Асси


Пĕр ирхине эпĕ килкартине тухрăм та пăлтăр айĕнче тем нăйкăшнă сасă илтрĕм. Хăма хушăкĕ витĕр пăхрăм, унта пирĕн Улайкка выртать иккен. Улайкка çурланă çурисене ĕмĕртет. Виçĕ çура хăйĕн, — вĕсем ытла пĕчĕккĕ-ха, ура çине те тăраймаççĕ.

Эпĕ, йытă çурисене пăхса, кунĕпех урама тухмарăм. Вĕсем валли ăшă та çемçе вырăн хатĕрлерĕм, сĕт илсе тухса патăм, Улайккине çăкăр çитертĕм.

Йытă çурисем амăшĕ пекех ула. Вĕсенчен пĕри, чи пĕчĕкки, мана ыттисенчен те ытла килĕшрĕ. Унăн мăйĕ тавра, кăшăл тăхăнтартнă пек, шурă, куçĕсенчен çӳлерех икĕ хура пăнчă пекки пур.

Анне ĕçрен таврăнсан, эпĕ ăна йытă çурисем курма чĕнтĕм. Вăл, манпа юнашар чĕркуçленсе ларса, йытă çурисене пăхса илчĕ.

— Чипер-çке вĕсем, — терĕ вара, — анчах пĕри асси пулмалла, вăл ыттисенчен начар та пĕчĕкçĕ. Унран пурпĕрех лайăх йытă пулас çук. Куçĕ уçăличчен ăна ăçта та пулин кайса пăрахмалла. Иккĕшĕ пурăнччăр.

— Анне, — терĕм эпĕ, — манăн пĕчĕккине те пăрахас килмест. Пурăнтăрах вăл амăшĕпе пĕрле.

— Кам ăна пăхса аппалантăр? — килĕшмерĕ манпа анне. — Ăна ӳстерсе лайăх йытă тăвас пулсан, нушине пайтах чăтмалла.

Эпĕ, аннем кăмăлне пĕлсех, йăлăнса ыйта пуçларăм та тинех манпа килĕшрĕ.

— Анчах ăна эс хăвах пăх вара, — терĕ вăл.

Икĕ çурине ман юлташсем усрама илсе кайрĕç, пĕчĕккине хамах пăхăп тесе, килте хăвартăм. Эпĕ ăна «Асси» тесех чĕнтĕм, урăх ят шырамарăм та ун валли.

Ассие эпĕ ирĕн-каçăн сĕт ĕçтертĕм. Пĕрер уйăхран вăл, пысăкланса, питĕ илемлĕ йытă пулчĕ.

— Асси, çĕкле уруна!

— Пахчаран качакасене хăваласа кăлар!

— Çĕлĕк ӳкрĕ, илсе пар-ха!

— Вырт, ан хускал! — тесе хушатăп та, Асси çав вăхăтрах мĕн хушнине тăвать. Эпĕ ăна хире те вăрмана пĕрле çӳреме вĕрентрĕм.

Пĕрре çулла кӳршĕри Ваççапа эпир шыва кĕме кайрăмăр. Шыва кĕнĕ чух Асси çыран хĕррине ларса юлчĕ. Ваççапа иксĕмĕр шыв урлă ишсе каçрăмăр та тепĕр çыран хĕррине тухрăмăр. Унтан эпир, унпа кам инçерех ишет тесе, ăмăртма тытăнтăмăр.

Иксĕмĕр те шыва сиксе кĕпер патнелле ишсе кайрăмăр та çитес тенĕ çĕре пĕр харăс çитрĕмĕр . Чарăнса тăмасăрах каялла ишсе килеттĕмĕр.

— Микулай! — сасартăк кăшкăрса ячĕ Ваççа. — Урасем, ай, урасем!...

Вăл мана аллисемпе темĕн кăтарткаларĕ те çав самантрах шыва путма тытăнчĕ. Ваççана мĕн пулнине малтанах ăнланмарăм эпĕ, çапах та ун патне хăвăрт ишсе пытăм. Шывпа чыхăнса кайнă Ваççана аллинчен çавăрса тытрăм. Вăл тепĕр аллипе мана мăйран çакăнчĕ, ишме памасăр, шыв тĕпнелле туртма пуçларĕ.

— Яр мана, яр! — хăранипе кăшкăртăм эпĕ.

Иксĕмĕр хушăра кĕрешӳ пуçланса кайрĕ. Ваççа, хăраса, аптраса ӳкнĕ, мана мăйран хытăран хытă пăвать. Часах манăн вăй пĕтсе çитрĕ.

— Асси! — кăшкăрса ятăм вара пĕтĕм сасăпа.

Асси çав самантрах пирĕн паталла чупса çитрĕ те тӳрех шыва сикрĕ.

— Асси, тусăм, Асси! — чĕтрекен алăпа йытă çурăмĕнчен ыталаса тытрăм. Çапла Ассирен çакăнса, Ваççапа иксĕмĕр те шыв хĕррине тухрăмăр.

— Мĕн пулчĕ вара сана? — тарăхса ыйтрăм эпĕ Ваççаран. — Кĕçех иксĕмĕр те шыва путаттăмăр вĕт, юрать-ха, Асси пире çăлса хăварчĕ.

— Урана сасартăк шăнăр туртса хутлатрĕ, çавăнпа аптраса ӳкрĕм, — терĕ Ваççа.

Киле таврăнсан, мĕн пулса иртни çинчен эпĕ аннене каласа патăм.

— Астăватăн-и, ăна кăларса пăрахтарасшăн пултăн эсĕ? — терĕм эпĕ.

— Кам пĕлнĕ вăл çакăн пек ăслă йытă пуласса... Ун чух эсĕ ăна вилĕмрен хăтартăн, халĕ вăл сана çăлса хăварчĕ, — терĕ анне, Ассие ачашласа.

Асси, ăна ăнланнă пекех, хӳрипе выляткаласа илчĕ те пуçне манăн чĕркуççи çине хурса ачашланчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2021-01-16 07:55:05):

Калав питĕ килĕшрĕ. Ачасене чĕрчунсене юратма, упрама вĕрентет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: