Виççĕн


«Эх, Сăпани, тусăм! — хыпăнса ӳкет хăй ăшĕнче Таис. — Ырă чун... Чĕкеç чĕри!..»

Çапла пуçланаççĕ çурхи ака ĕçĕсем.

Çынсем пуçĕпех ĕçе парăнаççĕ. Çураки вăхăтĕнче туссем хушшинче ун пекки-кун пекки нимĕнех те сисĕнмерĕ темелле. Чăн та, трактор пирки кăшт сивĕ варкăш вĕрсе иртрĕ-ха. Вăрçă вăхăтĕнче МТС хуçалăхĕ хытах юхăннăччĕ. Кивĕ тракторсем хавшаса çитнĕ. Çĕннисем... Ăçта вĕсем, çĕннисем? Вĕсем, хурçă тум тăхăнса, вăрçă хирĕнче «суха тунă». Юнлă вăрçă хирĕнче. Вăрçă пĕтни çулталăк кăна-ха. МТСран çак колхоза килнĕ пĕртен-пĕр трактора Алимасов тӳрех Таис бригадин çĕрĕ çине кĕртсе ячĕ. Парторг ăнланать: халиччен яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă Таисия Имендеева бригадирăн кăмăлне сарăмсăр хуçма юрамасть. Ахаллĕн кăра кăмăллă Таис: «Аха, такăнтăрма тытăнчĕç!» — тейĕ. Ан шутлатăр ун пек, малта пыракана такăнтарма кирлĕ мар. Пĕртен-пĕр трактора çапла Таис бригадине панишĕн Сăпани те кӳренмерĕ. Мĕнех вара, Степанида Янгурасова — çамрăк бригадир. Сăпани Таиса чунтанах хисеплет. Ара, Таис уй-хир ĕçне Сăпанирен лайăхрах пĕлет-çке-ха, нумайрах ĕçлесе курнă. Таис хăй енчен хĕр-тусĕн кăмăлне лайăх туять. Вăл Сăпани умĕнче «сăмсине каçăртма» шутламасть, апла пулин те, сисмесĕрех хăйне хăй аслăраххи вырăнне хурать.

Халлĕхе Сăпани хăй бригадинчи пур пек лашисеие ĕçе кӳлтерчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче туртана хăнăхнă хусах вăкăрсене те манса хăвармарĕ. Анчах Сăпани хăй ĕçĕнче пĕрмаях хăнăху çитменнине, пĕлӳ çитменнине туять. Тен, Таис пулăшĕ?!

Пĕррехинче çапла, хĕрсе тулă акнă чух, Сăпани васкасах Таис патне чупрĕ. Хăйĕн хăмăр куçĕсем, шуйханйă кайăкăнни пек, пысăкланнă, ахаль те шуранкăрах сăнĕ тата ытларах шуралнă, çамки çине пăчăр-пăчăр вĕтĕ тар тапса тухнă.

— Мĕн пулчĕ, Сăпани? — чăнласах хыпăнса ӳкрĕ Таис.

Ним те ăнланаймастăп, Таис, — терĕ Сăпани, аран-аран сывлăш çавăрса, — тем пулса тухрĕ...

— Мĕн апла?

— Сеялкăпа пĕр гектар пек тулă акрăмăр та, вăрлăх мĕн чухлĕ кайнине шутласа пăхрăм. Гектара ултă пăт çĕç акăннă. Пирĕн гектар пуçне вуникшер пăт акмалла. Икшер центнер. Мĕн туса хутăм ĕнтĕ?

Сăпанин сапаланчăк куçĕнчен пăхрĕ-пăхрĕ те Таис пĕтĕм уй-хир илтĕнмелле хихиклетсе кулса ячĕ. Сăпани малтанах нимĕн те ăнланаймарĕ: çилленмелле-и е пĕрле кулмалла?

— Эх, Сăпани-и, чиперкке тусăм! — терĕ вара Таис, кулма чарăнса. — Эсĕ пĕр гектар çине пĕр майлă ултă пăт акнă, санăн тата çав гектарах хĕреслĕ акмалла-çке-ха. Перекрестный сев тетпĕр мар-и! Вара ун чух тата ултă пăт акăнать. Пурĕ вуникĕ пăт пулать. Гектар пуçне шăп та лăп икшер центнер. Вăт çапла, бригадир юлташ!

