Ай, улми, сад улми
Таврăнчĕç киле. Хĕл ларни чылай пулать ĕнтĕ. Григорий Петрович тепĕр кун ирех сада çитет. Пăхрĕ те, шăпăрах куççулĕ юхса анчĕ унăн. Çамрăк кăна улмуççисене тĕпĕнчен шăши кăшланă, çиелтен мулкач шуратнă. Никам та хуралламан вĕсене. Унччен çанă тавăрса ĕçлени пĕтĕмпех харам пулчĕ-çке. Тăрăшни сая кайрĕ. Мĕн тумалла? Алă сулас та пăрахса каяс-и? Çакăнпа мĕн пур хуйхă-суйхă пăчлантăр-и?..
Вуниккĕре чухне Кĕркурие ашшĕ Шăхасанти ачасен приютне панăччĕ. Çамрăк ача унта шăла çыртса, хура тар юхтарса тимĕрçĕ ĕçне вĕреннĕччĕ. Унтан, вунпилĕк çула çитсен, ялти юлташĕсемпе пĕрле, ашшĕне пĕлтермесĕр, Хусана тухса кайрĕ, тир-сăран заводне ĕçлеме кĕчĕ. Ӳркенмесĕр, вăя шеллемесĕр, чунтан-чĕререн тăрăшнипе вăл кунта та квалификацнллĕ рабочи пулса тăчĕ, ашшĕ-амăшне укçа-тенкĕпе пулăша пуçларĕ. Унтан февральти революци кунĕсем. «Марсельеза», «Интернационал» юрăсене ушкăнпа юрлама вĕренни. Алăсене хĕрлĕ явлăксем çыхса, хĕрлĕ ялав вĕлкĕштерсе, рабочисемпе пĕрле Хусан Кремлĕ патне митинга кайни. Контрреволюционерсем Кремль тăрринчен вĕсем çине пулеметсенчен пени... Каярахпа Октябрьти социализмла аслă революци. Граждан вăрçине кайни. Махнопа петлюровецсене хирĕç çапăçни, совет государствин тискер тăшманĕсене çĕмĕрни... Çавăн чухне пуçа уснăччĕ-и Григорий Петрович? Йывăрлăхран хăранăччĕ-и? Çук, нихçан та ун пек пулман вăл. Халĕ тата çак мирлĕ ĕçре парăнмалла-и?..
— Çемçе кĕсел пулма юрамасть, — терĕ вăл, çуркунне садри ĕçе йăлтах çĕнĕрен пуçларĕ. Сада çĕнĕрен чĕртме тиврĕ...
2
Тĕлĕнмелле ырă çынсем нумай пирĕн хушăра. Тепĕр чухне эпир вĕсене асăрхаймастпăр та. Çав ырă çынсенчен пĕри, тӳррипех калăпăр, ӳркенме пĕлмен ĕçчен сад ăсти Григория Петрович Петров пулать.
Акă эпир Çӳлти Улаксар ялĕнчен тухăпăр та хĕвелтухăç еннелле Яшмулла кăти патнелле утăпăр.
Çĕршыв тин çеç юртан тасалса, кушăхса çитнĕ-ха. Хĕл ыйхинчен вăраннă йывăç-курăк çĕнĕрен чĕрĕлме тытăннă. Пур çĕрте те хаваслă. Çанталăк уяр, тӳпе кăн-кăвак. Çуркуннехи хĕвел хĕртсе пăхать. Çил те çук Утма çăмăл.
Акă ĕнтĕ Яшмулла кати те. Ялтан инçетре те мар вăл, çур çухрăм пулать-и, пулмасть-и. Пĕчĕкçĕ кăна вăрманĕ пурĕ те пилĕк гектар ытларах çĕр йышăнать. Çавах çак вăрмана ял çыннирем авалтанпа типтерлĕ сыхласа усраççĕ. Никам пырса тĕкĕнекен çук ăна, никам сĕмсĕрленсе е пуçтахланса сиенлемест. Çăра шĕшкĕлĕх хушшинче çӳлĕ юмансем, çăкасем, лапсăркка вĕренесем, çĕмĕртсемпе пилешсем, палан йывăçĕсем ӳсеççĕ. Ката варринче — сĕвек çыранлă ăшăх çырма. Çак çырмара илемлĕ ĕшне пур, унта — колхоз утарĕ. Пĕчĕк пĕвере куç кĕски пек тăрă шыв. Çăлкуçĕ юхать.
