1
Кирек мĕнле ĕçĕн те пуçламăшĕ пур. Ĕçчен сад ăстb Кĕркури Петров çинчен каласа парас тесе, эпир те малтан ĕçĕн пуçламăшне аса илĕпĕр.
Шухă чĕреллĕ Кĕркури сад ĕçне ачаранпа юратнă. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен килĕнчи сада ял-йышĕсем пурте мухтанă. Хĕрĕх тĕп ытла тĕрлĕ йышши улмуççи ӳснĕ вĕсен садĕнче. Тĕрлĕ йышши панулми çитĕннĕ, хăшне кăмăл тăватăн, çавна татса çи. Анчах канăçсăр чун-чĕре килти садпа кăна лăпланса ларайман. Унăн колхозра сад чĕртеc килнĕ. Килти пек пĕчĕк сад мар, пысăк сад, кашни çынна усă кӳрекен сад тăвас килнĕ.
1948 çул. Астăвакансемшĕн вăл вăхăт манăçа юлайvĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи юхăнтарнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман. Кирек ăçта та ĕç вăйĕ çитменни сисĕннĕ, кашни утăмра йывăрлăхсем тĕл пулнă.
Пĕррехинче Кĕркури патне ялти учитель Григорий Иванович пырса ларчĕ. Йывăç-курăка, çутçанталăк ырлăхне, улма-çырлана юратаканскерсем, сад çинчен калаçса кайрĕç.
— Вăрçă çулĕсенчи шартлама сивĕре садсем нумай пĕтрĕç. Пасарсенче панулми тупса илме питĕ хĕн. Хамăр колхозра пысăкрах сад тăвасси çинчен тапратма вăхăт мар-ши, Кĕркури пичче? — терĕ учитель. Кĕркури савăнсах кайрĕ.
Ман шухăша май тăракансем пур-ха эппин, тытăнсан ĕç кăларма пулĕ,— пĕр вăхăт сăмах чĕнмесĕр, хĕлĕх пек сухал пĕрчисене пĕтĕркелесе ларчĕ вăл.
Вĕсен колхозĕнче унчченех сад пекки пурччĕ. Пурччĕ кăна çав. Икĕ ял варринче, икĕ çырма хушшинчеччĕ вăл, выльăх-чĕрлĕх витисем çумĕнчеччĕ. Çав пĕчĕкçĕ тăвăр вырăнта пилĕк-ултă улмуççи ӳсетчĕ, хурлăхан тĕмĕсем курăнкалатчĕç — ячĕ сад ятлăччĕ ĕнтĕ. Пурлă-çуклă йывăçĕсем те пулин хăрса хытнă кукăр-макăр турачĕсене илемсĕррĕн тăраткаласа лараççĕ, пăхма кичем. Ун пеккипе май килет-и вара вăл?.. Тиркемĕпĕр, ун пек вырăна т.а йывăçсем чĕртни юрĕ-ха, лартса ӳстерме тt кирлĕ, çавах сад тени — садах пулмалла.
Правлени ларăвĕнче сăмах тапратрĕç.
— Ăçта тăвас тетĕр вара эсир ăна? — тесе ыйтрĕ ун чухнехи колхоз председателе Сильвестров.
— «Картлă йăран» çине, — татса пачĕ Григорий Петрович.
— «Картлă йăран» çине?!
Пĕр вăхăт лару хыттăн шавларĕ.
— Тупаççĕ ăçти-çука, кирлĕ мара!
— Çавăншăн шапăлтатса ларатпăр-и? Тĕнчене ан култарăр.
— Пуш параппан çапиччен, урăх ĕç çинчен калаçар! Яшмулла кати çумĕнчи çырма тăвайккине ĕлĕкрен «Картлă йăран» теççĕ ял çыннисем. Елĕкхи вак-тĕвек ана йăранĕсем çырма еннелле тăсăла-тăсăла выртнă. Кашни йăрана çурхи шыв е çумăр шывĕ çурса антарнă, кайран лаша пытанмалăх тарăн шырлансем пулса юлнă. Виççĕр-тăватçĕр метр хушшинче çавăн пекки хĕрĕх сакăр шырлан. Ĕлĕк унта сухапуçĕпе шăйăрттарса сухаланçи тăватчĕç-ха. Халĕ тракторсемпе, пысăк машинасемпе пырса кĕме çук. Кĕркурипе учитель çавăнта сад чĕртме шутлаççĕ.
— Тырри-пулли унта, хăвăрах пĕлетĕр, ывăçпа пухса кĕмелĕх пулаймасть, акнă вăрлăх каялла таврăнаймасть. Шăтнă калча пĕрре вĕри çил вĕрнипех тункаталанса, ĕнсе ларать. Сад чĕртме ятнех вара вăл вырăн. Хĕвел питтинче, хӳтĕре. Икĕ çырмана пĕве пĕвелес те, йывăçсене шăварма ансат пулĕ, — тесе ĕнентереççĕ вĕсем.
Анчах правлени ларăвĕнче калаçма та памарĕç:
— У-уй, ан калаçăр! Çавăнта сад пулать-и? Сăмсана касăр, ĕненместĕп... Тăккаланма кирлĕ мар, — терĕç.
Мĕн тăвас тетĕн-ха, йышăнмарĕç. Григорий Петрович хăлăхсăр çын мар, пуçсăрланма пултараймасть. Çапах унăн шухăшĕ çирĕп-ха, вăл савăлпа çапнă пекех кĕрсе ларнă.
Кĕркури ашшĕ те йывăçсем лартса ӳстерме юрататчĕ. Йывăç-курăк — этемĕн тусĕ, тенине Кĕркури унран час-часах илткелетчĕ, хăй те пĕчĕккĕллех унпа пĕрле тăрмашса çӳретчĕ. Ашшĕ ăна пĕрмай йăпататчĕ:
— Еçле, ачам, ĕçле. Кирек епле пулсан та ямăта кĕтме ан хăнăх, çынна улталама ан вĕрен. Хăвăн вăй-халупа ĕçлеме пиçĕхсе пыр. Ĕçлеме вĕренни çăкăр ыйтмасть, хăй çăкăр çитерет, — тетчĕ.