— Э-эй, пуçăм, хĕлле мĕн вĕреннине йăлтах маннă, — терĕ Сăпани, хăй те пĕтĕм чунтан кулса ярса. — Халиччен кунашкал хĕреслĕ акса курман çав. Çĕнĕ япала. Кун пек ĕçре ĕçлесе те курман-ха тата... Кашни пĕчĕк япалашăн чĕтресе тăратăн. Тепĕр чух пуç çаврăнсах каять.

— Ан хăра çеç, Сăпани! Хăнăхатăн. Вăрçăра хăраман пуль?..

— Вăрçăра вăрçăра-ха вăл... Сехĕрленни те пулнă... пурте пулнă.

Степанида Янгурасова çапла бригадир ĕçне кунран-кун хăнăхса пычĕ. Пĕр-пĕр иккĕленмелли япала сиксе тухсан, вăл çийĕнчех Таис патне чупать, мĕн кирлине тĕплĕн ыйтса пĕлет. Çакăншăн намăсланас çук унăн. Мĕн намăсĕ, ара? Пĕлменнин пĕлекеннинчен ыйтса пĕлмеллех.

Çураки çăмăлах иртмерĕ. Лашасем вăйсăр, тырă акмалли машинăна аран-аран туртаççĕ. Хире вăрлăх турттарма кӳлнĕ вăкăрĕ вара, ăшĕ хыпсан, нимĕн те пăхса тăмасть: тиевлĕ лавĕпех çырманалла ăнтăлать.

Çанталăкĕ те йĕпе-сапа тăчĕ. Çапах та МТС тракторĕ пулăшнипе, колхозниксем хăйсем те çине тăрсах тăрăшнипе ĕçсем ăнăçлах ĕлкĕрсе пычĕç. Юлашкинчен витерӳллĕ ăшă çумăр çуса пачĕ. Аслатиллĕ çумăр. Ыраш калчи сасартăках ашкăрса-хунавланса ӳсме тытăнчĕ. Çурхи пусă талккăшĕпе ешĕл кавирпе витĕнчĕ.

Кĕçех çум çумлас вăхăт çитрĕ. Çумĕ.усал. Ара, вăрçă вăхăтĕнче хирсем хытах юхăнчĕç мар-и! Анчах чип-чипер вăй илнĕ калчасене артакламалла, çумкурăкĕгчен йăлтах тасатмалла. Хирте мĕн иртен пуçласа каçчен хĕрсен хаваслă юрри шăранать. Эх, кăмăллă-çке итлеме:

 

Çурхи хĕвел, ай, ăшăтсан,

Çĕмĕрт çеçки çурăлсан,

Авăтать куккук,

Авăтать куккук —

Янăрать вăрман.

 

— Ку-кук! — тени илтĕнет пĕр бригада пуссинчен, — ку-кук! — хирĕç сасă килет тепринчен.

Алимасов полевод, вăлах парторг, вăлах колхоз председателĕн заместителĕ, час-часах хире тухса çӳрет. Лашапа мар, çуран. Хăйпе пĕрле тĕрки-тĕркипе хаçатсем йăтса килет.

— Вулăр та астăвăр, — тет вăл, икĕ рет шурă шăлне ялкăштарса. — Герой пулас текенсем, у-ух, кăçал!.. Питĕ нумай, питĕ нумай! Пĕтĕм çĕршывĕпех!.. Вуласа пăхар-ха лайăхрах!

Урăх нимĕн те каламасть партсекретарь. Е кала-сан та:

— Асту, Таис, — тет вăл, — лере, авă, Сăпани бригади кĕçех çум çумласа пĕтерет. Кая юлсан — хăвнах намăс пулĕ.

Çак сăмахсем хĕрсен ахаль те вĕри чĕрисене тата хытăрах вут хыптараççĕ. Алимасов малалла уттарать.

