1
Пин те тăхăрçĕр хĕрĕх улттăмĕш çул. Вăрçă хыççăнхи чи йывăр çул. Апла пулин те...
Кăнтăралла тайăлса выртакан Уканеш пусси тăрăх çурхи шыв талккăшĕпе çуталса юхма тытăнсан, сенкер тӳпере хуркайăкпа тăрна картисем вĕçе-вĕçе ярăнса ирте пуçларĕç.
Челевер сăмсахĕнчи çерем типсе çитнĕ ĕнтĕ. Кĕçех ешĕл курăк шăрт пек тапса тухмалла. Çерем çинче вĕтĕр-шакăр ачасем кусналла выляççĕ. Çăпатисене салтса пăрахнă. Çарран. Хĕлле — кĕрт çинче — вăрçăлла вылятчĕç-ха вĕсем. Ытларах — партизанла. Йăлăхтарчĕç пулас вăрçă вăййисем. Халь тавай кусналла та лапталла.
Ырлăхĕпе шырлăхĕ пĕрех тенĕ пек, иртнĕ хĕлле утă-улăм çитменнипе, ял çыннисем чип-чипер усрас выльăх-чĕрлĕхне те тыта-тыта пусрĕç. Ачасене мĕскер! Пакăлчак шăмми нумай пухăнчĕ. Ачасемшĕн ырлăх ĕнтĕ ку — кусна терĕш кĕсъе тулли. Акă халь шаклаттараççĕ кăна.
— Ак сире — сулахай! — кăшкăрать пĕри.
— Чур, сулахайпа — шутра мар! — хирĕçет тепри. Ачасем ахăлтатса кулаççĕ. Вĕсенчен тахăшĕ сулахай алăпа вылять иккен...
Иментей Таисĕпе Янкурас Сăпанийĕ те Челевер сăмсахне тухса тăнă. Анчах вĕсем ачасенчен чылай аякра. Çерем çинче çуйхашни вĕсен хăлхине теплерен çеç пыра-пыра кĕрет, ахаль те канăç кăмăлĕсене тата ытларах ăшăтать, хăйсен ача чухнехи вăхăтне аса илтерет.
— Таис...
— Мĕскер-ши, Сăпани?
— Пĕлетĕн-и, манăн мĕн тăвас килет?
— Мĕн-ши ун пекех?
— Манăн, Таис, çак салтак аттине хывса пăрахса, çерем тăрăх çарран чупас килет. Çарран! Сиккипе!..
— Иртсе кайрĕç пуль унашкал вăхăтсем...
— Астăватăн-и, Таис, тихалла выляттăмăр?
— Эх, бригадир! Чупса пăх-ха, килĕшет пек-и бригадира тихалла сиккелени?!
Хĕрсем кулаççĕ. Сăпани çавăнтах Таиса пилĕкĕнчен ыталаса тытать те, вĕсем вара, темĕнле çăмăл вальс ташланă пек, вăр та вăр çаврăнса илеççĕ. Пĕр-пĕрин кăкăр ăшшине туйнипе тата ырăрах пек вĕсене. Иккĕшин чĕринче те ăшă, темĕнле питĕ тутлă кăмăл хумханса çĕкленет. Анчах çавăн çинчен пĕр-пĕрне калама хĕрсем е кирлĕ сăмах тупаймаççĕ, е вăтанаççĕ пĕр-пĕринчен?! Вĕсем Челевер сăмсахĕ умĕпе шуххăн кĕрлесе иртекен Энĕш шывĕ еннелле тинкереççĕ.
Çурхи кун пĕтĕм хăвачĕпех хускалнă ĕнтĕ. Çамрăк та чăрсăр хăвачĕпе. Кĕрлет, шавлать, илĕртет. Çуллахи вăхăтра ешĕл çерем çине пĕр-пĕр сарпике пăрахса хăварнă пурçăн хăю пек кăна курăнакан Энĕш шывĕ халĕ йăлтах улшăннă. Вăл, тулхăра-тулхăра, çăра кăпăк сирпĕтсе, Челевер сăмсахĕ çинелле сикет. Хĕрлĕ тăм айĕнчен авалхи акшар чул муклашкисене хире-хире кăларать те йăта-йăта ывăтать. Вырăнĕ-вырăнĕпе вăл, чарусăрскер, хăйĕн сулахай сĕвек çыранĕнчен те тухса кайнă. Сарлака улăх тăрăх инçете сарăлнă ейӳ шыв хĕвел питĕнче шăраннă ылтăн пек çуталса выртать. Пĕр тĕлте вăл, авă, районалла каякан дамба урлă та сикме тытăннă.
Анатри арман пĕвин тăпрасĕ çинче каллĕ-маллĕ уткалакан çын мĕлки курăнать. Ку вăл Савук мучи, армана сыхлать. Çуркунне шыв вăйлă пулассине сиссе, Савук мучи арман пĕви çинчи пăрăссене малтанах сӳс вĕренсемпе кăкарса çирĕплеттерчĕ, пĕве патне ялти хурал пӳрчĕ умĕнчи пĕчĕк чана илсе çактарчĕ: «Шыв питрех капланса ансан, халăха чан çапса пухăпăр», — терĕ вăл.
Арман кавăсне яриех уçса янă ĕнтĕ, анчах мĕн тунă пулĕччĕ-ха Савук мучи, «шыв питрех капланса ансан?» Çакна вăл хăй те лайах ăнланать-ха, çапах та унăн ватă чунĕ — йăлтах арманта... Халлĕхе хăй, пĕве тăпрасĕ çинче уткаласа çӳрени те чарусăр шыва кăшт лăплантарнă пек туйăнать ăна. Чĕре йăпатмăшĕ, ара.
Тӳпере тăрна тĕринклетни илтĕнсе кайрĕ. Таиспа Сăпани иккĕшĕ те харăсах çӳлелле куç ывăтрĕç. Тăрнасем виç кĕтеслĕн карталаннă та, çуначĕсене меллĕн варкăштарса, çурçĕрелле иртеççĕ.
— Тăрна, тăрна, кукăр мăй, хыпар ячĕ-и кукамай? — кăшкăрать Таис, аллипе хăлаçланса.
Ăна кура Сăпани те пĕчĕк ача пекех хавасланать.
— Кайри — мала! Кайри — мала! — саламлать тăрнасене Сăпани. — Инçе çул кĕскелтĕр, çунат вăйĕ ан иксĕлтĕр!..
Сенкер тӳпери кайăк картине çерем çинчи ачасем те асăрхарĕç. Тĕрлĕ-тĕрлĕ сасăпа çуйхашма тытăнчĕç.
— Кайри — мала! Кайри — мала!..
Тăрнасем, чăн та, çĕр çинчи сасăсене илтнĕ пекех, шуйханса кайрĕç. Вĕсен карти арпашăнчĕ. Çакна асăрхасан, ачасем тата хытăрах çуйхаша пуçларĕç.
— Пăхăр, кайри мала иртет! Пăхар!
Сăпани аллипе Таис хулпуççийĕ çине ачашшăн сĕвенет.
— Куртăн-и, Таис? — тет вăл. — Кайри мала иртрĕ вĕт...
— Çук, Сăпани, вĕсем пирĕн сасса илтнипе шуйханчĕç, — кăмăллах та мар хуравлать Таис. — Халь, авă, авă, каллех карталанаççĕ.
— Тавлашар мар, — килĕшенçи пулать Сăпани, анчах хăй пурпĕрех хушса хурать. — Кайри малах иртрĕ-çке ĕнтĕ!
— Пит ăнланать пуль кайăк сан сăмахна! — кăлт çеç илсе пăрахрĕ Таис Сăпани аллине хăйĕн хулпуççийĕ çинчен.
— Ах эс, Таис! — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Сăпани. — Пĕлĕтри тăрнасене тĕ кĕвĕçетĕн иккен... Кайрине мала ирттересшĕн мар...
Тем усал шухăшпа каламарĕ çак сăмаха Сăпани, анчах ун сăмахĕ Таис чĕринчи чи ачаш вырăна пырса тиврĕ пулас.
Сăпани сисет: Таисăн мăнаçлăхĕ пур-ха. Çамрăк пулсан та, вăрçă вăхăтĕнче Таис вĕçĕмех бригадирта ĕçленĕ. Начарах та мар тытса пынă вăл бригада тилхепине. Яланах малта пулнă. Пурте ăна мухтанă. Унăн ячĕпе сăнĕ Хисеп хăминчен хăпа пĕлмен. Мĕн каласси, чăннипех паттăр хĕр. Ĕçлесе пăх-ха вăрçă вăхăтĕнче. Ялта пĕр ватă-вĕтĕ кăна... Хĕр-тусĕн шухăш-кăмăлне лайăх ăнланать Сăлани. Юратать ăна, хисеплет. Халь акă вырăнсăр сăмах персе янăшăн ăшĕнче ӳкĕнет: «Тусăма кӳрентертĕм», — тет.
Анчах Таис хăй кӳреннине палăртасшăн пулмарĕ, çаврашка пĕчĕк тутине чăп! çеç пăчăртаса тытрĕ. Тен, çакăнтан кăна сисĕнчĕ пуль унăн шалти кăмăлĕ. «Тăрнасем... Кайри — мала, — терĕ Таис хăй ăссĕн. — Пурпĕрех хамран мала иртме памастăп! Никама та!.. Нихăçан та!..»
Таврара малтанхи пекех ырă. Хĕвел йăл та йăл кулкаласа пăхать. Челевер сăмсахĕ умĕпе çурхи Энĕш кĕрлесе иртет. Çутă куна тĕксĕмленме парас мар тесе, Сăпани ĕнтĕ сăмаха урăх çĕрелле пăрма тăрăшрĕ.
— Вăрçă çулĕпе нумай çĕре çитсе куртăм, — терĕ вăл, шухăша кайса. — Анчах таçта çитсен те, çуралнă çĕршыв пек ӳрăх илемли çук. Тăван ял... Тăван тавралăх...
— Туршăн та çапла! — хаваслансах килĕшрĕ Таис. — Эпĕ таçти çичĕ ютах çитсе курман-ха... Тепĕр чухне Шупашкара çеç каятăн. Ик-виçĕ кун пурăнатăн та таврăннă чух вара, тăван ялалла çитнĕ чух, ак çакăнта, кăкăрта, темскер ăшшăн хускалса çĕкленет.
— Ик-виçĕ кун... — хăй ăссĕн пăшăлтатса илет Сăпани. — Тăван ялтан виç-тăватă çуллăха татăлсан...
— Ах, Сăпани, ан та кала, — тет Таис, чунтанах хыпăнса. — Питĕ тĕксĕм пек туйăнать мана çав çичĕ ютсен çĕршывĕ...
— Тĕксĕмми-мĕнĕ, — кăшт иккĕленерех тăрать Сăпани. — Çĕршывĕ айăплă мар пуль унта... Хуçисем... Кашни хуçа карта-хурана хăйне май çавăрать... Унта вăрманĕ те вăрман пек мар. Йăлтах хачăпа касса тикĕслетнĕ, якатнă... Юханшывĕсем те юханшывла мар — çыранĕсем çук... Айлăм-тайлăм... Мĕн çыранĕ унта!.. Куç харшине шакла хырса янă хусах пек. Çурчĕсем вара — кашни хăйне расна. Кашни хăйне кура креппăç. Кашни мăнкăмăллан курнăçланать — эп пурăнатăп имĕш, эсĕ хуть епле пурăн! Кашни çурчĕ пуçне каçăртнă. Леререх вара, выльăх витисемпе юнашар, тăвар лупасĕсем пек казармăсем. Унта чурасем пурăннă. Пĕтĕм Европăран хăваласа пухнă тĕрлĕ халăх çыннисем. Пирĕн совет çыннисем... Чи хăрушши... Ой, чи хăрушши! Калама та хăрушă ун çинчен, Таис!... Майданек... Освенцим... Унта пинĕ-пинĕпе чĕррĕнех кăмакара çунтарса янă... Тамăк çăварĕ пек кăмакара... Хĕрарăм çӳçĕ... Эпир иксĕмĕр те çивĕтсене кастарнă-ха... Освенцимра хĕрарăм çӳçне тĕрки-тĕркипе çыхса купаласа хунă... Шакла кастарнă... фашистсем илсе кайса ĕлкĕреймен... Хам куçăмпа куртăм, — Сăпани сывлăшĕ пӳлĕнет, вăл Таис çумне пĕчĕк ача пек тĕршĕнет. — Каçар мана, Таис, — тет Сăпани. — Кăлăхах сан кăмăлна пăсатăп, — куççуле витĕр кулса илет вăл. — Пăх-ха, мĕн тери илемлĕ хамăр çуралнă çĕршыв! Епле хаваслă та шухă пирĕн Энĕш шывĕ!.. Эпĕ ăна тĕнчери пĕр юханшывпа та улăштармастăп... Пăххалĕ, авă, авă, лере! Уканеш пуссинче хĕвел çути мĕнешкел хитре йăлтăртатса выртать. Çичĕ ютра хĕвелне те лайăххăн курса пулмарĕ. Тĕтĕм те тĕтре... Тĕтре те тĕтĕм...
— Тăван çĕршывăн тĕтĕмĕ те тутлă... Ахаль каламан-тăр çак сăмаха, — именнĕн хушса хурать Таис. — Астăватăн пуль, шкулта вулаттăмăр?!