Ялти шкултан вĕренсе тухнă çул Кĕркури пуçласа хăй аллипе йăмра лартрĕ. Кашни кун ир те каç та шăварчĕ ăна. Чĕрĕлчĕ. Мĕн тери савăнчĕ уншăн ача! Йăмрана кунсерен вуншар хут та пуль тухса пăхатчĕ!..
Халь акă Григорий Петровича пысăк сад чĕртме ирĕк памаççĕ. Шанмаççĕ-ши ĕнтĕ ăна? Чăннипех путланса ларĕ-и вара ку ĕмĕт?..
«Ĕмĕт сӳнни вилĕмпе пĕрех вăл», — теççĕ те-ха, кĕтсен-кĕтсен телей те çитет-мĕн çынна. Кĕркуннепе ăна Сильвестров чĕнчĕ.
— Манăн Шупашкара пĕр эрнелĕх курса каймалла. Эсĕ правлени членĕ, колхоз пичетне сана парса хăваратăп, — терĕ вăл.
Хушнине итлес пулать: Григорий Петрович вăхăтлăха колхоз председателĕ пулса юлчĕ.
Шăпах çак вăхăтра Чурачăкран (ун чухне Чурачăк районĕ пулнă) «Сад эрни» ирттермелли çинчен хут килет. Григорий Петрович тӳрех Григорий Иванович учитель патне кайрĕ.
— Пуху пухас. Сад эрни çинчен хам каласа парăп унта, — терĕ учитель.
Шавлă иртрĕ ку пуху та. Çавах вĕсем çĕнтерчĕç. Сад тăвассине хирĕç мĕн пурĕ те икĕ çын кăна алă йăтрĕ.
Часах председатель таврăнчĕ. Вăл пуху протоколĕпе паллашнă та, Григорий Петровича правление чĕнтерчĕ. Ятарласа сад çинчен сăмах тапратрĕ.
— Тăвасах тетĕр апла?
— Халах йышăнчĕ, тумаллах пулать пуль, — тет Григорий Петрович.
Сильвестров хут çине пăхса пуçне пăркаласа ларчĕ. Правленире Чурачăкран ĕçпе килнĕ çын та пурччĕ.
— Пăхăр-ха, Мефодьев юлташ, мана хамсăрах авлантарса хунă кунта, — тесе, председатель протокола ăна кăтартрĕ.
— Сиенли ним те çук, мĕн вара? — председатель сăмахне ăнланаймарĕ Мефодьев милиционер. — Ырлама тивĕçлĕ ĕç ку. Чурачăка çитсенех каласа кăтартатăп.
— Ара, пирĕн унпа аппаланма мар, кирлĕрех япаласем туянма та укçа çук, — хирĕçлеме пăхрĕ Сильвестров
— Эпир халлĕхе нимле укçа та ыйтмастпăр. Пĕр пус та кирлĕ мар. Ĕçлеме çынсем кăна парăр, — татăклăн каларĕ Григорий Петрович.
Председатель тек хирĕçеймерĕ.
— Эпĕ çулпа пыма пĕлмен тăйлăк-тайлăк урапа мар, сăмах тытрăм пулсан, шанчăксăра тухас çук, — терĕ татах Григорий Петрович.
«Сад эрни» пуçланчĕ, вĕсем ĕçлеме тытăнчĕç.
Йывăçсене юратнипех Григорий Петрович пĕр вăхăтра Канаш вăрман хуçалăхĕнче лесникре ĕçленĕччĕ. Çавăн чухне ятарласа курс пĕтерчĕ, унта вĕсене йывăç мĕнле лартмаллине вĕрентрĕç. Курсра вĕренни халĕ ăна колхоз садне лартнă çĕрте кирлĕ пулчĕ.
Малтан шăтăксем чаврĕç, хурлăхан тĕмĕсене куçарса лартреç. Унтан улмуççисем, сада сивĕ çилрен хӳтĕлемелли ытти йывăçсем лартма тытăнчĕç. Анчах ăçтан тупса çитермелле-ха вĕсене? Хăюллă çынсем куншăн та хăраса тăмарĕç, Çĕрпӳри питомникрен сыпнă панулми йывăçĕсем кайса илчĕç. Кунпа пĕрлех çырласем çинчен те манса каймарĕç. Чие çырли, груша, слива йывăçĕсене тупрĕç, вĕсене лартма тытăнчĕç. Çур гектар çине уйрăм йăрансем туса, ятарласа панулми вăрри акрĕç. Кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек «Картлă йăран» çинче ĕçлеççĕ.
Вĕсене шанманнисем халĕ те пур-ха. Ют ялсем те пулин ĕненмеççĕ.
— Эсир кунта мĕн тăватăр çак? — тесе ыйтрĕ пĕр çын, тахăш ялсем вăл, çырмапа иртсе пыраканскер.
— Мĕн ĕçленине куратăр пуль, — терĕç ăна. — Сад лартатпăр.
— Са-ад?! Çакăнта-и?.. Ан култарăр-ха! Качакасемпе договор турăр-и вара? Вĕсем: «Йывăçсене тивместпĕр» — тесе, обязательство илчĕç-и? Ха-ха!
Ют ял çынни ахăлтатса кулса иртсе кайрĕ.
— Эх, хăмпă, пушăскер, ху çулупах ут, — хăйĕнчен кулса юлчĕ Григорий Петрович.