...Тăван уй-хир, аслă уй-хир!.. Мише тăрăхĕнчи чечен ухлем курăк ура тупанне атă путушĕ витĕрех кăтăкланăн туйăнать. Çур тыррисем калча кăна-ха, апла пулин те, пĕтĕм уй-хир меллĕн хумханнă пек курăнать, пĕтĕм ӳт-пĕве, чун-чĕрене çĕклентерет. Ярханах кăкăра уçă варкăш киле-киле лăпкать. Тӳпере мамăк пек шурă пĕлĕт куписем пĕр хускалмасăр кĕпĕрленсе тăраççĕ. Умри аслă тĕнче, илемлĕ çут тĕнче, çак самантра пĕтĕмпех Алимасовăн хăмăр куçĕнче чӳхенсе çуталать.

— Пулать тырă, пулать! Шанчăк пур, — тет парторг, йĕри-тавра тинкерсе, пăхса. — Пирĕн колхозăн пулать, районăн, пĕтĕм çĕршывăн пулать. Ахаль мар тар тăкатпăр-çке! Тăрăшатпăр!..

Пурнăçăн тулли илемĕпе киленнĕ самантрах унăн чун-чĕрине сасартăк тепĕр шухăш пырса касать, çанçурăмне ăнсăртран сивĕ тимĕр татăкĕ сĕртĕннĕ пек çӳçентерсе ярать.

...Ĕнтĕ вăрçă пĕтесси паллăччĕ. Юлашки кунсем. Шăпах çав кунсенчен пĕринче, тен, вăрçăн чи юлашки кунĕнче, чи юлашки сехетĕнче, Курлянди лачакинче выртса юлма пултарнă-çке-ха... Ĕмĕрлĕхех... Пулчĕç ун пеккисем...

«Ваня, Ваня тусăм, килтисене çырса пĕлтер...» — терĕ Алимасовăн разведкăри юлташĕ, Горький хулинчи вырăс ачи, шинелĕ витĕр сăрхăнакан юнĕпе тăпрана хĕретсе. Анчах епле-ха? Куç умĕнче пин-пин çын виллине курнă, çапах та вилĕм çинчен шухăшламан. Халь вара çавсене аса илнипех чун çӳçенет.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăшпа суйланса, Алимасов хир тăрăх нумайччен çӳрерĕ. «Эпир, чĕрĕ юлнисем, çапăçу хирĕнче ӳксе юлнă юлташсене ĕмĕрне те манма тивĕçлĕ мар», — терĕ вăл юлашкинчен.

Эх, ырă-çке атте-анне пехилленĕ пурнăç çути! Хăшĕ-пĕри çавна хаклама пĕлмест. Ним ăссăр иртĕхсе вылякланать. Анчах этем тĕнчере пĕрре кăна пурăнать-çке-ха! Ăна икĕ пурнăç паман. Икĕ пурнăç панă пулсан... Иккĕ пулсан та, виççĕ пулсан та, лайăх, таса, пархатарлă кăна пурăнмалла. «Вăт ку чăн-чăн этем! — теччĕр ыттисем. — Таса чĕреллĕ, ĕçчен, хастар... Хăй хырăмĕшĕн çеç тăрăшмасть», — теччĕр.

Агроном малалла утнă май, мише хĕрринчи çăра курăк айĕнчен пĕр мăшăр путене вĕçсе тухрĕ. «Вĕсем пĕр-пĕрне юратса йăпаннă пуль, эпĕ пур, кĕмсĕрккей, вĕсене килсе шуйхатрăм», — пăшăрханмаллипех пăшăрханчĕ Алимасов. Темшĕн-çке, вăл çав самантрах хăй миçе çултине аса илчĕ. Ара, кĕркунне вăтăр иккĕ тултарать, çапах авланман-ха. Эх, ватă каччă, ват хусах! Тепĕр тесен, мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ? Вăхăт пулман. Малтан çарта, действительнăй службăра, унтан таврăнсан нумаях та вăхăт иртмерĕ — вăрçă тапранчĕ. Тăватă çул юнпа пылчăк ăшĕнче... Акă унăн куçĕ умне Таиспа Сăпани тухса тăраççĕ. Иккĕшĕ те кăмăллă, иккĕшĕ те хитре. Анчах «турă çырни» хăшĕ? Сăпани е Таис?.. Иккĕшĕ те канăç памаççĕ. Таис, Таис... Вĕри чунлă хĕр, анчах çав куç хӳрипе чалăшшăн пăхни... чеерех, теççĕ, ун пеккисене... Сăпани уçă кăмăллă... Куçĕнчен пĕрре пăхсан, ун чĕринче мĕн пуррине йăлтах куратăн... Анчах хăй ютшăнать пулас вăл манран?! Тепĕр чухне хăвна ху çав тери пĕччен пек туятан. Уйрăмах ĕç хыççăн, киле таврăнсан... Ĕç йышĕнчен уйрăлсан... Тăр-пĕччен...

Каçсерен вĕсем виççĕшĕ — Алимасов, Таис, Сăпани — час-часах ĕçрен пĕрле таврăнаççĕ.

Пĕррехинче çапла, бригадăсенче мĕн чухлĕ çум çумланине хисепе илнĕ май, вĕсем хирте каç сĕмĕчченех тытăнса тăчĕç.

— Маттур хĕрсем эсир, — терĕ Алимасов, икĕ хĕр хушшинче утса пыруçăн. — Анчах...

— Мĕскер? Мĕн анчах? — иккĕшĕ те сасартăках хыпăнса ӳкрĕç хĕрсем.

— Мана пĕрмай ватă каччă тесе тăрăхлатăр, хăвăр хĕр тупса памастăр, — терĕ Алимасов, енчен енне пăхса илсе.

— Ха! — тăпах чарăнса тăчĕ Таис. — Эс ху та пире, Иван Васильч, евчĕсем вырăнне çеç хутăн эппин?! Ара, эпир у териех ватă мар-çке!..

Çакнашкал калаçу кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе вĕсем виççĕшĕ те кулса ячĕç.

— Каçарăр, хĕрсем, сăмахăм вырăнлă пулмарĕ, — икĕ аллине кăкăрĕ çине хĕреслесе тытрĕ Алимасов. — Мана ват хусах тесе витлеççĕ пулсан та, кĕркуннесĕр пурпĕрех авланмастăп.

— Кĕр мăнтăрне кĕтетĕн? — ыйтрĕ Таис, каччă çине куç хӳрипе чалăшшăн пăхса.

— Автан яшкипе пĕрле — туй, — хушса хучĕ Сăпани.

— Çук, хĕрсем, çук! —темĕнле вăрттăн хыпар пĕлтернĕ пек пăшăлтатса каларĕ Алимасов.

— Мĕскер тата?

— Кĕркунне герой çăлтăрне кам илесси паллă пулать...

— Ав епле-е-е! — тĕлĕненçи пулчĕ Таис. — Эсĕ апла герой хĕре качча илесшĕн...

— Ĕмĕтĕм пур та, анчах...

— Каллех — анчах! Каллех — анчах! — икĕ енчен те хĕсĕрлесе илчĕç хĕрсем Алимасова. — Мĕн анчахĕ тата?

— Анчахĕ акă мĕн, — сасартăк шӳтлеме пăрахрĕ агроном-полевод, — капла кăна ĕçлесен, эпир герой мар, ял кулли кăна пулатпăр.

— Ак япала! Эс пире, Иван Васильч, ним çукранах ятлама тытăнтăн иккен?! — тĕлĕнсе те иккĕленсе ыйтрĕ Сăпани.

— Эп сире ятласшăн мар, — малтанхи пекех çирĕппĕн хушса хучĕ Алимасов. — Асăрхаттарасшăн анчах. Халĕ хăш уйăх? Мĕнле кун? Эпир, ав, çуртрисене те çумласа пĕтереймен-ха. Планпа — калчасене талккăшĕпех тирĕс шĕвекĕпе шăварма шутланăччĕ. Ĕлкĕреймерĕмĕр. Кĕçех утă çулма тухмалла. Тырă вырма. Эпир хатĕр-и-ха? МТСа шанчăк сахалтарах. Комбайнсем вăрçă вăхăтĕнче кивелсе-ванса пĕтнĕ. Асанне çурлине карта хыçне вăркăтма иртерех-ха, тусăмсем. Çависене туптамалла, çурлисене, шăллатмалла. Санăн акă, Таис, миçе çава, миçе çурла хатĕр?..

— Хатĕрех мар çав, — мĕскĕнреххĕн илтĕнчĕ каç сĕмлĕхĕнче Таис сасси.

— Эпĕ сире те мар, хама ятлатăп-ха, — терĕ Алимасов, халĕ ĕнтĕ хĕрсене вырăнсăр шуйхатнăшăн ӳкĕнсе. — Хам айăплă...

— Çук, Иван Васильевич, — вĕриленсех пӳлчĕ ăна Сăпани. — Айăпа эс пĕтĕмпех хăв çине ан ил-ха! Апла юрамасть. Эпир — бригадирсем. Çави-çурли йăлтах пирĕн алăра. Эпир айăплă. Курăн, акă — ыран еплерех тытăнăпăр!

— Эпĕ халиччен хам бригада ятне яман-ха, — терĕ Таис, сăмахне шăл витĕр сăрхăнтарса. Ахăртнех, вăл парторг каланине йывăра илчĕ пулас...

Вĕсем яла пырса кĕчĕç. Ял ĕнтĕ çуллахи каç сĕмлĕхне путнă. Аслă урамра Таисăн килĕ — чи çывăххи, вăл пĕр сăмах чĕнмесĕрех хăйсен килĕ патнелле пăрăнса юлчĕ. Анчах калинккине уçсан та, картишне тӳрех кĕмерĕ, Алимасовпа Сăпани кайнине чылайччен сăнаса тăчĕ. «Эх, Сăпани, Сăпани, — пăшăрханнăн сывласа илчĕ Таис, — мĕн калам-ши сан пирки? Тус та эсĕ, тусăмах та мар...» Вара калинккине хыттăн шалтлаттарса хупрĕ.

Çав сасса Алимасовпа Сăпани илтмесĕр юлма пултараймарĕç. Каçхи шăплăхра ытла та хытă шалтлатрĕ-çке калинкке...

— Илтрĕн-и? — шуйханса ыйтрĕ Сăпани. — Килне тин çеç кĕчĕ Таис...

— Чĕри çунать пулас, анчах мĕншĕн — пĕлместĕп, сăмахне вăраххăн тăстарса каларĕ Алимасов. — Чĕре çунать вутсăрах, юрлас килет шутсăрах, — хушса хучĕ вăл шӳтле-мĕнле.

Вĕсем Анаткасалла анчĕç, Сапанисен килĕ тĕлне çитрĕç. Алимасов хăюсăррăн чарăнса тăчĕ.

— Сăпани, — терĕ вăл шăппăн кăна, — кăшт тăхта-ха. Сăмах пур...

— Çук, нимĕн те çук, — пат татса хучĕ Сăпани. — Витĕрех куратăп — сана Таис юратать. Эпĕ юлташа кӳрентересшĕн мар!..

Хĕр вăрт çаврăнчĕ те хăйсен хапхи патнелле уттарчĕ.

— Чим-ха, чим, Сăпани...

Каччă хăлхине каллех калинкке шалтлатни çеç илтĕнсе юлчĕ...

 

4

Çĕркаç икĕ урамра икĕ калинкке тепле хытă шалтлатрĕ пулин те, хĕвел хăйĕн яланхи йăлипех хĕрелсе тухрĕ. Яланхи пекех, хĕрсем çум çумлама хире васкаç-çĕ. Ушкăнĕ-ушкăнĕпе. Сăпани асăрхарĕ: пĕрремĕш бригадăри хĕрупраç хушишнче вĕсен бригадирĕ Таис курăнмасть. Кăртах турĕ Сăпани чĕри: мăн амакĕ? Вăл вара, çула май, Таис патне чупса кĕчĕ.

Тусĕн йăли-йĕркине йăлтах пĕлет Сăпани. Çуллахи ăшă каçсенче Таис кĕлетре çывăрать. Акă Сăпани шăппăн-шăппăн кĕлете кĕчĕ, шурă шăналăк каррине уçрĕ, Таиса хулĕнчен питĕ асăрханса лăпкарĕ:

— Тусăм, тăмалла-çке, — терĕ вăл.

Таис шарт сиксе тăрса ларчĕ. Хăй умĕнче Сăпани тăнине ĕненесшĕн те пулмарĕ вăл. Тĕнĕрен ӳкекен ирхи йăмăх çутăра унăн тĕм-хура куçĕсем темĕнле шиклĕ хĕлхемпе ялкăшса илчĕç. Сăпани вара Таиса, пĕчĕк ачана ачашланă пек, хăй çумне тытса пăчăртарĕ.

