Хăрнă вĕрене
Наташа — çемьере улттăмĕш хĕрача. Паян вăл шкулпа, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе сывпуллашать. Юлашки шăнкăрав! Камăн асĕнче юлман-ши вăл? Хумхану: ачалăх — хыçра, умра — пуласлăх, çĕнĕлĕх. Мĕн тери илемлĕ пурнăç!
— Наташа, — чĕнчĕ ăна вунă çул пĕр парта хушшинче ларнă Люда, — ачасем пурте шуçăм кĕтсе илме каятпăр теççĕ. Эпир те каяр-и?
— Каятпăр, Люда. Эпир текех пĕчĕк мар, çавăнпа ачасем тесе ан кала, хĕрсемпе яшсем эпир.
Людăпа Наташа алран алă тытăнса ушкăн хыççăн утрĕç. Хĕрсен сыв пуллашу каçĕ валли ятарласа çĕлеттернĕ кĕписем çилпе вĕлкĕшеççĕ, катаран курăнаççĕ. Яшсем пĕр-пĕрне тĕрткелесе шавлăн калаçса утаççĕ.
— Рита, кăлар сумкăра мĕн пуррине, — хушрĕ Коля пысăк сумкине çĕре лартса. — Кĕçех тул çутăлать, пирĕн вара нимĕн те хатĕр мар.
— Ан васка, васкакан арăмĕнчен савăнман тет, — тĕртсе илчĕ ăна Рита. Çапла шӳтлекелесе, ахăркаласа хĕрсем курăк çине çитти сарчĕç, апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Яшсем эрех кăларчĕç. Халиччен эрех тутине пĕлмен хĕрсем кăна сивлерĕç пулин те каччăсем çине тăнипе шăпланчĕç.
— Наташа, эс класс старости, çавăнпа сана сăмах паратпăр.
Наташа вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ. Унтан хăй çине пăхакан куçсене асăрхаса калаçма пуçларĕ.
— Хальччен кун пек уявсенче пулса курман та сăмахне те калама пĕлместĕп, — турткаланчĕ вăл.
— Эс ăшра мĕн пуррине кала, — хистерĕç ăна.
— Юрĕ, эппин, — хăйне алла илчĕ Наташа. — Паян эпир сирĕнпе ачалăхпа сыв пуллашатпăр, савăнатпăр. Малашлăх пире пурне те илĕртет. Пурнăç яланах савăк пулассăн туйăнать. Çапла пултăр та. Эпĕ сире пурне те хăвăр çулăра шыраса тупма, телейлĕ пулма сунатăп. Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташсене манас марччĕ. Кирек ăçта кайсан та çыру çӳретер.
— Тĕрĕс, Наташа,— алă çупрĕç итлесе ларакансем. — Атьăр пĕр-пĕрне манмастпăр тесе тупа тăватпăр.
Чылайччен шавларĕç çамрăксем. Кăвак шуçăмччен лăпланмарĕ улăх. Ирхине çеç киле кĕрсе выртнă Наташăн ыйхи килмерĕ. Иртнĕ каçа, унăн кашни самантне аса илчĕ.
Акă юнашар парта хушшинче ларнă Лева ун çине куç сиктермесĕр пăхать. Ыттисем курман чухне ун аллине ачашласа илет. Хальччен ун пеккине сисмен Наташа шалтах тĕлĕнчĕ. Каччă йăлăхтарса çитерсен ун çине сиввĕн пăхрĕ, аллине сирчĕ. Çынпа калаçма та именекен Лева сасартăк пуçне пĕкрĕ. Наташа çине тунсăхлăн пăхса илчĕ: «Каçар, Наташа, эп сана виç çул юратса пурăнатăп, анчах эс ăна сисмерĕн. Паян эрех пуçа минретрĕ пулас, каçар», — тесе айккинелле пăрăнчĕ.
Лева ушкăнран пăрахса кайсан Наташа савăнчĕ. Çапла-çке вăл, хăв юратман çыннăн асапĕ куçа курăнмастъ, унран тăрăхлатăн çеç.
«Унтан... унтан мĕн пулнăччĕ-ха? — асаилӳ çăмхине малалла сӳтрĕ хĕр. — А-а, Костя...»
— Салам яш-кĕрĕме, — тесе аслăрах яшсен ушкăнĕ вĕсем патне çитрĕ. — Мĕн ĕçетĕр? О-о, ликер! Шур эрех те пур. Да-а, çитĕнтĕр çав эсир.
Костя Наташа патне утса пычĕ, ăна çупăрласа çамкинчен чуп турĕ. «Кĕçĕр тĕл пулатпăр-и?» — пăшăлтатрĕ каччăн тути. Ун вĕри сывлăшĕ хĕр пуçне минретре. Ытла та ачашшăн, çепĕççĕн илтĕнчĕç ун сăмахĕсем. «Ăхă», — терĕ те вăл шăппăн ушкăнран уйрăлчĕ. «Костя... Костенька, — пашăлтатрĕ вăл, — мĕн тери юрататăп эп сана, ман сансăр пурнăç çук...»
Наташа майĕпен ялалла утрĕ. Туйрĕ вăл: Костя хĕр ăçталла утнине сăнасах тăрать. Эппин, кĕçех хăваласа çитме кирлĕ. Çĕрĕпе алла-аллăн тытăнса утĕç вĕсем. Чĕрере мĕн пуррине йăлтах калĕ ăна паян Наташа. Ун чĕри ыррăн тапрĕ.
«Хĕр вăл тармĕ, эрех пĕтме пултарать», — шухăшларĕ Костя çурри таран пушанма ĕлкĕрнĕ кĕленчесене пăхса. Наташа хыççăн чупма васкамарĕ.
— Яшсем, ярар-ха пĕрер черкке эрех эсир шкул пĕтерсе çар ретне тăрас ятпа. Эпир те сирĕн пекех айван пулнă тахçан.
Черкке хыççăн черкке ĕçрĕ нумаях пулмасть çартан таврăннă Костя. Унтан тайăлкаласа Наташа кайнă еннелле утрĕ. Çамрăксем вăл пăрахса утнине сисмерĕç те. Пĕр мăшăр куç кăна ăна чĕререн хурланса, сиввĕн пăхса ăсатрĕ.
Наташа хăйсен килĕ тĕлĕнче ӳсекен вĕрене çумĕнчи сак çине ларчĕ. Çамрăк вĕрене çулçисем ăна çӳçрен ачашлаççĕ, ирхи çилпе сулкалашса хĕре питрен кăтăклаççĕ. «Кам лартнă-ши çак вĕренене? — шухăшларĕ Наташа. — Хăех шăтнă ĕнтĕ. Çавăн пек йывăç-çке вăл: вăрри таçтан çилпе вĕçсе килсе ӳкет те шăтатъ, ӳсет вара».
— Мана кĕтетĕн-и? — шухăшне татрĕ Костя сасси.
— Ларап ыйхă килменрен.
— Мĕншĕн салху? Санăн паян савăнмалла. Эс пур пуçна усатăн. Наташа, шăнтать мана. Пӳртрен мĕн те пулин илсе тух-ха ăшăнма.
Хĕр ашшĕ-амăшне вăратасран шикленсе пӳрте шăппăн кĕрсе тухрĕ.
— Ме, тăхăн.
— Наташа, пĕлетĕн-и, эп сана питĕ юрататăп. Ялан сан çинчен шухăшланипе пуç ыратса çӳрет, — хĕре ыталама пăхрĕ Костя. — Сисрĕм эпĕ, эсĕ те мана килĕштеретĕн, çапла-и?
Наташа хальччен кун пирки чуна уçса калаçса курманран пуçне пĕкет.
— Юрататăн, эп пĕлетĕп. Санăн куçусем калаççĕ мана ун пирки. Эппин, мĕншĕн вăраха ямалла? Эс ĕнтĕ çитĕннĕ хĕр. Пул ман арăм.
— М... мĕн?! — сасартăк çухалса кайрĕ Наташа. — Качча тухма иртерех-ха мана.
— Ухмах, кам качча тухасси пирки калаçать-ха кунта? Эпĕ сана арлă-арăмлă пуласси çинчен каларăм.
— Мĕнле? Пĕрлешмесĕрех-и? — хăранипе чĕтреме пуçларĕ Наташа.
— Мĕн пулать вара уншăн? Халĕ чылайăшĕ çапла пурăнать. Юрататпăр-çке эпир пĕр-пĕрне. Э-э, сан урăххи пур пулĕ-çке. Илтрĕм-ха Лева сан çума çыпăçни çинчен.
— Костя, мĕн калаçан? Лева ача-ха вăл. Çӳллĕшĕпе те пĕчĕк манран. Эп... сана килĕштеретĕп.
— Эпĕ те, Наташа, эпĕ те.
Костя хĕре ыталаса чуп тума пуçларĕ. Наташăн пуçне те эрех, те юрату сĕрĕмĕ анратрĕ — кăна вăл хăй те ăнланса илеймерĕ.
... Наташа минтерĕ йĕп-йĕпе. Куççульне шăлма шутламарĕ вăл. Тен, çылăхне çуса кăларĕ? Паян хĕр ĕмĕрĕн юлашки каçĕ. Пăрахмĕ-ши ăна кун хыççăн Костя?
— Наташа, тăр хăвăртрах, касу хăваламалла. Эс халь те çывăран мар-и? — хĕрне пырса силлерĕ амăшĕ.
Хĕрĕ çĕрĕпе куç хупманнине тата ирхи вăрттăнлăх пирки пĕлсен мĕн тунă пулĕччĕ-ши Марье аппа? Ахаль те харсăрскер, çуçрен турта-турта хĕнетчĕ ĕнтĕ.
... Кун хыççăн кун иртрĕ. Наташăпа Костя çывăхланнăçемĕн çывăхланса пычĕç. Наташа каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Ĕçсене пуçтарсанах вĕрене айне Костьăна кĕтме тухса ларчĕ. Юратăвĕ пысăклансах, ӳссех пычĕ вĕсен. Костя калакан ачаш сăмахсем хĕр чĕрине ыррăн ыраттарчĕç. Хăйĕн юратавĕ çинчен кама та пулин каласа парса пĕрле савăнас килчĕ. Анчах ăна Костя хăйсем çинчен никама та каласа пама хушманни лăплантарчĕ. Пĕр вĕрене çеç, çилпе вĕçсе килсе шăтнă вĕрене, хĕр вăрттăнлăхне пĕлсе тăчĕ, унпа пĕрле савăннăн, ешернĕçемĕн ешерсе пычĕ, çӳлелле кармашрĕ.
Икĕ чун пĕр-пĕрне юратсан виççĕмĕшне чун кĕрет. Наташăран та пăрăнмарĕ çак ăраскал. Пĕррехинче, улăха утă пуçтарма кайсан, Наташа пуçĕ çаврăннине, ăшĕ йĕкленнине туйрĕ. Вăйсăрланса çĕр çине ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм, тем ыратать-им? — амăшĕ чупса пырса ыталарĕ хĕрне.
— Тем, пуç çаврăнать, анне.
— Хĕвел çинче нумай çӳренĕрен пулĕ. Пыр, кайса выртах.
Анчах тепĕр кун та, эрнерен те иртмерĕ пуç çаврăнни. Ирсерен ăшĕ йĕкленнипе сарайне вăрттăн тухса хăсрĕ.
— Итле-ха, Наташ, — чарчĕ ăна пĕррехинче аслăк айĕнчен тухнă чухне хуларан курма килнĕ аппăшĕ, — эс йывăр çын мар-и?
Ку кĕтмен ыйту пулнипе Наташа пĕр самант нимĕн калама аптăраса тăчĕ. Унтан шăппăн: «Пĕлместĕп», — терĕ.
— Ыранах манпа хулана пыратăн. Палланă тухтăр патне илсе каятăп. Килтисене халех ан шарла.
...Наташăн ача пулать. Савăнмалла-ши куншăн е хурланмалла? Зоя аппăшĕ кун çинчен пĕлсен ăна намăслантарса пĕтерчĕ: «Пирĕн ратра хĕр пуççăн ача тăвакан пулман, намăссăр! Аттепе анне пĕлсен пуçна çиеç вĕт?!»
Аттепе анне... Калама кирлех-ши вĕсене? Атте, ахаль те аллине ирĕке яракан-скер, хĕнесе тăкĕ. Ашшĕ камне тĕпчĕ. Костьăпа хирĕçĕ. Вăл та манран сивĕнĕ. Юрататăп тетчĕ. Ку чăнах та çапла пулсан — пĕрлешĕпĕр.
Çакăн пек шухăшпа таврăнчĕ Наташа тăван яла. Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Савнине савăнăçне пĕлтерме васкарĕ.
— Эс мĕскер, ухмаха тухрăн-м? Ман халех ачапа çыхланса ларас килмест, — пулчĕ Костьăн хуравĕ.
— Пĕр-пĕрне юрататпăр-çке, пĕрле пурăнасси çинчен те калаçаттăн, — тусĕ шӳтлет пулĕ тесе ăна куçран пăхрĕ Наташа.
— Çапла, юрататăп. Анчах ачана мар, сана! Чăннипех калатăн пулсан пăрах эс вăл ачана. Эпир çамрăк-ха, ачи татах та пулĕ. Кайран каллех сан пата килĕп.
Наташа Костя пăрăнса утнă хыççăн ура вăйĕ пĕтнипе сак çине лаках ларчĕ. Куçĕсенче куççулĕ пĕрчисем шăрçаланчĕç. «Акă пĕтрĕ ман юратăвăм. Пурнăçăм сӳнчĕ, — чунтан хурланса ĕсĕклерĕ вăл. Унтан хырăмĕнче тем йăшăлтатнăн, хăй пуррине систерсе çине-çинех тапнăн туйăнчĕ. — Костя ачи. Хăтăлмалла унран. Епле пулсан та хăтăлмалла».
Наташа тепĕр кунне ирех хулана тухса кайрĕ. Аппăшĕпе палланă тухтăр патĕнче тепре пулчĕç вĕсем. Анчах Наташăн ачи ӳссе кайнă-мĕн. Унран хăтăлас тесен иртерех килмелле пулнă терĕ. Зоя аппăшĕ Наташăна чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçлеме вырнаçтарчĕ. Общежитире пĕр пӳлĕмре вырăн та тупăнчĕ ăна валли.
— Наташа, эс пирĕн пата урăх килсе ан çӳре-ха, — терĕ ăна пĕррехинче аппăшĕ ĕçрен тухасса кĕтсе илсе. — Коля пĕлсен пĕтерет мана. Ĕçе вырнаçтартăм сана, пурăнмалли те пур. Малалла хăвах майлаштарса пурăн. Яла кайса ан çӳре, намăс.
...Пĕчченех тусрĕ Наташа асапне. Йывăр пулсан та ĕçе çӳрерĕ. Укçине перекетлесе ача япалисем туянчĕ. Сисмесĕрех çуратма вăхăт çитрĕ.
Юнашар выртакан ывăлĕ çине чылайччен пăхса выртрĕ вăл. Каснă-лартнă Костя. Куç харшисем те унăнни пекех: авăнарах тăраççĕ. Хуп-хура куçĕсем амăшĕ çине сиввĕн пăхнăн туйăнаççĕ. Палатăри ытти хĕрарăмсем патне упăшкисем, тăванĕсем килсе çӳреççĕ, Наташа патне вунă кун хушшинче никам та пымарĕ. Ачине те пӳлĕмре пĕрле пурăннă хĕрсем илсе тухма пулăшрĕç. Пуçланчĕ вара хăйĕн айванлăхне пула вăхăтсăр амăшĕ пулса тăнă хĕрарăм нуши. Общежити коменданчĕ, качча кайман ватă хĕр, ача сассине тӳсме пултараймасть иккен. Хĕрсем те сменăпа ĕçлеççĕ. Çывăрса тăранайманран вĕсене ĕçре йывăр иккен, чăркăшланма пуçларĕç. Зоя аппăшĕ те пачах та пымарĕ. Упăшкинчен вăрттăн пĕр хутчен укçа пырса панă хыççăн пачах çухалчĕ. Ялан йĕнипе Наташăн сĕчĕ те анми пулчĕ ĕнтĕ.
— Зоя, каятăп эп яла анне патне. Каçараççех вĕсем мана. Хĕр пуççăн ача тăвакан эпĕ çеç-им? — терĕ пĕррехинче Наташа аппăшне ĕçрен кĕтсе илсе.
— Ан хăйнă пул! — касса татрĕ лешĕ. — Вĕсен пурнăçĕ çăмăл тесе шухăшлатăн-им? Кам хушнă сана çапла ăссăр хăтланма?! Лидăпа Зина пулчĕç иртнĕ эрнере. Эс ăçта çухалса пурăннипе кăсăкланчĕç. Килесшĕнччĕ те — Атăл леш енне юлташĕсемпе канма кайнă тесе суйрăм. Яла ахаль те сас-хура çитнĕ тет. Анне вĕсене пĕлсе килме хушса янă. Чăнах та ача тунă пулсан киле килсе ан кĕтĕр тесе каларĕ тет атте. Костьăн амăшĕ те ачине хулара тупнă та ман ывăла унпа тăлласшăн тесе калаçса çӳрет тет. Кам хушнă-ха сана вунçиччĕрех арăм пулма?! Тепĕр тесен, арăм та мар эсĕ. Кам тесе чĕнсен тĕрĕсрех пулнине те ăнланма çук.