— Мĕн каласси пур! — ачаллах хавасланать Сăпани. — Кунта хĕвелĕ те чăн-чăн хĕвел! Чăн-чăн вăрман! Чăн-чăн юханшыв! Чăн-чăн çынсем! Чăн-чăн уй-хир! Чăн-чăн тырпул! Эх, Таис! — вăл хăйĕн хĕр-тусне ыталаса илчĕ те питĕнчен чăпăрт чуптурĕ. — Мана салтакра хамăн юлташсем Степа-Степашка тесе чĕнетчĕç. Арçынла, — хушса хучĕ сасартăк Сăпани. — Ах, мĕншĕн арçын пулман-ши эпĕ? Вара тӳрех сана качча илеттĕм, Таис! Тупата!..
— Ан суйлаш-ха, Сăпани, — терĕ Таис, хĕр-тусĕн ытамĕнчен хăтăлса. — Эпир ĕнтĕ ват хĕрсем. Пире никам та качча илес çук...
— Степа-Степашка, — салхуллăн йăл кулса илчĕ ĕнерхи хĕр-салтак. — Çапла, эпĕ фронтра Степа-Степашкăччĕ. Тăван яла таврăнтăм та — каллех Сăпани...
Хĕрсем, нумай çул курмасăр пурăннă хыççăн малтанхи хут тĕл пулнă пек, сăмахлаççĕ-юмахлаççĕ, анчах сăмахласа тăранаймаççĕ. Иртнĕ кунçулне аса илнĕ май, пĕрре — çитĕннĕ хĕрсем вĕсем, тепре — айванкка шкул ачисем...
Икĕ чăваш хĕрĕ. Пĕри — Иментей Таисĕ, хурлăхан пек хура куçлă та йĕкĕр чие çырли пек чăп-чăмăр туталлăскер. Çумĕнче унăн — килте эрешлесе çыхнă çăм фуфайка (асламăшĕ — кухайккă текенни). Кăвак çитсăран çĕлетнĕ кĕпи аркине хĕрлĕ те симĕс хăюсем тытса, хушăран чĕнтĕр хушса илемлетнĕ. Тăпăл-тăпăл урине хура çăм чăлхапа чăлт-шурă чăлха пуçĕ тăхăннă. Вара — тарăн калуш. (Вĕсен тăрăхĕнче — тутарла ка-луш текенни.)
Тепри — Янкурас Сăпанийĕ. Çырă çӳçлĕ те хăмăр куçлă, çутă та яр-уçă сăнлă, çӳхе туталлă, йăрăс пӳ-силлĕ хĕр. Çийĕнче унăн — салтак пусминчен мамăк пустарса çĕлетнĕ кĕске пиншак. Вырăссем ăна «душегрейка» теççĕ. Уринче — кирза атă. Салтак атти. Тумĕнчен пăхсанах ку хĕр çарта пулни курăнать.
Хĕрсем таврари илемлĕ сăнлăхпа киленсе тăнă хушăра вĕсем патне, пачах кĕтмен çĕртен, пĕр систермесĕр, патвар кӳлепеллĕ йĕкĕт пырса тухрĕ. Ку — ялти «ватă каччă» Алимас Йăванĕ. Çума-çумăн тăракан хĕрсене — иккĕшне икĕ хулĕнчен — майĕпен кăна тытрĕ вăл. Лешсем шартах сикрĕç. Хĕр йăлипе харăсах «Ай!» тесе кăшкăрса ячĕç.
— Ма ун пекех шуйхататăн, Иван Васильч! — терĕ Таис, пĕрлĕхен пекех хĕрелсе кайса.
Сăпанин шурă сăнĕ вара пĕртте улшăнмарĕ. Тен, ытларах шуралчĕ кăна...
— Эсĕ, Иван Васильч, фронтра разведчик пулнă пулас, — ирĕксĕртереххĕн кулса илчĕ Сăпани. — Питĕ шăппăн çӳретĕн...
— Эпĕ разведчик анчах мар, каччă та, — терĕ Алимасов, икĕ рет шурă шăлне хĕвел çинче ялкăштарса. — Çурхи хĕвел ăшшипе ырă курса тăратăр эппин?..
— Кĕвелнĕ юна ăшăтмаллах ĕнтĕ… Ватăлатпăр мар-и?! — куç хӳрипе чалăшшăн пăхса илчĕ Таис каччă çине.
Çынна хура куçĕсемпе çакăн пек пăхнă чухне Таис кăшт чеерех хĕр пулни сисĕнет. Кулнă чух та унăн пĕтĕм сăн-пичĕ кулмасть, куçĕсем кăна ялкăшаççĕ. Тути çинче кăшт чее йăлкăш палăрать.
— Ха-ха-ха, — кулса ячĕ Алимасов.— Эсир хăвăра ватă тесен, ман вара ăçта кайса кĕмелле? Кăмака çине-и? Э?
— Э-эй, каларĕ тата! — аллине сулчĕ Таис. — Эсĕ халь вунçиччĕри хĕрĕн пуçне те çавăрăн-ха. Вăрçăра арçын сайралчĕ, хĕрупраç вара шаршанĕпех...
— Ну, юрĕ! — сăмаха пӳлчĕ Алимасов. — Çутçанталăк хитре... Ырă... Анчах унпа çеç киленсе тăнипе ĕç тухмасть. Эсир — бригадирсем. Çавна ан манăр!..
Мансах кайман-ха, — терĕ Сăпани, таса хăмăр куçĕпе Алимасов çине тӳррĕн пăхса. — Таис, авă, тăрнасене те хăйĕнчен мала ирттересшĕн мар...
Тепле вĕçерĕнсе кайрĕ-çке çак сăмах. — Сăпани хăй те сисеймерĕ. Алимасов умĕнче ним калама пĕлменнипе-ши, мĕн-ши? Таис вара тĕм-хура куçне çиçĕмлех çиçтерсе илчĕ.
— Эх, Сăпани! — терĕ вăл. — Чĕлхӳне шăл хушшинче тытасчĕ! Çар вăрттăнне епле шаннăши сана фронтра?
— Чимĕр-ха, чимĕр! — пĕр кулмасăр пӳлчĕ Алимасов. — Мĕнле вăрттăн ĕç вара сирĕн тăрна пирки?
— Çук, ахаль çеç, — лăплантарма васкарĕ Сăпани хăйĕн хĕр-тусне. — Тăрна карта иртсе кайрĕ те, алă сĕлтсе ăсатрăмăр...
— Тем тупрĕ Сăпани çав тăрнасем çумĕнче? — хуравларĕ Таис çаплах кăмăлсăррăн.
— Кайри — мала! Кайри — мала! Çапла-и?.. Ăнлантăм, ăнлантăм, — ахăлтатсах кулса ячĕ Алимасов. — Хĕрсем, акă мĕскер. Каяр-ха виçсĕмĕр те, утсем утланса, хире. Пăхса çаврăнар. Юртан тасалнă пусăсем еплерех? Минералсем сапма вăхăт çитмен-и? Пĕлетĕп, Саруй тупинче юр кайса пĕтнĕ. Унта шăпах клевер акмалла. Клевера шăнла аксан ăнăçлăрах, теççĕ. Кайрăмăр!.. Уя тухса уй курар...
— Тăхтăр-ха, пӳлчĕ Таис, — эпĕ калушпа ăçта кайăп капла? Киле кĕрсе атă тăхăнса тухам...
Вĕсем виççĕшĕ те ялалла уттарчĕç. Икĕ хĕр хушшинче — патмар пӳ-силлĕ Алимасов. Таврара çурхи хĕвеллĕ тĕнче çуталса выртать.
2
Виçĕ юланут урампа Саруй еннелле кайнине харăсах пилĕк-ултă чӳречерен сăнаса юлакан йĕп чĕлхеллĕ инкесем тем тĕрлĕ те «тĕшмĕртсе» сăмах çавăрттарчĕç çав кун.
— И-и, ара! Пирĕн Алимас икĕ кайăк хушшине лекнĕ-иç! Ак япала-а-а! — терĕç пĕрисем.
— Кăçал туй пулатех-ха... Хăшне илĕ-ши? — тупсăмне тупма тăрăшрĕç теприсем.
— Ай-яй, иккĕшинпе те ытла кăмăллăн кулкаласа пырать... Нена-а-ай, тӳпелешмесĕрех ĕç тухас çук-тăр, — терĕç виççĕмĕшсем.
Çав вăхăтра Таиспа Сăпани хушшинче пыракан Алимасов «кăçал туй пуласси» çинчен пĕртте шухăшламан. Вăл паян ирхине арман пĕви патне анса пăхнă та халь авă хĕрсене ĕçчен Савук мучи çинчен каласа кăтартать.
— Арман пăрăхĕсене канатсемпе кăкарсах çирĕплетнĕ-ха, — тет Алимасов. — Анчах Савук мучи — канăçсăр чун. Шывпа вута шанма çук, тет. Кунĕн-çĕрĕн хураллать армана. Куç хупмасăр. Халиччен çамрăксене те шанмастăм... Шывпа вута та, тет. Ыйтрăм: «Мĕншĕн шанман вара эс, Савук мучи, çамрăксене?» — терĕм. — «Шывпулли тесе шутланă, халĕ шухăшăм улшăнчĕ, тет. Халь урăхла шутлăтăп, тет. Мĕншĕн урăхла? Ара, тет мучи, фашиста кам çĕнтерчĕ? Эсир, çамрăксем, тет. Тĕлĕнмелле Савук мучирен.
Алимасов, лашине ура кĕллипе тапăрласа, Таиспа Сăпани çине пăха-пăха илчĕ. Хĕрсем нимĕн те чĕнмерĕç. Савук мучи арман пĕви патĕнче канăçсăррăн уткаласа çӳренине хăйсем те курнă вĕсем. Çапах та, чĕмсĕр чĕпĕлле ларса пыма аван мар тенĕ пек, Сăпани Алимасова тӳрех куçран тинкерсе пăхрĕ те:
— Ара çав, — терĕ, — ват çынсем час-часах çамрăксем пирки тиркешсе калаçаççĕ. Ватăлсан, тен, хамăр та çавнашкалах пулăпăр. Çамрăксем пуçтах... Çамрăксем чарусăр... Ашшĕ-амăшне итлемеççĕ... Мăкăр-макăр та лăкăр-лăкăр… Çук, çук, эпир апла пулмăпăр!..
Таис нимĕн те чĕнмест, Алимасовпа Сăпани çине куç хӳрипе çеç чалăшшăн пăха-пăха илет. Хăй ăссĕн шухăшлать: «Алимас Йăванĕ — лайăх каччă, анчах мĕншĕн ку таранччен авланман-ха?» — тет.
Хĕл каçа канса ӳт илнĕ утсем тирĕспе витĕннĕ çул çинчи юлашки пăр лаптăкĕсене таканĕсемпе çăмăллăн тĕпретеççĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе çăра пылчăка пакăлчак таран çăрса пыраççĕ.
Виçĕ юланут. Васнецов картининчи виçĕ паттăр, тейĕн. Чăн варринче, икĕ хĕр хушшинче, икĕ рет шултра та шурă шăлĕсене ялкăштарса, маттур каччă ларса пырать. Тĕксĕм хура куçĕпе вăл пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле кулкаласа пăха-пăха илет. Сарлака янахлă тĕксĕмрех сăн-питĕнче темĕнле таса та ырă мăнаçлăх палăрса тăрать. Çук, çапах та чи тĕлĕнмелли — каччăн куçĕсем! Мĕн кăна курман пуль вăл: юн, вут, вилĕм... Анчах çав куçра тăван амăшĕ ĕмĕрлĕхе пиллесе панă чун тасалăхĕ пурпĕрех тĕксĕмленмен. Хытăрах кăна ялкăшса çунать вăл çак çурхи кун, илĕртет, пурăнма, ĕмĕр-ĕмĕр ватăлмасăр пурăнма чĕнет.
— Эх, ырă та-çке тăван уй-хирте! — терĕ Алимасов, пĕтĕм чунĕпе хавасланса. — Икĕ енче икĕ хĕр пынă чух — уйрăмах ырă.
— Çавăн пек çӳресех ватăлатăн акă, — каччă çине куç хурипе чеен пăхса илчĕ Таис. — Ват хусах...
— Чим-ха, Таис, епле-ха çынна тӳрех апла калатăн? — именнĕн сăмах хушрĕ Сăпани. — Хамăр та ĕнтĕ çамрăках мар...
— Ан тив, калатăр, — ахăлтатса кулса ячĕ Алимасов. — Ватă хусах тетĕр! Анчах эпĕ хама ватăлса мар, çамрăкланса пынă пек туятăп. Мĕншĕн халех ватăлас? Пурăнма та тин çеç тытăнатпăр-çке-ха!.. Вăрçăра чи усал тăшмана çĕнтертĕмĕр. Паттăрсем эпир, чăн-чăн паттăрсем! Çапла мар-и, Степа-Степашка!.. Салтакри пек каласан...
Сăпани вăтанчĕ, сăмах чĕнмерĕ. Ун вырăнне Таис хушса хучĕ.
— Асту, Иван Васильч, — терĕ вăл, — ытла ан çунатлан, лашу çинчен персе анăн.
Лашисем вара, çамрăксен кăмăлне сиснĕ пекех, пĕр тикĕссĕн харăслатса утаççĕ. Çул çинчи тăпра çиелтен кăна ăшăннă-ха. Лаша таканĕсем, пылчăк айĕнчи пăра лексе, кăчăрт та кăчăрт тутараççĕ. Çав сасă вăхăт-вăхăт Сăпанин чĕринех пырса тивет. Сăпани, Алимасова хирĕç сăмах чĕнмерĕ пулин те, хăй ăссĕн шухăшларĕ: «Эх, Таис, Таис, — терĕ вăл. — Куштанрах иккен эс... Ытлашширех те чăрсăр... Мăн кăмăллă... Хăвăнтан аслăрах çынпа епле çавнашкал калаçмалла-ха?..»
