Намăс çурчĕ
Офисран тухсан Таланов ĕç кунĕ вĕçлениччен обходной лист çине пĕр-ик çĕрте те пулин алă пустарасчĕ тесе института васкарĕ. Чечеков ĕçлекен кафедрăна кĕрсе пăхрĕ. Командировкăран килмен терĕç. Варук аппа патне ыран та кайса пăхăп-ха тесе киле васкарĕ. Амăшне лăплантармалла вĕт-ха. Пĕчĕк чух пĕчĕк хуйхă, ӳссен вара пысăкки.
Канăçсăр каç. Сывăрма выртсан пуçра шухăш хĕвĕшме пăрахмарĕ. Саккунĕ пур-ха, анчах ăна пурнăçа кĕртме çăмăл мар. Тĕрĕслĕх хуçаланаймасть. Ĕç кун пек ытла вăраха кайма пултарать. Тен, суда памалла мар-ши? Мĕншĕн хула пуçлăхĕ умĕнче çав тери турхасласа çӳремелле вара. Чечеков килтĕр-ха. Савăнпа калаçса пăхасчĕ.
Варук аппа патне пырса çӳрекен никамах та çуккине пĕрле выртакансем чухлаççĕ ĕнтĕ. Тен, çавăнпах Таланова вĕсем те хапăл тусах кĕтсе илеççĕ, ун умĕнче Варук аппана хавхалантаракан сăмахсем калаççĕ. Ырă сăмах вăл тепĕр чухне эмелрен те пахарах. «Маттур вăл. Кун пек вăй илсе пырсан тепрер кунтан ак ташласа та кăтартĕ», — теççĕ. Паян кăна вырнаçнă чиперкке кăна мĕн пулса иртнине тимлĕн пăхса выртать, сăмах чĕнмест. Ялтан килнĕ ватăсемпе тунсăх ĕнтĕ ăна. Мĕн тăвăн, сывлăха тӳрлетес тесен чăтмалла...
Вăхăт шăвать. Сывăрма выртас умĕн яланхи пекех сестра кĕре-кĕре тухрĕ, эмел пачĕ. Варук аппа вара хăй ыйтсах çывăрттарса яракан укол тутарчĕ. Тавралăх шăпланчĕ. Харлаттарса çывăракансем кăна пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Паллă ĕнтĕ, хăйсем çакна пачах та сисмеççĕ. Сывăрманнисемшĕн вара?..
Сурçĕр тĕлнелле леш чиперкке тăчĕ те йăпшăнса утса алăка кăшт кăна уçса коридоралла пăхрĕ. Сестра та канма выртнă иккен. Вара вăл пĕчĕк сумкине илчĕ те туалета кайрĕ. Кĕрсенех алăкне çаклатрĕ те темле ампулăна уçса шĕвекне шприца сăрăхтарчĕ. Пушă ампулине форточкăран печĕ. Шприца сумкине чикрĕ те палатăна таврăнчĕ. Кăштах выртсан тарăн ыйха путнă Варук аппана çара пĕççинчен укол турĕ. Лешĕ кăштах йăшăлтатса илчĕ те лăпланчĕ. Ку вара каллех туалета кайрĕ те шприцне форточкăран вăркăнтарчĕ...
Ирхине сестра градусниксем йăтса кĕчĕ, Варук аппана та парас терĕ, анчах лешĕ нимĕн те шарламарĕ. Сестра аллине тытса пăхрĕ. Сивĕнме пуçланă иккен. Пурте Варук аппа патне пырса тăчĕç. Леш çамрăкки те вĕсемпех. Кĕçех илсе тухса кайрĕç. Морга ĕнтĕ. Çапла вĕçленчĕ Варук аппан нушаллă пурнăçĕ. Телей мĕнлине тутанса кураймарĕ тесен те юрать.
Варук аппа пирки Таланова пĕлтерчĕç. Лешĕ вара яла телеграмма ячĕ. Тăванĕсем часах çитрĕç, яла пытаратпăр терĕç. Пит çывăх тăвансемех те мар вĕт-ха: ашшĕн аппăшĕн ачин ачисем. Апла пулин те вилĕ пытарнă чухне пурте кар! тăчĕç. Чăвашăн ырă йăли ĕнтĕ. Таланов та вĕсемпе пĕрлех пулчĕ. Асăну апачĕ вăхăтĕнче ял-йыша Морсковсем çинчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Нимĕн те пĕлмеççĕ иккен вĕсем. Варук аппа та шарламан.