— Юратнă-çке эп ăна, аппа. Шаннă. Пĕрлешесси пирки калаçатчĕ.
— Шан хальхи арçынсене. Хăйсене кирлĕ чухне анчах эпир вĕсемшĕн хаклă. Мĕн кирлине илеççĕ те кайран сан пек ăссăр хĕрсем çине сураççĕ çеç. Йĕркеллĕ çемье çавăрса пурăнас текен каччă нихăçан та Костя пек хăтланман пулĕччĕ. Пуçпа шухăшламалла пулнă кăштах. Института вĕренме кĕме ĕмĕтленеттĕн. Халĕ мĕн пулса тухрĕ-ха? Атя-ха, ачасен çуртне кайса пăхар, тен, унта йышăнĕç. Ачасăр мăшăрсем нумай вĕт халь.
Анчах унта та ĕç ăнмарĕ вĕсен. Ачан ашшĕ те, амăшĕ те сыввине пĕлсен темĕн те пĕр каласа пĕтерчĕç. Заведующи хĕремесленсех кăшкăрма пуçларĕ:
— Мĕнле намăс мар сире?! Савăшса йăпанатăр та ачана кăларса перетĕр! Тепĕр çулталăкран тата тепре илсе килетĕр! Ача вĕт вăл, кушак çури мар! Çуратрăн пулсан пăх!
Наташăпа Зоя Димăна (çапла ят пачĕç пепкене) йăтса общежитие кĕнĕччĕ çеç — комендант тĕл пулчĕ. Вăл тӳрех Зоя çине сиксе ӳкрĕ:
— А-а, эсир Беловăн тăванĕ пулĕ-ха? Илсе кайăр ăна кунтан. Ачи макăрни хĕрсене çывăрма памасть. Белова халь пирĕн фабрикăра ĕçлемест. Малашне те ĕçлеттерĕç-ха ăна? Паянах пушатăр пӳлĕме. Çĕнĕрен килнĕ çынсем валли вырăн кирлĕ пире. .
— Мĕн тăвар-ши? — ачине хăй çумне пăчăртарĕ Наташа.
— Ялах кайма тивет. Анчах киле мар, Костя патне. Каçхине, çынсем курман чух, вăрттăн. Калаç, йăпăлтат, кирек мĕн ту, анчах вĕсен килне пурăнма юл.
Наташа Канаша каякан пуйăс çинче хăйĕн иртнĕ кунĕсене аса илсе пычĕ. Ашшĕ-амăшĕ килĕнче пĕр хуйхăсăр ирттернĕ ачалăхĕ куç умне тухрĕ. Хĕнени те, ятлани те пулнă пулĕ. Анчах, темшĕн-çке, пурăннăçемĕн çав самантсене кулса çеç аса илетĕн. Юлашки сывпуллашу каçĕ. Вунă çул пĕрле вĕреннĕ Лева вăтанса куçран пăхать, хăй Наташăна юратни, унсăр пурăнма пултарайманни çинчен калать. Наташа унран шăллĕнчен тăрăхланă пек тăрăхлать. Костя... Хĕр чĕрине пĕрремĕш юрату çулне хывнă Костя... Асран тухми Костя. Наташăн куçĕсем шывланчĕç. Епле ирсĕр этем вăл. Ача пулассине пĕлсенех Наташăна пăрахрĕ. Питĕ хăвăрт сӳнчĕ ун юратăвĕ. Тен, сӳнмен? Вĕсем хирĕçсе кайнин айăпĕ те пулас ача пулчĕ. Эппин, вĕсене уйăраканĕ Наташа чĕрçийĕ çинче лăпкăн тĕлĕрекен ывăлĕ. Çамрăк хĕрарăм пурнăçне синкерлетекенĕ — Дима. Çак шурă костюм тăхăннă пепке пулмасан унран тăванĕсем те сивĕнес çук, паянхи кун та хĕрсемпе савăнса пурăнмалла, институтра вĕренмелле. Костя та сивĕнмен пулĕччĕ.
