Хурама Иванĕн ĕнепе гармонĕ
Пĕрре кравать çинче выртнă вăхăтра ĕне юрри-варри çиес килсе кайнă Хурама Иванĕн: сĕт, çу, чăкăт, уйран тата ытти те. Анчах ĕне çукки хуплать, качакапа нумаях çиеймĕн. Колхозникăн кун пек нуша çинчен те колхоз правленине пĕлтерме юрать, мĕншĕн тесен, пĕр колхозник килĕ те ĕнесĕр пулмалла мар, ĕне илме правленин пулăшмалла тенине илтнĕ çак Иван.
— Выртасси пуçу, кайса ыйтас-ха правленинчен пулăшу. Тен пулăшĕç ĕне илмешкĕн, — терĕ те тухса сирпĕнтерчĕ правленине
* * *
— Хурама Иванне ĕне илмешкĕн 15 пăт тырă парас, — терĕ правлени.
Ку хыпара илтсен нихăçан хĕпĕртемен хаваслăхпа хĕпĕртесе илчĕ Хурама. Нумая чăсмарĕ вăл хăйĕн ĕнесĕр пурнăçне, туянса та ячĕ.
Акă ĕнеллĕ пулчĕ колхозник Хурама Иванĕ, сĕт-çу çителĕклĕ, мĕншĕн тесен, пĕччен пĕр ĕне сăвать-çке-ха. Анчах йăлăхтарчĕ пулмалла Ивана ĕне юрри-варри, кăçал сутса ячĕ вăл ĕнине.
— Пуян пурнăçпа пурăнса куртăм, тата «культурăллă» пурăнса пăхасчĕ-ха, — терĕ вăл.
Ĕне укçипе «культурăллă» пурăнма кирлĕ хатĕрсем: гармонь, пальто, часы туянса ячĕ.
Пурăнмаллипех «культурăллă» пурăнать Хурама Иванĕ, анчах, кахал пирки юрри-варри текен япаласем çук.
Çапла вăл ĕне укçипе «культурăллă» пурăнма пуçланипе йышлă выльăх-чĕрлĕхшĕн пыракан Сталинла походран уйăрăлса кайса, çамрăк пăрăва пусакан активист Никифоров («Хавас» колхоз, Канаш р.) пек вăл пысăк сиенлĕ ĕç туса хучĕ. Анчах сисмест вăл сиенлĕ ĕç тунине. Сисĕмне гармонне илсе ĕçке кайса çухатнă, теççĕ пĕлекенсем.
Шухăшсем
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...