Çĕнĕ садсене октябрĕн малтанхи вунă кунлăхĕнче лартса хăварни усăллăрах пулнине вăл пĕлет. Анчах йывăçсем лартни вăл пысăк ĕçĕн пуçламăшĕ кăна-ха. Пăхмасан сад мар, уйрăм йывăç та хăй тĕллĕн ӳсеймĕ. Йывăçсем лартсан, Григорий Петрович хурал тăма пуçларĕ. Кама шанас, çĕрĕн-кунĕн хăй сыхлать. Çав вăхăтрах тин çеç лартнă çамрăк йывăçсене хĕл каçарма хатĕрлет. Çырмана ĕне выльăх çитерме тухнă хĕрарăмсене сад çывăхне те ямасть.
— Ах тур, Мичурин тупăннă таккой! Май çуках, ĕне кĕртме те, ура ярса пусма та çук. Сад пултăр тата çакăнта, асту. Курăпăр-ха, — хăратма хăтланаççĕ хĕрарăмсем.
— Мичурина асăнатăр та, анчах унăн ятне те, ĕçĕсене те хисеплеместĕр — тет Григорий Петрович.
Колхоза ямпахсем, асъялсем пĕрлешрĕç. Колхоз пысăкланчĕ. Çавна май председателе улăштарчĕç: Сильвестрова кăларса ямпахсене — Петр Александрова суйларĕç. Инкеке тенĕ пекех, ку та сада юратманскер пулчĕ.
Чăнах та ĕнтĕ, малтанхи виç-тăватă çул хушшинче çамрăк сад колхоза нимĕнле тупăш та парайман. Улмуççисем çамрăк тата вĕсем пĕрре пăхсах шутласа кăлармалăх кăна пулнă. Сад ăстине Александров кашни хутрах çакăнпа пăшăрхантаратчĕ.
— Çур пуслăх усă кӳрсен те, пĕр сăмах каламăттăм. Мĕн пустуя аппаланас унпала, — тетчĕ вăл.
— Ниме тĕшмĕртмен ачалла васкатăр-çке эсир ытла та, — тетчĕ вара ватă пахчаçă. — Хăвăр çуралнă-çуралман чупма пуçланă пуль ĕнтĕ эсир. Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур, ăна кĕтсе илме пĕлмелле.
Пĕррехинче, Чурачăка кайсан, Григорий Петрович кĕнеке магазинне кĕрет, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г. Фетисов сад ĕçĕсем çинчен çырнă кĕнекене курать. Туянмасăр епле чăттăр-ха? Хăй укçине тӳлерĕ, кĕнеке туянчĕ, счет çыртарса илчĕ.
Тепĕр куннех çак счетпа правление пычĕ.
— Çичĕ тенкĕ таран парса кĕнеке илтĕн-и? Тьху! — Александров ятламаллипе ятлама тытăнчĕ. — Укçа ахаль шывла юхса тăрать, ниçтан тупса çитерме çук. Вăл пур, пăх-ха, кĕнеке илнĕ.
— Ара, кĕнеки питĕ кирлĕскер-çке.
— Кама кирлĕ?
Александров кĕнекене тытса, çавăркаласа пăхрĕ.
— Вырăсла ку. Пĕр-икĕ самахне ăнланатăн-и вара? — тăрăхласа ыйтрĕ унран.
«Пулать кам нӳрĕксĕр çын», — шутларĕ Кĕркури, анчах хирĕç чĕнмерĕ. «Юрĕ, кĕнеки хама кирлĕ», — терĕ, ăнман çынсем тем калăсан та пăшăрханмарĕ.
Кĕркунне ăна вăрман касма кайма хăвала пуçларĕç.
— Каясса кайăп-ха, садра кам ĕçлĕ? — ыйтса пĕлме васкарĕ вăл.
— Халĕ садра ним ĕç те çук. Пăрăнса юлма хăтланни вăл санăн. Тумаллине сансăрах тăвăпăр. Урăх сăмах çук. — Александров урăх чĕнме памарĕ.
Хушнине итлес пулать. Григорий Петрович ытти колхозниксемпе пĕрле вăрмана тухса кайрĕ. Кунта та унăн сад шухăшех-ха. Хăш-пĕр çăмăлкка çамрăксем унран: «Эй, мĕн кулянатăн! «Картлă йăран» за вами, а çĕнтерӳ за нами!» — тесе кулма хăтланаççĕ. Григорий Петрович хирĕç шарламасть: «Çерçи чĕпписем кăна-ха эсир, тăварлă тар шывне тутанса пăхайман-ха», — тесе кăна шухăшлать.
Таврăнчĕç киле. Хĕл ларни чылай пулать ĕнтĕ. Григорий Петрович тепĕр кун ирех сада çитет. Пăхрĕ те, шăпăрах куççулĕ юхса анчĕ унăн. Çамрăк кăна улмуççисене тĕпĕнчен шăши кăшланă, çиелтен мулкач шуратнă. Никам та хуралламан вĕсене. Унччен çанă тавăрса ĕçлени пĕтĕмпех харам пулчĕ-çке. Тăрăшни сая кайрĕ. Мĕн тумалла? Алă сулас та пăрахса каяс-и? Çакăнпа мĕн пур хуйхă-суйхă пăчлантăр-и?..
Вуниккĕре чухне Кĕркурие ашшĕ Шăхасанти ачасен приютне панăччĕ. Çамрăк ача унта шăла çыртса, хура тар юхтарса тимĕрçĕ ĕçне вĕреннĕччĕ. Унтан, вунпилĕк çула çитсен, ялти юлташĕсемпе пĕрле, ашшĕне пĕлтермесĕр, Хусана тухса кайрĕ, тир-сăран заводне ĕçлеме кĕчĕ. Ӳркенмесĕр, вăя шеллемесĕр, чунтан-чĕререн тăрăшнипе вăл кунта та квалификацнллĕ рабочи пулса тăчĕ, ашшĕ-амăшне укçа-тенкĕпе пулăша пуçларĕ. Унтан февральти революци кунĕсем. «Марсельеза», «Интернационал» юрăсене ушкăнпа юрлама вĕренни. Алăсене хĕрлĕ явлăксем çыхса, хĕрлĕ ялав вĕлкĕштерсе, рабочисемпе пĕрле Хусан Кремлĕ патне митинга кайни. Контрреволюционерсем Кремль тăрринчен вĕсем çине пулеметсенчен пени... Каярахпа Октябрьти социализмла аслă революци. Граждан вăрçине кайни. Махнопа петлюровецсене хирĕç çапăçни, совет государствин тискер тăшманĕсене çĕмĕрни... Çавăн чухне пуçа уснăччĕ-и Григорий Петрович? Йывăрлăхран хăранăччĕ-и? Çук, нихçан та ун пек пулман вăл. Халĕ тата çак мирлĕ ĕçре парăнмалла-и?..
— Çемçе кĕсел пулма юрамасть, — терĕ вăл, çуркунне садри ĕçе йăлтах çĕнĕрен пуçларĕ. Сада çĕнĕрен чĕртме тиврĕ...
2
Тĕлĕнмелле ырă çынсем нумай пирĕн хушăра. Тепĕр чухне эпир вĕсене асăрхаймастпăр та. Çав ырă çынсенчен пĕри, тӳррипех калăпăр, ӳркенме пĕлмен ĕçчен сад ăсти Григория Петрович Петров пулать.
Акă эпир Çӳлти Улаксар ялĕнчен тухăпăр та хĕвелтухăç еннелле Яшмулла кăти патнелле утăпăр.
Çĕршыв тин çеç юртан тасалса, кушăхса çитнĕ-ха. Хĕл ыйхинчен вăраннă йывăç-курăк çĕнĕрен чĕрĕлме тытăннă. Пур çĕрте те хаваслă. Çанталăк уяр, тӳпе кăн-кăвак. Çуркуннехи хĕвел хĕртсе пăхать. Çил те çук Утма çăмăл.
Акă ĕнтĕ Яшмулла кати те. Ялтан инçетре те мар вăл, çур çухрăм пулать-и, пулмасть-и. Пĕчĕкçĕ кăна вăрманĕ пурĕ те пилĕк гектар ытларах çĕр йышăнать. Çавах çак вăрмана ял çыннирем авалтанпа типтерлĕ сыхласа усраççĕ. Никам пырса тĕкĕнекен çук ăна, никам сĕмсĕрленсе е пуçтахланса сиенлемест. Çăра шĕшкĕлĕх хушшинче çӳлĕ юмансем, çăкасем, лапсăркка вĕренесем, çĕмĕртсемпе пилешсем, палан йывăçĕсем ӳсеççĕ. Ката варринче — сĕвек çыранлă ăшăх çырма. Çак çырмара илемлĕ ĕшне пур, унта — колхоз утарĕ. Пĕчĕк пĕвере куç кĕски пек тăрă шыв. Çăлкуçĕ юхать.
«Яшмулла кати», теççĕ ĕнтĕ çакна. Тахçан, ĕлĕк-авал, çакăнта Яшмулла ятлă таркăн тутар виллине пытарнă, тет халăх халапĕ. Халĕ колхоз сыхласа усрать ку вăрмана. Çулласенче, уйрăмах тӳлек кăна ăшă каçсенче, çамрăк-кĕрĕм канма пухăнать çак илемлĕ вырăна. Вара вăйă шавĕ те, юрă-кулă сасси янăрать таврана.
Эпир ун витĕр каçăпăр.
Малалла, кăнтăр-хĕвелтухăç енкелле, «Картлă йăран» сăртĕнче колхоз сачĕ пуçланать. Ĕлĕк ниме юрăхсăр, хĕсĕр çĕр пулнă вăл. Халĕ чипертерех пăхăр-ха, мĕн калăпăр-ши эпир кунта?
Мĕн каламалли пур: пирĕн умра, çырма аяккипе, тепĕр вăрман. Илемлĕ вăрман. Вунă-вун икĕ çул хушшинче çитĕнсе ларнă вăл, çырма тăршшипе çухрăма яхăн тăсăлать.
Сăртри уçă вырăнта «хăрах куçлă» пĕчĕк пӳрт аякран курăнса ларатъ. Тăррине улăм витнĕ те, çăмламаç ăшă çĕлĕке пусса тăхăннă евĕр туйăнать. Çав пӳрт патĕнчен ула йытă вĕрсе тухрĕ. Ун хыççăнах старик курăнчĕ, вăл йыттине вĕрме чарса пире хирĕç пычĕ.
Паллашма вăхăт çитрĕ: çакă ĕнтĕ «Çăлтăр» колхозри сад ăсти Григорий Петрович Петров пулать. Вăлах Шуркасси ял Совечĕн депутачĕ, хастар чĕреллĕ активист. Вуншар çулсем хушши татти-сыпписĕр шанса депутата суйлаççĕ ăна ял-йышсем. Ватă колхозник суйлавçăсен шанăçне нихçан та çĕре ӳкермен.
Акă вăл пире пӳрте илсе кĕрет. Сад хуралçисен пӳрчĕ пулать ĕнтĕ ку. Григорий Петрович ăна шӳтлесе «Сад кантурĕ» тесе калать. Кунта эпир тата тепĕр çынпа, çамрăкскерпе — Геннадий Александровпа паллашма пултаратпăр. Вăл колхозри утарçă, çав вăхăтрах Григорий Петровичпа пĕрле сад-пахча ĕçне вĕренет.
