Чĕркуççи чĕтрет
Кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр иртет. Малтан пĕчĕк сивĕлĕх, кайран çил-тăман, тата тепĕртакран çил-тăвăл чуна çавăрса илет. Кăмака хутнă чух типĕ вутă пулсан, кăштах шăрпăка чĕрт кăна кăмакари вутă калаçса шавласа çунма пуçлать. Çемье пурнăçĕ те çавăн пекех. Шăрпăкĕ алра, вутти типĕ пулсан вут хутма йывăр мар. Анчах та кайран мĕн пулĕ? Икĕ юратакан чун пĕр пĕринчен сивĕнĕ, кайран, кĕл пуçтарса вутă тума май килмĕ. Темшĕн нумайăшĕ çакна ăнланасшăн мар.
Эпĕ юрату ташшине ташланă чух хĕрарăм çинçе мăйĕнче икĕ тур паллине асăрхарăм. “Телейсĕр мар, эс тăванăм. Сан кулянмалли нимĕн те çук, — терĕç пуçри шухăшсем, каллех кĕлетки хăй ĕçне малалла тăсрĕ.
Мĕн чул тăсăлчĕ-ши ик чун вылявĕ, никам та вăхăт çине пăхман, анчах Хусанта çирĕм минут чарăнса поезд малалла çул тытнине иксĕмĕр те асăрхамарăмăр.
Манăн та хĕрарăмăн та ал-ури, тути, куç-пуçĕ — пĕтĕм кĕлетки пĕр пĕрне парăнма тăрăшрĕ. Çӳç пĕрчирен пуçласа ура тупанĕ патне çитиччен юрату туйăмĕ вылярĕ.
Юрату вăййи тăсăлчĕ, тăсăлчĕ. Светăн мăй çинче кăна мар, кăвапи çинче те тур палли пур иккен, сулахай енчи пилĕкĕнче те тур паллипе пуян, чĕркуççирен çӳлерех, сулахай уринче тата икĕ тур палли...
Мĕнле чăтрĕ алă çулхи чĕре, кун пекки кашни хĕрарăмпа пулсан — чун виç-тăват хĕрарăм хыççăнах леш тĕнчене сана пăрахса каять.
Каллех, пĕрремĕш юрату ташшинчи пекех пĕр вăхăтра пĕр пĕрне хăват шĕвекĕсемпе пĕрĕхсен, иксĕмĕр те мунчара тарланă хыççăнхи пек хашлатса кахаллăн айлатса темиçе самант уйрăмăн выртрăмăр. Эпĕ те, тен Светă та çак вăхăтра телей шайĕ çакăннинче ытла пултарайманнине туйрăмăр. Пуç темле ăнланмалла мар шавсем йышăна пуçларĕ, хама çăтмахри пек туйрăм.
Тĕрĕс мар, сивĕ хĕрарăм, туйăмсăр арçын пур тени. Кунта, ман шухăшпа урăх сăлтав. Эпир калаçура шутламасăр сăмахсем персе яни. Манăн пĕррехинче çакăн пек ĕç пулса тухрĕ. Эпĕ пĕр хĕрарăмпа. Паллах, арçынăн мĕнле тĕллев, чиперккене парăнтарасси. Питĕ йĕркеллĕ, таса вырăнта, никам та пĕлмен çĕрте — нимĕн те кулянмалли çук.
Пуçламăшĕ питĕ лайăх пулчĕ. Кăмăлсем иксĕмĕрĕн те савăнăçлă, шухăшсем пĕр пек — юрату вăййине вылясси. Каларăм-çке, кинори пек пырать. Анчах та салантăмăр кăна, ман хĕрарăм пĕр предложени кăна каларĕ, ман хăват таçта кайрĕ, пурнăç тĕрекĕ çиçĕм пек хăвăрт шанса кайрĕ. Сăмахĕсене халĕ те ас тăватăп. «Эпĕ вуçех те телейлĕ мар, манăн çăвăнма та вăхăт çук»...
