Шыв туррине ирĕке кăлартăм


Иртнĕ çул çанталăк çав тери шăрăх тăнипе ялти пĕвесем типсе ларчĕç. Пусăсем типрĕç. Халăх шыв ăсма ял вĕçĕнче ларакан кӳлĕ патне кашни кун бидонпа çӳрет, выльăхсене валли те шыв кирлĕ-çке! Хĕвел хĕртсе çунтарать, сывлама сывлăш çитмест, шăна-пăван анратать. Пахчари çимĕçсем ирех типсе ларчĕç, улмуççисем ирех тăкăнса пĕтрĕç.

Пирĕн пӳрт умĕнчи çăл та, пахча хыçĕнчи пĕве те типсех ларчĕç. Шыв ăсма ял вĕçĕнчи кӳлĕ патне кайма тивет.

— Ах, кашни каç йывăр урапа туртса ывăнсах çитрĕмĕр, ачамсем, айтăр пĕрле пухăнса пĕвене тасатăпăр! — сĕнчĕ анне пĕр ирхине.

— Хаваспах! Хăçан?

— Эпĕ те сирĕнпе пĕрле пыратăп! — тет пĕчĕк шăллăм.

— Эпĕ те пулăшатăп! — тесе хăй йăвинчен сиксе тухрĕ Мухтар.

— Эпĕ те пулăшма хатĕр, енчен те каçхине мана тутлă сĕтпе хăналасан, — тет Мурка мăрлатса.

Çав каçхине чăтмалла мар шăрăх пулчĕ. Урам тăрăх тĕтĕм йăсăрланать, аякра вăрмансем çунаççĕ, тĕтĕмĕ пирĕн тăрăхах çитет, сывлăша пӳлĕнтерсех лартать. Çывăрма выртрăм — çывăрса каяймастăп.

— Ыранччен кĕтсе пулмасть, — тесе пĕчĕк кĕреçе йăтса пĕве хĕрнелле васкарăм.

Пĕве варне кĕреçе лартса чакалама пуçларăм. Васкаса ĕçлетĕп, юхакан тара шăлса илсе татах чакалатăп. Ытла та шăрăх-çке! Вăй пĕтнине туйса сывлăш çавăрса илес тесе канма лартăм.

Темĕнле шăнкăр-шăнкăр сасă хăлхана кăтăкла пуçларĕ. Пуçа йăтса пăхрăм та тĕлĕннипе ларнă çĕртех каялла кайса ӳкеттĕм! Чакаланă вырăнтан шыв тапса тăрать! Шыв кашни минутран çӳлелле ытларах та ытларах тапса хăпарма пуçларĕ, куç умĕнчех пĕр вунă метр çӳлелле хăпарса кайрĕ. Нимĕн те ăнланмастăп, ним шутлама та пĕлместĕп.

Сасартăк ман пуç çине вĕтĕ кĕмĕл укçа ӳкме тытăнчĕ, мана пырса çапăнать те кĕмĕлтен ылтăн укçа пулса тăрать. Укçа юхма чарăнчĕ, чечек тăкăна пуçларĕ. Шыв пĕлĕт таран çитсен ун тăрăх Шыв турри анчĕ. Вăл шыв ăшĕнчен тухрĕ те чечекпе укçа сарнă çулпа ман паталла утса килет.

Вăрăм кăвак кĕпе, кăвак пушмак тата кăвак кăшăл тăхăннă.

— Тавах сана, Роксана, мана ирĕке кăларнăшăн! — тесе мана хăй патне чей ĕçме хăнана чĕнчĕ.

Шыв патши еплерех пурăннине пĕлес килчĕ-ши манăн, тӳрех унпа кайма килĕшрĕм.

Мана кăвак саппун сарса пачĕ, саппунран тытса унпа пĕрле пĕлĕтсем çине хăпартăм. Еплерех хитре иккен кунта! Кăн-кăвак чечексем, кăн-кăвак курăксем, кăн-кăвак кӳлĕсенче кăн-кăвак пулăсем, кăн-кăвак вăрмансенче кăн-кăвак чĕр чунсем. Тĕлĕнмелле!