Тепĕр темиçе кунтан Таланов çыру илчĕ. Хула администрацинчен леш хутсене чиксе янă, сăлтавне те пĕлтернĕ: заявлени çыраканĕ вилнине пула тавăрса паратпăр тенĕ. Сак кăткăс ыйтăва Варук аппа вилĕмĕ татса пачĕ иккен. Ашшĕ килне кĕрсе кураймарĕ. Анчах çак ĕçре темле иккĕленӳ пур пек. Нивушлĕ Варук аппа сывлăхне асăрхаса тăракансем Талановсăр пуçне татах пулнă? Мĕншĕн-ха Варук аппа çав тери сасартăк вилсе выртрĕ?
Таланов чăтса тăраймарĕ, каллех Морсковсен çурчĕ патне кайрĕ. Кĕске вăхăтрах юсаса пĕтернĕ иккен, илемлĕн курăнса ларать. Кунта халь пуян усламçăсен кану вырăнĕ: бильярд, рулетка, массаж, мунча, ĕçмелли-çимелли, выртса канмалли пӳлĕмсем... Паллах, пурне те кĕртмеççĕ, чи çывăххисене кăна. Хытă сыхлаççĕ. Суртне тытса тăраканĕ «Ватиг» фирма шутланать иккен. Урăхла каласассăн хула пуçлăхĕ пулăшнипе суту-илӳ ĕçне хăйсен аллине илнĕскерсем.
Нивушлĕ демократи юхăмĕ çаксен ырлăхĕшĕн кăна пулчĕ? Таланов каллех Профессор сăмахне аса илчĕ...
* * *
Пĕлӳ пек вăйлă япала çук та пулĕ: чун хăватне çĕклет, хăюлăх çуратать, ирĕклĕх патне çывхартать. Тепĕр чух вара пĕлменни лайăхрах та пек. Ун пек çын хăйне канлĕрех те туять. Нумай пĕлекенĕн пуçне шухăш ыраттарать. Талановпа та çапла пулса тухрĕ. Ăна халĕ хулари лару-тăру канăç памасть. Тен, çавăнпах наци конгресне çывăхрах пулма тăрăшрĕ, вăл ирттерекен митингсемпе пикетсене те хутшăнчĕ. Ăслă та хăюллă чăвашсем Шупашкарта чылай иккен. Тăрăшаççĕ вĕсем, тăван халăха пулăшас ĕçе анлăрах сарасшăн вăй хураççĕ. Тĕп тĕллевне те пытармаççĕ: чăвашсен Шупашкара çĕнсе илмелле. Халлĕхе вăл тĕп халăх аллинче мар-ха.
Сак шухăш Таланова та самаях кăсăклантарать. Чăнах та, мĕншĕн çапла пулса пырать-ха: хулара ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, анчах та ун пуçлăхĕ те, çумĕсем те пурте тенĕ пекех урăх халăх çыннисем. Чăвашсем çукпа пĕрех. Йĕркеллĕ япала мар ĕнтĕ çакă. Чăн-чăн чăваш чĕрине хытах ыраттарать.
Акă паян та радиопа ĕнерхи пекех хула пуçлăхне ырлаççĕ, вăл тунă кашни утăм пирки мухтаса калаçаççĕ. Анчах ун ырлăхĕ Шанхая çитеймест. Кунта пурăнакан пиншер çын пирки никам та нимĕн те шутламасть. Сыннисем те шанăçа çухатнă, нимех те шарламаççĕ. «Макăрман ачана чĕчĕ памаççĕ», — тенине те маннă.
Тĕлĕнмелле çын иккен вăл чăваш: пĕрре пăхсассăн вăйлă пек те курăнать, пăхăнманлăх та пур пек. Чиновниксене пуç çапса çӳриччен тытать те хăй аллипе пӳрт лартать. «Эсир хваттер паманнишĕнех Шупашкартан тухса каймăп-ха», — тесшĕн ĕнтĕ. Сав хушăрах айванлăхĕ те пур. Телей сăрчĕ çинелле пĕчченех тапалашать. Пĕрне-пĕри кар! тăрса хӳтĕлесси сахалрах. Нимери туслăх наци шайне çĕкленеймест. «Йышлăн вĕт-ха эпир, анчах хамăр сасса пуçлăхсене илттерейместпĕр, — пăшăрханса утрĕ Таланов хăйсен пылчăклă та çӳп-çаплă урамĕпе. — Мĕнле кăмăлпа пурăнаççĕ-ши çакăнти çынсем?»
Сакна пĕлес тесе вăл чылай çынпа тĕл пулса калаçрĕ, кĕркелесе те тухрĕ. Пурте тенĕ пекех вăхăтлăха тесе кăна килсе кĕнĕ иккен. Халĕ те çав туйăмпах пурăнаççĕ. Вуншар, вун-пилĕкшер çул кĕтеççĕ пулсассăн та вĕсен ăшĕнче вăхăтлăх туйăмĕ хуçаланма пăрахман-ха. Чи илемлĕ те çамрăк çулсене çакăнта пурăнса ирттерсен те хăйсен прависене хӳтĕлес тĕллевпе пуçтарăнса калаçман. Ĕçлекен çынсемех вĕт-ха, çурт тăваççĕ, асфальт сараççĕ, пир тĕртеççĕ... «Пуху ирттермелле, пуху, — татăклăн каласа хучĕ ăшра Таланов. — Анчах пухăнĕç-ши?