«Яшмулла кати», теççĕ ĕнтĕ çакна. Тахçан, ĕлĕк-авал, çакăнта Яшмулла ятлă таркăн тутар виллине пытарнă, тет халăх халапĕ. Халĕ колхоз сыхласа усрать ку вăрмана. Çулласенче, уйрăмах тӳлек кăна ăшă каçсенче, çамрăк-кĕрĕм канма пухăнать çак илемлĕ вырăна. Вара вăйă шавĕ те, юрă-кулă сасси янăрать таврана.
Эпир ун витĕр каçăпăр.
Малалла, кăнтăр-хĕвелтухăç енкелле, «Картлă йăран» сăртĕнче колхоз сачĕ пуçланать. Ĕлĕк ниме юрăхсăр, хĕсĕр çĕр пулнă вăл. Халĕ чипертерех пăхăр-ха, мĕн калăпăр-ши эпир кунта?
Мĕн каламалли пур: пирĕн умра, çырма аяккипе, тепĕр вăрман. Илемлĕ вăрман. Вунă-вун икĕ çул хушшинче çитĕнсе ларнă вăл, çырма тăршшипе çухрăма яхăн тăсăлать.
Сăртри уçă вырăнта «хăрах куçлă» пĕчĕк пӳрт аякран курăнса ларатъ. Тăррине улăм витнĕ те, çăмламаç ăшă çĕлĕке пусса тăхăннă евĕр туйăнать. Çав пӳрт патĕнчен ула йытă вĕрсе тухрĕ. Ун хыççăнах старик курăнчĕ, вăл йыттине вĕрме чарса пире хирĕç пычĕ.
Паллашма вăхăт çитрĕ: çакă ĕнтĕ «Çăлтăр» колхозри сад ăсти Григорий Петрович Петров пулать. Вăлах Шуркасси ял Совечĕн депутачĕ, хастар чĕреллĕ активист. Вуншар çулсем хушши татти-сыпписĕр шанса депутата суйлаççĕ ăна ял-йышсем. Ватă колхозник суйлавçăсен шанăçне нихçан та çĕре ӳкермен.
Акă вăл пире пӳрте илсе кĕрет. Сад хуралçисен пӳрчĕ пулать ĕнтĕ ку. Григорий Петрович ăна шӳтлесе «Сад кантурĕ» тесе калать. Кунта эпир тата тепĕр çынпа, çамрăкскерпе — Геннадий Александровпа паллашма пултаратпăр. Вăл колхозри утарçă, çав вăхăтрах Григорий Петровичпа пĕрле сад-пахча ĕçне вĕренет.
Пĕчĕк пӳртре йĕри-таврах садпа утар ĕçĕ çинчен калакан плакатсем çыпăçтарса тухнă. Кĕтесри лутра шкапра кĕнекесем туллиех. Ытларахăшĕ каллех садри е утарти ĕçсем çинчен çырнăскерсем. Ватă пахчаçă кĕнеке-хаçат вулама юратать иккен. «Манăн учительсем», — тет вăл вĕсене. Ерçӳллĕ вăхăтсенче час-часах «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсене тытса ларать, вĕсене вулать. Чăвашла тухнă романсемпе повеçсене нумайăшне вуланă вăл. Шкап çумĕнче ăна тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çĕртен панă «Хисен грамотисем» çакăнса тăраççĕ. 1955 çулта вăл Мускаври ял хуçалăх выставкине хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Унта çĕршыври паллă сад ăстисемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен паха опычĕсемпе паллашнă. Колхоз правленийĕпе Чăваш АССР Ял хуçалăх министерстви ăна темиçе хутчен хаклă парнесем панă.
Вăл пире часах сада илсе тухрĕ.
— Улма пахчи — сад пахчи, ярăм çеçки — панулми, шăрши-марши — тăхлачи, тути-маси — куками. Тăкăрлăкри сад пахчи çăтмах пекех илемре!— чăтаймасăр, икĕ алăпа хăлаçланса, Шупуççынни сăввине такмакласа ярас килчĕ манăн, йĕри-тавралла пăхсан.
Ăçтан тӳссе тăрăн-ха, чун çĕкленсе каять!. Пин тĕп ытла улмуççи унта. Хăмла çырли, хурлăхан, чие тата ытти çырла йывăçĕсем пур. Садăн пĕр айккинче, çурçĕр енче, сакăр-тăхăр çулхи хырсем, чăрăшсем, йамрасем, хурăнсем, топольсем ӳсеççĕ. Ретĕн-ретен пăрçаллă хăва тĕмĕсем. Çуркуннехи хĕвел ăшшинче пурте çĕнĕрен капăрланма тытăннă вĕсем. Садра унта та кунта кайăк юрри илтĕнет.
Григорий Петрович садран нихăш вăхăтра та татăлма пĕлмест. Ăна кунта хĕлле те, çуркунне те, çулла та, кĕркунне те курма пулать. Унăн хăйĕн çирĕп ĕç йĕрки пур.
Кĕркуннехи сивĕ кунсем килсе çитсен, вăл улма-çырла садĕнчи йывăç вуллисене мулкачсемпе шăшисем сиенлесрен çыхса хăварнă. Хĕллехи шартлама сивĕсенче вара çав çыхăсене темиçе хутчен тĕрĕслесе тухнă, вĕсем шанчăксăррине курсан, тепĕр хут юса-юса çыхнă.
Хăш-пĕр хĕлре юр çӳхе пулать. Ун пек чухне йывăç тымарĕсем шăнса типме пултараççĕ. Çавăнпа Григорий Петрович юра аякран турттарса килсе, ăна йывăç тавра купаласа хуни те пулнă. Тепĕр чухне тата юр нумай çуса тултарать те йывăç турачĕсем çине тиенет, туратсем хуçăлса аманма пултараççĕ. Ун пек чухне вара ватă сад ăсти йывăç турачĕсем çинчи юра ятарласа силлесе, тăкса çӳрет. Хĕллехи кунсенче туратсем çинчи сада сиенлелекен хурт-кăпшанкăсен йăвисене пĕтерме те лайăх, тет вăл.
Çуркунне енне кайнă май, садри ĕçсем нумайлансах пыраççĕ. Нимрен малтан кайăксене кĕтсе илме хатĕрленес пулать, вĕсене валли вĕллесемпе йăвасем, апат валашкисем туса çакмалла. Ку ĕçре ăна Григорий Иванч учительпе шкул ачисем пулăшаççĕ. Ăшă кунсем килсен, йывăçсен çӳлти турачĕсене сайралатма тытăнмалла. Хăрнă е сиенленнĕ туратсене иртмелле. Касса илнĕ туратсене сăмалапа е замазкăпа сĕрсе хăвармалла. Çурăлнă туратсем пулсан, вĕсене пралукпа çыхмалла е планкапа хĕстермелле. Шыв-шур тапраннă тĕле хĕлле çыхнă çыхăсене салтса илмелле, вĕсене садран илсе тухса çунтарса ямалла. Туратсем çинчи хытса ларнă сие тата мăка хырса пăрахса извеç шĕвекĕпе сĕрсе хăвармалла. Тымартан е йывăç вуллинчен шăтса тухакан ытлашши кирлĕ мар хунавсене секаторпа касса пăрахмалла. Хĕлле кĕрт пуснă çырла йывăçĕсене юр айĕнчен кăлармалла. Çимĕç паракан йывăçсене ещĕл сенкер шĕвекĕпе пĕрĕхмелле, — пĕр сăмахпа каласан, темĕн тĕрлĕ ĕç те пур. Анчах çак ĕçсене пĕччен-иккĕнех тума ĕлкĕреççĕ.
Эпир пынă чухне те Григорий Петрович сада ирех килнĕ, терĕмĕр. Ахальрен ирех пыман вăл унта. Çуркунне-çке-ха. Авă, садран кăнтăр енче, Шуркасси ялĕ патĕнчи тӳремлĕхре, çураки тума тухнă тракторсем кĕрлеççĕ. Ку вăхăтра улма-çырла садĕнче те ĕç нумай вара. Халĕ ĕнтĕ колхоз правленийĕ те садра ĕçлеме ятарласах çынсем уйăрса панă. Авă, хĕрачасем садри çĕре çемçетеççĕ, йывăç таврашне кĕреçепе хусăкласа кăпкалатаççĕ. Иккĕн-виççĕн минераллă тата органикăлла удобренисем сапаççĕ.
Çуркуннехи уйăхсем, ял хуçалăхĕнчи ытти ĕçсенчи пекех, питех те ответлă уйăхсем. Акă, сăмахран, улма-çырла йывăçĕсене çуркуннехи тăм ӳксе сиенлеме пултарать. Тăм ӳкни уйрăмах çимĕç йывăçĕсем чечеке ларнă вăхăтра хăрушă. Апла пулсан, вăл хăрушлăха сирсе яма малтанах тĕплĕн хатĕрленмелле, Тăм ӳкне вăхăтра садра тĕтĕм кăларма типĕ тислĕк, улăм, çатрака турат хатĕрлесе хумалла, çунакан факелсем тумалла, Ку ĕçсемпе садра Григории Петрович ятарласах хăй ертсе пырать. Çимĕç йывăçĕсем чечеке ларнă вăхăтра вара вăл кунĕн-çĕрĕнех садра пулать. Çанталăк мĕнле пулассине тăтăшах радиопа итлет, хăй те сăнаса тăрать.
Çĕнĕрен йывăçсем лартас, улмуççисем сыпас тĕлĕшпе те çуркунне садра çине тăрса ĕçлемелле. Сада сиенлекен хурт-кăпшанкăсемпе кулленех кĕрешмелле. Çутçанталăк ырлăх парасса çеç кĕтсе ларнипе нихçан та нимĕн те пулмасть. Çутçанталăк паракан ырлăха этем аллипе, унăн ăс-тăнĕпе çĕнтерсе илмелле.
3
Эпир Григорий Петрович ӳcтернĕ садра пĕр çулхине сентябрь уйăхĕнче пултăмăр. Садри малтан пиçcе çитекен улма-çырласене пуçтарyăччĕ ĕнтĕ. Аичах садра çӳреме çу варринчи пекех илемлĕччĕ, уçăччĕ. Каярах юлса пиçекен йĕкĕр ывăç пек шултра панулмисем туратсене уса-уса антарнă. Нумай туратсене панулми авса хуçасран юплĕ патайсемпе тĕкĕленĕ. Çамрăк йывăçсем хушшинче купăста, сухан, помидор, кишĕр йăранĕсем. Таçта, пĕр чăтлăх кĕтесре, юрă юрлаççĕ:
Пит-куçăма хĕретрĕ,
Хул-çурăма вăй кĕртрĕ,
Ай, улми, сад улми,
Садри сарă панулми!..
Вĕсем сада тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа çӳп-çапран шалса тасатакан хĕрсем иккен.
Эпир пырса кĕнĕ чухне сад пӳртĕнче вăрманта ӳсекен, шĕшкĕ мăйăрĕ пек вĕтĕ те çӳçенмелле йӳçĕ панулми вăррине шĕкĕлчесе лараççĕ. Ăна çур чашăк ытла шĕкĕлченĕ ĕнтĕ.
— Акса пăхас тетпĕр. Чипер шăтса тухать пулсан, тепрер икĕ-виçĕ çултан сыпмалла пулĕç-ши тесе, сăнаса пăхма шутларăмăр, — терĕ сад ăсти.
Ун хыççăн вара каллех сада тухса çӳрерĕмĕр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...