«Аслăрах çын»... Ку ĕнтĕ Алимасов пирки. Иртнĕ кĕркунне, çартан таврăнсан, Алимасова тӳрех председателе суйласа лартасшăнччĕ. Анчах пухура хăшĕ-пĕри ку сĕнĕве йышăнасшăн пулмарĕ. «Хальчченхи председатель мĕнрен катăк? — терĕç колхозниксем. — Пирĕн Игнатий Герасимăн Сидуков хамăр колхоза вăрçă вăхăтĕнче чип-чипер тытса пычĕ. Чи йывăр вăхăтра. Халь акă вăрçă пĕтрĕ те, çынна аяккалла пăратпăр иккен. Чăн та, Игнатий Герасимăч çулĕпе çамрăк мар ĕнтĕ, апла пулин те çирĕп-ха вăл. Тăтхă. Утнă çĕртех такăнас çук».
Игнатий Герасимăч хăй нимĕн те шарламарĕ. Майлă та, хирĕç те. Халăх хăйне шаннăшăн-хисепленĕшĕн пуçне тайса çеç тав турĕ.
Калас пулать, ял халăхĕ Иван Васильевич Алимасова та кӳрентермерĕ. Ан тив, вăл председателе пулăшса пыракан пултăр терĕ. Заместитель эппин. Тĕрĕссипе, Алимасов — агроном-полевод. Чăн та, агроном ĕçне вăл техникумра е институтра вĕренмен. Вăрçăччен Шупашкарта ялхуçалăх шкулĕ текенни пурччĕ. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн Алимасов çавăнтан тӳрех вăрçа тухса кайнă иккен. Апла агроном ĕçне тĕшмĕртет ĕнтĕ вăл. Ку çеç те мар-ха, колхозри коммунистсем ăна çартан таврăннă-таврăнманах парторганизаци сĕкретарьне суйларĕç. Ялти пек каласан, парторг вăл, партсекретарь. Акă мĕншĕн Сăпани ăна «аслăрах çын» тесе хисеплет... Сăпани çарти дисциплинăна хăнăхнă. Субординаци мĕн иккенне аванах пĕлет.
Юланутсем Саруй тӳпине пырса çитрĕç. Кунта кăçал — ыраш пусси. Юланутсем, районалла каякан çултан пăрăнса, ярт тӳрĕ выртакан мише çинелле кĕчĕç. Мише икĕ енĕпе икĕ бригадăн уй-хирĕ.
— Ну, бригадир тусăмсем, — терĕ Алимасов, лаши çинчен çăмăллăн сиксе анса. — Пĕлетĕр-и хăвăрăн уй-хир пуссисене? Манман-и хĕл каçиччен?
— Ан кул-ха эс, Иван Васильч, — куç хӳрипе чалăшшăн пăхса илчĕ парторг çине Таис. — Акă ман бригада çĕрĕ! Ав, ăçта çити сарăлса выртать!.. Эсĕ çĕнĕ бригадиртан ыйт-ха...
— Çĕнни пĕлмест-им вара? — тĕлĕненçи пулчĕ Алимасов.
— Сан шутупа мĕнле пек? — шӳтлесех хуравларĕ Сăпани. — Пĕлместĕп пек-им?
— Манман пулсан?.. — терĕ партсекретарь ытарлăн.
— Маннă пулсан, пирĕн хисеплĕ агроном тепĕр хут кăтартса парĕ, — сасартăк тĕртсе хучĕ сăмахне Таис.
Çав самантрах вăл лашине икĕ енчен икĕ урипе тапăрларĕ те мише тăрăх сиккипех малалла сиктерчĕ. Хыçалтан çăра пылчăк çеç вăркăнса юлчĕ. Çăра та хура пылчăк. Чимĕр, мĕн пулчĕ Таиса? Мĕн чĕмери? Лашине еплерех тыткаланинчен, айăпсăр янавара ура кĕлипе хытă тапса тапăрланинчен Таис чăнласах та темшĕн вĕчĕрхенни сисĕнет. Икĕ бригада чиккинче пăрса юлнă Алимасовпа Сăпани çавна хăвăртах асăрхарĕç.
«Кĕвĕçет-шим ку мăн кăмăллă хĕр? — хăй ăссĕн шухăшларĕ Сăпани. — Анчах мĕншĕн? Сăлтавĕ çук-çке! Алимасов — агроном, партсекретарь, эпĕ — бригадир... Çамрăк бригадир... Иртнĕ кĕркуннерен кăна ĕçе тытăннă».
Сăпани шухăшне сиснĕ пекех, Алимасов та сăмах хушре.
— Хаяркка хĕр Таис, — терĕ вăл. — Сиккипе сиктерме юратать. Çӳлте вĕçме...
— Чаплă хĕр!.. Ĕçĕпе чапа тухнă, — пĕр кулмасăрах хушса хучĕ Сăпани.
— Çапла, ĕçĕпе... — терĕ Алимасов, хăй тĕллĕн калаçнă пек. — Анчах тивĕçлипех чапа тухайман вăл. Ăна чапа кăларнă. Çынсем... Хамăр. Ача пек утьăкка сиктерсе. Ик хăлхинчен çӳлелле çĕклесе... Таисия Имендеева бригади! Районта чи малти, республикăра чи малти!.. Хĕрĕ маттур-ха вăл...
— Маттур апла? — йăл кулса илчĕ Сăпани.
— Çук, эп ун пирки мар, — терĕ Алимасов. — Ĕç пирки... Вăрçă вăхăчĕ... Çап-çамрăк хĕр. Шкултан тин çеç вĕренсе тухнă — тӳрех бригадир. Эс, авă, фронтра пулнă... Аçу та вăрçăра пĕтнĕ... Йывăр килчĕ пирĕн вăхăтри çамрăксене. Ух, йывăр! Таиса та кунта çăмлл пулман. Вунсакăр çулхи хĕр... Хул-çурăмĕ те çирĕпленсе çитеймен-ха. Çавăн пысăкăш çĕклем — бригада!..
— Хĕрхенетĕн пулать? — каллех сăмахĕпе йĕплесе илчĕ Сăпани.
— Эс ан кул-ха, Сăпани, — терĕ Алимасов, — ун чухнехи Таиса мар, хальхи Таиса хĕрхенетĕп эпĕ. Таисия Имендеевăна...
— Вăт-вăт!..
— Чим-ха, Сăпани, итле, — сасартăк тĕксĕмленчĕ Алимасов сăнĕ. — Таис бригадир ĕçне чăнласах хастар тытăннă. Ура çине тăратнă хăй бригадине. Пĕр çул — лайăх тырпул, тепĕр çул — тата лайăхрах. Пуçланнă хайхи!.. Чыс та мухтав Таисия Имендеевăна! Урра! Шупашкартан корреспондентсем, фотографсем кĕпĕрленсе килеççĕ. Таиса кĕлте тыттарса, жнейка çине лартса, молотилка умне хăратса, тырă лавĕ çине лартса ӳкереççĕ. Пăхăр та курăр: «Таисия Имендеева! Хастар Таис! Вăйлă тырпул ăсти!..»
— Мĕн япăххи вара унта? — пӳлчĕ Сăпани, çаплах ăнланайманçи пулса. — Тĕрĕс çырман-им?
— Çырасса, тен, тĕрĕсех çырнă, — салхуллăн хуравларĕ парторг. — Ырă тĕслĕх — ыттисемшĕн те ырă. Анчах чи хăрушши — виçесĕр мухтанинче те мар. Чи хăрушши, епле калас... Имендеева бригадине кĕçех пĕтĕм колхозĕпе пулăшма тытăнаççĕ. Чыс-мухтавĕ район куçĕ умĕнче ан ӳктĕр имĕш! Республика куçĕ умĕнче ан ӳктĕр!.. Ун бригадине чи лайăх вăрлăх! Чи нумайрах минерал. Чи лайăх лашасем. Хаяр вăрçă пынине те пăхмаççĕ. Ун бригадинчи тырпула пĕтĕм колхозĕпе тенĕ пек вырса пухаççĕ. Кĕçех Таисия Имендеева орден илет. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ. Таисия Имендеева мĕнпур канашлусенче — президиумра. Районта, Шупашкарта!.. Чăнах та, Имендеева бригади пĕр çулхине гектартан çĕршер пăт тырă пухса кĕртет, пĕтĕм колхозĕпе вара — аллă пăт. Ку — вăтамран. Çук, малашне капла ĕçлеме юрамасть, Сăпани, Степа-Степашка, Янгурасова юлташ! — кунта Алимасовăн сăнĕ-пичĕ сасартăк çуталса Кайрĕ. — Малашне пĕр бригадăра анчах мар, — терĕ вăл, — пĕтĕм колхозĕпе тулăх тырпул ӳстерме тытăнмалла! Пĕтĕм районĕпе, республикипе, пĕтĕм çĕршывĕпе!
— Тансăн вара çакăн пирки кӳлешмелле-и? — юриех айвана печĕ ĕнтĕ Сăпани. — Таис хирĕç-и çавна?
— Эс те чее хĕр иккен. Сăпани! Ай, чее! — терĕ Алимасов, пуçне енчен енне сулкаласа. — Витĕрех куратăп — эс йăлтах ăнланатăн. Асту, халех калатăп, кăçалтан пирĕн колхозра ачаш бригадăсем пулмаççĕ. Бригадисем те, бригадирĕсем те! Ачаш ача алхас пулнă, теççĕ. Тĕрĕс сăмах!..
— Ачаш хĕр? — куç айĕн пăхса илчĕ Сăпани.
— Ух, йĕп чĕлхе! - пӳрнипе юнарĕ Алимасов. — Çук, ачашшисем валли вырăн çук пирĕн хушăра. Лайăх тырă тăвас тесен, кашнин пĕтĕм вăйне хурса ĕçлемелле. Тар юхтарса. Таис — пултаракан бригадир. Эп ăна шанатăп...
— Тен, шăнни анчах та мар?! — шăппăн çеç хушса хучĕ Сăпани. — Калăпăр, юрату унта... шанни-савни...
— Ух, каларĕ те! — тĕлĕненçи пулчĕ Алимасов. — Ха-ха-ха! Юрату... Çук çав, Степа-Степашка, эпĕ ĕнтĕ вунçичĕ çулхи мар. Хăвăрах паçăр, Таиспа иксĕр, ват хусах тесе култăр...
Лашасем пĕр вырăнта вăрах тăрса йăлăхрĕç пулас, хăйсене канăçсăр тыта пуçларĕç: пĕрне-пĕри пуçпа янах айĕнчен тĕрте-тĕрте илеççĕ, таканĕсемпе пылчăка кукалеççĕ е çыртса илмех те хăтланаççĕ пĕр-пĕрне.
Таис çаплах таврăнмасть-ха. Вăл ĕнтĕ чылай инçетре — ыраш пуссин леш вĕçĕнчех. Сăпани сисет: тем аванах мар кунта. Таис умĕнче аван мар. Каччăпа куçа-куçăн çавăн чухлĕ калаçса тăр-ха. Сăмахĕ те тата Таис пирки. Таис — Сăпани хĕр-тусĕ-çке-ха. Капла хăвăн тусна хăвах çинĕ пек пулса тухать. Çук, çук, аван мар. Авă, лашисем те пылчăка канăçсăр кукалеççĕ.
— Иван Васильч, — терĕ Сăпани чунĕ шуйханнипе, — Таисăн ыраш пуссине кайса пăхар мар-и?
— Мĕнех вара, кайса пăхăпăр.
Икĕ юланут мише тăрăх малалла çул тытрĕç.
— Тата акă мĕн, Сапани, — терĕ Алимасов, лашине çуммăнрах тытса, — вăрçă вăхăтĕнче колхозра пĕчĕк-пĕчĕк бригадăсем пулнă. Ялăн кашни касси — пĕр бригада. Малтикас, Турикас, Анаткас, Кайрикас, Уйкас, Улăхкас... Халĕ бригадăсене пысăклатрăмăр. Таис халь хăй бригадин пуссисем инçетре пирки те ӳпкелешет. Унччен унăн пĕтĕм уйĕ-хирĕ йăлтах Малтикас çывăхĕнчеччĕ. Унччен Таис хăй те урăхла юрлатчĕ. «Инçетри пусăсене япăхтарса янă, унта ĕмĕрне те пĕр ластăк тирĕс лекмен, парăр мана чи хытанка пусă, эп ăна пĕр çултанах никам паллайми тăвăп», — тетчĕ. Мамăк тӳшек пек çемçе пулĕ имĕш. Питĕ ăслă каланă. Анчах вăл ун чух хăй бригадине каллех пĕтĕм крлхозĕпе пулăшасса шаннă. Халь ак урăхла килсе тухрĕ. Ĕçе хăвăн аллупа тумалла. Хăвăн аллупа кăна!
— Эсир мĕн вара, вуçех те пулăшма пăрахасшăн-и? — пат тӳррĕн ыйтрĕ Сăпани. —Бригадир хуть те мĕн ту!.. Эп акă çамрăк бригадир...
— Çук-ха, апла мар, Сăпани, — терĕ парторг. — Сăмах сан пирки мар. Пулăшма пăрахасси пирки те мар. Сăмах каллех Таис пирки. Унăн кăмалĕ ытлашширех кăра темелле. Вĕри эппин. Тата хуть те мĕнле çынна та çӳле-çӳле çĕклеме пулать. Пĕлĕт çӳллĕшнех! Анчах çӳлтен пăрахсан вара — ыратать. Хытă ыратать! Ух, хытă! Тепĕр чухне ялти яш-кĕрĕм, пĕр-пĕр айвана урра çĕклесе, çӳле-çӳле ывăтать те çĕре лашт пăрахать. Таис шăпи те çакнашкал килсе ан тухтăрччĕ... Сыхланмалла...
— Халь ĕнтĕ хам та хĕрхенетĕп Таиса, — терĕ Сăпани, сасартăк шухăша кайса. — Хама та хĕрхенессĕм килет... Мĕншĕн килĕшрĕм-ши бригадир ĕçне?
— Вăт ку тĕрĕс мар, — майĕпен, çав вăхăтрах çирĕппĕн картса хучĕ сăмахне Алимасов. — Хĕрхенесси... Шеллесси... Тĕнчере ним тума пултарайман нишлĕ те чирлĕ çынна çеç хĕрхенме пулатъ. Мĕскĕн çынна. Анчах сывă çын... Сывă çынна хĕрхенни — вырăнсăр япала. Мăшкăл! Пире валли мар ку мораль... Çынна пулăшмалла. Ку тĕрĕс! Эсĕ ху та фронтра пулса курнă. Юлташ алли... Юлташăн ăшă алли... Юлташ хулпуççийĕ... Юлташ кăкăрĕ... Вăл сана хурçă броня пек хӳтĕлет... Эсĕ ăна-кăна питĕ лайăх чухлатăн... Вăт çапла юлташла пулăшмалла та пирĕн пĕр-пĕрне, Степа-Степашка!..
Вĕсем Таис бригади пусси патнелле çитрĕç. Анчах Таис çаврăнса та пăхмасть, çаплах малалла уттарать лашине.
— Та-и-ис! — хыттăн кăшкăрса чĕнчĕ Сăпани. — Ара, сан ыраш пусси вăл таранах мар-çке-е-е!..
Таис вара, хăй кӳлешнине палăртас мар тесе-и, мĕн-и, е малтанхи вĕчĕрхеннĕ кăмăлĕ иртсе кайрĕ, лашине вăрт çавăрчĕ те Сăпанипе Алимасов патнелле, ним пулман пекех, сиккипе сиктерсе пычĕ. Сăнĕ хĕрелсе кайнă хăйĕн, хура куçĕсем кăвар пек çунаççĕ.
— Агроном юлташ, — терĕ вăл хаваслăн куланçи пулса, — ыран ирхи шăнпа ыраш калчи çине клевер акма тухатпăр!..
— Питĕ аван, — ырларĕ бригадира агроном, — минералне те акăпăр, калчана апат парăпăр, анчах, авă, куратăр-и, лапамсенче юр ирĕлмесĕр выртать. Ăна паян-ыранах сапаласа пăрахмалла. Çамрăксене кĕреçесемпе хире кăлармалла. Унсăрăн калча çĕрме пултарать.
— Есть, товарищ агроном! — сăмах хушрĕ кунта Сăпани, Степа-Степашка, салтакла чыс парса.
Çамрăксем хирте урăх тытăнса тăмарĕç, яла таврăнчĕç.
3
Малтанах ăшшăн кулкаласа, васкаварлăн пуçланнă çуркунне сасартăк сулхăнланчĕ, вăрахланчĕ. Çырмасенчи çуйкăн шыв сиккисем йăвашланчĕç. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе тепĕр хут юр та çума хăтланса пăхрĕ. Çапах та кунран-кун çӳлерех улăхса пыракан хĕвел хăй ĕçнех турĕ. Хĕвел ăшши тăпрана тарăнрах та тарăнрах витерсе пычĕ. Ĕнтĕ акана тухма та вăхăт. Унччен пĕр-икĕ кун малтан ялйыш аслă пухăва пухăнчĕ. Клуба шăнăçманнипе халăх клуб умне, хĕвел ăшшине, тухрĕ. Çук, ку вăл вăрçă вăхăтĕнчи пуху мар. Халăх хушшинче арçынсем ытларах курăнаççĕ. Чăн та, пурте тĕрĕс-тĕкелех мар вĕсем: пĕрин алли çук, теприн — ури, виççĕмĕшĕн тултан нимĕнех палăрмасан та, шалта, тен, чĕри патĕнчех, тăхлан татăкĕ е мина ванчăкĕ ларать. Анчах арçын арçынах. Вĕсемпе, авă, парторганизаци секретарĕ, ĕнерхи фронтовик, Иван Васильевич Алимасов та арçынла калаçать.
— Тăванăмсем, — тет вăл, — эпир хамăр юнпа çуса тасатнă çĕр çинче, хамăр кăкăрпа хӳтĕлесе хăварнă çĕр çинче япăх ĕçлеме пултараймастпăр. Пĕлтĕртенпе фронт уй-хире куçрĕ. Вăрçă хыççăнхи иккĕмĕш çураки. Вăрçă хирĕнче ята ямарăмăр, тăнăç уй-хирте те фронтовик чысне ӳкерер мар!
Пухури сăмах-юмах вăраха пымарĕ. Пухура хут çырса чăрманни те пулмарĕ. «Алă ĕçшĕн антăхса çитнĕ, çанă тавăрса ĕçлес!» — терĕç ĕнерхи фронтовиксем. Инкесем савăнчĕç кăна — вĕсемшĕн чунтан кĕтнĕ çăмăллăх.
Тунма кирлĕ мар, халиччен ăмăрту договорĕсем çырса пайтах хут пĕтернĕ. Халĕ ĕнтĕ ăмăрту хут çинчен, колхоз правленийĕн хӳми çинчен чăннипех уй-хире куçрĕ. Сарлака уй-хире.
Чăн та, Иментей Таисĕ шуйханмаллипех шуйханса ӳкрĕ. Бригадăсене пысăклатрĕç. Ĕç калăпăшĕ ӳсрĕ, çĕклем йывăрланчĕ. Ăмăрту?.. Таисия Имендеева халиччен пĕр такăнмасăр малта пынă. Ӳлĕм епле пулĕ-ши? Акă Сăпани. Степанида Янгурасова. Пĕлтĕр кĕркунне ăна хăйне бригада шанса пачĕç. Сăпăни — пĕчĕкрен пĕрле тĕркĕшсе ӳснĕ тантăш. Пĕрле шкула чупнă, пĕрле уроксем хатĕрленĕ. Пĕрле çырлана çӳренĕ... Халь акă вăл Таиспа ăмăртать. Мĕнле тытмалла Таисăн хăйне хĕр-тусĕ умĕнче? Тата... тата икĕ хĕр-тус хушшине виççĕмĕш çын кĕрсе тăнă пек туйăнать. Виççĕмĕш çын — Алимасов... Парторг... Агроном-полевод...
«Ах, чĕремçĕм, мĕншĕн хытă тапатăн-ши? — канăçа пĕлмесĕр шухăшлать Таис. — Çук, çук, Сăпани те — хальчченхи мар. Вăл пĕтĕмпех улшăннă. Хальччен вăл манран хăпма пĕлместчĕ. Халĕ?.. Вăл салтакра пулса курнă... Вăрçăра... Йăваш хĕрччĕ Сăпани... Халь вырăнсăрах чăрсăрланать... Çав Челевер сăмсахĕнче те тем пулса тухрĕ. Ара, тăрнасем пирки... Кайри — мала, тет Сăпани. Çук, хамран никама та ирттерместĕп!.. Тăрнасем пирки, тен, хамах айăплă. Сăпани ăна ним шухăшпа та мар, ахаль çеç каларĕ. Эпĕ пур, ун сăмахне йывăра илтĕм... Хамах айăплă. Хамах!..»
Çав кун, çурхи хĕвеллĕ кун, темшĕн-çке, Таис чĕрине уйрăмах ыраттармалла кĕрсе юлчĕ. Чăн-чăн тупсăмне Таис хăй те тупаймасть. Саруйĕнчи ыраш пуссине виççĕн юланутпа кайса килнĕ хыççăн Таис чылайччен çывăраймасăр выртрĕ. Ун чĕрине пĕрмай пĕр шухăш йӳтетет: «Сăпани манран сивĕнмеллипех сивĕннĕ-шим?» Çывăрасса та вăл çав канăçсăр шухăшпах çывăрать. Телĕкĕнче те пĕр тăрна, йышĕнчен татăлса юлнăскер, пĕччен вĕçнине курать. Тăрнан вăйĕ пĕтнĕ ĕнтĕ, çуначĕпе аран хăлаçланать. Кĕç-вĕç çĕрелле ӳкесле. Хăвăрт-хăвăрт çапать вăл çунатне. Хăвăрт-хăвăрт... Шарт сиксе вăранать Таис. Кантăкра — шуçăм çути. Чӳречерен такам шаккать. Тăкăр-такăр... Таис чупса пырса пăхать, Сăпани иккен.
— Вăратар пуль çынсене, — тет Сăпани. —Шăн ирĕличчен клевер кайса акар.
«Эх, Сăпани, тусăм! — хыпăнса ӳкет хăй ăшĕнче Таис. — Ырă чун... Чĕкеç чĕри!..»
Çапла пуçланаççĕ çурхи ака ĕçĕсем.
Çынсем пуçĕпех ĕçе парăнаççĕ. Çураки вăхăтĕнче туссем хушшинче ун пекки-кун пекки нимĕнех те сисĕнмерĕ темелле. Чăн та, трактор пирки кăшт сивĕ варкăш вĕрсе иртрĕ-ха. Вăрçă вăхăтĕнче МТС хуçалăхĕ хытах юхăннăччĕ. Кивĕ тракторсем хавшаса çитнĕ. Çĕннисем... Ăçта вĕсем, çĕннисем? Вĕсем, хурçă тум тăхăнса, вăрçă хирĕнче «суха тунă». Юнлă вăрçă хирĕнче. Вăрçă пĕтни çулталăк кăна-ха. МТСран çак колхоза килнĕ пĕртен-пĕр трактора Алимасов тӳрех Таис бригадин çĕрĕ çине кĕртсе ячĕ. Парторг ăнланать: халиччен яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă Таисия Имендеева бригадирăн кăмăлне сарăмсăр хуçма юрамасть. Ахаллĕн кăра кăмăллă Таис: «Аха, такăнтăрма тытăнчĕç!» — тейĕ. Ан шутлатăр ун пек, малта пыракана такăнтарма кирлĕ мар. Пĕртен-пĕр трактора çапла Таис бригадине панишĕн Сăпани те кӳренмерĕ. Мĕнех вара, Степанида Янгурасова — çамрăк бригадир. Сăпани Таиса чунтанах хисеплет. Ара, Таис уй-хир ĕçне Сăпанирен лайăхрах пĕлет-çке-ха, нумайрах ĕçлесе курнă. Таис хăй енчен хĕр-тусĕн кăмăлне лайăх туять. Вăл Сăпани умĕнче «сăмсине каçăртма» шутламасть, апла пулин те, сисмесĕрех хăйне хăй аслăраххи вырăнне хурать.
Халлĕхе Сăпани хăй бригадинчи пур пек лашисеие ĕçе кӳлтерчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче туртана хăнăхнă хусах вăкăрсене те манса хăвармарĕ. Анчах Сăпани хăй ĕçĕнче пĕрмаях хăнăху çитменнине, пĕлӳ çитменнине туять. Тен, Таис пулăшĕ?!
Пĕррехинче çапла, хĕрсе тулă акнă чух, Сăпани васкасах Таис патне чупрĕ. Хăйĕн хăмăр куçĕсем, шуйханйă кайăкăнни пек, пысăкланнă, ахаль те шуранкăрах сăнĕ тата ытларах шуралнă, çамки çине пăчăр-пăчăр вĕтĕ тар тапса тухнă.
— Мĕн пулчĕ, Сăпани? — чăнласах хыпăнса ӳкрĕ Таис.
Ним те ăнланаймастăп, Таис, — терĕ Сăпани, аран-аран сывлăш çавăрса, — тем пулса тухрĕ...
— Мĕн апла?
— Сеялкăпа пĕр гектар пек тулă акрăмăр та, вăрлăх мĕн чухлĕ кайнине шутласа пăхрăм. Гектара ултă пăт çĕç акăннă. Пирĕн гектар пуçне вуникшер пăт акмалла. Икшер центнер. Мĕн туса хутăм ĕнтĕ?
Сăпанин сапаланчăк куçĕнчен пăхрĕ-пăхрĕ те Таис пĕтĕм уй-хир илтĕнмелле хихиклетсе кулса ячĕ. Сăпани малтанах нимĕн те ăнланаймарĕ: çилленмелле-и е пĕрле кулмалла?
— Эх, Сăпани-и, чиперкке тусăм! — терĕ вара Таис, кулма чарăнса. — Эсĕ пĕр гектар çине пĕр майлă ултă пăт акнă, санăн тата çав гектарах хĕреслĕ акмалла-çке-ха. Перекрестный сев тетпĕр мар-и! Вара ун чух тата ултă пăт акăнать. Пурĕ вуникĕ пăт пулать. Гектар пуçне шăп та лăп икшер центнер. Вăт çапла, бригадир юлташ!
— Э-эй, пуçăм, хĕлле мĕн вĕреннине йăлтах маннă, — терĕ Сăпани, хăй те пĕтĕм чунтан кулса ярса. — Халиччен кунашкал хĕреслĕ акса курман çав. Çĕнĕ япала. Кун пек ĕçре ĕçлесе те курман-ха тата... Кашни пĕчĕк япалашăн чĕтресе тăратăн. Тепĕр чух пуç çаврăнсах каять.