Наташа яла çитнĕ çĕре тавралăх тĕттĕмленме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Аппăшĕ каланă пек яла тĕттĕмре çитес тесе пуйăс çинчен ансан та хăвăрт утмарĕ вăл. Хăйсен килĕ умне çитсен ачана вĕрене çумĕнчи сак çине хучĕ. Пĕтĕмпех палланă, чуна çывăх вырăнсем. Çак вĕрене айĕнче вĕсем Костьăпа пĕрремĕш хут чуп тунă. Шкулпа сывпуллашнă каç пĕр-пĕрне юратни çинчен пĕлтернĕ. Костьăпа та юлашки хут çакăнта сыв пуллашнă. Наташа вĕрене çумне тĕршĕнес тесе аллине малалла тăсрĕ. Анчах аллисем хăрнă вĕрене туратне перĕнсе ыратса кайрĕç. «Чим-ха, манăн вĕрене хăрнă вĕт? Вăл та ман пекех çамрăклах хăрнă. Мĕскĕн вĕрене! Ман пекех!» — вĕрене турачĕсене ыталаса чунтан хурланса йĕчĕ Наташа.
Ăçта каймалла? Ниçта та, никам та кĕтмест ăна. Костя патне кайса мĕскĕнленес çук Наташа.
— Наташа, ку эсĕ-и? — тĕттĕмри сас çамрăк хĕрарăма шартах сиктерчĕ. Вăл сак çинче выртакан ачине ют çын курасран шикленсе ăна васкавлăн кĕлеткипе хупларĕ. — Эпĕ те санпа пĕр пуйăс çинчех килтĕм. Анчах Канашра пурăнакан юлташ патне кĕрсе тухмалла пулчĕ те яла санран каярах çитрĕм.
— Лева?.. Эсĕ-и ку?
— Эпĕ. Канмалли кун анне патне хăнана килсе каяс терĕм. Мĕнле пурăнан эс, Наташа? Сана курманни нумай пулать.
— Эпĕ... эп...— Наташа ним хуравласа калама аптăраса тăчĕ. — Вĕрене хăрнăшăн пăшăрханса тăратăп. Ӳссе кайнă эсĕ, Лева. Тӳрех палласа илме те çук. Хăв ăçта пурăнатăн-ха?
— Эп ял хуçалăх институтне механика факультетне вĕренме кĕтĕм. Пĕтерсен яла таврăнасшăн. Вĕрене хăрнăшăн пачах та ан пăшăрхан, вăл татах килсе ӳксе шăтма пултарать.
— Эпĕ вара... — Наташа сăмахне вĕçлеме ĕлкĕреймерĕ: Дима хăй вăраннине систерсе кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Наташа хыпаланса ачине алла илчĕ те хăй çумне пăчăртарĕ. Левăна куçран пăхма хăяймасăр пуçне аяккалла пăрчĕ.
— Ан асаплан, Наташа, мана ним калама та кирлĕ мар, эп пĕтĕмпех пĕлетĕп. Костя сана пăрахса ялтан тухса тарнине те, аннӳпе аçу шухăшне те... — Лева Наташа умне çывхарса ун пуçне хăй еннелле пăрчĕ. — Эпĕ сана, Наташа, малтанхи пекех, тен, унтан та ытларах юрататăп. Хăв килĕшсен... атя пирĕн пата. Ман анне нихăçан та сана хирĕç пулас çук.
— Лева, мĕн калаçатăн эс? Дима саншăн пачах ют. Тата эс мана хăвăнтан кулнине нихăçан та каçарас çук.
— Наташа, мана эс... эсир иксĕр те кирлĕ. Эп нихăçан та сана юратма пăрахман. Сан ачуна хамăнни пекех юратăп, мĕншĕн тесен вăл сан ачу. Зоя аппа эс Димăпа пĕрлех яла кайнине пĕлтерсен пĕр тăхтаса тăмасăр сан хыççăн чупрăм. Эп аннепе калаçса татăлнă ĕнтĕ, вăл хирĕç мар. Çитес çул эсĕ те вĕренме кĕрĕн. Качча тух мана, Наташа.
— Эп çапах та...
— Урăх нимĕн те ан кала. Пĕр сăмах çеç кĕтетĕп эп санран.