Тен, пуху хыççăн концерт пулать тесе пĕлтермелле мар-ши?» Çапла турĕ те. Наци конгресĕ пулăшнипе юрăçсене те илсе пычĕ. Таланов сĕннипе кашни урамран пĕрер çын суйласа поселок хуралĕ туса хучĕç. Старостине Таланова суйларĕç.
— Хуралĕ пулчĕ-ха, пӳрчĕ тата ăçта? — ыйтрĕ пĕри.
— Хурал пӳрчĕ кирлех ĕнтĕ. Тен, çавăнта, çунса кайнă кил вырăнне лартма май пулмĕ-ши? — сас пачĕ тепри. — Кашни икшер хăма илсе килсен те пĕр пӳртлĕх пухăнатех.
Сак шухăшпа пурте килĕшрĕç.
Концерчĕ пирки вара каламалли те çук. Питĕ хавасланса йышăнчĕç. Аллисене шеллемерĕç, тăвăллăн çупрĕç. Ертсе пыраканĕ те тавçăруллăскер пулчĕ, юрăсем вĕçленсен маларах тухса тăчĕ те вăрăмах мар прозăлла сăвă каласа пачĕ:
Шупашкарăм, ватă Шупашкарăм, сан çине пăхса шухăша эп кайрăм. Пĕр сăртран пăхатăп, саншăн савăнатăп, тепринчен пăхатăп — кăштах кулянатăп. Яту инçе кайрĕ, чапу та сан пур, урамусем капăр, çыннусем маттур.
Савăнтах сăнатăп тунсăх çынсене, вĕт хăмаран тунă пĕчĕк çуртсене. Сакăнта пурăнаççĕ ĕçчен чăвашсем: пир тĕртекенсем, çурт çĕклекенсем, хулана шăлса, йывăçсем лартса сăн паракансем. Сакăнта ӳсеççĕ, уроксем тăваççĕ пĕчĕк чăвашсем. Сав килсенче пултăм шкул ĕçĕпеле, калаçма пикентĕм чĕрем хушнипе. Калаçу пулмарĕ, сăмах тупăнмарĕ, пуçăма çеç хыттăн шухăш чăмăртарĕ.
— Пирĕн çинчен вĕт-ха ку. Кам çапла çырнă вара. Авторĕ кам? — ыйтрĕ пĕри.
— Сакна çыраканĕ сирĕн хушăрах вăл, Тимĕр Таланов, — терĕ концерта йĕркелесе пыраканĕ.
Тепĕр хут алă çупрĕç. Таланов мала тухса тăчĕ те пурне те тав турĕ, унтан:
— Шупашкар вăл пĕтĕм чăвашсен тĕп хули. Эпир ăна юрататпăр, японецсем Токиона, французсем Парижа юратнинчен нимĕн чухлĕ те кая мар. Анчах та хамăр хулари йĕркесемпе килĕшме пултараймастпăр, — терĕ пухура каланă шухăшсене тепĕр хут çирĕплетсе. Унтан вăл артистсене тав турĕ, татах килсе çӳреме ыйтрĕ.
— Хурал пӳрчĕ лартсассăн, тен, хĕлле те килĕпĕр, — терĕ асли.
Чăнах та тепĕр куннех çынсем хурал пӳрчĕ валли хатĕрленӳ ĕçне пуçăнчĕç. Суррине яхăн кăмрăкланнă кивĕ çурта пăсса лайăх хăмисене суйласа илчĕç, йĕри-тавралăха шăлса тасатрĕç. Ĕç вĕресе тăнă вăхăтра çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Виççĕн тухрĕç. Шанхай «авторитечĕпе» юлташĕсем иккен.
— Мĕн тăватăр вара эсир кунта? Кам ирĕк панă? — пуçларĕ пĕри.
— Хурал пӳрчĕ лартатпăр, — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Мĕнле хурал пӳрчĕ тата? Халех чарăннă пулăр! Атту!?..
— Мĕн, ку вырăна сутма ĕлкĕреймерĕр-им тата, — терĕ тарăхарах вăтам çулалла çитнĕ хĕрарăм. — Текех кун пек ыйтусене Шанхай хуралĕ татса парĕ. Сирĕн вара килсе çӳремесессĕн те юрать. Хăвăр хăтлă хваттер илнĕ хыççăн тата мĕн шăршласа çӳретĕр?
— Укçа шăрши кунталла туртать ĕнтĕ вĕсене, — кулса илчĕ тепри.
