Пăрлă шыври хĕвел пайăрки


— Люба, пĕлетĕн-и, эпир нихçан та пĕрле пулаймастпăр, Любушка, ăнланатăн-и? — терĕ Марсель куçне ман çине куçарса хуллен.

— Ăнлантăм, çакăн сăлтавĕ эпир расна халăх çыннисем пулнинче тесе каласшăн эсĕ, çапла-и? — кĕç-вĕç макăрса ярасран аран тытăнса тăрса çирĕппĕн ыйтма тăрăшрăм эпĕ.

— Çапла, Люба.

Эпĕ урăхран чарма пултараймарăм хама. Пуç мими хамăн пĕтĕм хăтланăва тĕрĕслеме пăрахнине туйрăм. Шапăрах юхса аннă куççуль витĕр умрах ларакан Марселе те йĕркеллĕ курмастăп. Пуçа сулласа тутана шатăрт çыртрăм. Хам мĕн хăтланнине хам та чухлаймасăр ăна кăкăртан чăмăрпа тĕртĕрĕм те: «Пӳтсĕр ултавçă!» — тесе кăшкăрса ятăм. Вăл мана çавăнтах хайĕн ытамне илчĕ: «Лăплан-ха, Любушка, лăплан...» — тесе пăшăлтатма пуçларĕ.

Хампа хуçа мар ĕнтĕ эпĕ тинех.

— Апла мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана манăн юрату.! Кала-ха, мĕншĕн çавăртăн эсĕ манăн пуçа, Марсель.! Ирсĕр çын эсĕ, такамран та ирсĕр çын...

Вăл мана каллех тем-тем каласа лăплантарчĕ. Анчах та эпĕ ним те илтмерĕм, ним те ăнланмарăм.

— Ах, — терĕм те эпĕ юлашкинчен урайне тĕшĕрĕлсе антăм. Марсель мана çийĕнчех çĕклесе тăратрĕ те кравать çине ларма пулăшрĕ, юхса аннă куççуле шăлса типĕтрĕ.

— Лăплансам, Любушка, тархасшăн, лăплан. Эпĕ сана халь йĕркипе каласа паратăп. Ăнланма тивĕç эсĕ мана. Пĕлсе тăр, эпĕ санпа, Люба, яланах мухтаннă. Эсĕ хăвна тытма пĕлнишĕн те, ăслă канашсем пама пултарнишĕн те, хĕр чысне вараламасăр упранишĕн те. Ăнланатăн-и эсĕ мана, Люба.

Эпĕ, кăштах лăпланнăскер, ун сăмаххине илтрĕм пулин те хирĕç чĕнмерĕм. Ăна куçран пăхса илтĕм те тинех асăрхарăм — Турăçăм, мĕн тарăнăш асап ун куçĕнче! — ăна хăйне те йывăр пулас çапла хумханмасăр калаçма.

— Люба, — илтрĕм унăн пăлхавлă сассине, — ĕненсем мана, эпĕ малтанах, сана тĕл пулсанах, иксĕмĕртен пĕри чăваш та тепри тутар пулни пурнăç çулне пĕрлештерме чăрмантарать тесе пĕрре те шутламан. Ĕненетĕн-и, чĕкеçĕм. Анчах виçĕ эрне каялла эпĕ ялта пултăм... Ну юрать йĕркипех пуçлам-ха.

Манăн шăллăм, Рафаил, салтакран таврăннă-мĕн. Çав ятпа кӳршĕ-арша, тăван-пĕтене пухнă килте. Эпĕ шăпах пухăннă халăх сĕтел хушшинче шавласа ларнă самантра пырса кĕтĕм пӳрте.

— О-о, Марсель! — савăнăçлăн кăшкăрса ячĕç вĕсем эпĕ алăк урати урлă каçнă-каçман.

Шăллăмпа кăштах калаçкаласа ларнă хыççăн пире те, вăйпах тенĕ пек, сĕтел хушшине туртса кĕртрĕç. Ларатпăр çапла сăмах авăрса. Тахăшĕ: «Халь ĕнтĕ Миназия аппапа Экрем абзыйăн икĕ туй та харăс тума юрать» — тесе чышса хучĕ. Рафаил кулкалать, малтан Марселе авлантаратпăр-ха тет. Кăшт хĕрнĕ Руфия акка, аттен аппăшĕ, сиксе тăчĕ те:

«Марсель, — тет, — ах, пирĕн ялта хĕрсем маттур, сана валли пĕрне хамах куçласа хутăм-ха, — тет.