— Ан хăра çеç, Сăпани! Хăнăхатăн. Вăрçăра хăраман пуль?..
— Вăрçăра вăрçăра-ха вăл... Сехĕрленни те пулнă... пурте пулнă.
Степанида Янгурасова çапла бригадир ĕçне кунран-кун хăнăхса пычĕ. Пĕр-пĕр иккĕленмелли япала сиксе тухсан, вăл çийĕнчех Таис патне чупать, мĕн кирлине тĕплĕн ыйтса пĕлет. Çакăншăн намăсланас çук унăн. Мĕн намăсĕ, ара? Пĕлменнин пĕлекеннинчен ыйтса пĕлмеллех.
Çураки çăмăлах иртмерĕ. Лашасем вăйсăр, тырă акмалли машинăна аран-аран туртаççĕ. Хире вăрлăх турттарма кӳлнĕ вăкăрĕ вара, ăшĕ хыпсан, нимĕн те пăхса тăмасть: тиевлĕ лавĕпех çырманалла ăнтăлать.
Çанталăкĕ те йĕпе-сапа тăчĕ. Çапах та МТС тракторĕ пулăшнипе, колхозниксем хăйсем те çине тăрсах тăрăшнипе ĕçсем ăнăçлах ĕлкĕрсе пычĕç. Юлашкинчен витерӳллĕ ăшă çумăр çуса пачĕ. Аслатиллĕ çумăр. Ыраш калчи сасартăках ашкăрса-хунавланса ӳсме тытăнчĕ. Çурхи пусă талккăшĕпе ешĕл кавирпе витĕнчĕ.
Кĕçех çум çумлас вăхăт çитрĕ. Çумĕ.усал. Ара, вăрçă вăхăтĕнче хирсем хытах юхăнчĕç мар-и! Анчах чип-чипер вăй илнĕ калчасене артакламалла, çумкурăкĕгчен йăлтах тасатмалла. Хирте мĕн иртен пуçласа каçчен хĕрсен хаваслă юрри шăранать. Эх, кăмăллă-çке итлеме:
Çурхи хĕвел, ай, ăшăтсан,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан,
Авăтать куккук,
Авăтать куккук —
Янăрать вăрман.
— Ку-кук! — тени илтĕнет пĕр бригада пуссинчен, — ку-кук! — хирĕç сасă килет тепринчен.
Алимасов полевод, вăлах парторг, вăлах колхоз председателĕн заместителĕ, час-часах хире тухса çӳрет. Лашапа мар, çуран. Хăйпе пĕрле тĕрки-тĕркипе хаçатсем йăтса килет.
— Вулăр та астăвăр, — тет вăл, икĕ рет шурă шăлне ялкăштарса. — Герой пулас текенсем, у-ух, кăçал!.. Питĕ нумай, питĕ нумай! Пĕтĕм çĕршывĕпех!.. Вуласа пăхар-ха лайăхрах!
Урăх нимĕн те каламасть партсекретарь. Е кала-сан та:
— Асту, Таис, — тет вăл, — лере, авă, Сăпани бригади кĕçех çум çумласа пĕтерет. Кая юлсан — хăвнах намăс пулĕ.
Çак сăмахсем хĕрсен ахаль те вĕри чĕрисене тата хытăрах вут хыптараççĕ. Алимасов малалла уттарать.
...Тăван уй-хир, аслă уй-хир!.. Мише тăрăхĕнчи чечен ухлем курăк ура тупанне атă путушĕ витĕрех кăтăкланăн туйăнать. Çур тыррисем калча кăна-ха, апла пулин те, пĕтĕм уй-хир меллĕн хумханнă пек курăнать, пĕтĕм ӳт-пĕве, чун-чĕрене çĕклентерет. Ярханах кăкăра уçă варкăш киле-киле лăпкать. Тӳпере мамăк пек шурă пĕлĕт куписем пĕр хускалмасăр кĕпĕрленсе тăраççĕ. Умри аслă тĕнче, илемлĕ çут тĕнче, çак самантра пĕтĕмпех Алимасовăн хăмăр куçĕнче чӳхенсе çуталать.
— Пулать тырă, пулать! Шанчăк пур, — тет парторг, йĕри-тавра тинкерсе, пăхса. — Пирĕн колхозăн пулать, районăн, пĕтĕм çĕршывăн пулать. Ахаль мар тар тăкатпăр-çке! Тăрăшатпăр!..
Пурнăçăн тулли илемĕпе киленнĕ самантрах унăн чун-чĕрине сасартăк тепĕр шухăш пырса касать, çанçурăмне ăнсăртран сивĕ тимĕр татăкĕ сĕртĕннĕ пек çӳçентерсе ярать.
...Ĕнтĕ вăрçă пĕтесси паллăччĕ. Юлашки кунсем. Шăпах çав кунсенчен пĕринче, тен, вăрçăн чи юлашки кунĕнче, чи юлашки сехетĕнче, Курлянди лачакинче выртса юлма пултарнă-çке-ха... Ĕмĕрлĕхех... Пулчĕç ун пеккисем...
«Ваня, Ваня тусăм, килтисене çырса пĕлтер...» — терĕ Алимасовăн разведкăри юлташĕ, Горький хулинчи вырăс ачи, шинелĕ витĕр сăрхăнакан юнĕпе тăпрана хĕретсе. Анчах епле-ха? Куç умĕнче пин-пин çын виллине курнă, çапах та вилĕм çинчен шухăшламан. Халь вара çавсене аса илнипех чун çӳçенет.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăшпа суйланса, Алимасов хир тăрăх нумайччен çӳрерĕ. «Эпир, чĕрĕ юлнисем, çапăçу хирĕнче ӳксе юлнă юлташсене ĕмĕрне те манма тивĕçлĕ мар», — терĕ вăл юлашкинчен.
Эх, ырă-çке атте-анне пехилленĕ пурнăç çути! Хăшĕ-пĕри çавна хаклама пĕлмест. Ним ăссăр иртĕхсе вылякланать. Анчах этем тĕнчере пĕрре кăна пурăнать-çке-ха! Ăна икĕ пурнăç паман. Икĕ пурнăç панă пулсан... Иккĕ пулсан та, виççĕ пулсан та, лайăх, таса, пархатарлă кăна пурăнмалла. «Вăт ку чăн-чăн этем! — теччĕр ыттисем. — Таса чĕреллĕ, ĕçчен, хастар... Хăй хырăмĕшĕн çеç тăрăшмасть», — теччĕр.
Агроном малалла утнă май, мише хĕрринчи çăра курăк айĕнчен пĕр мăшăр путене вĕçсе тухрĕ. «Вĕсем пĕр-пĕрне юратса йăпаннă пуль, эпĕ пур, кĕмсĕрккей, вĕсене килсе шуйхатрăм», — пăшăрханмаллипех пăшăрханчĕ Алимасов. Темшĕн-çке, вăл çав самантрах хăй миçе çултине аса илчĕ. Ара, кĕркунне вăтăр иккĕ тултарать, çапах авланман-ха. Эх, ватă каччă, ват хусах! Тепĕр тесен, мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ? Вăхăт пулман. Малтан çарта, действительнăй службăра, унтан таврăнсан нумаях та вăхăт иртмерĕ — вăрçă тапранчĕ. Тăватă çул юнпа пылчăк ăшĕнче... Акă унăн куçĕ умне Таиспа Сăпани тухса тăраççĕ. Иккĕшĕ те кăмăллă, иккĕшĕ те хитре. Анчах «турă çырни» хăшĕ? Сăпани е Таис?.. Иккĕшĕ те канăç памаççĕ. Таис, Таис... Вĕри чунлă хĕр, анчах çав куç хӳрипе чалăшшăн пăхни... чеерех, теççĕ, ун пеккисене... Сăпани уçă кăмăллă... Куçĕнчен пĕрре пăхсан, ун чĕринче мĕн пуррине йăлтах куратăн... Анчах хăй ютшăнать пулас вăл манран?! Тепĕр чухне хăвна ху çав тери пĕччен пек туятан. Уйрăмах ĕç хыççăн, киле таврăнсан... Ĕç йышĕнчен уйрăлсан... Тăр-пĕччен...
Каçсерен вĕсем виççĕшĕ — Алимасов, Таис, Сăпани — час-часах ĕçрен пĕрле таврăнаççĕ.
Пĕррехинче çапла, бригадăсенче мĕн чухлĕ çум çумланине хисепе илнĕ май, вĕсем хирте каç сĕмĕчченех тытăнса тăчĕç.
— Маттур хĕрсем эсир, — терĕ Алимасов, икĕ хĕр хушшинче утса пыруçăн. — Анчах...
— Мĕскер? Мĕн анчах? — иккĕшĕ те сасартăках хыпăнса ӳкрĕç хĕрсем.
— Мана пĕрмай ватă каччă тесе тăрăхлатăр, хăвăр хĕр тупса памастăр, — терĕ Алимасов, енчен енне пăхса илсе.
— Ха! — тăпах чарăнса тăчĕ Таис. — Эс ху та пире, Иван Васильч, евчĕсем вырăнне çеç хутăн эппин?! Ара, эпир у териех ватă мар-çке!..
Çакнашкал калаçу кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе вĕсем виççĕшĕ те кулса ячĕç.
— Каçарăр, хĕрсем, сăмахăм вырăнлă пулмарĕ, — икĕ аллине кăкăрĕ çине хĕреслесе тытрĕ Алимасов. — Мана ват хусах тесе витлеççĕ пулсан та, кĕркуннесĕр пурпĕрех авланмастăп.
— Кĕр мăнтăрне кĕтетĕн? — ыйтрĕ Таис, каччă çине куç хӳрипе чалăшшăн пăхса.
— Автан яшкипе пĕрле — туй, — хушса хучĕ Сăпани.
— Çук, хĕрсем, çук! —темĕнле вăрттăн хыпар пĕлтернĕ пек пăшăлтатса каларĕ Алимасов.
— Мĕскер тата?
— Кĕркунне герой çăлтăрне кам илесси паллă пулать...
— Ав епле-е-е! — тĕлĕненçи пулчĕ Таис. — Эсĕ апла герой хĕре качча илесшĕн...
— Ĕмĕтĕм пур та, анчах...
— Каллех — анчах! Каллех — анчах! — икĕ енчен те хĕсĕрлесе илчĕç хĕрсем Алимасова. — Мĕн анчахĕ тата?
— Анчахĕ акă мĕн, — сасартăк шӳтлеме пăрахрĕ агроном-полевод, — капла кăна ĕçлесен, эпир герой мар, ял кулли кăна пулатпăр.
— Ак япала! Эс пире, Иван Васильч, ним çукранах ятлама тытăнтăн иккен?! — тĕлĕнсе те иккĕленсе ыйтрĕ Сăпани.
— Эп сире ятласшăн мар, — малтанхи пекех çирĕппĕн хушса хучĕ Алимасов. — Асăрхаттарасшăн анчах. Халĕ хăш уйăх? Мĕнле кун? Эпир, ав, çуртрисене те çумласа пĕтереймен-ха. Планпа — калчасене талккăшĕпех тирĕс шĕвекĕпе шăварма шутланăччĕ. Ĕлкĕреймерĕмĕр. Кĕçех утă çулма тухмалла. Тырă вырма. Эпир хатĕр-и-ха? МТСа шанчăк сахалтарах. Комбайнсем вăрçă вăхăтĕнче кивелсе-ванса пĕтнĕ. Асанне çурлине карта хыçне вăркăтма иртерех-ха, тусăмсем. Çависене туптамалла, çурлисене, шăллатмалла. Санăн акă, Таис, миçе çава, миçе çурла хатĕр?..
— Хатĕрех мар çав, — мĕскĕнреххĕн илтĕнчĕ каç сĕмлĕхĕнче Таис сасси.
— Эпĕ сире те мар, хама ятлатăп-ха, — терĕ Алимасов, халĕ ĕнтĕ хĕрсене вырăнсăр шуйхатнăшăн ӳкĕнсе. — Хам айăплă...
— Çук, Иван Васильевич, — вĕриленсех пӳлчĕ ăна Сăпани. — Айăпа эс пĕтĕмпех хăв çине ан ил-ха! Апла юрамасть. Эпир — бригадирсем. Çави-çурли йăлтах пирĕн алăра. Эпир айăплă. Курăн, акă — ыран еплерех тытăнăпăр!
— Эпĕ халиччен хам бригада ятне яман-ха, — терĕ Таис, сăмахне шăл витĕр сăрхăнтарса. Ахăртнех, вăл парторг каланине йывăра илчĕ пулас...
Вĕсем яла пырса кĕчĕç. Ял ĕнтĕ çуллахи каç сĕмлĕхне путнă. Аслă урамра Таисăн килĕ — чи çывăххи, вăл пĕр сăмах чĕнмесĕрех хăйсен килĕ патнелле пăрăнса юлчĕ. Анчах калинккине уçсан та, картишне тӳрех кĕмерĕ, Алимасовпа Сăпани кайнине чылайччен сăнаса тăчĕ. «Эх, Сăпани, Сăпани, — пăшăрханнăн сывласа илчĕ Таис, — мĕн калам-ши сан пирки? Тус та эсĕ, тусăмах та мар...» Вара калинккине хыттăн шалтлаттарса хупрĕ.
Çав сасса Алимасовпа Сăпани илтмесĕр юлма пултараймарĕç. Каçхи шăплăхра ытла та хытă шалтлатрĕ-çке калинкке...
— Илтрĕн-и? — шуйханса ыйтрĕ Сăпани. — Килне тин çеç кĕчĕ Таис...
— Чĕри çунать пулас, анчах мĕншĕн — пĕлместĕп, сăмахне вăраххăн тăстарса каларĕ Алимасов. — Чĕре çунать вутсăрах, юрлас килет шутсăрах, — хушса хучĕ вăл шӳтле-мĕнле.
Вĕсем Анаткасалла анчĕç, Сапанисен килĕ тĕлне çитрĕç. Алимасов хăюсăррăн чарăнса тăчĕ.
— Сăпани, — терĕ вăл шăппăн кăна, — кăшт тăхта-ха. Сăмах пур...
— Çук, нимĕн те çук, — пат татса хучĕ Сăпани. — Витĕрех куратăп — сана Таис юратать. Эпĕ юлташа кӳрентересшĕн мар!..
Хĕр вăрт çаврăнчĕ те хăйсен хапхи патнелле уттарчĕ.
— Чим-ха, чим, Сăпани...
Каччă хăлхине каллех калинкке шалтлатни çеç илтĕнсе юлчĕ...
4
Çĕркаç икĕ урамра икĕ калинкке тепле хытă шалтлатрĕ пулин те, хĕвел хăйĕн яланхи йăлипех хĕрелсе тухрĕ. Яланхи пекех, хĕрсем çум çумлама хире васкаç-çĕ. Ушкăнĕ-ушкăнĕпе. Сăпани асăрхарĕ: пĕрремĕш бригадăри хĕрупраç хушишнче вĕсен бригадирĕ Таис курăнмасть. Кăртах турĕ Сăпани чĕри: мăн амакĕ? Вăл вара, çула май, Таис патне чупса кĕчĕ.
Тусĕн йăли-йĕркине йăлтах пĕлет Сăпани. Çуллахи ăшă каçсенче Таис кĕлетре çывăрать. Акă Сăпани шăппăн-шăппăн кĕлете кĕчĕ, шурă шăналăк каррине уçрĕ, Таиса хулĕнчен питĕ асăрханса лăпкарĕ:
— Тусăм, тăмалла-çке, — терĕ вăл.
Таис шарт сиксе тăрса ларчĕ. Хăй умĕнче Сăпани тăнине ĕненесшĕн те пулмарĕ вăл. Тĕнĕрен ӳкекен ирхи йăмăх çутăра унăн тĕм-хура куçĕсем темĕнле шиклĕ хĕлхемпе ялкăшса илчĕç. Сăпани вара Таиса, пĕчĕк ачана ачашланă пек, хăй çумне тытса пăчăртарĕ.
— Салтăнмасăрах çывăрнă-çке эс, тусăм...
— Ывăннăччĕ, — терĕ Таис.
«Ывăннăччĕ»... Таис хăй çĕр каçа мĕн тери асапланнине, тĕрĕссипе, кĕвĕçӳ-кӳлешӳ вутĕнче çуннине, çавна пула хĕвел тухаспа кăна çывăрса кайнине каламарĕ. Шăпăрт та шарламарĕ. Ку тĕлĕшпе Таис хăйне хăй тытма пĕлет. Чунĕ сурса ыратсан тав вăл шăлне шат çыртать
Вĕсем хăвăрт пуçтарăнчĕç те хăйсен бригадисенчи хĕрупраçа хуса çитме васкарĕç.
Анчах Таис чĕринче çав ирхине темĕнле иккĕленӳ вăранчĕ. Улатакка пек таккать те таккать вăл хĕр чĕрине: «Юри... Юри выляççĕ манпала.. Икĕ кушак, пĕр шăши... Ах, Сăпани, эп сана уçă чун тесе шутланă... Тус тенĕ. Шаннă. Эсĕ пур, эсĕ пур... Çĕрĕпех Алимасовпа... Ирхине ман пата чупса кĕретĕн... Çула май имĕш... Ыйхăран вăрататăн... Йăпататăн... Йăпăлтататăн... Тус, тус... Тусăн хӳри юс...»
Кунĕпех çак шухăш асаплантарчĕ Таиса. Анчах йăнăшмастăн-ши эсĕ, Таис?.. Куçна-пуçна кĕвĕçӳ тĕтри карса илмен-ши?
Ĕрĕхнĕ ута чара пĕлмесен, урапа та кĕпер айне ӳпĕнет. Икĕ хĕр хушшинчи ĕç-пуç та çавнашкал пулса тухрĕ. Ачаран артакланнă туслăх пĕтĕмпех арканса кайрĕ... Çуракипе çум вăхăтĕнче Сăпани çулĕ Таис килĕ умĕпе иртетчĕ. Вăл час-часах тусĕ патне кĕре-кĕре тухатчĕ. Эх, туслăх, туслăх!.. Сăпани туслăх мĕн иккенне лайăх пĕлет. Тата вăл Таиса хăйĕнчен аслăраххи вырăнне хурать-çке-ха. Хисеплет. Таис — ĕçре пиçĕхнĕ бригадир. Вăрçă вăхăтĕнче пиçĕхнĕ. Чи йывăр вăхăтра. Епле хисеплемĕн-ха çавăн пек туса?
Фронтра чухне хăйĕн çывăх тусĕ Раис пулман пулсан, Сăпани (Степа-Степашка) Волхов çыранĕнчи ишĕлчĕк блиндажрах выртса юлатчĕ. Раис ун çинчен вăхăтра аса илнĕ те Степа-Степашкăна çĕр айĕнчен рацийĕ-мĕнĕпех туртса кăларнă. Сывлама чараннăскерне тепĕр хут сывлакан тунă... Тĕрĕссипе, пĕрре вилнĕ çынна çĕнĕрен чĕртнĕ. Вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе... Кун пек ĕçсем сахал пулнă-ши вăрçăра?.. Акă мĕн вăл туслăх! Çавăнпа Сăпани тăван уй-хирте те хăйĕн хĕр-тусне Таиса çухатасшăн мар. Таисне хăйне те вăл мĕнпур инкек-синкекрен сыхлама хатĕр. Вĕсем Таиспа иккĕшĕ ăмăртаççĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш бригада... Алимасов тесен-и?.. Çук, çук, Сăпани ку пăтăрмаха вуçех хутшăнасшăн мар. Ан тив, вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне юратчăр... Савччăр... Енчен Алимасов Сăпание яланах тем сăмах калас пек çӳрет пулсан, кунта Сăпанин пĕр айăп та çук... Унăн чăн-чăн юратăвĕ вăрçă хирĕнчех ӳксе юлнă... Тĕксĕм нимĕç çĕрĕнче... Кун çинчен Сăпани никама та каламан, виличчен те каламĕ...
Çапла, çураки вăхăтĕнче Сăпани çулĕ Таис килĕ умĕнчен иртетчĕ. Анчах ыраш вырма вăхăт çитсен, çулсем-йĕрсем йăлтах тепĕр майлă çаврăнчĕç. Ыраш пусси Саруйĕнче сарăлса выртнă май, халь ĕнтĕ Таисăн Сăпани килĕ умĕпе иртсе çӳреме тивет. Çапла... Çиелтен пăхсан, икĕ хĕр халĕ те пĕр-пĕринпе туслă. Вĕсем ĕнер, авă, ыраш пиçсе çитмен-и-ха тесе, Саруйне пĕрле кайса пăхрĕç. Вырăн-вырăн çурлапа суйласа вырма пулать иккен... Çапла шут турĕç хĕрсем. Икĕ бригадир — Иментей Таисĕпе Янкурас Сăпанийĕ...
Анчах тепĕр ирхине Сăпани хăй куçне хăй те ĕненмерĕ. Çĕркаç вăл йĕркеллĕ çывăраймарĕ-ха. Умра — пысăк ĕç. Малтанхи хут. Çамрăк бригадиршăн чăн-чăн экзамен. Ун чĕрине çĕрĕпех çав шухăш çунтарчĕ... Ир еннелле тин çывăрса кайрĕ Сăпани. Тепле пулчĕ-çке ку япала? Вăл хăй те сисеймен, çывăрса кайнă та — çывăрса юлнă. Никам та вăратман...
Таис вара хăй бригадинчи инкесемпе хĕрсене пухнă та ирех ыраш вырма тухнă. Вăрттăн-кĕрттĕн Сăпанисен килĕ умĕнченех иртнĕ ĕнтĕ вăл. Куç хӳрипе чалăшшăн пăха-пăха, шур чăлха пуçĕ çийĕнчен çăмăл сандали тăхăннă урипе вĕттĕн те çемçен йăпăртатса... Кушак пек... Юри Сăпани ан илттĕр тенĕ пек... «Чăн-чăн ăмăрту тин пуçланать-ха, — савăннă Таис хăй ăссĕн. — Кăтартăп эп сана тăрнасем! Кайри — мала!.. Кăтартăп-ха епле мала тухмаллине!»
Ырă мар савăнăç. Çакăнпа пĕрлех Иментей Таисне тепĕр шухăш канăç паман: «Алимасов... Алимасов — пули-пулми вылянакан çын мар. Вăл чăн-чăн лайăх ĕçе кăна юратать. Тем пулсан та, Таисăн мала тухмалла. Ăмăрту-тăк ăмăрту пултăр! Вăратса çӳре унта кашнине!..»
Янкурас Сăпанийĕ хăйĕн бригадипе хире пуçтарăнса тухнă çĕре хĕвел ĕнтĕ йывăçран самаях çӳле хăпарнăччĕ, унăн çути Энĕш тăрăх инçете-инçете сарăлнăччĕ. Каçалăк умне çитсен, бригадăри хĕрсемпе пĕрле Сăпани хăй те аллине çурла тытрĕ. Пуçне çĕклемерĕ вăл урăх. Намăс, намăс... Мишепе иртекен çул урлă Таис бригадин ыраш пусси выртать. Унта хаваслăн янрашса калаçнă сасăсем, юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Сăпани унталла çаврăнса та пăхмарĕ. Намăс, намăс... Анчах чăн-чан ăмăрту çакăн пек пулмалла-ши ĕнтĕ? Кăмăла хуçмалла-ши? Чуна ватмалла-ши? Ан тив, чĕрене вут хыптартăр, анчах ан ыраттартăр!
Сăпанин пусăрăнчăк кăмăлне сиссе, ун бригадинчи хĕрсем шăппăн çеç калаçкалаççĕ.
— Питĕ ир тапса тухнă турикассем...
— Ара, Таис пурне те кая хăварасшăн мар-и?
— Çавă ĕнтĕ унăн. Ĕçченĕ — ĕçчен те, куштанлăхĕ пысăк.
— Кам та пулин хăйĕнчен мала иртсен, Таис Энĕш пĕвине те кайса сикĕ!.. Пĕлетпĕр!..
Сăпани çак сăмахсене илтет. Лайăх мар пек туйăнать ăна çавăн пек калаçни.
— Хĕрсем, — тет вăл, сассине хăпартмасăр. — Сапăртарах пулăр-ха. Кашни ывăçпа тăрна пек тăра-тăра пăхсан, пулмарĕ вара Таиса çитесси... Вырса пĕтересси те пулмасть...
Хĕрсем шăпланаççĕ. Çурлисемпе пикенсех кăчăртаттарма тытăнаççĕ. Бригадир та урăх чĕнмест, пуçне пĕр çĕклемесĕр, хăй каçалăкне малтан мала васкатать.
5
Анчах чĕрене чăн-чăн çунтараканни кунта мар, умра кĕтсе тăнă иккен…
Ыраш пусси талккăшĕпех пиçсе çитсен, тӳрĕ те уçă кăмăллă Алимасов колхозри пĕртен-пĕр жнейкăна чи малтан Сăпани бригадине пама сĕнчĕ. Колхоз председателĕ Сидуков та ку сĕнӳпе килĕшрĕ. Чăн та, вĕсен тырă вырмалли тепĕр машина та пурччĕ, анчах ăна пĕлтĕр юсама май çуклах çĕмĕрсе пăрахнă. Колхоз правленийĕ МТСран комбайн ыйтма шутламарĕ.
— Тырри те кăçал комбайн валлиех мар, — терĕ председатель. — Хамăрах вырса пуçтарăпăр.
Çак ĕçе татса панă чухне, жнейка пирки ара, Алимасов агроном ăна-кăна нимĕн те шухăшламан. Анчах Таис ку ĕç-пуçа йăлтах урăхла «ăнкарса» илет. «Аха, эсир апла-и-ха! — тет вăл. — Мана такăнтарма шут тытрăр пулать? Юрĕ-çке, юрĕ. Кăтартăп сире жнейка! Çук, çук, кирлĕ мар сирĕн машинăр! Алăпах вырса пĕтеретĕп! Алăпах! Пуçа çĕклемесĕр вырăпăр!.. Кайран курăпăр — пахалăх комиссийĕ мĕнле йышăнĕ сирĕн ĕçĕре!»
— Ну, хĕрсем! — пăвăртлать вăл хăй бригадинчи çынсене. — Астăвăр! Правлени кăçал Сăпани бригадине мала кăларасшăн... Унта Сăпанин хӳтлĕхĕ пур... Пĕлетпĕр! Анчах пуçа усма кирлĕ мар!..
Пĕррехинче çапла, хĕвел анса çĕре каç сĕмлĕхĕ ӳксен, Таис бригадин ыраш пуссине Иван Васильевич Алимасов пырса çитет. Хĕрсемпе инкесем паян вырнă тĕмсене «майра пуçсем» туса лартнă та киле кайма пуçтарăннă. Таис пĕр «майра пуçĕ» çумне тĕршĕннĕ иккен — хулăн тетрадьне уçса хунă хăй, тем шутлать, тем çырать.
