Ашкăнчăк
Вăрманкасри ман тус Вадим та манашкалах кăвакарчăнсем нумай усрать. Анчах Вадимăн манăнни пеккисем — тĕк тĕпекеллисем, манăн Вадимăн пеккисем — тĕк ураллисем çук. Çавăнпа эпир пĕр-пĕринпе улăштарма шут тытрăмăр. Вадим мана тĕк ураллисене пĕр мăшăр пама пулчĕ, эпĕ Вадима тĕк тĕпекеллисене паратăп.
Улăштарасса улăштартăмăр та, анчах çук çав, ĕç тухмарĕ, пирĕн кăвакарчăнсем ют çĕрте пурăнма килĕшмерĕç: Вадим панисем ман патран ун патне — Вăрманкаса вĕçсе кайрĕç, эп панисем ман пата вĕçсе килчĕç.
Мĕн тăвас?
Майне шухăшласа тупрăмăр. Çуркунне, кăвакарчăнсем çăмарта тусан, Вадим мана хăйĕн тĕк ураллисен çăмартисене пама пулчĕ, эп Вадима тĕк тĕпекеллисене паратăп. Вара эпĕ Вадим панă çăмартасене хамăн кăвакарчăнсен йăвине, Вадим эп панă çăмартасене хăйĕн кăвакарчăнĕсен йăвине хурать, çапла вара, пирĕн кăвакарчăнсем ку çăмартасенчен тухнă чĕпĕсене хăйсен чĕпписем, чĕпписем кăвакарчăнĕсене тăван ашшĕ-амăшĕ, йăвисене хăйсен тĕп килĕ тесе шутлаççĕ, ниçта та вĕçсе каймаççĕ.
Эпир кĕтнĕ вăхăт çитрĕ, кăвакарчăнсем çăмарта тума пуçларĕç. Ман тĕк тĕпекеллисем те пĕрер çăмарта турĕç. Тепĕр кунне, иккĕшне Вадима кайса парас тесе, кăвакарчăнсен йăвисем патне хăпартăм та, ак япала! Пĕр йăвинче те пĕр çăмарта та çук. Мĕне пĕлтерет ку?.. Çăмартисене кăвакарчăнсем хăйсем ӳкерсе пĕтернĕ тес — çĕрте хупписем те çук. «Кӳршĕ ачи Уçăп вăрласа кайман-ши?» — шухăш пырса кĕчĕ.
Уçăпа тапăнтăм.
— Çук, — тет Уçăп, — тĕлĕкре те курман. Мĕн тăвас ман сан кăвакарчăн çăмартисемпе, хамăрăн та авă кăвакарчăнсем сарай тулли.
Уçăпа эпĕ пурĕ пĕр ĕненмерĕм-ха. Мĕншĕн тесен вăл тепĕр чух суеçтерме те вăтансах тăмасть. Çавăнпа ун хыççăн сăнама тытăнтăм.
Тепĕр кун иртсен, ман кăвакарчăнсем тата тепрер çăмарта турĕç. Ку хушăра эпĕ Уçăпа куçран çухатмарăм. Çук, пирĕн сарай çывăхне те пымарĕ вăл. Халь çăмартасем пур, Вадима леçсе паратăп ĕнтĕ тесе, кăвакарчăнсен йăвисем патне хăпартăм та, ак тĕлĕнтермĕш, каллех пĕр çăмарта та çук! Кам илсе кайнă вĕсене? Уçăп çĕрле килсе вăрласа кайнă-ши вара?
Çав тери тарăхса каллех Уçăпа тĕпчеме шут тытрăм. Шăпах çак вăхăтра Уçăп хăй ман пата ыткăнса килчĕ.
— Ну, мĕнле, сан кăвакарчăнсен çăмартисем паян тĕрĕс-тĕкелех-и? — ыйтрĕ вăл манран.
— Тĕрĕс-тĕкел мар, пĕр çăмарти те çук, такам çаратса кайнă, — терĕм.
— Апла пулсан кам вăрланине эп пĕлетĕп, — терĕ Уçăп.