Ман куç умне тӳрех эсĕ тухса тăтăн.

— Руфия аппа, — тетĕп кулкаласа, — манăн хам суйласа хуни те пур. Часах ак илсе килсе паллаштарăп.

— Аван, аван, ывăлăм. Хĕрĕ хамăр тăрăхран-и. — вăлтса ыйтрĕ вăл куçне хĕскелесе.

— Инçетрен мар, чăваш хĕрĕ, — терĕм эпĕ.

— Мĕске-ер. Чăва-аш. — ларнă çĕртен сиксе тăчĕ Руфия аппа. — Экрем, мĕн калаçать сан ачу. Чăваш хĕрне мăсăльман килне илсе кĕрсе ял умĕнче намăс кăтартасшăн-и эс. Йăхра та пулман халиччен унашкалли. Экрем, хăвах ăс патăн-и ачуна е хăех тавçăрнă-и.

Эпĕ нимĕн калама аптăрса тăтăм. Тӳррипе каласан, ĕç-пуç кунашкал çаврăнса тухасса эпĕ нихçан та кĕтмен. Çавăнпа та Руфия аппа тӳрех сиксе ларни анратса ячĕ пулинех. Аттем çине тинкертĕм, вăл та куçĕпе хĕм сапать. Тин çеç ывăлĕсем çине ытарайми пăхса лараканскер, халь, калăн, йӳçĕ пăрăç хыпса янă. Акă вăл хаяррăн çĕкленчĕ, куçĕпе çаплах юнавлăн ман çине тинкерчĕ.

— Ывăлăм, кăларса пăрах ку вылянчăк шухăшна пуçунтан, — сăрхăнтарчĕ вăл шăл витĕр. — Е кăларса пăрахатăн, е алăк урати урлă текех каçмастăн...

Аннеçĕм: «Экрем!» — тесе сиксе тăчĕ те, атте пĕррех пăхса илчĕ ун çине, анне сăмах чĕнмесĕрех каялла пусрăнчĕ.

Ман тĕлĕнĕвĕн те, тарăхăвăн та вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. Пĕр шухăш калама тăратăп та — чĕлхем çыхланать. Тепĕр тĕслĕ сăмах калас тетĕп те — каллех пăтранса каятăп.

— Атте, Руфия аппа, мĕскершĕн эсир çаплах. Эсир ăна курман та вĕт-ха, мĕншĕн çаплах хирĕçлетĕр эсир. Мĕн тунă вăл сире. — терĕм эпĕ аранах сывлăш çаврăса.

— Хă... “Курман”... Мĕн тума курмалла ăна пирĕн? Сана валли тутар хĕрĕ сахал-им? — йĕрĕнчĕклĕн кулчĕ Руфия аппа. — Пăх-ха, “суйласа хунă” иккен вăл...

— Енчен те сана Шаккир абзый ывăлĕн шăпи кĕттĕр тесен илме пултаратăн чăваш хĕрне. Анчах ун чух вара, — атте кăштах пĕкрĕлсе сĕтеле шаккарĕ, — сан аçу та çук, аннӳ те, тăвану-пĕтĕнӳ те...

Анне çине пăхса илтĕм. Мĕскĕн анне чĕри! Епле чăтрĕ-ши вăл? Пĕлетĕп, хăйĕн ачисемшĕн темĕн те тума хатĕрскер, мана чунтан хĕрхенчĕ вăл çак самантра, анчах ĕмĕрне те атте сăмахĕнчен иртсе курманскер, хальхинче те шарламарĕ. Шывланнă куçĕ çеç ман çине каçару ыйтса тинкерчĕ.

Тем самант ларнă сĕтел хушшинче — пĕлместĕп. Пурте шавласа тухса кайсан çеç пуçа çĕклерĕм. Анне мĕлке пек шăппăн сĕтел пуçтарать.

— Анне, эсĕ те ăнланасшăн мар-и мана? — кушăрханă тутана аран хускатрăм эпĕ.

