Çавраҫил :: Пӗрремӗш сыпӑк
Урамăн çӳл енче халăх савăнăçлăн ырласа кăшкăрнине Захар Петрович шăпăрт шарламасăр итлесе тарать. Вăл чĕнмест, ăшĕнче хăй тĕллĕн тем шухăшлать. Тепĕр вунă минутран Хветут çемйине малти пӳртнех илсе кĕчĕ.
Урам урлах пурăнаççĕ пулин те, Хрестук ку таранччен те Сахарсем патĕнче пулманччĕ-ха. «Мĕнлерех пурăнаççĕ-ши вĕсем? Пӳртĕнче епле-ши?»— час-часах шухăшлатчĕ вăл, анчах халиччен те кунта килме сăлтавĕ тупăнманччĕ. Хĕр пӳрт ăш-чикки тавралла пăхкаласа илчĕ, пĕр хушă çухалса кайнă пек пулчĕ. Алăкран сулахайра, ытти килсенче кутник сакки лартакан çĕрте, кравать манерлĕрех темле япала вырнаçтарнă. Унăн лармалли те, çурăмпа таянмалли те çемçе пулма кирлĕ. Ана юр пек шурă çитĕ тăхăнтарнă. Юнашарах йăлтăртатса тăракан çӳллĕ тимĕр кравать. Вăл питĕ çемçе пулмалла. Çиелтен эрешлĕ сенкер кăвак çитĕ витнĕ, ун çине чăлт-шурă питлĕ минтерсем купаласа хунă. Чутах маччана перĕнмеççĕ вĕсем. Вырăн хыçне, стена çумне, халиччен курман тĕлĕнтермĕш япала çакса хунă. Хрестук ăна уйрăммăнах хытă сăнаса пăхрĕ. Малта, сăрт çинче, пуçне каçăртса, йӳплĕ-йӳплĕ мăйракисене кăнтарса, халь-халь таçталла сикес пек туйăнакан тăватă ураллă чĕрчун тăрать. Хӳри таврашĕ курăнмасть хăйĕн, кăшт леререхре — каллех çавнашкал икĕ чĕрчун. Пĕри мăйракаллă, тепри, пĕчĕкреххи, мăйракасăр. Икĕ енĕпе те сарлака сарă çулçăллă йывăçсем ӳсеççĕ. Тата леререх тепĕр сăрт. Ун тăрринче сенкер кăвак тӳпе ытамĕ курăнать. Мĕнрен тунă-ши ăна? Хрестукăн ирĕксĕрех çак япалана алăпа тытса пăхасси килчĕ, анчах хăй ăçта иккенне тавçăрса илчĕ те шартах сикрĕ. Хĕр леререх пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: таçта аякра, тепĕр пӳлĕмре пулас, каснă-лартнă хăй пек хĕр тăра парать. Урине пански чăлха çинчен çăпата сырнă, çие улача кĕпе тăхăннă. Тутăрĕ айĕнчен çамки çине сарă кăтра çӳçĕ пĕтĕрĕнсе тухнă. Хĕр ăна хăвăрт тирпейлесе тутăр айне пытарчĕ. Тинех ăнланса илчĕ — вăл икĕ чӳрече хушшипе мачча патне çитиех тăсăлакан пысăк тĕкĕре курать иккен. Хрестук пĕрремĕш хут хăйне уринчен пуçласа пуç таран курчĕ. Курчĕ те—вăтанса кайрĕ: хăй сăнĕпе хитре пулин те, çипуçĕ ытла та япăх иккен.
Пысăк тĕкĕрĕн икĕ енĕпе, чӳречесем тăррине, рамăсем ăшне вырнаçтарнă пысăк сăнӳкерчĕксем лартнă. Хĕр вĕсене тӳрех палларĕ: пĕри — Сахар хăй, тепри — унăн арăмĕ Тарье. Авă еплерех пулнă-мĕн Сергей амăшĕ çамрăк чухне! Ун пек чипер хĕр пирĕн тăрăхра пулман татăр çав. Çавăнпа таçтан инçетренех кайса илнĕ те ăна Сахар тете. Кĕтесре—пысăк турăш. Ун тавра капăр тĕрленĕ вăрăм алшăлли çакса янă. Пӳлĕм варринче — çаврака сĕтел. Çине клеенка витнĕ. Ун айĕнчен шерепеллĕ сенкер çитĕ усăнса тăрать. Сĕтел варринче — кĕленче савăт çине лартнă илемлĕ чечек. Урайне тем пысăкăш палас сарнă. «Акă ăçта пурăнать вăл мана, пирĕн çемьене çăлнă Сергей», — шухăшларĕ хĕр.