Пĕчĕк пӳртре йĕри-таврах садпа утар ĕçĕ çинчен калакан плакатсем çыпăçтарса тухнă. Кĕтесри лутра шкапра кĕнекесем туллиех. Ытларахăшĕ каллех садри е утарти ĕçсем çинчен çырнăскерсем. Ватă пахчаçă кĕнеке-хаçат вулама юратать иккен. «Манăн учительсем», — тет вăл вĕсене. Ерçӳллĕ вăхăтсенче час-часах «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсене тытса ларать, вĕсене вулать. Чăвашла тухнă романсемпе повеçсене нумайăшне вуланă вăл. Шкап çумĕнче ăна тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çĕртен панă «Хисен грамотисем» çакăнса тăраççĕ. 1955 çулта вăл Мускаври ял хуçалăх выставкине хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Унта çĕршыври паллă сад ăстисемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен паха опычĕсемпе паллашнă. Колхоз правленийĕпе Чăваш АССР Ял хуçалăх министерстви ăна темиçе хутчен хаклă парнесем панă.
Вăл пире часах сада илсе тухрĕ.
— Улма пахчи — сад пахчи, ярăм çеçки — панулми, шăрши-марши — тăхлачи, тути-маси — куками. Тăкăрлăкри сад пахчи çăтмах пекех илемре!— чăтаймасăр, икĕ алăпа хăлаçланса, Шупуççынни сăввине такмакласа ярас килчĕ манăн, йĕри-тавралла пăхсан.
Ăçтан тӳссе тăрăн-ха, чун çĕкленсе каять!. Пин тĕп ытла улмуççи унта. Хăмла çырли, хурлăхан, чие тата ытти çырла йывăçĕсем пур. Садăн пĕр айккинче, çурçĕр енче, сакăр-тăхăр çулхи хырсем, чăрăшсем, йамрасем, хурăнсем, топольсем ӳсеççĕ. Ретĕн-ретен пăрçаллă хăва тĕмĕсем. Çуркуннехи хĕвел ăшшинче пурте çĕнĕрен капăрланма тытăннă вĕсем. Садра унта та кунта кайăк юрри илтĕнет.
Григорий Петрович садран нихăш вăхăтра та татăлма пĕлмест. Ăна кунта хĕлле те, çуркунне те, çулла та, кĕркунне те курма пулать. Унăн хăйĕн çирĕп ĕç йĕрки пур.
Кĕркуннехи сивĕ кунсем килсе çитсен, вăл улма-çырла садĕнчи йывăç вуллисене мулкачсемпе шăшисем сиенлесрен çыхса хăварнă. Хĕллехи шартлама сивĕсенче вара çав çыхăсене темиçе хутчен тĕрĕслесе тухнă, вĕсем шанчăксăррине курсан, тепĕр хут юса-юса çыхнă.
Хăш-пĕр хĕлре юр çӳхе пулать. Ун пек чухне йывăç тымарĕсем шăнса типме пултараççĕ. Çавăнпа Григорий Петрович юра аякран турттарса килсе, ăна йывăç тавра купаласа хуни те пулнă. Тепĕр чухне тата юр нумай çуса тултарать те йывăç турачĕсем çине тиенет, туратсем хуçăлса аманма пултараççĕ. Ун пек чухне вара ватă сад ăсти йывăç турачĕсем çинчи юра ятарласа силлесе, тăкса çӳрет. Хĕллехи кунсенче туратсем çинчи сада сиенлелекен хурт-кăпшанкăсен йăвисене пĕтерме те лайăх, тет вăл.
Çуркунне енне кайнă май, садри ĕçсем нумайлансах пыраççĕ. Нимрен малтан кайăксене кĕтсе илме хатĕрленес пулать, вĕсене валли вĕллесемпе йăвасем, апат валашкисем туса çакмалла. Ку ĕçре ăна Григорий Иванч учительпе шкул ачисем пулăшаççĕ. Ăшă кунсем килсен, йывăçсен çӳлти турачĕсене сайралатма тытăнмалла. Хăрнă е сиенленнĕ туратсене иртмелле. Касса илнĕ туратсене сăмалапа е замазкăпа сĕрсе хăвармалла. Çурăлнă туратсем пулсан, вĕсене пралукпа çыхмалла е планкапа хĕстермелле. Шыв-шур тапраннă тĕле хĕлле çыхнă çыхăсене салтса илмелле, вĕсене садран илсе тухса çунтарса ямалла. Туратсем çинчи хытса ларнă сие тата мăка хырса пăрахса извеç шĕвекĕпе сĕрсе хăвармалла. Тымартан е йывăç вуллинчен шăтса тухакан ытлашши кирлĕ мар хунавсене секаторпа касса пăрахмалла. Хĕлле кĕрт пуснă çырла йывăçĕсене юр айĕнчен кăлармалла. Çимĕç паракан йывăçсене ещĕл сенкер шĕвекĕпе пĕрĕхмелле, — пĕр сăмахпа каласан, темĕн тĕрлĕ ĕç те пур. Анчах çак ĕçсене пĕччен-иккĕнех тума ĕлкĕреççĕ.
Эпир пынă чухне те Григорий Петрович сада ирех килнĕ, терĕмĕр. Ахальрен ирех пыман вăл унта. Çуркунне-çке-ха. Авă, садран кăнтăр енче, Шуркасси ялĕ патĕнчи тӳремлĕхре, çураки тума тухнă тракторсем кĕрлеççĕ. Ку вăхăтра улма-çырла садĕнче те ĕç нумай вара. Халĕ ĕнтĕ колхоз правленийĕ те садра ĕçлеме ятарласах çынсем уйăрса панă. Авă, хĕрачасем садри çĕре çемçетеççĕ, йывăç таврашне кĕреçепе хусăкласа кăпкалатаççĕ. Иккĕн-виççĕн минераллă тата органикăлла удобренисем сапаççĕ.