— Ăнланатăп, ывăлăм, ăнланатăп, анчах эсĕ аçуна пĕлетĕн-çке, — çумма ларчĕ анне. — Унăн алли йывăр. Хăваласа кăларса яратех вăл сана, мана вара, мĕнле ывăлсем çуратса патăн тесе кун çути кăтартмасть. Пĕлетĕп эпĕ Экреме. Çирĕм ултă çул хушшинче вăл мĕне пултарнине аван чухлакан пултăм.

Анне ассăн сывласа илчĕ те ман çине хĕрхенĕçлĕн тинкерчĕ.

— Ывăлăм, шанатăп эпĕ сана, енчен те эсĕ арăм тума суйласа илтĕн пулсан япăх хĕр мар-тăр ĕнтĕ вăл. Анчах эсĕ шутласа пăх, телей тупайĕ-ши вăл, эсĕ суйланă хĕр, санпа? Ăна кунта ăшшăн йышăнмĕç — ку пĕрре. Малтанлăха сирĕн юратăвăр вĕри-ха, урăх нимĕн те кирлĕ мар пек туйăнать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çак туйăм сĕврĕлет-çке. Калăпăр, çынсен ачисене аслашшĕ-асламăшĕ юратать. Санăнни патне вара килсе те курăнмаççĕ. Çакă хĕрарăм чун-чĕрине кăшламасть тетĕн-и? Йăнăшатăн, ывăлăм. Сана хăвнах çакăнпа тĕкме пуçлать вăл. Сан аçу-аннӳ апла, капла. Хирĕçӳ пуçланать — ку иккĕ. Виççĕмĕшĕнчен вара — çав юратнă хĕрӳ сана хăçан та пулин пурпĕрех эсех мана телейсĕр турăн, мĕншĕн качча илтĕн мана тесе асăнатех. Туятăн-и, ывăлăм, аçуна хирĕç кайса эсĕ нимĕн те пурнăçлаймастăн. Çавнашкал çын вăл, хăйĕн сăмахĕнчен иртнине каçармасть. Çавăн пекех хăйĕн кинне те, чăваш хĕрĕ пулас тăк, шута хумĕ вăл. Енчен те, Марсель, ăна та, хăвна та ăраскалсăр тăвас килмесен, каласа ăнлантар эсĕ ăна. Сана ăнланма пĕлекенскер пулсан пĕтĕмпех чухлама тивĕç вăл, — каласа пĕтерчĕ те анне тутăр вĕçĕпе куçне шăлса типĕтрĕ, унтан çапла хушса хучĕ: «Сирĕн хушшăрта тӳрлетме май çукки нимĕн те пулса иртмен пуль?»

Эпĕ йывăррăн пуçа çеç пăркаларăм, маншăн вутра та çунма хатĕр аннеме хам çумма çупăрларăм. Аллăм каллех унăн вĕри куççулĕпе йĕпенчĕ.

Марсель калавĕпе калаçайми пулнăскер, пĕр хушă чĕнмесĕр лартăм. Марсель те шарламарĕ. Пыра каллех çăтма çук япала капланса-капланса пычĕ те, шалта темĕнле хĕлĕх татăлса кайнине туйрăм. Хама итлемен куççуль питçăмарти тăрăх аялалла йăрăлтатса чупма пикенчĕ. Марсель çакна асăрхарĕ те аллăмран ярса тытрĕ.

— Ах, Турăçă-ăм!.. Мĕншĕн çакнашкал асап кăтартан мана?! Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши? — кăшкăрса макăрса ятăм эпĕ. — Марселĕ-ĕм!.. Нивушлĕ пирĕн юрату та вăйсăр вара? Савниçĕм, мĕнле пурăнмалла вара сансăр?..

— Чĕкеçĕм, лăплансам, тархасшăн... Мана çăмăл тетĕн-и эс, Люба? Е ман та çавнашкалах макăрма пуçлас-и, Любушка... Эс ăнланма тăрăш-ха, ман сана пурнан пурнăçра телейсĕр тăвас килмест. Ăнланатăн-и, чĕкеçĕм? Мана санăн шăпу шухăшлаттарать, илтетĕн-и?