— Кам?
— Пакша.
— Мĕнле пакша?
— Мĕнле пакша пултăр. Тăватă уралли, пысăк хӳрелли… Ав, сирĕн сарай çинче çăмарта ĕçсе ларать, — кăтартрĕ Уçăп.
— Ак кам вăрланă иккен! Ах, путсĕр!.. — кăшкăрса ятăм эпĕ, пакшана курсан.
Пакша эпĕ сасартăк кăшкăрса калаçнинчен хăрарĕ те сарай çумĕнчи тирек йывăççи çине пĕррех сикрĕ, тем хушăра чи тăррине улăхса, турат хыçне пытанчĕ. Авă халь пирĕн çине вăрттăн пăхса, пĕр хускалмасăр ларать.
Эпир, Уçăппа, пусма тăратса сарай çине хăпарса пăхрăмăр. Акă, малтан çухалнă çăмартасен хупписем те кунта выртаççĕ. Халь пурте паллă: ку сăтăрла ĕçе пĕтĕмпех çак пакша тунă. Халех, паянах тытас пулать ку пакшана, хăйне тытмасан, вăл пĕр çăмарта хăвармасть. Пĕр те пĕр шăнкăрчсем патне тĕллесен, чĕпписене вĕллене кĕрсе ларсах çисе пĕтерет.
Анчах мĕнле майпа тытас-ха ăна?
— Атя, Палюк мучие чĕнсе килетпĕр. Палюк мучи ăна пăшалĕпе пĕррех кĕрслеттерет те… — шут тытрĕ Уçăп.
— Çук, вĕлерес мар, — хĕрхентĕм эпĕ пакшана. — Çапах та чĕрчун-çке-ха вăл, çут тĕнчере унăн та пуранас килет. Атя, чĕррĕнех тытатпăр та читлĕхе хупса усратпăр.
Ку шухăшпа Уçăп та килĕшрĕ.
Пирĕн çенĕк айĕнче тахçантанпах пĕр кивĕ пĕчĕк арча выртатчĕ. Çав арчаран капкăн турăмăр та сарай çине лартрăмăр. Капкăн хăййи çине аш татăкĕ çыхса хутăмăр. Пакша кунта, çăмарта ĕçме каллех килсе, аш татăкне курса кĕрет, хăйă çине пусать те, арча шалт! çеç хупăнса ларать, тесе шутларăмăр. Хамăр, Уçăппа иксĕмĕр, çенĕке пытанса, пакша пырса лекессе кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр… Çук, пымарĕ пакша, тирек çинчен те таçта кайса, çухалчĕ.
— Эх, ахалех пулчĕ эпир капкăн туса тăрмашни! — тем пекех ӳкĕнчĕ Уçăп.
Тепĕр ирхине мана пичче вăратрĕ.
— Тăр, пакшуна тухса илсе кĕрт! — терĕ.
— Лекрĕ-им?
— Хĕвел тухичченех килсе лекрĕ, — терĕ пичче.
Эпĕ вăр-вар тăрса, çи-пуç тăхăнса пакша патне, сарай çине хăпартăм. Тĕрĕс, чăнах лекнĕ иккен хайхи пакша. Ах, шельмă, ашкăнчăк!..
— Лекнĕ! Лекнĕ!.. — тем пекех савăнăçлăн кăшкăрса чупса пычĕ Уçăп та эп сарай çинче пакшапа аппаланнине курсан.
Эпир, Уçăппа, пакшана çав кунах пралукран читлĕх туса хупрăмăр. Акă халь читлĕхре мăйăр шĕкĕлчесе ларать.
Юрать-ха, лекрĕ. Тытса читлĕхе хупман пулсан ман кăвакарчăнсен çăмартисене йăлтах вăрласа ĕçсе пĕтеретчĕ, эпĕ вара Вадима нимĕн те параймастăм. Халь акă ик çăмарта патăм та, тĕк тĕпекеллĕ кăвакарчăнсем Вадимăн та пур, манăн та Вадим панисем, тĕк ураллисем пур. Ыттисемпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...