— Ну, бригадир, ĕç-пуç еплерех? — хавассăн ыйтрĕ Алимасов.
Таис хучĕсене кăпăр-капăр пуçтарчĕ те яштах ура çине сиксе тăчĕ.
— Куратăн пуль, мĕн ыйтмалли? — терĕ вăл вĕчĕрхеннĕ сасăпа. Хăйĕн хура куçĕнче хаяр хĕлхем çиçсе илчĕ.
— Куратăп-ха, — ырларĕ партсекретарь. — Маттур ĕçленĕ!
— Унта пиртен маттуррисем те пур! — пуçне çул леш еннелле сĕлтрĕ бригадир. — Машина... Механизаци...
— Эхе-е, Таис тусăм, эс шăртланатăн, тем? — чăмăрла шăхăрса илчĕ Алимасов.
— Шăртланманни патне кай, — çурăмĕпе вăрт çаврăнса тăчĕ Таис.
Вăрăм кунхи ĕçпе ĕшеннĕ инкесемпе хĕрсем ăна-кăна асăрхаймарĕç, çурлисене хуллуççи урлă çакрĕç те шăкăл-шăкăл калаçса ялалла утрĕç.
— Мĕн пулнă сана, Таис? — хальхинче пĕр кулмасăр ыйтрĕ Алимасов. — Мĕнле сăпса сăхнă?
— Эсир ĕнтĕ мана ним чухлайман тăмсай вырăнне хуратăр, — сăмаха пат касса татрĕ Таис. — Эпĕ йăлтах куратăп! Йăлтах!..
— Мĕн куратăн?
— Пурте кураççĕ, пурте пĕлеççĕ!
— Мĕскер?
— Мĕскер, мĕскер... Сана Сăпани кирлĕ. Эс ăна мала кăларасшăн... Чапа кăларасшăн... Мана таптасшăн!..
— Чим-ха, Таис, эс чипертерех...
— Мĕн чиперĕ унта! Пĕртен-пĕр жнейкăна Сăпание патăн-иç! — кăшкăрсах каларĕ Таис.
— Вăт, кăна санран кĕтменччĕ, бригадир юлташ, — пăшăрханнăн пуçне пăркаларĕ Алимасов. — Ара, виçĕмкун, вырма пуçланă чухне, Сăпани бригадин ырашĕ ытларах пиçнĕ пек туйăнчĕ те, машинăна унта ятăмăр. Тепĕр тесен... тепĕр жнейкăна кам çĕмĕрчĕ-ха пĕлтĕр?
— Çапла-а-а, халь ĕнтĕ мĕнпур вилнĕ йытă тирне ман çине çакатăр! — сиввĕн хуравларĕ Таис. — Татах тем шыратăр пуль-ха...
— Тăхта, — пӳлчĕ ăна Иван Васильч, — таçта чăтлăха кĕрсе каяр мар... Сăпани ырашне вырса пĕтерсен, жнейкăна сан патна куçарăпăр... Ыран-и, виçмине-и...
— Кирлĕ мар сан жнейку! — каллех хыттăн кăшкăр-чĕ Таис.
— Ăна санран ыйтса тăмăпăр-ха, — терĕ Алимасов, çилĕллĕ кăмăлне пусараймасăр. — Юнтармăш ача-пăча...
— Мĕн тума килтĕн юнтармăш патне? — йĕкĕлтесех ыйтрĕ Таис. — Кай лере… Чуп... Сан унта салтакра çӳренĕскер пур... Вăл пуç çавăрма та, юратма та лайăх вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ... Ют çĕрсенче çӳресе...
Çак сăмаха илтсен, Алимасов кăкăрĕнчи пĕтĕм юн вĕресе хăпарчĕ. Сылтăм алли сăрăлтатса кайрĕ, темĕнле сурса ыратакан шăнăр хул кĕреçи айĕнчи суранне пырса тиврĕ. Кĕçех аллине çĕклетчĕ вăл, юрать-ха çийĕнчех асăрхарĕ — ун умĕнче хĕр тăрать. Хĕрарăм çине епле алă çĕклĕн?!
— Эс... Эсĕ, Таис, чипертерех калаç, — терĕ Алимасов, карланкине капланса килнĕ усал сăмаха епле те пулин чарма тăрăшса. — Чипертерех...
— Мĕн чиперри! Витĕрех курăнать! — кăшкăрчĕ каллех Таис.
Алимасовăн сасартăк сывлăшĕ пӳлĕнчĕ.
— Мĕскер эс, мĕн кирлĕ сана? — терĕ вăл, вут пек çунакан пичĕпе Таис патне çывхарса. — Мен пăтрататăн эс, чиперкке?..
Таис, шикленсе ӳксе, каялла чакрĕ.
— Пĕлетĕн-и эс, айван хĕр? — кашни сăмаха пат тата-тата ыйтрĕ Алимасов. — Кăшт та пулин чухлатăн-и ху мĕн каланине?
— Чимĕр, мĕн пулчĕ сире... сана, Иван Васильч? — сасартăк чĕтренчĕ хĕр сасси. — Йăлтах сăнран ӳкрĕн?..
— Мĕн пулчĕ... Ыйтать-ха тата, — чунтан кӳренсе каларĕ Иван Васильевич. — Эсĕ ман сурана пырса тиврĕн... Салтакра çӳренĕ хĕр... Эсĕ хăвăн хĕр-тусу пирки çавнашкал калатăн... Пĕрле ӳснĕ тантăшу пирки. Эпĕ коммунист, эсĕ — комсомолка... Анчах шухăшу санăн... Епле хăятăн эс?.. Кам ирĕк панă сана çавнашкал шухăшлама?.. Пĕлесчĕ сан — епле сыхланă эпир, епле упранă Сăпани пек хĕрсене фронтра!.. Куçа ачашлама, чуна йăпатма сыхланă эпир вĕсене. Аппа, йăмăк, сестра... Чун ăшши. Чăн та, çемье чăлахсăр мар, теççĕ вырăссем. Анчах Сăпани пек таса та уçă чунлă хĕрсен куçĕсем пирĕншĕн Тăван çершыв куçĕ пулнă. Ман ротăри Надя санитаркăна пĕр услап кӳрентерме хăтлансан, эпĕ çав путсĕре мĕн кăтартнине пĕлесчĕ сан!.. Çук, Таис! Халех картса хуратăп. Яланлăхах. Эсĕ ӳлĕм Сăпани пирки пĕр усал сăмах та ан каланă пул! Ăнлантăн-и?.. Эпир выльăх мар. Чухлатăн-и? Этем — эпир, этем!
Алимасов сăмахне итленĕ май, Таис пуçне çĕрелле пĕкрĕ те ача пекех ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Анчах унăн куççульне пĕр Алимасовпа çуллахи тӳлек каçсăр пуçне никам та асăрхаймарĕ. Коммунист-фронтовик, вăрттăнлăха вут ăшĕнче упрама хăнăхнăскер, никама та нимĕн те шарламарĕ. Çуллахи каçăн чĕлхи çук. Çăлтăрсем — инçетре...
6
Малашнехи ĕç-пуç Таисшăн тата мыскараллăрах килсе тухрĕ. Алимасовпа хирте çакнашкал тĕл пулнă хыççăн вăл çĕрĕпех çывăраймарĕ. Пуçне минтерпе хупласа, Таис хăйне хăй пĕр вĕçĕм асаплантарчĕ: «Мĕн туса хутăм капла, мĕн туса хутăм?» Лачкам нӳрелнĕ минтере вал çитмĕл çичĕ хут та енчен енне çавăра-çавăра хучĕ. Юлашкинчен ура çине сиксе тăчĕ. «Пурпĕрех парăнмастăп!» — терĕ. Кама парăнмасть? Мĕн тĕлĕшпе парăнмасть? — ку вара пĕр хăйшĕн çеç паллă пулса юлчĕ. Çавăн пек ĕнтĕ Таис кăмăлĕ. Вĕри те кăра кăмăл...
...Акă жнейкăпа ĕçлекен Çумкка Якурĕ, вăрçăччен МТС комбайнерĕ пулнăскер, кăнтăрла тĕлнелле Сăпани бригадин ырашне вырса пĕтерчĕ. Алимасов ăна пĕрремĕш бригада хирне куçма хушрĕ. Сăпани бригадинчи хĕрсем машина хыççăн кĕлте çыхса юлчĕç. Çапла вĕсем паян ыраш вырса пĕтерчеç. Анчах Сăпани чĕри пурпĕрех вырăнта мар. Темшĕн вăл хăйне Таис умĕнче айăплă пек туять. «Пĕртен-пĕр машина, — шухăшлать. Сăпани хăй ăссĕн, — кĕртмелле марччĕ ăна хамăрăн ыраш пуссине. Тӳрех Таис патне ямаллаччĕ. Тепĕр тесен, Таис хăй пуçласа ячĕ çак пăтăрмаха... Ыраш вырма вăрттăн-кĕрттĕн тухрĕ... Мана систермесĕр...»
Шухăш çăмхине сӳте-сӳте, Сăпани хăй бригадинчи хĕрсемпе пĕрле васкасах кĕлте çыхать. Кашни кĕлтине çыхмассерен Таисăн ыраш пусси еннелле пăха-паха илет. Тырă выракан машина унта пĕр чарăнмасăр хăлаçланать-ха. «Аван, питĕ аван, — пăшăлтатать Сăпани хăй тĕллĕн. — Таис манран кая юлмĕ. Ырашне паянах вырса пĕтерĕ. Тарăхма та пăрахĕ вара Таис...»
Чăн та, Таис хăйĕн ырашне паянах вырса пĕтерме шут тытнă-мĕн. «Пурпĕрех кая юлмастăп, — тенĕ вăл, хура куçне ялкăштарса. — Кая юлмастăп!» Унăн хăйне евĕр чеерех ĕмĕчĕ те пулнă: ан тив, машина ĕçлетĕр! Машина вырнине хĕвел хĕрнĕ вăхăтра çыхма ансатах та мар. Хăмăл ытлашши типсе кайнипе кĕлте çыххи татăлать, тырă та тăккаланать. Кĕлтене каç сулхăнĕпе çыхма кал-калрах. Кĕçĕрлĕхе çывăрмасан та юрĕ. Халĕ, машина ĕçленĕ вăхăтра, хамăр çурлапа вырăпăр. Таис мемме мар! Курĕç-ха вĕсем Таиса!..
Таисăн чĕри çунмаллипех çунать. Мĕнех вара? Сăпани ыраш вырса пĕтернĕ пултăр! Улĕм те ĕç нумай-ха. Пăрçа çулмалла. Тулă, сĕлĕ, урпа вырмалла. Ха, Таиса кая хăварасшăн! Çу-ук, Сăпани тусăм, ĕç тухаймĕ!..
Хĕрсене те васкатать Таис, хăйне хăй те хистет.
— Хĕрсем, хĕрсем, — тет вăл, — хăвăртрах. Мĕн, эсир хальччен машина курман-им? Çăвар карсах пăхса тăрăтăр. Жнейка сирĕнсĕрех лайăх ĕçлет. Таçта, пăха-пăха куçăхтарсан ак...
— Машина куçăхмĕ-ха вăл, — теççĕ хĕрсем. — Кĕлте çыхмалли ытла нумай пулать. Капла паян вырса пĕтересси — нена-а-ай...
— Ненай мар, ненай мар, — пăвăртать бригадир. — Каланă — пĕтеретпĕр!..
Хĕрсем вуникĕ çурлапа харăслатса выраççĕ. Кашни хăй каçалăкĕ умĕнче пуçне çĕклемесĕр ĕçлет. Вичкĕн çурлапа каснă ыраш ывçăн-ывçăн кĕлте çыххи çине ӳкет. Çанталăк тӳлек те вĕри. Пит тăрăх тăварлă тар шăпăртатать. Çутă çурласем хăмăл ăшĕнче пĕр вĕçĕм вĕлтлетеççĕ, çутă çунатлă кайăксем чупа-чупа иртеççĕ тейĕн. Кашни хăйĕн каçалăкне малтан мала, малтан мала вырса ирттерме тăрăшать. Пĕри те кая юласшăн мар. Анчах паян Таиса çитекенни çук. Унăн пĕчĕкçĕ те йăрă аллинчи çурла шыври пулă пек вылять. «Ăмăрту-тăк ăмăрту пултăр!» — тет вăл хăй ăссĕн.
Хĕвел, каçалла сулăнса, хирти пĕччен хурама тăррине ларчĕ. Хăмăл хушшипе пите çĕр сулхăнĕ çапни сисĕне пуçларĕ. Кун пек чухне вара ĕçлеме тата кал-калрах, ансатрах. Хул-çурăм выляса кăна тăрать.
Çав хушăра Сăпани бригадинчи хĕрсемпе инкесем кĕлте çыхса пĕтерчĕç те çĕмелсем купалама тытăнчĕç. Вунсаккăрăн ĕçлеççĕ вĕсем. Юлашки çĕмел тăррине юлашки кĕлте хурсан, Хреçук аппа хĕвелтухăçнелле çаврăнса тăчĕ те, тем пăшăлтатса, вĕттĕн-вĕттĕн сăхсăхрĕ. Ыттисем кĕреплепе те алăпа пучах пуçтараççĕ, Сăпани пĕрремĕш бригадăн ыраш пусси еннелле тинкерчĕ.
— Килĕр-ха кунтарах, тусăмсем, — терĕ вăл. — Пĕчĕк ачаллисем е питĕ каяс текеннисем килелле утма пултараççĕ. Юлакансем...
— Мĕн пулнă тата? — харăсах илтĕнчĕ ик-виçĕ сасă.
— Нимех те пулман, — лăпкăн çеç сăмах хушрĕ Сăпани. — Ăмăрту чăн-чăн ăмăртуллах пултăр. Кайса пулăшар-ха Таис бригадине.
— Мĕн пулăшмалли вĕсене? — эрленсе хуравларĕ хăшĕ-пĕри. — Вĕсем хăйсем те кĕçех вырса пĕтереççĕ. Таис ахаль те тарăхать пуль-ха?! Буксира илсен — пĕтрĕ вара!..
— Буксирла мар, юлташла, — терĕ Сăпани. — Пурăнан пурнăçра хамăра та йывăр килме пултарать.
— Каятпăр, каятпăр! — харăссăн шавласа илчĕç хĕрсем. — Ваттисен килте ĕне сумалла, яшка пĕçермелле... Эсир кайма пултаратăр... Чипер кайăр...
— Хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр, — терĕç ватăрах инкесем. — Сирĕн, çамрăксен, ĕçлеме те, выляма та вăй ытлашшипех.
— Выляма мар, чăн-чăн ĕçлемех каятпăр, — терĕ Сăпани, пуçĕнчен салтса илнĕ шурă тутăрĕпе питне-куçне шăлкаласа.
Сăпани çич-сакăр хĕрпе хăй патне пынине курсан, Таис малтан шикленсех ӳкрĕ. «Мĕне пĕлтерет ку япала? — шухăшларĕ вăл. — Мăшкăл тăвасшăн мар-и?»
Анчах Сăпанин сăн-пичĕ, яланхи пекех, уçă та таса, куçĕнче те нимĕнле мăшкăл тĕсĕ курăнмасть.
— Вăй патăр! — терĕ Сăпани питĕ кăмăллăн. — Киле кайма иртерех пек... Ĕçрен тĕттĕмле таврăнма хăнăхнă та...
— Мĕн тăвас тетĕр вара эсир? — кăмăллах та мар ыйтрĕ Таис.
— Пулăшас тетпĕр, — харăссăн сасă пачĕç Сăпани бригадинчи хĕрсем.
— Хамăра та сахал, — çилĕллĕн хуравларĕ Таис.
— Çитĕ-çке çилленме, Таис тантăшăм, — пĕр кĕтмен çĕртен Сăпани хăйĕн хĕр-тусне ăшшăн-ăшшăн ытакласа илчĕ. — Килĕшмест сана çилленни...
Таис Сăпани ытамĕнчен вăйпах хăтăлма тăрăшрĕ.
— Мăшкăлласшăн-им? — хаярлансах ыйтрĕ вăл. Сăпани, чăн та, ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Хаярлансан та сăну хитре сан, Таис, — терĕ вăл. — Юрĕ, эпир кайма пултаратпăр, анчах пĕр килнĕскер...
Таисăн кăмăлĕ кăшт çаврăннă пек пулчĕ.
— Килтĕр пулсан — хăвăр пĕлетĕр, — куçне тартрĕ Таис.
Ăна кӳршĕ бригадăран килнĕ хĕрсем умĕнче халь ĕнтĕ тӳсме çук намăс пулчĕ.
— Пулăшчăр, ара, пулăшчăр! — терĕç Таис бригадинчи хĕрсем. — Хамăра çăмăл пулать.
Таис урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
— Эсир хăвăр каçалăкăра вырăр, — терĕ кунта Сăпани. — Эпир машина хыççăн кĕлте çыхăпăр. Сире чăрмантармăпăр.
Вара Сăпани бригадинчи хĕрсем васкасах кĕлте çыхма пикенчĕç. Эх, ырă-çке çав каç сулхăнĕпе ĕçлеме!
Кĕлте çыххи хуçăлмасть, татăлмасть. Пăркăçла кăна хытăрах! Хĕрсем пуçа çĕклемесĕр, пĕр шарламасăр ĕçлеççĕ.
Акă, тырă выракан машина та юлашки çаврăм турĕ. Унтан кĕтесе тухрĕ те шăпах шăпланчĕ.
— Астăвăр, хĕрсем, — терĕ Çумкка Якурĕ, машини çинчен анса. — Ытла çĕрлене ан юлăр. Ку таврара кашкăрсем çӳреççĕ...
— Хăвна, ак, яла çитсен, пăру чăмласа ан ятăр, — харăссăн тавăрчĕç хĕрсем.
Уçă сывлăшра хĕрупраç кулли ян-янах янăрать.
Ĕнтĕ пĕтĕм хире каç ĕнтрĕкĕ çапрĕ. Тӳпере шупка çур уйăх палăрчĕ. Каçалăкĕсене вырса тухсан, Таис бригадинчи хĕрсем те кĕлте çыхма тытăнчĕç. Таис хăй тӳрех Сăпани çумне йăпшăнса пычĕ. Ним пулман пекех. Куç хӳрипе ăшшăн-ăшшăн пăхать вăл тусĕ çине. Хĕвел çутинче Сăпани асăрханă пулĕччĕ: Таисăн çĕмĕрт пек хура куçĕсем, темĕнле йăвашшăн шывланса, уйрăмах илĕртӳллĕн кулса тăраççĕ.
— Ах, Сăпани, ăшхыптармăш! — терĕ Таис, хĕр-тусне пилĕкĕнчен пăчăртаса. — Чĕре çунтармăш. Каçар мана, ухмаха!.. Каçар...
— Мĕн урлă каçарас вара? — ăнланайманçи пулчĕ Сăпани.
— Вут урлă каçар, шыв урлă каçар! — терĕ Таис пĕр кулмасăр. — Унтан каллех вут урлă... Чĕрӳ сан ылтăн!..
— Юрĕ, Таис, — лăплантарма тăрăшрĕ Сăпани шуйханнă тусне, — вутпа шыв урлă эпир каçни те çитĕ... Эс ху каçар мана... Ак çак аслă уй урлă каçар...
— Эх, Сăпани! — терĕ Таис кĕç-вĕç ĕсĕклесе ярасла. — Уй урлă каçма та мана, чăннипе, эсĕ вĕрентрĕн.
— Юрĕ-çке, юрĕ. — Сăпани хăйĕн хĕр-тусне çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ. — Хăвăртрах кĕлте çыхса пĕтерер.
Вĕсем юнашар ĕçлеççĕ, кĕлте хыççăн кĕлте çыхаççĕ. Шăтăр-шатăр, шăтăр-шатăр! Анчах Таис ниепле те лăпланаймасть.
— Чĕре çунать, Сăпани, хыпăнсах тухать, — хĕр-тусне хăлхинчен пăшăлтатса каларĕ Таис. — Хальччен эпĕ ăмăрту мĕн иккенне те лайăххăн ăнланайман. Хамăн çеç малта пулмалла тесе шутланă.
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ Сăпани, — яланах малта пулмалла. Анчах ху мала тухсан...
— Юлташа пулăшмалла, — терĕ Таис кăмăллăн. — Ах, Сăпани тусăм, халь ĕнтĕ ман Иван Васильч куçĕ умне епле курăнмалла-ши? Намăс!..
— Мĕншĕн намăс пултăр? — тĕлĕнчĕ Сăпани.
— Ухмахла пулса тухрĕ, Сăпани, — пуçне пăркаларĕ Таис. — Эх, ухмала-çке!..
— Çук, Алимасов пирки эс нимĕн те ан шухăшла, — хирĕçлерĕ Сăпани. — Вăл лайăх çын.
— Лайăх çав, Сăпани, лайăх... Эпĕ пур... Эх!..
— Кунта ĕнтĕ, Таис тусăм, ним калама та аптрамалла. Ман айăпăм çук... Эп чăрмантарас темен... Юратăр пĕр-пĕрне... Телейлĕ пулăр...
— Ăнланмастăн эс, Сăпани...
— Мĕскер?
— Айăплă эп сан умăнта...
— Халь ĕнтĕ чăнах та ăнланаймастăп, — кулса ячĕ Сăпани. — Мĕн каласшăн эс? Мĕншĕн айăплă? Алимасов маншăн — лайăх юлташ... Хăй ĕçне пĕлекен агроном-полевод... Коммунист... Партсекретарь...
— Çук, çук, Сăпани, апла çеç мар, — вĕриленсех хуравларĕ Таис. — Ой, ĕнер каç вăл сан пирки мĕн тери ырă сăмах каларĕ!..
— Мĕн вара ун пекех? — кăсăкланчĕ Сăпани.
— Юратать вăл, — терĕ Таис, хыттăн пăшăлтатса. — Мана мар, сана юратать. Сăпани! Тупата!
— Чипер пул-ха эс, Таис, — кăмăлсăрланчĕ Сăпани. — Чăнласах çилленетĕп ак...
— Çилленме пултаратăн, — терĕ Таис. — Анчах эпĕ ку таранччен питĕ айван пулнă. Айван, ухмах, тăмсай! Эпĕ хамăн бригада çинчен мар, хам çинчен ытларах шухăшланă... «Имендеева Таисия! Имендеева юлташ!» — хăйне хăй витлесе илчĕ Таис. — Çав сăмах çеç пылаккăн илтĕннĕ ман хăлхана. Сасарткăк — Алимасов!.. Вăл!.. Иван Васильч уçрĕ те куçăма!.. Унччен эпĕ кушак çури пек суккăр пулнă... Иван Васильч мана хăйĕн вăйлă аллипе çӳле-çӳле çĕклерĕ... Чан-чăн коммунист аллипе... Куçăма умри каçалăк кăна мар, хамăр колхоз кăна та мар, пĕтĕм çĕршыв курăнса кайрĕ... Тăн кĕртрĕ мана, ухмаха, Иван Васильч!..
— Мĕн каларĕ вара вăл? — тата хытăрах кăсăкланчĕ Сăпани кăмăлĕ.
— Сан куçу пирки каларĕ, Сăпани...
Шăпах çав самантра каç сĕмĕнчен сасартăк Алимасов пырса тухрĕ.
— Вăт ку ăмăрту! — терĕ вăл, шупка çур уйăх çутинче икĕ рет шурă шăлне йăлкăштарса. — Туссем каллех пĕрле! Ыраш вырса пĕтернĕ, авă... Маттур, питĕ маттур!
— Сăпани пулăшрĕ. Вăл мар пулсан... — калас сăмахне калаймасăрах пӳлĕнчĕ Таис. Хăй çав хушăра Сăпани çине куç хӳрипе чалăшшăн пăхса илчĕ, анчах хальхинче чеен мар, питĕ кăмăллăн, питĕ ăшшăн.
Çакна Алимасов та çийĕнчех асăрхарĕ.
Çурхи тăрнасене мантăн пуль ĕнтĕ, Таис? — ыйтрĕ вăл, хăюллăн шӳтлесе. — Кайри — мала, кайри — мала!..
— Айван пулман-и!? — терĕ Таис, куçне тартса. — Ача-пăча...
— Çыхса пĕтертĕ-ĕ-ĕмĕр! — илтĕнсе кайрĕç унтан та кунтан сасăсем. — Çĕмел тумалла-и?
— Çĕмел тума кирлĕ мар, — терĕ Таис бригадир. — Сывлăм ӳкрĕ... Кĕçĕр çумăр пулмасть. Ыран, кĕлте типсе çитсен купалăпăр.
Инкесемпе хĕрсем каç сĕмĕ витĕр ялалла уттарчĕç. Кĕçех уçă сывлăша, куçа курăнман кайăк пек, çăмăл та янравлă юрă çунатланса çĕкленчĕ.
Хайхи Таиса сасартăк тем пулчĕ. Вăл пĕр вырăнта вăрт-варт çаврăнкаларĕ те юрă илтĕннĕ çĕрелле чуптара пачĕ. Алимасовпа Сăпани ăна-кăна тавçăрса та илеймерĕç. Таисăн шурă кӳлепи чылай инçетре çухалсан тин Сăпани хыпăнса ӳкрĕ:
— Таи-и-ис! Таи-и-ис! — хытах кăшкăрчĕ вăл. Хирĕç сасă илтĕнмерĕ. Каç сулхăнĕнче хĕрсен юрри çеç куçа курăнми çуначĕпе çаплах хăлаçланать.
Каччăпа хĕр сасартăк чĕмсĕрленчĕç. Вĕсем çăра курăклă мише çулĕ çине тухрĕç. Тӳпери çур уйăх халь ĕнтĕ хăюллăрах çутатма пикенчĕ. Хĕрпе каччă утакан сывлăмлă çул кĕмĕл сапнă пек йăлкăшса выртать. Кам пĕлет, тен, çак çутă сукмак — тахçан ĕмĕтленнĕ юратупа телей çулĕ?!
Чылай чĕнмесĕр пынă хыççăн Сăпани çул тăрăх малалла тинкерсе пăхрĕ.
— Чĕре çунать, хыпăнсах тухать, — терĕ вăл шăппăн, хăй çавăнтах çӳçеннĕ пек пулчĕ. — Çук, çук, — хăй сăмахне хăех тӳрлетрĕ Сăпани. — Кăна эпĕ мар, Таис калать...
— Санăн вара епле? Чĕрӳ сивех-и? — кулкаласа ыйтрĕ Алимасов. — Э?..
Хĕр малтан нимĕн те чĕнмерĕ. Унтан тем каларĕ пулас... Анчах çуллахи каç, сывлăш çавăрмасăр, питĕ тимлĕ тăнласа тăчĕ пулин те, хĕр сăмахне илтсе юлаймарĕ...