Сахар арăмне вĕри пулă шӳрпи антарса пама хушрĕ. Шăп çав хушăра хăй чӳречерен темскер курчĕ те, хыпаланса ӳксе: «Килĕр-ха, килĕр кунта! Пăхăр хăвăртрах!» тесе кăшкăрса ячĕ. Пурте чӳречесене сырса илчĕç. Акă мĕн курчĕç вĕсем: икĕ пăр катрамĕ пĕр харăсах темелле Хветут пӳртне икĕ кĕтессинчен пырса çапăнчĕç те, кĕçех ăна хăйсемпе пĕрле юхтарса кайрĕç. Çĕрсе хавшанă вити те тытăнса тăраймарĕ, шыв çинче сарă хăмăр тусан ярăмĕ хăварса, лештĕрех ишĕлсе анчĕ. Шăммипе тирĕнчен çеç тытăнса тăракан ырхан сурăхĕсем, юлашки вăйне пухса, темиçе хутчен хурлăхлăн макăрса илчĕç, пуçĕсене пĕр-пĕрин çине хума та хăтланса пăхрĕç, анчах çутçанталăкăн çак хăватлă вăйне хирĕç тăма хал çитереймерĕç — кĕçех вĕсем те вак-тĕвек пăрсемпе хумсем айĕнче курăнми пулчĕç. Анчах... ку мĕн япала-ха тата? Улăм купи хыçĕнчен, икĕ вăрăм мăйракине çӳлелле кăнтарса, качака ишсе тухрĕ. Унăн куçĕсем вут пек йăлкăшса çунаççĕ. Пĕр самант вăл ним тума, ниçталла ишме аптăраса тăчĕ, çăлăнăç шыраса, пуçне ун-кун пăркаласа пăхса илчĕ, унтан тин, таçтан вăй çитерсе, Сахар çурчĕ еннелле ишсе килме пуçларĕ. Тепĕр минутран Хветут ăна лавккаç крыльци çинче ыталаса илчĕ те, тăнне çухатса, урайне тăсăлса ӳкрĕ.
Алăпа пулă тытни
Палас кукăрне капланса тулнă пăр аранах тапранса кайрĕ — ун хыççăнах шыв хăвăрт чакма пуçларĕ. Çакна курсан, Энтрей шăлаварне хывса пусма çине хучĕ. Унтан, паçăр хапха айĕнчен илсе тăратнă хăмана хул хушшине хĕстерсе, шыва шапăртаттарса кĕрсе кайрĕ.
Антун, çакна курсан, тĕлĕнсе хăлхи хыçне кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ: мĕне пĕлтерекен япала-ши ку?
— Атте, шывĕ сивĕ-çке, — ним ăнланмасăр мăкăртатса илчĕ вăл.
— Кам каларĕ сивĕ тесе?
Антун Сахар мунчинче ашшĕ вĕри чул çине ăшши парса çĕлĕкне хывмасăр, аллине алсатуль тăхăнса тӳсме çук вĕрире çапăннине аса илчĕ. Хăй вăл, чăтайманнипе, урайне тăсăлса выртатчĕ, вĕри пăс унта ăшалантарма пуçласан, алкумне упаленсе тухатчĕ. Ашшĕ вара паш та паш сывласа, милĕксене ташлаттарса çапăнатчĕ-çапăнатчĕ те шартлама сивĕ çанталăкрах вак шăтăкне кĕрсе ларатчĕ е юр çинче выртса йăваланатчĕ. Çаксене асне илсен, Антун нимĕн те шарламарĕ. Çапах та мĕн хăтланать-ха халь унăн ашшĕ?
Энтрей хапха патне пырса хăман пĕр вĕçне шыва чикрĕ, ăна хапха юпин карчĕ хушшине хĕстерсе майлаштарчĕ, унтан тепĕр вĕçне те çаплах вырнаçтарчĕ. Кайран урисемпе те, аллисемпе те тĕрткелесе тĕрĕслесе пăхрĕ. Пурте йĕркеллĕ пулнине ĕненсен, Энтрей ерипен пусма картлашки çине улăхса тăчĕ, шăлаварне тăхăнчĕ, чĕлĕмне кăларса, çăвар туллин паклаттарса ĕмме тытăнчĕ.
— Атте, мĕн турăн вара эсĕ? — халĕ те ăнланмасăр ашшĕ куçĕнчен пăхрĕ Антун.