— Салтăнмасăрах çывăрнă-çке эс, тусăм...

— Ывăннăччĕ, — терĕ Таис.

«Ывăннăччĕ»... Таис хăй çĕр каçа мĕн тери асапланнине, тĕрĕссипе, кĕвĕçӳ-кӳлешӳ вутĕнче çуннине, çавна пула хĕвел тухаспа кăна çывăрса кайнине каламарĕ. Шăпăрт та шарламарĕ. Ку тĕлĕшпе Таис хăйне хăй тытма пĕлет. Чунĕ сурса ыратсан тав вăл шăлне шат çыртать

Вĕсем хăвăрт пуçтарăнчĕç те хăйсен бригадисенчи хĕрупраçа хуса çитме васкарĕç.

Анчах Таис чĕринче çав ирхине темĕнле иккĕленӳ вăранчĕ. Улатакка пек таккать те таккать вăл хĕр чĕрине: «Юри... Юри выляççĕ манпала.. Икĕ кушак, пĕр шăши... Ах, Сăпани, эп сана уçă чун тесе шутланă... Тус тенĕ. Шаннă. Эсĕ пур, эсĕ пур... Çĕрĕпех Алимасовпа... Ирхине ман пата чупса кĕретĕн... Çула май имĕш... Ыйхăран вăрататăн... Йăпататăн... Йăпăлтататăн... Тус, тус... Тусăн хӳри юс...»

Кунĕпех çак шухăш асаплантарчĕ Таиса. Анчах йăнăшмастăн-ши эсĕ, Таис?.. Куçна-пуçна кĕвĕçӳ тĕтри карса илмен-ши?

Ĕрĕхнĕ ута чара пĕлмесен, урапа та кĕпер айне ӳпĕнет. Икĕ хĕр хушшинчи ĕç-пуç та çавнашкал пулса тухрĕ. Ачаран артакланнă туслăх пĕтĕмпех арканса кайрĕ... Çуракипе çум вăхăтĕнче Сăпани çулĕ Таис килĕ умĕпе иртетчĕ. Вăл час-часах тусĕ патне кĕре-кĕре тухатчĕ. Эх, туслăх, туслăх!.. Сăпани туслăх мĕн иккенне лайăх пĕлет. Тата вăл Таиса хăйĕнчен аслăраххи вырăнне хурать-çке-ха. Хисеплет. Таис — ĕçре пиçĕхнĕ бригадир. Вăрçă вăхăтĕнче пиçĕхнĕ. Чи йывăр вăхăтра. Епле хисеплемĕн-ха çавăн пек туса?

Фронтра чухне хăйĕн çывăх тусĕ Раис пулман пулсан, Сăпани (Степа-Степашка) Волхов çыранĕнчи ишĕлчĕк блиндажрах выртса юлатчĕ. Раис ун çинчен вăхăтра аса илнĕ те Степа-Степашкăна çĕр айĕнчен рацийĕ-мĕнĕпех туртса кăларнă. Сывлама чараннăскерне тепĕр хут сывлакан тунă... Тĕрĕссипе, пĕрре вилнĕ çынна çĕнĕрен чĕртнĕ. Вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе... Кун пек ĕçсем сахал пулнă-ши вăрçăра?.. Акă мĕн вăл туслăх! Çавăнпа Сăпани тăван уй-хирте те хăйĕн хĕр-тусне Таиса çухатасшăн мар. Таисне хăйне те вăл мĕнпур инкек-синкекрен сыхлама хатĕр. Вĕсем Таиспа иккĕшĕ ăмăртаççĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш бригада... Алимасов тесен-и?.. Çук, çук, Сăпани ку пăтăрмаха вуçех хутшăнасшăн мар. Ан тив, вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне юратчăр... Савччăр... Енчен Алимасов Сăпание яланах тем сăмах калас пек çӳрет пулсан, кунта Сăпанин пĕр айăп та çук... Унăн чăн-чăн юратăвĕ вăрçă хирĕнчех ӳксе юлнă... Тĕксĕм нимĕç çĕрĕнче... Кун çинчен Сăпани никама та каламан, виличчен те каламĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: