Купăс
Купăс пĕрмине тăсса ятăм. Куç умне çамрăклăхри çăлтăр куçлă çуллахи каç шуса тухрĕ...
Темрен тăрса юлнă пек, купăса хул хушшине хĕстерсе, лаштра ват йăмраллă уничене вăййа васкатăп. Роза... Курас килет ман ăна. Калаçас килет ман унпа. Ĕнер каç тухăç кăвакаричченех вĕсен вырăсла хапхи умĕнче шăкăл-шăкăл калаçрăмăр. Каç кĕскишĕн пăшăрханнăччĕ те эпĕ.
Купăс çаккине хулпуççи çине çăмăллăн ывăтса ятăм, юрă кĕвви калама пуçларăм. Ман çума Роза пырса тăчĕ.
Шап-шурă çеçкереччĕ
Пӳрт умĕнчи палан... -
юрларĕ вăл.
— Юрă вĕçленсен ташă çемми çине куçрăм. Ташша Йăван Витти вирхĕнсе тухрĕ. Унтан Роза умне пырса тăпăртатрĕ. Роза ташлама пуçласан, ман купăса аяккалла ывăтса ярас килчĕ. Хăвăн чун савнине ху купăс каласа ют каччăпа ташлаттарни ăшă пӳртре телевизор пăхса ларни мар!
Юлашки хут ăсатни пулчĕ çав каç Розăна. Хăйĕнчен çамрăк тесе тиркерĕ-ши ĕнтĕ вăл мана?
Йăван Виттипе Роза туйлă мăшăрланни çинчен ялта пурте калаçрĕç. Çитменнине тата Йăван Витти хăй туйĕнче купăс калама мана киле килсех чĕнчĕ. Чун туртмарĕ те — кайрăм. Акă туй ачисем хĕр парни илме кĕлете кĕчĕç.
Мана та чĕнчĕç. Роза сăнран йăлтах улшăннăччĕ. Ман кăкăр çине хăй тĕрлесе тунă хĕрлĕ чечеклĕ пĕчĕк тутăр çакнă чухне унăн куçĕсем шывланчĕç.
— Ан макăр, — терĕм ăна.
Вăл ман пата кĕтеслĕ пысăк стаканла шурă эрех йăтса пычĕ.
— Ĕç, — терĕ.
Çӳçеннĕ-ши эп ăна ĕçнĕ чухне, çӳçенмен-ши — астумастăп. Роза туйĕнче алран ямасăр купăс каланипе пурне вĕçĕсем кайран хытă ыратрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...