Çуркуннехи уйăхсем, ял хуçалăхĕнчи ытти ĕçсенчи пекех, питех те ответлă уйăхсем. Акă, сăмахран, улма-çырла йывăçĕсене çуркуннехи тăм ӳксе сиенлеме пултарать. Тăм ӳкни уйрăмах çимĕç йывăçĕсем чечеке ларнă вăхăтра хăрушă. Апла пулсан, вăл хăрушлăха сирсе яма малтанах тĕплĕн хатĕрленмелле, Тăм ӳкне вăхăтра садра тĕтĕм кăларма типĕ тислĕк, улăм, çатрака турат хатĕрлесе хумалла, çунакан факелсем тумалла, Ку ĕçсемпе садра Григории Петрович ятарласах хăй ертсе пырать. Çимĕç йывăçĕсем чечеке ларнă вăхăтра вара вăл кунĕн-çĕрĕнех садра пулать. Çанталăк мĕнле пулассине тăтăшах радиопа итлет, хăй те сăнаса тăрать.
Çĕнĕрен йывăçсем лартас, улмуççисем сыпас тĕлĕшпе те çуркунне садра çине тăрса ĕçлемелле. Сада сиенлекен хурт-кăпшанкăсемпе кулленех кĕрешмелле. Çутçанталăк ырлăх парасса çеç кĕтсе ларнипе нихçан та нимĕн те пулмасть. Çутçанталăк паракан ырлăха этем аллипе, унăн ăс-тăнĕпе çĕнтерсе илмелле.
3
Эпир Григорий Петрович ӳcтернĕ садра пĕр çулхине сентябрь уйăхĕнче пултăмăр. Садри малтан пиçcе çитекен улма-çырласене пуçтарyăччĕ ĕнтĕ. Аичах садра çӳреме çу варринчи пекех илемлĕччĕ, уçăччĕ. Каярах юлса пиçекен йĕкĕр ывăç пек шултра панулмисем туратсене уса-уса антарнă. Нумай туратсене панулми авса хуçасран юплĕ патайсемпе тĕкĕленĕ. Çамрăк йывăçсем хушшинче купăста, сухан, помидор, кишĕр йăранĕсем. Таçта, пĕр чăтлăх кĕтесре, юрă юрлаççĕ:
Пит-куçăма хĕретрĕ,
Хул-çурăма вăй кĕртрĕ,
Ай, улми, сад улми,
Садри сарă панулми!..
Вĕсем сада тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа çӳп-çапран шалса тасатакан хĕрсем иккен.
Эпир пырса кĕнĕ чухне сад пӳртĕнче вăрманта ӳсекен, шĕшкĕ мăйăрĕ пек вĕтĕ те çӳçенмелле йӳçĕ панулми вăррине шĕкĕлчесе лараççĕ. Ăна çур чашăк ытла шĕкĕлченĕ ĕнтĕ.
— Акса пăхас тетпĕр. Чипер шăтса тухать пулсан, тепрер икĕ-виçĕ çултан сыпмалла пулĕç-ши тесе, сăнаса пăхма шутларăмăр, — терĕ сад ăсти.
Ун хыççăн вара каллех сада тухса çӳрерĕмĕр.
КПСС Центральнăй Комитечĕпе СССР Министрĕсен Совечĕ 1956 çулта «Улма-çимĕç, çырла тата виноград туса илессипе хатĕрлессине ӳстересси çинчен» постановлени йышăннă хыççăн сад ĕçĕ çине уйрăмах тимлĕн пăхма тытăннă. Колхоз правленийĕпе парторганизаци сад-пахча бригадине куллен пулăшма тытăннă.
Садра, вăл пысăках мар пулсан та (вунă гектар ытларах кăна), улмуççисен сорчĕ çех аллăран иртет. Çырла йывăçĕсем пирки те çавнах каламалла, вĕсем те темиçе сортлă. Григорий Петрович вĕсене хăй сăнаса ӳстерет. Варкăш çилпе кăшт хускалса илекен туратсем çине пăхатăн та ирĕксĕрех тĕлĕнетĕн: çакă садра Григорий Петровичăн алли пырса тĕкĕнменни пĕр йывăç та çук вĕт. Ахальтен мар унран ял-йышсем «вăл пирĕн йывăçсен хирургĕ» тесе шӳтлекелеççĕ. Çырла-çимĕç йывăçĕсене ăнăçлă лартса ӳстерме ăна сад çинчен çырна кĕнекесем нумай вулани, вĕреннине практикăлла ĕçпе çыхăнтарса пыни пулăшать. Садри çимĕçсем çултан çул нумайрах пулса пыраççĕ.
Эпир сад тупăшĕ çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ.
— Усă-и? Пулмасăр ара, пур, — Григорий Петрович-па унăн юлташĕ, —сад хуралçи, иккĕшĕ харăс калаçма тытăнчĕç.
Стариксем ăна хăйсемех шутласа пăхнă-мĕн. Пĕр çулхине, сăмахран, садра уйрăмах хăмла çырли ăнса пуллă. Çырлана пиçнĕ пеккине вăхăтра татса пуçтарнă. Пуçтарнă пеккине Канаша тата Чурачăка илсе кайса сутнă, колхозниксене валеçнĕ. Çырла сутнипе колхоз кассине пырса кĕнĕ укçа, çав вăхăтри пасар хакĕпе танлаштарса шутласан, 544 пăт ырашлăх пулать. Е, тепĕр тĕрлĕ каласан, вăл кашни гектартан 100 пăт ытла ыраш туса илнипе танлашать. Ку вăл хăмла çырли сутни кăна-ха. Садра панулми, чие çырли, виктори çырли, пахча çимĕçĕ, утă нумай туса илеççĕ. Акă ĕнтĕ танлаштарса пăхăр, ĕлĕкхи хыт-хура та ӳсмен «Картлă йăранпа»? Ку çеç-и? Сад чĕртмен пулсан, кунта ку темĕн çын пырса кĕрейми тарăн çырмасем пулĕччĕç. Вĕсем мĕн чухле тыр-пула ӳсме кирлĕ усăллă тăпрана юхтарса кайĕччĕç.
— Тупăш илни пĕрре-ха вăл, — терĕ Григорий Петрович, пирĕн еннелле пăхса. — Тупăшĕ те кирлĕ-ха, кирлĕ мар теместĕп. Çав хушăрах этем сывлăхĕ çинчен шухăшлас пулать.
— Мĕскер тетĕн?
— Ара, эсир паçăр хĕрсем юрланине илтрĕр пуль-çке? «Ик питĕме хĕретрĕ, хул-çурăма вăй кĕртрĕ» темерĕç-и? Авалтан юрлаççĕ вăл юрра. Çырла-çимĕç — этем сывлăхĕшĕн сиплĕхлĕ. Вăл эмел, лайăх эмел. Йывăç-курăк çынна çирĕп сывлăхлă пулма пулăшать.
Тĕрĕс сăмах. Хирĕç ним те калаймăн. Улми-çырли, чăнах та, çиме пит те тутлă-çке!
Сăмах-юмах çаврăнăшĕ часах малашлăх çине куçрĕ. Эпир колхозăн малашлăх планĕ çинчен калаçса кайрăмăр. Сад ăсти çивĕч куçĕсемпе йĕри-тавралла пăхса илчĕ.
— Малашне-и? — терĕ вăл татах аяккалла пăхса. — Пирĕн çак сад нумай пысăкланĕ.
— Лартмалли йывăçĕсене ăçтан туянас тетĕр?
— Кивçене каймастпăр, — терĕ Григорий Петрович. — Лартмалăх улмуççи хамăрăнах виçĕ пин тĕп ытла. Хурлăханпа чие, хăмла çырли, тĕклĕ çырла, виктори — вĕсен шучĕ те çук. Кирлĕ пулсан, хамăр сутма пултаратпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн садра çимĕç параканни икçĕр улмуççи пулсан, тепĕр çич-сакăр çултан вĕсен шучĕ кунта пин тĕпрен иртĕ. Садран тупăш илесси çултан çул ӳсĕ. Улми-çырлине колхозниксене валеçмелĕх туса илме ĕмĕт пур-ха. Колхоз правленийĕ сад çумĕнчн хăмла плантацине те пысăклатма палăртать. Ун чухне-и? Çак таврашра пысăк вăрманах аякран курăнса, ем-ешĕл капăрланса ларĕ. Ав, куратăр-и унта, лере, Кăшнаруйпа Вутлан енне? Хырсемпе чăрăшсем епле сарăлса ӳсеççĕ! Çилпе веçсе килсе ӳкнĕ тетĕр-и вĕсене? Çук, пулман. Хам лартнă.
— Çавăн чухлех ăçтан тупса çитертĕр?
— Шыракан çын яланах тупать. Ан ӳркен кăна. Хам лесникре çӳренĕ Чухне Чуракасси вăрманне ларттарнăччĕ. Халĕ вĕсен йĕкелĕсем — хуть кăрманпа тиесе кай. Хамах пуçтарса килтĕм, хамăр сада лартрăм. Шăтрĕç, ӳсрĕç, халĕ хăйсен йĕкелĕсем пулма тытăнчĕç.. Ачаш йывăçсене хаяр çурçĕр çилĕнчен сыхлаççĕ вĕсем, сивĕрен хӳтĕлеççĕ. Атьăр-и, кайса курар-и?..
Хырлăхпа чăрăшлăха курса çӳрерĕмĕр. Лăпсăркка лăсăллă туратсем хушшинче пукане пек пĕчĕк улмуççисем ӳсеççĕ. Чăннипех хӳтĕ-мĕн вĕсене. Çавăнпа пуль-и, хăшĕн-пĕрин, хăйсем пĕчĕк кăна пулсан та, улмисем пур.
— Кайран хырпа чăрăш турачĕсем улмуççисене хупăрласа илеççĕ вĕт, вĕсене ӳсме памаççĕ пуль? — терĕмĕр эпир.
— Ăна та асăрхаса тăмасан, эпир тата, сад хуçисем, мĕн тума кирлĕ çынсем кунта? — терĕ вăл. — Хăрамалли çук, пусса илме памăпăр. Ак ку хыр, пăхăр ĕнтĕ, улмуççисене ӳсме чарать, чăнах та. Мĕн тумалла тетĕр-ха? Ачасем Çĕнĕ çул каç ёлка туса пама ыйтаççĕ. Хамах касса парса ярăп вĕсене, савăнччăр. Тен, вĕсем мана тепĕр чухне шăнкăрч вĕллисем туса парĕç. Хырпа чăрăш вăрманне эпир ав çавăнта, Ямпах енне, тăршшипех лартса тухас тетпĕр-ха.
— Пахча çимĕçĕсемпе тата мĕнле?
— Лартатпăр. Пахча çимĕç вăррине те хамăрах туса хатĕрлетпĕр эпир. Кăçал та хамăр хатĕрленĕ вăрăсене лартнă. Укçалла туяйас тенĕ пулсан, пире вăл вăрăсене илме тăватă пин тенкĕ кирлĕ пулатчĕ. Халĕ вăл укçапа колхоз строительство япалисем туянчĕ.
Сад ăсти каллех йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ те ешĕл курăклă тĕмеске çине пырса ларчĕ. Унăн пĕркеленнĕ пичĕ çине хĕвел çути ӳкрĕ, çăмăл кулă палăрчĕ.
— Хе-хе! Татах иртнисем аса килчĕç-ха, — терĕ вăл, кăмăллăн — Мана вăрмана янă çулхине, кунта, шăшисем кăшласран тесе, улмуççи вулли йĕри-тавра юра тап-таса хытаранçи тунă-ха, анчах пĕлмесĕр тунă. Ячĕ пултăр тенĕ пулмалла. Ăна ăшă çанталăкра, нӳрлĕ юр чухне таптаса хытараççĕ. Юр çӳхе чухне таптамалла. Юр хулăнлансан е кĕрпеклĕ, хăрпăк юра таптанипе усси çук. Ун пек юр хытмасть, ăна шăшисем çăмăллăнах шăтараççĕ. Пĕтрĕç çав ун чухне улмуççисем, пурне те çĕнĕрен лартса чĕртме тиврĕ. Тĕрĕс пĕлсе тусан, çав ĕç йывăр та мар, тăкакĕ те пысăк мар. Тепĕр çулхинех эпĕ пывăç вуллисем тавра хам сăнаса тăрса таптаттарса хытарттартăм. Мĕн пурĕ те çичĕ ĕç кунĕ пĕтрĕ, ун вырăнне улмуççисем пурте инкекрен çăлăнса юлчĕç... Çапла çав, кашни ĕçе хăйĕн йĕркипе вăхăтне пĕлсе туса пымалла. Хăш-пĕр колхозсенчи сад ăстисем садри ĕçе календарьте кăтартнă тăрăх, числапа числа лартса туса пырасшăн. Тĕрĕс мар вăл. Календарьте унта тĕслĕхрен илсе кăтартнă. Ĕçе вырăнти условисене кура туса пымалла. Çанталăкĕ мĕнлине пĕлес пулать. Акă çакăн çинчен калам-ха. Пĕррехинче эпĕ кӳршĕ колхозри сад ăстинчен (тӳррипех калатăп, вăл сад ĕçне пĕлсех каймастчĕ): «Эсĕ кĕркунне, хĕле кĕрес умĕн, çимĕç сачĕсене шăваратăн-и?» — тесе ыйтрăм. «Мĕн тума? — тет çак мана. — Кĕркунне ахаль те çумăр йăлăхтариччен тăкать вĕть?» — тет. Тĕрĕс мар калать вăл. Йывăç тымарĕсене хĕл сиввисенче шăнса пăсăласран сыхлас тесен, кĕркунне садсене, çумăр çунине пăхмасăрах, шӳтерес пекех хытă шăвармалла. Чылай çĕрте çакна хакламаççĕ-ха. Ăна кашни садра тума тăрăшмалла... Çакна та калас килчĕ-ха. Садра ĕçлекен çынсем нумаййăн пулмалла мар, вĕсене яланлăха çирĕплетмелле. Кашнине йывăç уйăрса памалла.
— Мĕншĕн ун пек шутлатăр?
— Манпа çакăн пекки пулса иртрĕ. Йывăç таврашĕнчи тăпрана кăпкалатнă чух кашни кун урăх çынсене кăлараççĕ. Вĕсене мĕн, паян кунта та — ыран тепĕр çĕрте. Вĕсем йывăçшăн ответ тытмаççĕ-çке. Мĕнле май килнĕ, çавăн пек ĕçлесе, теприсем тата асăрхамасăр е пĕлеймесĕр, йывăç тымарĕсене касса пĕтереççĕ. Кайран йывăçсем хăраççĕ, вĕсене кам хăртнине пĕлме те çук. Уйрăммăн хушнă çынсем ун пек мар, хăйсен ответлăхне пĕлеççĕ, асăрханса, тĕплĕ ĕçлеççĕ.
— Ку чăнах та тĕрĕс.
— Тĕрĕс пулмасăр. Чылай чухне çакна курма пулать тата. Садра çимĕç пиçсе çитнĕ вăхăтра сана пулăшаканни те хатĕрех, хĕрхенекенни те пур, йăпăлтатаканни те тупăнать. Садри çимĕçе пуçтарса кĕрт кăна, вĕсем таçта, тĕтĕме вĕрсе янă евĕрлех саланса пĕтеççĕ. Вара сан çинчен манса та каяççĕ, таçта вĕсем, шыра та туп вĕсене. Çук, апла мар, тухăçлă сад тăвас тесен, унта çулталăкĕпех ĕç пур, йывăçсене сивĕ тивесрен, чĕрчунсем кăшласран, чир-чĕр ересрен сыхламалла. Садри агротехникалла ĕçсене вăхăтра туса пымалла. Пирĕн колхазсенче сад ĕçне чунтан-чĕререн юратакан çынсем сахал мар. Вĕсемшĕн тăрăшни, вĕсене ĕçре пур тĕлĕшрен те хавхалантарса пыни кирлĕ. Çимĕç садне пули-пулми е ӳрĕк-сӳрĕк çын пăхса ӳстереймест» ăна тарпейлĕ тытса тăма пултараймасть. Сад пахчи çитĕнтерес тесен, сад ĕçне тĕплĕн пĕлмелле, вăя шеллемесĕр ĕçлемелле. Сад ĕçне юратакан çынсене вĕрентсе хатĕрлемелле.
* * *
Ĕлĕкрех юр та ларман сăрт çамкинче халĕ ем-ешĕл сад-вăрман çитĕнет. Елĕкхи «Картлă йăрана» палласа илме те çук. Шыв çурнă шырлансем çеремпе ешĕлленсе, кĕççеленсе ларнă. Йывăç тымарĕсем тек вĕсене ишĕлме парас çук. Малашне çак вырăн тата илемлĕрех пуласси — куç умĕнче.
— Пуринчен ытла, ĕçе юратас пулать. Хамăртан килет вăл. Тăрăшсан, пĕлсе ĕçлесен, пур ĕç те пулать, — тет ӳркенмен сад ăсти Григорий Петрович Петров.
Халĕ колхозсем пĕрлешсе пысăкланчĕç. Ытти ĕçсемпе пĕрлех садсем ĕрчетес ĕçе те ăнăçлăрах туса пыма майсем пулчĕç.
Чунтан-чĕререн савăнса, çĕршыв илемĕпе киленсе пурăнакан хастар чĕреллĕ çынсем хăйсен тавралăхне тата илемлĕрех, чаплăрах тăвĕç, хăйсем çитĕнтернĕ улма-çырла сачĕсенчен çултан çул ытларах тупăш илсе пырĕç.