— Эх, чăнах та-çке шĕвĕркке иккен эсĕ, ывăлăм. Кукша пуçсем ăслă-пуçлă, тавçăруллă пулаканччĕ, эсĕ пур, çавна та чухлаймастăн. Мĕнле-ха капла? — çиллененçи пулчĕ ашшĕ.
— Атте, тен, эпĕ кукша пирки тавçăраймастăп мар-и?
— Çук çав, ывăлăм, апла мар. Пыра киле сана та ăс кĕрсе çитет ак. Вăрçăра чухне пирĕн пĕр çут пуçлă çын пурччĕ. Салтак çеçчĕ-ха хăй, çавах тем те пĕлетчĕ. Командирсем те унран ăс ыйтатчĕç.
— Унăн вĕрене-вĕрене çӳçĕ тăкăнса пуçĕ çуталса юлнă пуль? Çутă пуçлă çын ăслă пулать тенине эпĕ те илтнĕччĕ-ха.
— Пĕрех мар-и, ара. Акă, Сахартан ешĕл сенкер илсе каçатăп та, лайăх кăна вĕтелентеретĕп сан кукшуна. Ун чухне санăн та çутă пуç пулать. Вара эсĕ те пурне те пĕлекен пулатăн.
— Вĕренмесĕрех-и, атте?
— Пуçу çутă пулсан, мĕн тесе вĕренмелле-ха сан? Ашшĕпе ывăлĕ çапла халап çаптарса тăнă хушăра
картишĕнчен шыв чаксах пычĕ. Унччен те пулмарĕ, Антун сасартăк шартах сикрĕ: чавса тăршшĕ пулă вĕсен умнех ярăнса килчĕ, хӳрипе çурăмне кăтартса илчĕ те шыва çурса каялла кĕрсе кайрĕ.
— Атте, атте, пулă!— вăштах хускалса илчĕ Антун. — Ак çакăн тăршшĕ!— аллисем сарăлма пултарнă таран хăлаçланса кăтартрĕ вăл.
— Темскер, ытлашши пĕчĕк-ха вăл апла. Чим, тăхта
кăшт, кĕçех ак унран та пысăкраххисем çăлăнăç ыйтма килĕç. «Кукша Антун, кайса ярсамччĕ пире Палас шывне! Ĕмĕрĕпех саншăн кĕл тăвăпăр» тейĕç.
Энтрей васкамасть, шыв чакса пĕтессе кĕтет. Тепĕр темиçе минутран вăл хуха-хуха пычĕ те, пулăсем çиелтех ишсе çӳреме пуçларĕç. Пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур унта. Антун ниçта кайса кĕрейми тапăртатать.
— Атте, ала илсе тухам-и? — тет вăл çине-çинех.
— Вĕсем халь аласăрах хамăр алăра. Пуллăн ури çук. Тип çĕр çинчен ниçта та тараймасть.
Картишĕнчи шыв сăрхăнса пĕтсен, ашшĕпе ывăлĕ типпе юлнă пулăсене суйлама пуçларĕç. Шăпах çак вăхăтра Уля чупса каçрĕ — шак тĕлĕнсе тăчĕ.
— Атте, ăçтан вара ку пулăсем? — ним калама аптăраса персе ячĕ вăл юлашкинчен.
— Кайран калăп. Кил, пулăш суйлама, — пуçне çĕклемесĕрех хушрĕ ашшĕ. Унтан:—Чим, тăхта, тепĕр икĕ витре илсе тух-ха, — терĕ.
— Пирĕн пĕтĕмпе те икĕ витре кăна, атте. Иккĕшĕ те сирĕнте. Тен, Ольăсенчен каçса илем?
— Мĕншĕн çын патне каймалла? Чĕрес таврашĕ е пăтавкка та юрать.
— Оля ашшĕсем атмапа сĕрсе икĕ пичке тытрĕç. Крыльци çинченех сĕрчĕç.
— Пирĕн крыльци те, атми те çук. Чуп, вăр-вартарах пул!
— Пирĕн кунта икĕ пичке те ытла пулать, — тесе, Уля пӳрте ыткăнса кĕрсе кайрĕ, часах шултăркама пуçланă пысăк чĕрес çĕклесе тухрĕ.
Çавăнтах Уля та типпе юлнă пулăсене суйлама пуçларĕ, çав хушăрах Хветут пӳртне пăр юхтарса кайни çинчен те каласа пачĕ.
— Чăнах-и? Хветут хăй юхса каймарĕ-и тата? — ним пулман пек лăпкăн ыйтрĕ Энтрей.