Шыв турри мана хăйне ирĕке кăларнăшăн тем тĕрлĕ хитре тум парнелесшĕн, кăвак тĕслĕ пӳртре пурăнма чĕнет.

— Мана нимĕн те кирлĕ мар, эпĕ ытлашши нимех те туман, эпĕ хамăра валли пĕве чавма шутланăччĕ кăна, — тетĕп нимĕн калама аптраса.

— Эсĕ мана ирĕке кăлартăн, пăчăхса чунăм тухмах пуçланăччĕ, пĕр вăй та юлманччĕ, тавах сана, тавах, — тесе мана хитре кĕпесем тултарнă кушел тыттарасшăн. Парнене илмех тиврĕ.

Эпĕ унпа сыв пуллашса килелле утрăм. Шыв тапса тăма чарăнчĕ. Киле садпа кĕтĕм. Мĕн кăна ӳсмест пуль пирĕн садра: виноград, апельсин, арбус, груша, мандарин тата темтепĕр. Хăш вăхăтра ӳссе ларнă, ăçтан тупăннă, хамăр садрах-ши эпĕ е кӳршĕре-ши?

Тепĕр кунхине ирпе ирех каллех пĕве хĕррине кайрăм. Шыв каллех тапса тăрать. Тĕлĕнтĕм. Шыв туррине кĕтрĕм-кĕтрĕм, кĕтсе илеймерĕм.Чирлемен-ши, тесе ун патне улăхса пăхма шутларăм. Çӳле хăпарса çитсен эпĕ шуйттанпа Шыв турри çапăçнине куртăм. Кашни пĕрер туя тытнă, сулкалашаççĕ. Шуйттан пĕтĕм çĕре хăй аллине çавăрса илесшĕн пулас.

Эпĕ кĕмĕл хĕç илтĕм те шуйттанăн пуçне касса ятăм. Хамăн хăранипе алăсем чĕтреме пуçларĕç, чĕре сиксе тухасла тапать, куçра мĕлтлетет. Шуйттан пĕр сăмах та калаймарĕ, пуçне усрĕ.

Шыв турри мана тав туса ылтăн çĕрĕ тата кăшăл парнелерĕ. Пуç кăшăлĕ тĕлĕнмелле илемлĕ, ăна хитре хаклă йышши чулсемпе эрешленĕ. Шыв туррине тав туса килелле сиксе антăм.

Хĕвел ыйхăран вăранчĕ, пĕве шывпа тулма пуçларĕ. Унта та кунта ачасем шыва кĕреççĕ, ĕнесем шыв ĕçеççĕ. Пулăсем сикеççĕ, кайăксем юрлаççĕ, шапасем кваклатаççĕ.

Эпĕ те ачасемпе кунта шыва кĕме юрататăп. Пĕррехинче шыва кĕме кайсан эпĕ пĕве тĕпĕнче ылтăн эреш тупрăм, савăнсах кайрăм. Чăмса тухнă çĕре шыв пĕлĕт патнех çитнĕ, ун тăрăх Шыв турри анать.

Вăл мана: «Ку эреше эпĕ сана шуйттана çĕнтернĕшĕн парнелес терĕм», — тесе каларĕ. Куç умĕнчех эрешрен хăлха çакки пулса тăчĕ.

— «Эсĕ ăна яланах çакса çӳре, вăл сана пулăшса пырать, кирлĕ-кирлĕ мар хăлхана кĕресрен сыхлать», — тесе тĕлĕнтерчĕ.

Тав турăм, вăл вĕçсе тарса çухалчĕ. Эпĕ çак хăлха çаккине яланах çакса çӳретĕп. Вăл мана пулăшса пурăннине кунсерен ĕненетĕп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2011-11-06 20:48:03):

Роксанăн фантазийĕ çулсерен пысăклансах пырать. Вăл конкурса чи малтан хайлав ярса пачĕ, маттур, малашне те хастарлăху ан чактăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: