Чĕнтĕрлĕ кĕпер
Алексей Филилпович калани мана ун чухне çĕнĕ çунат хушрĕ. Темиçе çул каялла Ватулха çумĕнчи сад пахчинче калаçса ларнă чухне эпĕ хама çакăн пек кăйкăр чунлă туйнăччĕ...
А. Ф. Талвир çамрăксене çунатлантарма пĕлетчĕ çав. Аллăмĕш çулсенче литературăна çĕнĕ вăй ейӳ хыççăнхи чечек ушкăнĕ пек пырса кĕчĕ: Владимир Сатай, Василий Игнатьев, Юрий Скворцов, Павел Шипцов, Геннадий Пласкин, Елизавета Паймина, Мария Волкова, Юрий Петров, Анатолий Юман... Вĕсем пурте А. Ф. Талвир çунатлантарса инçе çула вĕçтернĕ ăста çыравçăсем...
Вăрçă хыççăнхи çулсенче совет литературинче час-часах тĕрлĕ йышши дискуссисем пулатчĕç. Пархатарлă герой çинчен, персонажсене типлă тăвасси тата психологине шута хурса аталантарасси, обществăри çын вырăнĕ е тата наци колоричĕ, сăнар историллĕхĕ пирки хĕрсех калаçатчĕç. Алексей Талвир хăйĕн «Пăва çуле çинче» хайлавĕпе çак ыйтусене чăваш литературинче кирлĕ пек татса парас ĕçре чăннипех те пысăк вырăн йышăнчĕ. «Пăва çулĕ çинче» ăстă писатель çирĕп алăпа çырнă произведени. Унта эпир чăваш пурнăçне, чăн-чăн чăваш характерĕсене куратпăр. Акă Ухике, Сантăра е тата Шаккаман старике аса илер-ха. Вĕсем — чăн-чăн чăваш çыннисем: хăйсен шухăшлавĕпе те, ĕçĕпе те, пуласлăхĕпе те... Ахальтен мар ĕнтĕ, çав повеçе вырăс писателĕсем çеç мар, урăх çĕршывсенчи чи паллă çыравçăсем те питĕ пысăк виçепе виçсе хакларĕç. «Пăва çулĕ çинче» хайлавра ĕçсем революци умĕн тата революцин малтанхи çулĕсенче пулса иртеççĕ. Вулакан патне унти ĕçсем чăваш çыннин чунĕ-чĕри витĕр тĕвĕленсе, чăваш çыннин характерĕпе, унăн пурнăç опычĕпе килĕшӳллĕн пырса çитеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак повеçе вуланăçемĕн халăх чун-чĕрине ытларах та ытларах ăнланма тытăнатăн. Авторăн чи ăнăçлă сăнарĕсенчен пĕри — Ухик матрос. Вăл вутра та çунмасть, шывра та путмасть, вилĕм шăтăкĕ пулмалли нӳрĕк тăпра та ăна хăй ытамне илеймест. Астăватăр-и, Ухик летаргиллĕ ыйхăпа çывăрса каять те ăна, вилнĕ пуль тесе çав кунах пытараççĕ. Анчах Ухик вилме пултараймасть, вăл революцие, халăха, тусĕсене кирлĕ... Çавăнпа ĕнте Ухик ыйхăран вăранса вилĕм шăтăкĕнчен те тухать... Çак эпизод Тиль Уленшпигелĕн ĕмĕрне манăçми кунçулĕн чи чаплă страницисене аса илтерет. Тĕрĕс, Ухик вăл пирĕн, чăвашсен Уленшпигеле, повеçе вуласан куратпăр: унăн пĕтĕм характерĕ, тавракурăмĕ, пурнăç йăли-йĕрки — чăвашăн.
«Никĕс» романĕнче те Алексей Талвир хăй уçнă çулпах пырать, сăнарĕсене тĕкĕрлесе кăтартнă чухне наци колоричĕ пулмалла иккенне манмасть. «Никĕс» — эпопея-роман. Унти ĕçсем 1918 çулхи кĕркунне пуçланаççĕ те вăрçă умĕнчи тапхăрпа вĕçленеççĕ. Романри тĕп геройсенчен пĕря чипер чăваш пики Харьяс. Ăна ĕмĕр манăçми Нарспин йăмăкĕ теме те пулать. Кулаксен юррине юрласа, иртĕхсе пурăнакан Пухвир Явушкин арăмĕ тума ăна тискеррĕн вăрласа каяççĕ те хĕве хупаççĕ. Енчен те çăк ĕç революциччен пулса иртнĕтĕк, Харьяс, турă çырнинчен иртме çук тесе, çак чуралăхра ĕмĕрне ирттеретчĕ е Нарспи пек курайман упăшкине варкăмăш паратчĕ пуль. Анчах Алексей Талвир çырса кăтартнă Харьяс революцичченхи телейсĕр чăваш хĕрĕ мар, вăл тусĕсем, уйрăмах çутă пуласлăхалла туртăнакан Кируш тата тыткăна лекнĕ пăлхар çынни Тодор, пулăшнипе пуласлăхалла туртăнать. Харьяс, пĕчĕк ачине ялсе, юратман упăшкине пăрахса каять те çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăрать. Çакăнта ĕнтĕ эпир Харьяс характерне тата саманана пула психологиллĕ питĕ тĕрĕс аталанса пынине куратпăр, ку вăл писателĕн пысăк çитĕнĕвĕ. Харьясăн кашни утăмне курса, унăн кашни ĕçне, ĕмĕтне, пуласлăхне ĕненетпĕр эпир, мĕншĕн тесен вĕсем пиасатель кăмăлне кура мар, геройăн характерĕпе килешӳллĕн аталанса пыраççĕ. Тĕрĕсрех каласан, Харьяс терменĕ Харьясран хайĕнчен тухса пырать.
Эппин, наци колоричĕ вăл авалхи йăла-йĕркене çырса кăтартни, авалхи тум тăхăнни, ăна тĕрĕсемпе те эрешсемпе итлемлетни çеç мар. Алексей Талвир хайлавĕсенче эпир улах ларакан е вăййа тухакан хĕрсене те курмастпăр, вĕсенче çĕр вăрлани те, çумăр чӳкĕ ирттерни те çук, çапах та вĕсем чăн-чăн чăваш кĕнекисем, мĕншĕн тесен вĕсенче чăваш характерĕсем тĕп вырăнта.
Алексей Талвир «Çунат çапса», «Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн», «Атăл тарăх çил вĕрет» тата ытти произведенийĕсенче те хай уçнă çултан пăрăнмасть. Унăн тĕп сăнарĕсем пурте ĕççыннисем, хамăр Тăван çĕршывăн вĕри чунлă патриочĕсем. Вĕсем тĕрлĕ саманара пурăнаççĕ, вăрçăра та çапăçаççĕ, çĕнĕ заводсех лартаççĕ, социализмшăн кĕрешеççĕ, пĕр сăмахпа каласан, вĕсем — чăн-чăн совет çыннисем. Акă «Пăва çулĕ çинчи» повеçри Сантăр ашшĕ... Вăл питĕ ăста тимĕрç, темле тимĕр-тăмăр та ăна пăхăнса тăрать, ял çыннисемшĕн вăл асамçă пекех туйăнать. Акă тата «Никĕс» ромаври Мирокки старик, вăл ялан авăракан арман туса халăха телей куресшĕн. Саксем ĕнтĕ пирĕн рабочи класа йĕркелесе çĕнĕ пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Алексей Талвирăн произведенийĕсем — тăван Чăваш республикнн, аслă Совет çĕршывĕн хăйне евĕрле илемлĕ летопиçĕ. Акă «Пăва çулĕ çинче» повĕçре эпир революци тапхăрне куратпăр. «Никĕс» хайлаври ĕçсем çирĕммĕш тата вăтăрмĕш çулсенче пулса иртеççĕ. «Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн» произведенире мĕнле саманана çырса кăтартни унăн ятĕнченех паллă. «Çунат çапса», «Атăл тăрăх çил вĕрет» повеçсенче Алексей Талвир хальхи вăхăтсенчи ĕçсене уçса парать. Писатель пурнăç уттинчен юлман, самана сывлăшĕпе сывланă, Тăван çĕршыв пурнăçĕпе пурăннă.
Чылай чухне пĕр-пĕр çынна эпир ним çукранах мухтама тытăнатпăр та таçта çити хăпартса яратпăр. Теприсем вара, пĕри мух-танине кура, тата та ытларах мухтав юрри юрлама тытăнаççĕ. Çав хушăрах, питĕ нумай ырă ĕç тунă çынна та кирлĕ таран шая çĕклеменни, ун çинчен вăл тивĕçлине каласа хакламанни те пулкалать. Ман шутпа, эпир А. Ф. Талвира темшĕн хăй пурăннă чухне те, çĕре кĕрсессĕн те кирлĕ пек хаклаймарăмăр-ха... Мĕнрен килет-тĕр çакă?.. Алексей Талвир, сăнарлă каласассăн, Европăна тата пĕтĕм тĕнчене кантăк касса тухнă чи малтанхи чăваш писателĕ. Чи малтан шăп та лăп унăн «Пăва çулĕ çинче» кĕнекине пăлхарла тата венгрла куçарса пичетлеме тытăнчĕç, Унăн уйрăм сыпăкĕсем е кĕскетне варианчĕ Китайра та, Австралире те, СШАра та çапăнса тухрĕç, «Пăва çулĕ синче» хыççăн çеç Илпек Микулайĕн, Петĕр Хусанкайăн произведенийĕсене пăлхарла куçара пуçларĕç. Пăлхарпа чăваш литературисен хушшинчи туслăха пуçарса çĕклесе яраканĕ те Алексей Талвирах. Ун çинчен вăл «Дружба народов» журналра 1954 çулта пичетленнĕ очеркенче питĕ уçăмлăн каланă.
Кашни этемĕн сехечĕ хăйне май шаккать, кашни этемĕн кун-çулĕ хăйне май йĕрпе шăвать. А. Ф. Талвир нихăçан та, çынсем çине пăхса, пуçлăхсене юрас, вĕсем каланă пек тăвас тесе ĕçлемен, унăк хăйĕн çирĕпрен те çирĕп пурнăç çиппи, тӳрĕрен те тӳрĕ пурнăç сулĕ пулнă, вăл çул çулпала кукăр-макăра пăрăнмасăр çутă пуласлăхалла утнă. Тен, çавăнпа пулĕ, унăн кулленхи кунĕ-çулĕ пĕрре те çăмăл пулман. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче ырми-канми ĕçленĕ пулсан та, вăл нимле хисеплĕ ят та, преми те илсе курман. Тивĕçлĕ мар çĕртенех ытлашши ятланипе тем тĕрлĕ элек сарнине пĕли-пĕлмен критиксем вĕрентме тăрăшнине вăл сахал мар тӳссе ирттернĕ. Пурĕпĕрех хăйĕн пурнăç çулĕнчен пăрăнман вăл. Пысăк писательсем, тĕнче культуринче йĕр хăварнă çынсем яланах ăна хисепленĕ, вăл çырнă произведенисене пысăка хурса хакланă. Алексей Талвир хайлавĕсене пахаласа, вырăссен паллă писателĕсем Николай Тихонов, Сергей Михалков, Сергей Баруздин, Кузьма Горбунов, Виталий Василевский, Леонид Кудреватых тата пăлхар, чех çыравçисем ырă сăмах сахал мар каланă. Александр Фадеев А. Ф. Талвиран «Пăва çулĕ çинче» повеçне Ф. Гладковăн «Инкеклĕ çул», А. Упитăн «Хура пĕлĕт хушшинчи çутă пайăрки», В. Смирновăн «Тĕнчене уçни» историпе революцие сăнлакан романсемпе пĕрле асăнса пысăк хак парать. Вырăссен паллă критикĕ Александр Власенко пирĕн çыравçăн пĕтĕм пултарулăхне пăхса тухса çапла çырать. «Алексей Талвирăн произведенийĕсем Раççей Федерацийĕнчи халăхсен литератури пысăк çитĕнӳ тунине яр-уççăн кăтартса пама пултараççĕ...» Ку вăл питĕ тĕрĕс хаклани.
Шупашкарта, агрегат заводĕнче, вулакансен конференцийĕнче пĕр инженер тухса калаçни асра юлчĕ.
— Эпĕ — çамрăк инженер, — терĕ вăл хавхаланса, — Хамăн профессипе мухтанатăп, инженер пулма пултарнăшăн савăнатăп. Куншăн кама тав тумалла-ха ман?.. Чи малтан Алексей Филиппович Талвира тав тумалла. Пурнăç манăн, хамăн айванлăха пула, пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çамрăклах тĕрмене лекрĕм. Анчах та Талвирăн «Эсĕ инженер пулатăн» кĕнекине вулани мана çĕнĕ вăй тупма, çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрĕ...
Çакă мар-и-ха ĕнтĕ вăл А. Ф. Талвир произведенийĕсем вулакана кирли çинчен калакан çутă тĕслĕх!..
Талвирпа эпир сахал мар тĕл пулса тем çинчен те калаçнă. — Этемĕн чи лайăх мар енĕ вăл, ман шутпа, сутăнчăклăх, — тетчĕ Алексей Филиппович. — Акă, çапла пулать: икĕ çын пĕрле ĕçлеççĕ, пуласлăхалла пĕрле утаççĕ, йывăрлăхсемпе кĕрешеççĕ. Анчах та чи йывăр самантра вĕсенчен пĕри теприне сутать... Ун пек çын, ман шутпа, нихăçан та телейлĕ пулма пултараймасть... Çакăн çинчен шухăшласа эпĕ пысăк мар философиллĕ роман çырасшăн-ха. Унти ĕçсем хальхи тапхăрта, писательсем хушшинче пулса иртмелле. Прототипĕсем — эпир пĕлекен çынсемех...
А. Ф. Талвирпа тĕл пулса калаçнă кашни самант — хĕвел йал кулса çиçнĕ чĕрĕм пек яланах асра. Те пирĕн шухăшлав йĕрки пĕр пекрех пулнипе, те иксĕмĕре те чылай чухне пурнăçри пĕр пулăмсемех кăсăклантарнипе, эпир унпа кĕтмен çĕртен таçта та тĕл пулаттăмăр. Пĕррехинче Шупашкар ГЭСне тунă çĕрте пĕр ушкăн рабочи куçлăх тăхăннă çынна çавăрса илнĕ те хĕрсе кайсах калаçаççĕ... Лайăхрах пăхрăм та: куçлăхлă çынни Талвир иккен.
— Материал пухма килнĕ пуль тетĕн-и кулса саламларĕ вăл мана. — Çук, материал пухма çеç мар. Ытларах хавхалану çунатлă термен тупма килтĕм. Ĕçри хавхалану пирки тавлашатпăр-ха. Кама кирлĕ вăл ытларах — çак ГЭСа тăвакансене-и, вĕсем çинчен çыракансене-и? Ман шутпа, рабочисем хавхаланса ĕçленине курмастпăр пулсассăн, эпир те санпа иксĕмĕр вĕсем çинчен çĕкленӳллĕн çыраймастпăр...
Шупашкара эпир Талвирпа пĕрле таврăнтăмăр. Çултан инçех те мар Атăл вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртать. «Çапах та мĕн тери сарлака та хăватлă юханшыв вăл Атăл!» — тетĕп хам ăшра.
— Атăла чи малтан хăçан пĕвеленине пĕлетĕн-и? — терĕ Талвир. — Вунулттăмĕш ĕмĕрте. Ун çинчен кивĕ летопиçре хам вуларăм, унсăрăн ĕненес те çук. — Вăл шухăша кайрĕ те унтан хавхалансах малалла калаçма тытăнчĕ. — Этем вăйне тата ĕмĕтне шанмалла пирĕн. Вунулттăмĕш ĕмĕрте Атăла пĕвелекенсем пирки эпĕ час-часах шухăшлатăп. Ун чухне чăвашсен нимле машина та пулман-çке-ха!.. Хĕç пулнă та тимĕр вĕçлĕ çĕмрен. Акапуçне те йывăç тымарĕнчен тунă. Вунулттăмĕш ĕмĕр!.. Çапах та пĕвелеме пултарнă. Хăйсенче вăй тупнă çапах. Пĕлетĕн-и, ун чухне те, хальхи пекех, чи малтанхи кирпĕчне илсе килсе хуракан маттур çын пулнă-çке-ха! Кам-ши вăл? Мĕн ятлă-ши? Пĕлесчĕ! Курасчĕ çав çынна!..
— Çапах та кам пулма пултарнă-ши вăл?
— Пĕр-пĕр чăваш хресченĕ ĕнтĕ. Е çар çынни пулнă. Вĕсем Атăла Чалăм хули тĕлĕнче пĕвелесе лартнă, Атăл тăрăх çаратса çӳрекен ушкуйник-хурахсене чарас тесе. Ун чухне те çынсем Атăла туслăх юханшывĕ тăвас тесе тăрăшнă...
Эпĕ, Атăл çинчи мăн плотина çине пăхса, Патăръелĕнчи Ватулха çырми урлă хывнă чĕнтĕрлĕ кĕпере аса илтĕм. Тен, Алексей Филиппович çав кĕпер çинче шăп та лăп çак Атăла хăçан тата епле пĕвелĕç-ши тесе шухăша кайса тăнă?..
Чĕнтĕрлĕ кĕпер... Алексей Талвир çырнă произведенисене манăн çав чĕнтĕрлĕ кĕперпе танлаштарас килет. Вăл — ыра ята тивĕçлĕ чаплă писатель, вăл, чăнах та, ытарайми хайлавсем çырса, халăх чĕри патне ĕмĕрне манăçми чĕнтĕрлĕ кĕпер хывнă...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...