— Килĕшетĕп... Лева. Эс мана каçар. Суккăр пулнă. Вылянчăк шухăшсене юрату вырăнне йышăнса инкек тӳсрĕм. Чăн-чăн юрату чĕмсĕр тесе ахальтен каламаççĕ иккен...
андрей (2015-03-22 19:52:49):
Ял библиотекинче сентре çинче çамрăк хĕрĕн салхуллă сăнне ӳкернĕ симĕс хуплашкаллă кĕнекене курсан тытса пăхмасăр чăтаймарăм. «Кĕнеке – паха тупра: ăна упра? Кĕнекепе туслашсассăн ăс пухатăн»,- тенĕ авалтан ваттисем. Ку сăмахсем хальхи вăхăтра та кивелмен. Кĕнеке шухăшлама, илемлĕ калаçма, терĕс çырма, пулăмсене хак пама, ыррине усаллинчен уйăрма вĕрентет. Хăш чух çемйипех пĕр-пĕр кĕнекене вуласа сӳтсе явма аван. Мана ытларах пурнăçăн кăткăс ыйтăвĕсене хускатакан хайлавсем килĕшнĕрен-ши, терĕс марлăхпа кĕрешме хавхалантаракан сăнарсем чуна çывăхран-ши – «Ма инçе-ши çăлтăрăм?» кĕнекене уçкаласнах киле илсе кайса вулас шухăш çуралчĕ. Аннешĕн мана пĕччен çитĕнтерме çăмăл пулманнине туятăп эпĕ. Вăл маншăн çывăх тус. Унăн шухăшне те пĕлес килчĕ манăн. Çавăнпа та çак кĕнекене аннепе пĕрле сӳтсе явса хамăр шухăша палăртас терĕмĕр. Уйрăмах пире «Хăрнă вĕрене» калав тарăн шухăша ячĕ. Ăш вăркарĕ, канлĕхе çухатрăм. Пуçăмран Наташа пурнăçĕн асапĕ тухма пĕлмерĕ. Пĕрех май ун çинчен шутларăм.
Кĕнекен малтанхи йĕркисене вуласанах автор пире пурнăç та çуркуннехи çанталăк пекех ултавлă тесе каласшăн. Пурнăç сукмакĕ такăр маррине пурте пĕлетпĕр-ха, анчах та ултав аллинчен мĕнле хăтăлмаллине пур чухне тавçăраймастпăр.
-Наташа шăпи пире те çывăх,-терĕ анне. -Анчах эпĕ йывăрлăхсенчен хăрамарăм – мĕнешкел ывăл ӳстерсе çитĕнтертĕм: вĕренӳре те маттур, спортра – район чемпионĕ, республикăри наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнатăн, шкулта ачисен организацийĕн президенчĕ. Мухтанатăп санпа, чун савăнать сан çине пăхсан. Наташа пек ăссăрла хăтланнă пулсан вара… калама та...,- аннен куçĕ шывланчĕ, куçне манран тартрĕ.
-Тавтапуç, аннеçĕм, лăплан, пирĕн пурте йĕркеллех вĕт-ха. Часах шкул пĕтеретĕп, çын пуласчĕ тесе шкулта тăрăшса вĕренетĕп, эс вĕрентсе каланинчен иртместĕп. Пирĕн савăнăçлă самантсем чылай пулĕç-ха,- ăшшăн çупăрласа лăплантартăм аннене.
-Андрей, - сăмахне малалла тăсрĕ анне калава сӳтсе явнă май,- часах санăн та ăсату каçĕ çитет. Эсир те Наташăсем пекех çут çанталăка тухатăр ĕнтĕ.
_-Анне, эсĕ мĕн калассине чухлатăп. Çук- çук, эрех-сăра таврашĕпе алхасакан çамрăксенчен эпĕ катаран пăрăнатăп. Сăра кĕленчи тытнă хĕр упраçсене вара мĕн тери сивлетĕп.
-«Хĕр вăл тармĕ, эрех пĕтме пултарать» тесе калакан çара кайса килнĕ Костьăпа 17-ри сăпайлă хĕрĕн мĕн пĕр пеклĕх пур-ши? Хĕр ачана эрехпе улăштарма та намăс мар-ши?- сăнĕ салхулланчĕ аннен. –Шел, итлемеççĕ çав ачисем амăшсене.
-Тайкаланиччен ĕçсе хĕр патне пыни вара. Эпĕ Наташа вырăнĕнче пулнă пулсан кĕтсе ларма маар, катаран тарнă пулăттăм,- чăтаймарăм эпĕ те.
- Пĕрремĕш тĕл пулура ӳсĕрле арлă-арăмлă пулма ирĕксĕрлесе тапăнни каччă нишлĕ чунлă пулнине, ун пеккисенчен çур çухрăмран тармаллине тавçăраймаççĕ çав хĕрсем. Юрату суккăр тенипе-ши, хĕр эрех сыпнипе-ши е çамрăксен хушшинче чыспа намăс виçи чакса пынипе-ши – Наташа хăй пурнăçне ĕмĕрлĕхех таптаса хурать. Çакна пирĕн, аннесен, тута çинче сĕт типиччен ачамăрсен пуçне витермелле.
- Кĕнекери «Ашшĕ-амăш çакна пĕлсен пуçна çиеç» тата «Марье аппа çӳçрен турта-турта хĕнетчĕ» тени пирĕн çемьешĕн ют. Анне, эсĕ ман çине нихçан та алă çĕклемен.
Эпир пĕр-пĕрне нихçан та кăшкăрмастпăр, эпĕ сана çур сăмахран ăнланатăп. Вăл енчен эпир мĕн тери телейлĕ! Аллине ирĕке яракан ашшĕ-амăшне вара сивлетĕп эпĕ!
-Наташа – класс старости, вĕренУ ударникĕ. Ăслă хĕр ача темелле пек. Малалла вĕренме ĕмĕтленет. Юратакан каччă та пур. Телей вăл - ĕмĕтсем пурнăçланни. Анчах Наташăн ĕмĕчĕсем пурнăçланаймаççĕ. Пурнăç йывăрлăхне пĕччен çĕнтерейменни вилĕм патне илсе пырать те ĕнтĕ,-ассăн сывларĕ анне,-çак йывăр вăхăтра кам та пулин пулăшу аллине тăсса панă пулсан пачах урăхла пулĕччĕ.
- Кам айăплă-ха Наташăн шăпи çапла çаврăннишĕн?- пĕлес килчĕ аннен шухăшне.
-Йери-таврари çынсенчен никам та самрăк хĕрĕн чунне ăнланманни, тăванĕсем те унран пăрăнни. Пуринчен те йывăрри - юратнă çын сутăнчăклăхĕ! Юрату суккăр, теççĕ, çав.
-Анне, Наташа сан хĕр пулнă пулсан?- ыррине илтес килнипех ыйтрăм аннерен.
-Унăн шăпи пачах урахла пулĕччĕ. Ашшĕ-амăш ачана телейлĕ пулма çуратать. Ача çурални мĕн тери пысăк савăнăç! Ăна ашшĕсĕр те çитентерĕпĕрччĕ. Эпĕ Наташăна çак йывăрлăхра пăрахман пулăттăм – ырă канашсемпе йăпатса, пурăнма хавхалантарса пырăттăм.
-Манăн Костьăна намăслантарас килет. Унăн пӳтсĕрлĕхне апла майпа пĕтерейрес çук, каçарма та çук. Костя хăй вара улшăнĕ-ши, ăнланĕ-ши хăй йăнăшне? Каçару ыйтĕ-ши Наташăран? Анчах каçару ыйтма Наташа çук ĕнтĕ çĕр çинче. Вун çиччĕри малашлăхшăн ĕмĕтленекен Наташăн чысне таптанăшăн ăна саккунпа та айăплĕç- и-ха, тен? Наташа пурнăçĕ ăнсăртран татăлнин сăлтавне тупасса шанас килет, тĕрĕслĕх çĕнтерессех ĕненетĕп эпĕ.
Чылай калаçса лартăмăр аннепе иксĕмĕр. Кĕнеке авторне пирĕн куçа уçма пултарнăшăн, пирĕн чĕрене хускатнăшăн тавах! Кĕнекери ытти повеçсене те эпир аннепе иксĕмĕр тавлашсах вуласа тухрăмăр. Автор пире çамрăксем тунă йăнăшсене шута илсе ăссăр утăм тăвасран асăрхаттарать.
андрей (2015-03-22 19:52:51):

Галина Зотова (2015-03-23 06:57:04):
Андрей питĕ интереслĕ комментари çырнă. Телейлĕ пул!