Намăс куртăм вара. Хамах айăплă пулĕ çав, мĕншĕн çав самантра хĕрарăма пуçпа итлемелле. Пуçпа юрату туйăмĕ пĕр шухăшлă пулма пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен пуç шухăшĕн ăс психологийĕ, юрату туйăмĕ вăл инстинкт.
Света нумай хушши куçне ниçта хускатмасăр пĕр çĕрелле пăхса выртрĕ. Аякран пăхсан, темле хуравламалла мар ыйтусене хуравлама тăрăшать тейĕн. Чăннипех çамрăк хĕрарăм хăй умне тĕрлĕ ыйтусем лартрĕ: Мĕнле майпа çак çамрăк мар арçынпа тепĕр хут тĕл пулма май килĕ-ши? Мĕншĕн Çĕпĕр таран ар çын шырама каймалла? Нивуштă ман илемлĕх арçына хăмăт тăхăнтартма пултараймасть? Мана вăл авланни кирлĕ мар, мана валли пĕр-ик эрнере тĕл пулни те çитет? Çитет-ли? Çитет, Света, çитет.
Света арçын çине вăрттăн вăл асăрхамалла мар пăхрĕ, унпа юнашар анчах пĕтĕм чунне парса юратнă çын хашкаса выртать. “Чăннипех мана телей парас тесе тăрăшрĕ курăнать Миша, аран-аран сывлать, — шухăшларĕ çамрăк хĕрарăм. — Пăх-ха, икĕ хут пĕр çĕр хушшинче юратма пултарчĕ çур ĕмĕрти ар, тата пĕр вăхăтра пĕр-пĕрне пĕрĕхтертĕмĕр. Кун пек туйăм та пур иккен. Урăх хĕрарăма мĕн кирлĕ. Нивуштă мана валли уйăхра пĕр-икĕ хут та пулин вăхăт тупаймасть? Çук, вăл тухсан, тепĕр чарăнурах каялла билет илетĕп.
Мана паянхи юрату питĕ кăмăла кайрĕ. Кун пек чун парса тахçанах никама та юратманччĕ. Арăмпа юрату каçĕсем час-часах пулкаланă-ха, анчах та темиçе хут хăпарма — кахаллăх кансĕрленĕ-çке. Тата ăçта васкас, арăм вăл манăн, мĕн пĕр каçрах темиçе хут, ыран та вăхăт тупма пулать. Юнашар вĕт. Ку çамрăк хĕрарăм — намăс курас килмест. “Миша, эсĕ суçтеретĕн, Света сана кăмăла кайрĕ вĕт-ха, — шăппăн юнашар выртакан хĕрарăм ан илттĕр тесе-ши, каларĕ шалти сасă.- Тĕрĕс, çамрăк хĕр арăм манна питĕ кăмăла кайрĕ, — тавлашмарăм шалти сасăпа. — Апла пулсан вăл ăçта пурннине ыйт, тен тепĕр хут тĕл пулма тӳр килĕ, — мана сĕнӳ пачĕ çав сассах. — Арăма кӳрентерес килмест, эпĕ ăна питĕ юрататăп, — терĕм ăна хирĕç. — Эсĕ каласшăн, урăх нимле хĕрарăмпа та тĕл пулмастăп тесе, çапла-и, — тăрăхласа малалла тăсрĕ шалти сасă. — Ун пек пулсан, килĕшетĕп. Енчен те санаторинче никампа та тĕл пулмастăн пулсан, киле таврăнсан юратнă мăшăрпа кăна кунпа çĕр иртеретĕн тăк, юрать. Маттур.
Эпĕ шалти сасăн сăмахĕсем хыççăн шухăша кайрăм. Кăштах вăй пур чух, пурнăç тĕрекĕ хускалнă чух — мĕнле хĕрарăм çине пăхма пăрахăн. Ун пек пурнăçсем кайсан санатори мĕн тума кирлĕ, пурăн хăвăн пахчунта купăста ӳстерсе. Çук, шалти сасă, юратма пăрахас марччĕ. Тен чăннипех Светăран адрес ыйтмалла. Эпĕ Света еннелле çаврăнтăм та: “Света, эсĕ Çĕпĕртен таврăнсан, ăçта чарăнатăн, сан хăваттер пур-и?-тесе ыйтрăм. Света ман еннелле çаврăнса савăнăçлăн, ку ыйтăва тахçаннах кĕтнĕ тейĕн: “Миклухо-Маклай урамĕнче, вун иккĕмĕш çуртра, — терĕ. -Çурчĕсенче хăваттерсем те пур пулĕ, — хăваттер номерне каламан пирки ыйтрăм малалла. — Çук, уйрăм çурт, — хуравларĕ çамрăк хĕрарăм.
Куçсем каллех тĕл пулчĕç. Халĕ вара темле ывăннăн мар, çĕнĕ туйăмпа, шанчăкпа. Света ăнланчĕ, Мишăпа тепĕр хут тĕл пулаççех. Эпĕ те чунра темле сутăнчăк туйăм çуралнине туйрăм. «Эх, Миша, Миша! Çак чиперккепе арăмна улăштарăн-ши?»
Çакăн хыççăн эпĕ ура çине Светăран малтан сиксе тăтăм. Хăвăрт тăнăран-ши, е хытă ывăннăран чĕре патĕнчен йĕппе чикнĕн туйрăм. «Ай», — тесе каялла хăвăрттăн авăнса антăм. «Сана мĕн пулчĕ?» — мана ыталаса ларма пулăшрĕ Света. — Чĕре, — терĕм аран-аран çамрăк хĕрарăма. Темиçе минут пĕр пĕринпе ыталанса ларнă хыççăн чĕре ыратма пăрахрĕ. Эпĕ васкамасăр ура çине тăтăм. Ой-ой-ой, мĕн пулчĕ? Ман кĕлетке ăнланмалла мар хускалать, чĕркуççийĕ вара çĕрĕпе эрех ĕçнĕ хыççăн алă чĕтренĕ пек чĕтрет.
Урăх, мĕн Чиберкуле çитиченех юрату туйăмĕ çуралмарĕ. Мĕн çуралмарĕ. Хытă ывăннă курăнать, иксĕмĕр те вăранмасăр вилнĕ пек çывăрса кайнă. Мĕнле туалета кайса тасалма вăй çитрĕ?
Маша проводник, кирлĕ вырăна çитесси пĕр сехет юлсан мана вăратрĕ. Çамрăк хĕрарăм та манпа пĕрле вăранчĕ. Сехет çине пăхрăм та — вунпĕр сехет. «Каçхине-и, е ирхине», — ыйтрăм ним шухăшламасăр проводникран. — «Кăнтăрла, кăнтăрла», — кулса хуравларĕ Маша пĕрре ман çине, тепре Света çине пăхса. Вăл эпир пĕрле мĕнле ĕçсем тунине пĕлнине унăн куçĕ тăрăх пĕлтĕмĕр. Света пичĕ кăшт хĕрелнĕн туйăнчĕ. Манăн та вăтану туйăмĕ çуралчĕ пулмалла — пит пĕçертме пуçларĕ. — Тӳшек çиттисене, ал шăлине пĕрремĕш купене килсе парăр, — терĕ ыррăн проводник. — Халех, — хуравларăм эпĕ те кулса.
Проводник тухсан, эпĕ васкамасăр çăвăнтăм, кăштах апатлăнтăм. Мĕн апатланни, килти кукăльпе чей ĕçрĕм те çитет. Вара купе пуянлăхне каланă купене йăтса тухрăм. Ку хулара эпĕ пĕчченех тухатăп иккен. Проводник ман япаласене тĕрĕсленĕ хыççăн мана билет тавăрса пачĕ. «Маттур, çамрăк мар пулсан та çамрăк хĕрарăма хашкаттарса кăшкăртартăн», — терĕ сывпуллашас умĕн проводник Маша.
Куперен тухас умĕн Светăна тутаран чуп турăм та «Тепре тĕл пуличчен», — тесе васкаса тамбур еннелле уттартăм.
Кăнтăрлахи кĕрхи Урал çилĕ мана ăшах мар аллисемпе çупăрларĕ. «Килĕрех», — терĕç шăхăрса çил ачисем мана санатори еннелле çул кăтартса.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...