— Хăйсене Петĕрпе Сергей тетесем кимĕпе каçса илчĕç. Мăçтукĕ те, Хрестукĕ те, пурте халь Олясем патĕнче апат çиеççĕ, — пĕлтерчĕ Уля, чĕкеç пек чĕвĕлтетсе. Энтрей вара хăй ăшĕнче: «Эй, чее те вара шуйттан Сахарĕ. Ăс çитерет, шельма», — терĕ.
Аллисемпе стенана хыпашлакаласа, Ульха та тухрĕ.
— Мĕнле пулă çинчен калаçатăр çак эсĕр? — ыйтрĕ вăл тӳлеккĕн.
— Анне, темĕн чухлĕ пулă пулать пирĕн, — хĕпĕртесе пĕлтерчĕ хĕрĕ.
— Мĕнле пулă? Ăçтан? — тĕлĕнчĕ амăшĕ.
— Турă, сана хĕрхенсе, пĕлĕт çинчен ярса пачĕ, — пĕр шӳтлемесĕр тенĕ пек пĕлтерчĕ упăшки.
— Илтнĕччĕ-ха çав, илтнĕччĕ. Пĕлĕтрен пулă та, шапа та çăвать тенине ача чухнех илтнĕччĕ çав. Чăн калаççĕ эппин, —хуллен мăкăртатрĕ те Ульха, пуçне çӳлелле каçăртса, хăй çине виçĕ хутчен хĕрес хучĕ.
Мирунпа Нурулла
Çĕрле пулса çитерехпе Сахар пӳрчĕ умĕнче пĕр вăрăм та çинçешке çын мĕлки курăнса кайрĕ. Ку Нурулла пулчĕ.
— Сахар абзы, каçар та, урасем лачкамах йĕпенчĕç, —терĕ вăл хирĕç тухнă хуçана. Хăй сиксе чĕтрет. Чĕлĕм тĕтĕмĕпе сарăхнă шăлĕсем пĕр-пĕрин çине перĕнсе чуна çӳçентерекен сасă кăлараççĕ: шак-шак-шак!
Сахар Нуруллана кайри пӳрте илсе кĕчĕ. Урам енчен курăнмасть ку пӳрчĕ. Ăна вăл лавккапа юнашар пысăк склад çумне тĕртсе лартнă та, алăкне пĕр вăрăм коридора кăларнă. Сад енне пĕр чӳрече, картишĕн хăрах енне икĕ чӳрече кастарнă, тепĕр енне крыльца тухать. Лавкка айĕнчи пысăк подвал çакăнта çитиех тăсăлса килет, алăкĕ картишне тухать.
Кӳнта пысăк кăмака, шкап, сĕтел, икĕ сарлака йывăç кравать лараççĕ. Пĕрин çинче Сахарăн «пурте килте çук» Мирун ятлă аслă ывăлĕ выртса-тăрса пурăнать. Хуçалăхри пĕтĕм хура ĕçе çав Мирун туса тăрать те ĕнтĕ: мĕнпур выльăх-чĕрлĕхне, хур-кăвакалĕпе чăххи-чĕппине пăхать (çăмартисене каçкӳлĕм пĕчĕккисем пухаççĕ)., картишне шăлса тасатать, аки-сухине тăвать, супăнь ещĕкĕсене çĕклет, тикĕтпе краççын пичкисене кустарать. Ана малти пӳрте кĕртмеççĕ, лавккана кăлармаççĕ, çын куçне кăтартмаççĕ. Апатне те çакăнтах, çемьерен расна çисе пурăнать.
Ашшĕпе Нурулла килсе кĕрсен, тĕлĕрме пуçланă Мирун (вăл нихçан та салтăнса çывăрмасть) вăштах сиксе тăчĕ, хăраса кайрĕ. Ашшĕ ăна нимĕн те шарламарĕ, шкап патне утса пычĕ те, пĕр пулштух кăларса, сĕтел çине лартрĕ.
— Акă, Нурулла, ăшăн. Сана паçăрах каларăм. Сăмах çине тăмасан юрамасть.
Хуçа кайсанах Нурулла хура кĕленчене ярса тытрĕ, кĕленчи çăп-çăмăл иккенне туйсан, кăмăлсăрланчĕ. Йӳçĕ шĕвекĕ шăп пĕр стакан пулчĕ.
— Çук — çурмалла, Мирун. Кил, ĕçсе пар çуррине, — сĕнчĕ тутар.
Вĕсем стаканри эрехе çурмалла ĕçрĕç те иккĕшĕ пĕр чаппанпа витĕнсе выртрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...