Çавраҫил :: Тӑваттӑмӗш сыпӑк
Кӳрентерчĕç
Ĕнерхи тĕркĕшӳсем хыççăн кунĕ паян шăпăртах иртрĕ. Тӳперен хĕвел пăхрĕ, тӳлек çил вĕрсе тăчĕ. Акă каç та пулчĕ. Çурхи илемлĕ каç. Хăрушла шыв-шурсем, мăкăрич ĕçкисем, каçма мыскарисем шавласа иртнĕ хыççăн вăл халĕ уйрăмах лăпкă пек туйăнать.
Çакăн пек каçсенче Чăваш Яшми çамрăкĕсем килте хупăнса лармаççĕ. Кашни урамри хĕрсем ушкăнăн-ушкăнăн хăйсем хăнăхнă вырăнсене — ĕлĕкрех аппăшĕсемпе мăн аппăшĕсем пуçтарăннă çуртсем умнех — пухăнаççĕ. Кунта вĕсен вăрăм саксем пур. Сакĕсене çуса-тирпейлесех тăраççĕ. Çитĕннĕ хĕрсем лараççĕ, çамрăккисем, çывăрма кайиччен, ура çинчех тăраççĕ, аслисем юрланине, вăйă каланине итлеççĕ, хăйсем те майĕпен-майĕпенех вĕсем пек пулма хăнăхса пыраççĕ. йĕкĕтсем кайрантарах пыраççĕ, хĕрсене хуткупăс е балалайка каласа пĕрер ташлаттараççĕ те урăх урамсене каяççĕ. Çапла вĕсем çур çĕр иртиччен ялти мĕнпур урамсене çитме ĕлкĕреççĕ, хăшĕ-пĕрисем хăйсен чун варлийĕсем çумĕнче ларса юлаççĕ, иккĕмĕш-виççĕмĕш автанчченех килĕсене саланмаççĕ.
Сергей çитĕнсе урама туха пуçласан, Паласкас йĕкĕчĕсем, хĕрсем патне кайиччен, лавкка умĕнче пуçтарăнакан пулчĕç. Кунта вĕсем вăхăта ахаль ирттермеççĕ. Сергей, лум хулăнăш тимĕре икĕ йăмрапа пĕрлештерсе турник тунă та, йĕкĕтсем кунта хăйсен вăйне, пултарулăхне кăтартма тăрăшаççĕ. Çтаппан пуринчен те ăстарах иккен. Вăл турник çинче алă вĕççĕн тăват-пилĕк хутчен çаврăнса илме пултарать. Турник çывăхĕнчех пĕр пăт, икĕ пăт таякан пукансем выртаççĕ. Чылайăшĕ вĕсемпе вăй виçеççĕ— кам миçе хутчен çĕклеме пултарать? Кĕлет умĕнчи чикмеке те манмаççĕ. Кунта çамрăксем икĕ алла харăс ывăтса, кам пĕр канмасăр миçе картлашка хăпарма пултарнине тĕрĕслеççĕ.
Çак хăйне манерлĕ спорт площадкине Турикаспа Шуртикас йĕкĕчĕсем те килеççĕ. Сергей ĕçрен пушансан вара пурте пĕрле хĕрсем пухăннă вырăналла хускалса каяççĕ. Сахар пӳрчĕ патĕнче юрлама, такмак таврашĕ калама хăяймаççĕ вĕсем, виç-тăватă çуртран иртсен тин юрласа яраççĕ.
Яланхи йăлапа, кĕçĕр каç та вĕсем лавкка патне пуçтарăнчĕç. Сергей тухасса кĕтсе, хăшĕ турник, хăшĕ чикмек патĕнче, хăшĕ пукансем йăтса хăйсен вăйĕсене виçрĕç.
— Сергей, кĕçĕр пире Совета пыма каланăччĕ, — пĕлтерчĕ Çтаппан комсомолец, йĕкĕт килĕнчен тумланса тухсан. — Комсомолра тăманнисене те пыма сĕнчĕç.
— Кама-кама? — ыйтрĕ çамрăк лавккаç. — Камсем каларĕç?
— Чăвашсемпе тутарсем кĕрешнĕ чух кунта Казаковпа Михаля тете килсе кайрĕç. Çавсем.
— Вĕсем аттене те чĕннĕ. Ыран пыма хушнă, — пĕлтерчĕ Сергей. —Çав çапăçу пиркиех пулĕ-ха. Атьăр, пурте пĕрле каяр эппин.
Кайрĕç. Çитрĕç. Ыттисемпе пĕрле Мăçтукпа Хрестук та пычĕç. Сĕтел хушшинче Казаковпа Степанов, Карачăм, Долотов тата майралла тумланнă хĕр лараççĕ. Майралла тумланни хура çӳçне хыçалалла тураса вырттарнă та, сапаланса каясран авăнчăк пуçтури лартнă. Сăмси шĕвĕр. Хуп-хура пысăк куçĕсемпе çамрăксем çине кăмăллăн пăхкаласа илет. Вĕсем Паласкас çамрăкĕсенчен маларах пынисемпе калаçаççĕ. Çĕнĕрен килнисене сывлăх сунчĕç, ларма сĕнчĕç. Кĕçех темиçе çамрăк çитсе кĕчĕ. Вĕсем хушшинче хĕрсем те пур.
Казаков тăчĕ, çӳçне тураса якатнă май пӳлĕмри çамрăксем çине тинкерсе пăхрĕ.
— Юлташсем, кунта, сирĕн хушăра, эпир чĕнмен çамрăксем те пур иккен, — тесе пуçларĕ вăл Сергее асăрханă хыççăн.
Çавăнтах кăтра Уçăп сиксе тăчĕ. Вăл вăтам пӳллĕ, кăвак куçлă, çырă çӳçне самаях вăрăм ӳстернĕ, тăп-тăп йĕкĕт.
— Сахар ачине, Сергей лавккаçа, эпир пухăва чĕнмен. Çавăнпа та ăна тухма ыйтатпăр. Улĕмрен те ăна комсомолецсемпе çамрăксен пухăвĕсене çӳреме чаратпăр, — çивĕч çĕçĕпе каснă пек касса хучĕ вăл.
Уçăп — Сергей ашшĕпе пĕртăван Хĕлипĕн ывăлĕ. Вĕсем тач тăвансем пулин те, туслă пурăнмаççĕ, ашшĕсем те хутшăнмаççĕ. Мункун эрнинче çеç, çынсенчен аван мар тесе, ĕрете пĕрле çӳреççĕ. Унта та пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Ыттисем шăкăлтатса калаçаççĕ, Хĕлип вара, каяш чĕпĕ пек, уйрăм ларать. Сахар ун çывăхĕнче чарăнса та тăмасть, ячĕшĕн курка тытса парать те: эсир ĕçĕр, çийĕр, савăнăр, манăн ĕçсем пур-ха тесе, сĕтел хушшине лармасăрах тухса каять.
Уçăп çапла каласан, пурте Сергей еннелле çаврăнса пăхрĕç. Йĕкĕт пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ, анчах аптăраса ӳкмерĕ:
— Эпĕ лавккаç мар-çке, унăн тарçи теме юрĕ-и, тен.
— Пĕлетпĕр эсĕ мĕнле тарçине. Комсомола кĕресшĕн мар-и тата? — йĕкĕлтерĕ Уçăп.
— Мĕн вăл комсомол? — ыйтрĕ Сергей.
— Комсомол-и? Çакнашкал кулак чĕпписемпе кĕрешекен вĕри чĕреллĕ, таса чунлă çамрăк, — тавăрчĕ Уçăп.
— Тен, манăн чĕре санăннинчен те вĕрирех, санăннинчен те тасарах пулĕ. Аçтан пĕлен эс ăна? — хирĕç хуравларĕ Сергей.
— Пĕлетĕп. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест.
— Тепĕр чухне аяккалла та кусса каять. Сăмахран, йывăçĕ çыран хĕрринче ларать пулсан.
— Сахарăн ун пек йывăç çук. Пурте айлăмра лараççĕ.
— Вăл саншăн Сахар мар, Сахар тетӳ пулать. Тете тесе калас темесен, Захар Петрович. Сан аçупа ман атте пĕр варта выртнă. Эппин, эсĕ ху та çав йывăçранах. Намăсу ăçта-ши санăн? — çаптарчĕ Сергей.
Казаков, кăкăр кĕсйинчен кăранташ кăларса, сĕтеле шаккаса илчĕ:
— Çитрĕ. Эпир кунта эсир ятлаçнине итлеме пухăнман. Пирĕн паян пысăк ĕçсем тумалла. — Матвей Александрович çумĕнче ларакан юлташĕпе тем пăшăлтатса илчĕ те çапла пĕлтерчĕ. — Паянлăха Сергее пухуран тухма ыйтатпăр. Малашне курăпăр унта.
Нимĕн те ăнланман çамрăксем унăн-кунăн пăхкаласа илчĕç. Хăмач пек хĕрелсе кайнă Хрестук ура çине сиксе тăчĕ.
— Сергее мĕншĕн кăларса ямалла вара? Юрать-и пĕлме? — ыйтрĕ вăл, йăлкăшакан сенкер куçĕсене Казаков çине тĕллесе.
— Хрестук, ăна кайран ăнлантарса парăпăр. Ларах, — хушрĕ Матвей Александрович.
— Тĕрĕс мар хăтланатăр. Уçăп юррине юрлатăр, — терĕ те Сергей пӳлĕмрен тухрĕ, урам кĕтессине çитсен, тăпах чарăнса тăчĕ. Вăл халь хăйне çĕр тĕпне анса кайнă пек, çак аслă тĕнчере пĕр-пĕччен тăрса юлнă пек туйрĕ. Çывăхрах хĕрсем юрлани те, тепĕр урамра хуткупăс нăрăлтатни те ун хăлхине кĕмерĕ. «Мĕне пĕлтерет-ха ку? Кама мĕн усал тунă эпĕ? Мĕншĕн ыттисенчен ытлашши пултăм?..»—канăçсăррăн тăвăнса шухăшларĕ йĕкĕт, анчах нихăш ыйтăвĕ çине те хурав пама пĕлмерĕ. Сасартăк ашшĕ каланă сăмахсем аса килчĕç. «Малашне, ачам, икĕ ураллă йытăсем пирĕн çине вĕрме пуçлĕç. Икĕ ураллă кашкăрсем тулама тытăнĕç. Вĕсем тăватă ураллисенчен хăрушăрах», —тенĕччĕ вăл ĕнер. Чăнах та, тăватă ураллă кашкăра Хрестукпа иккĕшĕ сенĕкпе чиксе вĕлерме пултарчĕç-ха. Кунта, акă, икĕ ураллă тăванĕ ун çине тăватă ураллă йытăран та хытă вĕрчĕ. Юлашкинчен ăна тухса кайма хушрĕç. Вăл ним тума та пултараймарĕ. Мĕне пĕлтерет ку япала? Мĕн тумалла?..
Çапла асапланса-аптăраса тăнă хушăра Сергей палланă сасса илтех кайрĕ.
— Сергей...
Ку Хрестук пулчĕ. Вăл йĕкĕт умне пырса тăчĕ.
— Ан пăшăрхан, Сергей. Вĕсем сана кăларса ячĕç пулсан, эпĕ те унта юлмарăм. Тухрăм та килтĕм акă. Пĕлетĕп, аташаççĕ вĕсем. Уçăп кураймасть сана. Çавă йĕкехӳре пек пăтратать, — йĕкĕте йăпатма пуçларĕ хĕр.
Сергей аптăраса тăчĕ. Вăл куçĕсене пĕр сиктермесĕр Хрестук çине пăхрĕ.
— Аслă хĕр эсĕ, Хрестук. Тавах. Çапах та кĕр. Итлесе лар. Кайран каласа парăн. Эпĕ сана лавкка крыльци çинче кĕтетĕп.
— Тинех каялла кĕме аван мар-çке...
Çак самантра урама паçăр сĕтел хушшинче ларнă çара пуç майра чупса тухрĕ.
— Христина! Христина Лаптева! Ăçта эсĕ? Кĕр каялла! Кĕр!
— Кĕр, Христина. Сана чĕнет. Эпĕ кĕтетĕп сана, — терĕ те Сергей айккинелле пăрăнчĕ.
Çара пуç майра Хрестук патне пычĕ.
— Паллашар. Мана Мария тесе чĕнеççĕ. Мария Федотовна, — тесе, вăл сылтăм аллине хĕр еннелле тăсрĕ. Хрестук пĕр-пĕринпе çапла паллашмалли йăлана пĕлмерĕ, аптăраса тăчĕ, майра:—Паллашар, кӳр аллуна, — тесен тин алă пачĕ.
Мария Федотовна Хрестука каялла илсе кĕчĕ.
Йыш ӳсет
Пуху малалла тăсăлчĕ.
— Михаля тете, кăштах ху çинчен каласа пар-ха. Ку таранччен ăçта пулнă эсĕ? Мĕн туса çӳренĕ? — ыйтрĕ пĕри.
Степанов ура çине тăчĕ. Кăйкăрăнни пек çивĕч куçĕсемпе çамрăксем çине тинкерсе пăхрĕ.
— Мĕнле калас-ха. Малтан эпĕ граждан вăрçинче пултăм. Унтан политучилищĕрен вĕренсе тухрăм, çарти пĕр чаçре комсомол организацине ертсе пытăм. Унтах хăварасшăнччĕ мана, анчах чун тăван яла туртрĕ. Мăй таран ĕç-çке кунта. Уçман çерем. Пирĕн акă сирĕнпе пĕрле çав çереме уçма тивет. Ялта çĕнĕ пурнăç тумалла. Ыттине кайрантарах каласа парăп. Каламаллисем ман çав тери нумай. Паян пирĕн кунта ĕçлĕ калаçу-ха. — Степанов председатель еннелле çаврăнчĕ. — Хальлĕхе çитет те пулĕ, Матвей Александрович. Ытти ыйтусене сӳтсе явăпăр, — Михаля хăй вырăнне ларчĕ.
— Эппин сире çакна пĕлтерем, юлташсем. Михаил Степанович кăçал хамăр ялта учительте ĕçлеме пуçлать. Вăл Ленинла партин членĕ, большевик, — терĕ те Казаков, юнашар ларакан хĕр çине кăтартрĕ. — Ку — Мария Федотовна, сирĕншĕн çĕнĕ çын. Вăл та пирĕн ялтах учительте ĕçлеме тытăнать.
— Чăвашла пĕлет-и? —ыйтрĕ пĕри, кĕтесре лараканни.
— Хĕр-и, арăм-и? — интересленчĕ тепри.
— Ăçтисем?
Казаков ыттисемпе пĕрле кулса илчĕ те учительница еннелле çаврăнчĕ.
— Мария Федотовна, ку ыйтусене хăвăр кăна хуравлама пултаратăр пулĕ, — терĕ. — Тархасшăн.
Мария Федотовна ура çине тăчĕ, пуç турине илсе, çӳçне хĕстеререх лартрĕ те кулам пекки турĕ.
— Чăвашах-ха эпĕ. Кӳршĕ районтан. Качча кайман, хăçан каясси е кама каясси те паллă мар-ха, — терĕ вăл кулса. Унтан тăруках çирĕп сасăпа калаçма пуçларĕ. — Çапах та, хĕрсем питĕ сахаллăн килнĕ пирĕн пухăва. Хăрах алăри пӳрнесемпе шутласа кăларма пулать. Совет влаçĕ пире те арçынсемпе тан правасем панă, хĕрсем. Пухусене çӳреме ан вăтанăр. Тухса калаçма та ан именсе тăрăр. Малашне пухăва хăвăр тантăшăрсене те илсе килĕр. Комсомола кĕрĕр. Пурте пĕрле ĕçлеме пуçлăпăр. Хăюллăрах çеç пулăр.
Учительница нумай калаçмарĕ, ларчĕ. Виç-тăватă çын алă çупанçи турĕç.
— Пирĕн паянхи пухăвăн пĕрремĕш ыйтăвĕ вăл, юлташсем, — малалла калаçма пуçларĕ Казаков. — Ялти комсомол организаци умĕнче тăракан задачăсем. Тепри— çамрăксене комсомол ретне илесси.
Комсомолецсемпе пĕрле пухăва чарусăр чĕлхе-çăварлă çамрăксем те килнĕ иккен. Вĕсем ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...