— Апла пулсан... апла пулсан мĕншĕн ним шелсĕр вылярăн эсĕ ман шăпапа? Эпĕ санран чи малтанах ыйтманччĕ-и вара? «Марсель, — терĕм ун чух, — эпир пĕр халăх ачисем мар. Пирĕн пурнăç çулĕ нихăçан та хĕресленеймест пек туйăнать мана». Эсĕ вара çине тăрсах хирĕçлерĕн, пĕрех сана никама та памастăп, терĕн. Астăватни, Марсель, çак калаçăва? Мĕншĕн-ха, мĕншĕн эсĕ мана çавăн чухнех тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса памарăн? Ах, эсĕ пĕлмен тетĕн-çке... Вара хăвăрăн килте мĕнлерех сывлăш пулнине епле пĕлмен-ха эсĕ, епле туйман? Ах, Марсель, Марсель... Мĕн пулса тухрĕ-ха халĕ капла?

— Любушка, çакнашкалах пысăк чăрмав сиксе тухать тесе эпĕ чăнах нихçан та шутламан. Айăплă эпĕ сан умăнта, Люба, йышăнатăп айăпăма. Хĕм илнĕ юратăва ун чухнех кăкласа тăкмаллачĕ ман. Хăват çитереймерĕм çав, Люба, çийĕнчен эсĕ хăв та çавăн пек хĕмленекен юратупах хуравларăн. Хăват çитереймерĕм...

Каллех чунăм кӳтсе килчĕ. Марсель çакна сисрĕ:

— Любушка, ан татăл-ха ун пекех... Эсĕ манран виçĕ хут лайăххине юратма пуçлăн акă...

— Ах, мĕншĕн ăнланмастăн-ши эс нимĕн те? — тарăхса кайрăм эпĕ. — Нивушлĕ ман чĕрере кашнийĕн валлиех вырăн пур тесе шутлатăн? Марсе-ель, мĕнле хăятăн эсĕ ун пек шутлама?

— Люба... Манатăн акă, ĕнен мана...

— Çук, Марсель, каллех ăнланмастăн. Сана юрататăп-çке эпĕ... Илтетĕн-и, сана-а... Никам та кирлĕ мар урăх, ни-кам-та... Илтетĕн-и?

Эпĕ нимĕн тума пĕлмесĕр ура çине сиксе тăтăм, чыхăна-чыхăна ĕсĕклерĕм. Марсель те вырăнтан хăвăрт çĕкленчĕ.

— Шанăçа вĕлертĕн эс, Марсель... Туятăн-и? Вĕ-лер-тĕ-ĕн... Кама ĕненмелле халь, кама-а?..

Ман ĕнтĕ пĕтĕм вăй пĕтсе çитрĕ. Марсель хыçран ачашшăн пырса çупăрланине туйсан пушшех те вăйран кайрăм.

— Люба, савниçĕм... Чĕкеçĕм... Эпир санпа акă мĕн тăвăпăр, тусăм, килĕшетĕн-тĕк, тăруках тĕл пулма пăрахмастпăр, а, Люба?! Эсĕ хирĕçлемесен эпĕ сан пата, Любушка, хăнана пырса çӳрĕп, юрать-и? Пĕлетĕн-и, ман сана нимĕн каламасăр çеç пурăнас килмерĕ. Пурăна-киле ак вара манран эсĕ хăвах сивĕнетĕн. Ну, Любушка, лăплантăн-и?

Вăл вут пек вĕри аллипе пилĕкрен сĕртĕнчĕ те урари вăй чакса-чакса пынине туйрăм. Тути тем самантра мăйран перĕнсе пĕçертрĕ. Эпĕ вăйран кайса: «Ах... Марсе-ель...» — терĕм те урайнелле тĕшĕрĕлтĕм. Вăл мана ӳкме памарĕ, çĕклесе илсе кравать çине лартрĕ. Эпĕ, хам мĕн тунине ăнланми пулнăскер, икĕ аллăмпа ăна мăйран ыталаса ун çумне лăпчăнтăм.

— Люба, савниçĕм... Ан йĕрсем, чĕкеçĕм... Мана та йывăр-çке, Любушка... Ну, ан макăрсам, тархасшăн... — вăл мана татти-сыпписĕр чуп тума пуçларĕ.

Эпĕ куççульпе чыхăнса кайрăм. Пĕтĕм кĕлеткемре лĕм вăй та юлмарĕ. Вăл хуçа халь манпа, вăл, урăх никам та мар... Хуть мĕн тутăр вăл манпа, пĕртте чарассăм çук. Пĕвĕм-сийĕмре пĕр татăк тумтир юлмиччен салтăнтарса пăрахсан та пĕр хусканупа та хирĕçлемен пулăттăм. Марсель манпа мĕн пулса иртнине тавçăраймасан та кĕлеткем ытти чухнехинчен парăнăçлă пулнине аван туйрĕ ĕнтĕ. Антăха-антăха питрен, куçран, тутаран, мăйран чуптурĕ, пĕр вĕçĕмсĕр «савниçĕм, юратăвăм», тесе пăшăлтатрĕ, «Ыратуллă, асаплă юрату! Çакнашкал юратупа савмаллачĕ-и пирĕн пĕр-пĕрне? Турăçăм, ăçта тĕрĕслĕх?» — кăшкăрса макăрчĕ чунăм. Питĕм куççульпе çăвăнчĕ. Марсель тăварлă тумламсене чуптăва-чуптăва типĕтрĕ. «Марсель, чунăмçăм, юрататăп эпĕ сана... Илтетĕн-и? Марселĕм?.. — пăшăлтатрĕ хама илтеме пăрахнă тутам. Ĕнтĕ унăн алли ӳтĕме пур çĕртен те кăвар пек пĕçертрĕ. «Кама валли упранă эпĕ тасалăхăма?.. Илтĕр, пĕтĕмпех вăл илтĕр, ăна пултăр манăн чыслăхăм, хĕрлĕхĕм...», — вĕлтлетсе илчĕ сасартăк пуçра шухăш. Çук, ку мĕне пĕлтернине те йĕркеллĕ ăнланса ĕлкĕреймерĕм, вăл тĕкĕнмен блузка тӳмисене хам аллăмпах вĕçертме пикентĕм. «Любушка-а-а»... илтрĕм ун ухмаха ересле пăшăлтатăвне. Унтан... Унтан питĕм çине ун куççулĕ шапăрах тумланине туйрăм.

«Марсель,.. Санăн эпĕ, Марсель... Илтетĕн-и, савниçĕм, са-анăн...» — терĕм каллех пăшăлтатса.

Мĕншĕн çапла таранах асапланмалла пирĕн? Пултăр мĕн пуласси! Унăн алли те хăйне итлеме пăрахрĕ пулмалла, кĕлеткем тăрăх пĕтĕм ăс-пуçа арпаштарса чупма пуçларĕ. Блузка тахăш тĕлтен çатăрт туса çурăлчĕ те, Марсель тинех: «Лю-юба, Лю-юбушка... Каçарсам...» — тесе тăпланса ларчĕ, васкаса манăн блузкăна тӳмелеме тытăнчĕ.

— Любушка, эсĕ çак таранччен хăвăн чысна йĕркеллĕ упрама пултарнине, паян çакăн пек уйрăлмалла пулса тухнă хыççăн, санăн туйăмлăхупа усă курса ăна ним шелсĕр таптама хăват çитерейместĕпех. Люба, пултараймастăп тасалăха вараласа хăварма. Ăнланатăн-и, Любушка?.. Сан качча каймалла... Эсĕ кайран ĕмрипех мана çак самантшăн ӳпкелесе пурăнăн...

Эпĕ ĕнтĕ лăпланса çитрĕм. Тăрса лартăм та ун çумне сĕвентĕм.

— Марселĕм, эсĕ тахçан манăн хĕрлĕхе татасшăн пулнăччĕ. Астăватăн-и?

— Любушка... Юратнипе-çке эпĕ. Анчах эсĕ ху маттур пултăн. Кăмăлу çирĕп санăн. Сана эпĕ халь çавăншăн тем пекех тав тăватăп. Хăвăн чысна ӳкерменшĕн, Люба, пĕр эсĕ кăна тава тивĕçлĕ... Чĕкеçĕм, каçар мана пуриншĕн те, сана телейлĕ тăвайманшăн та, чĕрери юратăва пăхмасăр уйрăлма тивнишĕн те, хамăн мăшăрăм тăвайманшăн та...

Марсель мана хăй çумне чăмăртаса тытрĕ, унăн карланки кăлт-кăлт сиккелерĕ, шăлне хытарса çыртнипе-ши — янах шăмми туртăна-туртăна илчĕ. Ун питçăмартийĕ тăрăх икĕ çутă тумлам йăлтăртатса чупса анчĕ...

Чылайччен ĕсĕклерĕ вăл мана хăй çумне çупăрласа. Эпĕ нимĕн калама аптăраса лартăм. Пушă-пушă ман чунра. Нимĕн те çук. Малтан йăлтăр çуталса та илĕртсе тăнă ĕмĕтсем сарăмсăр сӳннĕ. Йĕрри-палли те юлман. Мĕн тума килсе лекнĕ эпĕ кунта тенĕн, пӳлĕм ăшчиккине сӳрĕккĕн пăхса çаврăнтăм. Паçăрах вĕресе тухса халь ĕнтĕ сивĕнме те ĕлкĕрнĕ чейник сĕтел çинче ытла та тăлăххăн ларать. Куçăма стена çумне меллештерсе хунă çӳлĕк çине куçартăм та савнă çыннăмăн сăнӳкерчĕкĕ тĕлĕнче чарăнса тăтăм. Марсель кăшт куларах, тӳлек пăхса ларать. Пĕтĕмпех, пĕтĕмпех хаклă, çывăх. Кĕпи çинчи тӳми таранчченех çывăх!

— Марсель, — терĕм шăппăн, — манăн юлашки ыйтăва пурнăçлăн-и?

Те «юлашки» тенĕрен, кăрт! туртăнса илчĕ вăл.

— Пурнăçлатăп, паллах... Кала, мĕнле ыйту?

— Астăватăн-и, эсĕ: «Сăнӳкерчĕк парнелени — уйрăлассине пĕлтерет», — тенĕччĕ. Эпир халь уйрăлатпăр ĕнтĕ, парнеле эсĕ ăна мана, — ыйтрăм эпĕ ăна шывланнă куçĕнчен пăхса.

Çук-ха, çаплах-ха, çаплах ĕненес килмест хам савнă çыннăмран ĕмĕрлĕхе уйрăлнине. Çаплипех эпĕ темĕн кĕтсе тинкеретĕп. Акă вăл кулса ярать те мана пилĕкрен ыталаса тытса çатăр хăй çумне чăмăртать. «Савниçĕм, Лю-юбушка, — тет, — шӳтлерĕм-çке эпĕ, Юратăвăм. Эсĕ вара ĕнентĕн-и, айванскерĕм?» Анчах ку — ман шухăш кăна çав. Марсель ав çӳлĕк çинчен сăнӳкерчĕкне илсе çӳхе хутпа чĕркеме пикенчĕ. Пĕтнĕ! Пĕтĕмпех вĕçленнĕ! Турăçăм! Эпех-и çак пӳлĕмре? Марселех-и ку ман умра тăраканни? Ах, ĕненессĕм килмест. Анчах пурнăç юмах мар. Турăçăм! Пурах-и çакăн хыççăн юрату? Пур тăк тавăрсам пĕтĕмпех каялла! Мĕншĕн чĕнместĕн эсĕ, Турăçăм?!.

 

IX

Ырă пуласлăха, телее шанса тĕрекленнĕ çунатăмсем шатăрах хуçăлчĕç. Мĕншĕн вĕçмелле, камшăн пурăнмалла? Телейлĕ юрату... Пур-и вăл çĕр çинче, мĕнлерех пулать вăл? Çĕр тĕрлĕ ыйту пуçăмра, йĕркеллĕ хурав çук. Кунĕ-кунĕпе мĕлке пек шуса çӳретĕп. Кăмăл иртен пуçласа каçччен ӳрĕк-сӳрĕк. Пуçра шухăшсем, шухăшсем. Кĕрхи çумăр пĕлĕчĕсем евĕрлех ăмăр. Пуçа йывăрлатаççĕ, сăн-пите тĕксĕмлетеççĕ. Юлашки хут хăçан кулнă-ши эпĕ? Марсельпе уйрăлнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Маншăн ĕнтĕ чунтан ахăлтатса куласси чăтма çук йывăр япала пулса тăчĕ. Ахăлтатса куласси çеç-и. Тута хĕррипе кăштах йăлкăшса илесси те ют. Чунăмра тăвăр, тăвăр тата тӳсейми тунсăх, Марсель унтанпа ман патăма икĕ хутчен килсе кайни те тĕлĕкри евĕр туйăнать. Эй, асаплă та йывăр тĕлпулу! Икĕ чĕре нихăçан та пĕрле пулаяс çуккине пĕлсе тăрсах тĕл пулнинчен асапли тата мĕн пур-ши тĕнчере?

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: