. Пĕр япалах пĕр çĕрте пĕр пус, тепĕр çĕрте çĕр пус. Кам мĕнле тупма пĕлет — çапла. Пур çĕрте те жуликсем те спекулянтсем. Пĕрин çинче тепри лараççĕ. Гоголь кĕнекинчи пекех, — ăнлантарчĕ лавккаç. — Пĕри теприн çине ларса хăвалать.
Казаковпа Степанов хулпуççийĕсене сиктерсе илчĕç. Сахар тĕрĕс калани тĕлĕнтерчĕ вĕсене.
— Ленин фабрикăсемпе заводсене ĕлĕкхи хуçисене тавăрса пачĕ. Вĕсем çине çирĕп задани хумалла турĕ. Халăха çавăн чухлĕ тавар туса памалла та, патшалăха çавăн чухлĕ укçа памалла. Лешсем вара, таварĕшĕн мар, укçине тӳлесе татма кăна тăрăшаççĕ. Çавăнпа тавар хакĕ те чӳхенсе тăрать.
— Сирĕн хавăрăн ку енпе мĕнле? — кĕтмен ыйту пачĕ Степанов.
Сахар тăруках каламарĕ, кăштах шухăшласа ларчĕ.
— Çынсене шеллетĕп. Çавă çеç. Пĕр курупка шăрпăкшăн е пĕр кĕренке тăваршăн кашни-пĕри Хусана каймасть-çке-ха. Ун пек тусан, çав япаласем уншăн ылтăнран та хаклăрах ларнă пулĕччĕç. Çавăнпа вĕсене хĕрхенсе илсе килсе паратăп.
— Çапах та, таварсене лере туяннинчен миçе процент ӳстерсе сутатăр?
— Хура çăкăр çимелĕх, — лăпкăн тавăрчĕ лавккаç.
— Апла-ха эппин.
— Çапла çав.
— Эппин, Захар Петрович, сирĕн шутăрпа, суту-илӳ йĕркисене ĕлĕкхинчен улăштарма кирлĕ те мар. Çапла-и?
— Эпĕ апла каламарăм-çке. Çӳлти йĕркесем улшăнчĕç пулсан, аялтисен те улшăнмалла, паллах. Ку вăл пурнăç саккунĕ. Калăр-ха, малашне мĕн тăвасшăн эсир манпа? — сĕтел çывăхнерех куçса ларчĕ Сахар.
— Малашне-и? Парти мĕнле калать, çапла пулать. Хальлĕхе ял Совет çумĕнче ятарласа комисси тăватпăр. Çав комисси членĕсенчен пĕри ялан тенĕ пекех сан лавккунта пулать. Пăваран е Хусантан таварсене мĕн хакпа туянса килнине çирĕплетекен хутсене çав юлташсене кăтартмалла пулать. Кунта мĕн хакпа сутнине вырăнта тĕрĕслесе тăраççĕ. Хупаха хăвăр хупас теместĕр пулсан, власть ячĕпе хупатпăр. Ăнланмалла-и? — вĕçлерĕ Казаков.
— Мĕншĕн ăнланмалла мар? Лавккине те, хупахне те тахçанах хупасшăнччĕ те, халăха хĕрхенетĕп мар-и. Ачасене асаплантаратăп акă. Тарçă-тĕрçĕ тытмастăп эпĕ. Хам халăхран тухнă çын.
— Халăхран тухнă пулсан, мĕншĕн ăна улталатăр?
— Мĕнле — улталатăп?
— Темле те. Сăмахран, таварсене виçĕ-тăватă хут хаклăраха сутатăр. Ашшĕ-амăшĕсенчен вăрттăн тырă е çăмарта илсе пыракан ачасене конфетпа улталатăр.
— Куна, Казаков юлташ, тĕслĕх илсе çирĕплетсе парас пулать.
— Тĕслĕхĕ— икĕ ял халăхĕ. Тата, Хветутпа мĕнле калаçса татăлнă эсир?
— Мĕн пирки-ши?
— Акма вăрлăх, сухалама лаша парас пирки.
— Инкек курнă çынна пулăшас пулать. Чĕрĕллех масар çине кайса пăрахмалла мар-çке вĕсене.
— Çавă çеç-и?
— Çавă çеç. Кайма юрать-и?
— Çук-ха, ларăр тепĕртак, Захар Петрович. Халĕ чи кирли çинчен калаçăпăр, — терĕ Матвей Александрович.
— Мĕн-ши тата? —хăй вырăнне ларса ыйтрĕ Сахар.
— Налог пирки. Калăр-ха, Захар Петрович, кăçал эсĕр патшалăха миçе тенкĕ укçа, миçе пăт тырă, мĕн чул какай, çăм, çăмарта тата пыл пама пултаратăр? — ыйтрĕ Казаков.
Сахар куç айĕн пăхса илчĕ те:
— Эпĕ хам мĕн пама пултарнине йăлтах паратăп. Мана нимĕн те ытлашши кирлĕ мар, — терĕ.
— Çапах та? — çине тăчĕ Михаил Степанович.
— Татăклă сăмахне манăн мар, сирĕн, Советсен, каламалла.
— Эпир кунта шутласа пăхрăмăр та çапла калаçса татăлтăмăр, —васкамасăр каларĕ председатель.
— Мĕнле?
— Сахал пулсан, хушма та пултаратпăр. Сирĕн пĕр капанра кăна пин пăт ытла тырă выртать, — Сахар çине чăрр! тинкерсе пăхрĕ Михаля.
Сахар тек чăтса лараймарĕ. Тăчĕ. Утса çаврăнчĕ те:
— Эпĕ тинех çамрăк çын мар. Манпа шӳтлемесĕр калаçăр, — терĕ вăл.
— Советра шӳтлесе калаçмаççĕ. Калăр-ха, укçа мĕн чухлĕ пама пултаратăр? —татăклăн ыйтрĕ председатель.
— Укçа-и? Перекет кассинче пĕр пус та çук. Алăри — оборот валли çеç. Ăна сире парсан, лавккана хупмалли кăна юлать. Халĕ Пăвара та, Хусанта та тавара кĕтмелле памаççĕ, — ăнлантарчĕ лавккаç.
— Захар Петрович, эсир пире темле те ăнлантарма тăрăшатăр. Куна пĕлетпĕр эпир. Анчах ĕненместпĕр эпир сире. Укçа мĕн чухлĕ тӳлеттерес пирки тепĕр хут канашласа пăхăпăр. Çак кунсенчех ăна та татăклă пĕлтерĕпĕр, — вĕçлерĕ Казаков, унтан çапла хушса хучĕ:— Каçарăр эппин, Захар Петрович, пирĕн халĕ Михаил Степановичпа иксĕмĕрĕн вулăса каймалла-ха.
— Çапла пуль, çапла пуль. Чипер юлăр-ха эппин, — тесе, Захар Петрович пӳлĕмрен тухрĕ.
— Чипер кайăр.
Сахар кайрĕ. Казаковпа Степанов кĕçех сĕтел хушшинчен тухрĕç, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Хытă хупăллă мăйăр. Тăруках катса тĕшĕлеме çук.
— Аптăрамăпăр-ха. Шăлпа катаймасан, мăлатукпа ватăпăр. Тĕшшине пурпĕрех кăларатпăр.
Йĕтем юпи
Ял Советĕнчен тухсан, Сахар ниçта та чарăнса тăмарĕ, тарăн шухăша путса, Паласкас урамĕпе килнелле утрĕ. Хальхинче вăл хирĕç пулакансем çине те пăхмарĕ, пуç тайса сывлăх сунакансене те асăрхамарĕ. Крыльцана васкамасăр хăпарчĕ, хирĕç чупса тухнă ачисене те курмăш пулчĕ. Малти пӳртне кĕмерĕ, вăрăм коридорпа çаврăнса, кайрине кĕчĕ, шкапран кĕленче илсе пĕр черкке эрех тултарса ĕçрĕ. Çак вăхăтра пӳрте Тарье килсе кĕчĕ. Упăшки аллинчи черккене курсан, ку ырра маррине туйса, çавăнтах юпа пек хытса тăчĕ. Арăмне асăрхасан, Сахар кĕленчипе черккине хăвăрт шкапа лартрĕ те, сăмах та чĕнмесĕр, малтан картишне, унтан пахчине тухрĕ, мунчи еннелле утса кайрĕ.
Тарье мĕнле тăнă, çаплах тăрса юлчĕ. Упăшки йăлисене лайăх пĕлет вăл: хăçан эрех ĕçнине те, çынпа калаçса чунне пусарманнине те, кирек хăш ыйтăва та никампа канашламасăр хăй пĕччен татса панине те тата нихçан та йăнăшманнине те...
Сахар мунча тавра утса çаврăнчĕ, унтан, аллисене çурăм хыçне тытса, пуçне кăкăрĕ çине усрĕ, шухăша путса, йăмралăх хĕррипе утса кайрĕ. Кунта ăна никам та курмасть, никам та илтмест, чăрмантаракан та çук. Иртнисене аса илме те, малашнехи çинчен шухăшлама та ирĕк.
...Çапла, çамрăкчĕ, хитреччĕ, вăйлăччĕ вăл ун чух. Офицерсем хушнине вăхăтра та тĕплĕ тăватчĕ, рапортсене кĕрнеклĕн яшт! тăрса, аллине карттус сăмси патне тытса, уçă та янăравлă сасăпа, куçран витĕр пăхса паратчĕ. Çавăншăнах ăна полковник килĕштерсе пăрахрĕ, хăй патне денщика илчĕ. Пайтах тăрăшрĕ уншăн Сахар. Атă тасатрĕ, тӳмесем çутатрĕ, ĕçмелли-çимелли çĕклерĕ, урай çурĕ... Патша çарĕнчен вăл пурнăçра çын пек пурăнас тесен, денщик мар, полковник пулмаллине ăнланса таврăнчĕ. Ун пек пулас тесен, малтан малалла туртăнмалла, тулăх пурнăçпа ху тĕллĕн пурăнмалла. Вара хăйĕн пĕтĕм малашнехи пурнăçне Сахар çав тĕллеве пăхăнса йĕркелерĕ. Ашшĕн, чухăн Петĕрĕн, çемйи пысăкчĕ: пилĕк ывăл та . икĕ хĕр. Пурнăçĕ унăн ялан çити-çитми кăна пулнă, Сахар, яла таврăнсанах, ашшĕ-амăшне пулăшас пирки те, авланасси çинчен те шухăшламарĕ, ял пуянĕнчен пилĕк çĕр тенкĕ кивçен илсе, хăйĕн мĕн пуррине хушса, ашшĕн урамалла тухса тăракан лаçне юсаттарчĕ, чӳрече кастарчĕ, унта пысăк мар лавкка уçрĕ. Çапла вăл пĕр çулталăк аппаланчĕ, пус çумне пус хутшăнса пычĕ. Вара тин çирĕм саккăрти йĕкĕт авланма шутларĕ. Ялта ăна кăмăла килĕшекен хĕр тупăнмарĕ. Пăвана тавар илме кайсан, пасарта пăхкаласа çӳрерĕ. Пĕррехинче икĕ чиперккене тĕл пулчĕ. Пĕри — юмахри пике пекех туйăнчĕ ăна — чăнласах пĕр пичĕ хĕвел, тепри уйăх тейĕн. Пысăк сенкер куç, ыраш кĕлти пек сарă çӳç, çинçе пилĕк, тĕп-тӳрĕ те тăн-тăн урасем. Сахар вара ăна куçран вĕçертмерĕ, çав кунах ун çинчен тĕплĕрех ыйтса пĕлчĕ. Вăл тутар çĕршывĕнчи чăваш пуянĕн хĕрĕ пулчĕ иккен. Тепĕр эрнинче, чи лайăх çи-пуç тăхăнса, Сахар тӳрех çав çын патне кайрĕ, евчĕ таврашĕ шырамарĕ. Ăна хуçа патне тăруках кĕртмерĕç-ха. Кам тата мĕнле ыйтупа килнĕ тесе тĕпчесшĕн пулчĕç. Анчах Сахар вĕсемпе калаçса та тăмарĕ, тепĕр минутранах кил хуçи пӳлĕмне кĕрсе те тăчĕ, çивĕч хура куçĕсене хуçа çинчен сиктермесĕр, хăй мĕншĕн килнине хăюллăн та уççăн пĕлтерчĕ.
— Патша çарĕнче полк командирĕн юлташĕ пулнă, халĕ ялта лавкка тытатăп, — терĕ вăл.
Ана вăхăтлăха пӳлĕмрен тухма хушрĕç. Çак хушăра хуçа хăйĕн арăмĕпе хĕрне чĕнсе илнĕ, лешсем вăл мĕнле çын иккенне лайăх пĕличчен тăхтама, ӳкĕтлеме пикеннĕ. «Ман пата кĕрсе хăй чĕлхипе калаçма хăйрĕ пулсан, вăл пĕр-пĕр лăпăр-лапăр мар, чăн-чăн çын. Вăл сана килĕштернĕ, Тарье, эсĕ ун арăмĕ пулатăн», —тенĕ иккен ун чух ашшĕ. Кăна Сахар чылай кайран, арăмĕ каласа кăтартсан пĕлчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...