Вара лешсем пĕр-пĕринпе шăппăн калаçса илчĕç те каялла вĕçтерчĕç.
Хурал пӳрчĕ пулчех. Самай пысăкскерех. «Халăх сурать — кӳлĕ тăвать», — тенĕ пек ĕнтĕ. Кашниех мĕн те пулин йăтса пычĕ. Юлашкинчен тата тутасене сĕрсе яракан спонсор та тупăнчĕ. Тепĕр кунне вара Таланов район администрацине çитсе хурал пӳртне телефон лартса пама хут тăратрĕ, поселока шыв кĕртесси пирки калаçса пăхрĕ. Шывĕ пирки нимех те шарламарĕç, телефонне лартса паратпăр терĕç. Чăнах та, хулапа нимĕнле çыхăну та çук. Васкавлă пулăшу чĕнме те май çук, пушар тухсассăн та... Таланов ĕнентерсе калаçни те пулăшрĕ курăнать. «Хурал пӳртĕнче яланах çын пулать, каçпала хурал тăрассине йĕркелетпĕр», — терĕ вăл.
Çапла пĕрре каçхи поселока сыхлама черетлĕ хурала тухсассăн Таланов Ира ятлă хĕрачапа паллашрĕ. Хăй ĕçлекен ПТУрах вĕренет иккен. Секретарь-машинистка пулма хатĕрленет. Чылайччен калаçса çӳрерĕç вĕсем.
— Шупашкарти пурнăç мана хама та самай шухăша ярать, — терĕ Ира. — Пĕр хуларах икĕ хула куратăп. Савсенчен пĕринче пирĕн пеккисем пурăнаççĕ. Тепри камсем валлине пĕлместĕп. Кĕрсе курман. Пуянсем валли пуль...
— Паллах. Пуçлăхсем те вĕсен шутĕнчех ĕнтĕ. Шалу укçипе çеç пурăнакан чиновник текех пур-ши?. Влаç вăл самай тутлă вырăн иккен. Ахальтен уншăн çапăçмаççĕ пуль. Суйлав вăхăтне аса ил-ха.
— Ман тепĕр чухне хамăр пурăнакан хăма пӳрте хула пуçлăхĕн кантăкĕ умне кайса лартас килет, — терĕ Ира. — Темшĕн асамлă вăйăм çук-çке. Куç пăвма пĕлсен ыранах çапла тăваттăм.
— Тен, çак ырă шухăша пурнăçлăпăр та.
— Мĕнле майпа-ха? — тĕлĕнчĕ Ира.
— Лайăхрах шутласан майне тупма пулатех ĕнтĕ... Калăпăр, хула кунне уявланă вăхăтра. Юрлакан-ташлакансем урампа утса тухнă чухне вĕсем хыççăн йăтса пымалла та...
— Ун пек тусассăн милици тытса чармĕ-ши?
— Енчен те çав пӳрте чечексемпе, йывăç турачĕсемпе хупăрласан... Юмахри пек илеме курсассăн милици те тимлĕхне çухатĕ.
Çапла турĕç те. Паллах, хулара уяв кĕрленĕ кун.
Акă урамра капăр тумланнă çынсем хушшинче чечек ăшне путнă пысăк япала курăнса кайрĕ. Ăна вăрăм шалчасенчен тытса вуниккĕн йăтса пыраççĕ. Вĕсем хушшинче Таланов та пур. Хула администраци тĕлне çитсессĕн асфальт çине лартрĕç те чечексемпе йывăç турачĕсене илсе печĕç. Куç умне вĕт хăмаран тунă пĕчĕк пӳрт тухса тăчĕ. Пĕр енне: «Хула пуçлăхне Шанхайри чăвашсенчен!» — тесе çырнă. Леш арçынсем вăрăм шалчисене пăрахрĕç те пăрăнса утрĕç, ытти çынсем хушшинелле кĕрсе çухалчĕç.
Малтанах çакăнта мĕн пулса иртнине никамах та тавçăрса илеймерĕ. Ăçтан пĕлĕн-ха? Тен, çакă вăл уяв сценарипе палăртнă япалах.
Акă администраци çуртĕнчен пĕр чиновник тухрĕ те леш пӳрт патнелле васкарĕ. «Ку мĕне пĕлтерет тата? Мĕнле хулиганла ĕç?! — Кăшкăрса ячĕ хула пуçлăхĕн çумĕ. — Милици ăçта тата?» Кĕçех пӳрт тавра çынсем пухăнса тăчĕç, фотографсем те тупăнчĕç, ӳкере-ӳкере илчĕç. Леш арçын фотографсене чарасшăн пулчĕ, анчах ĕç тухмарĕ. Сак пăтăрмаха милиционерсем те асăрхарĕç, иккĕн пырса тăчĕç. Пĕри раципе шăнкăравларĕ, аслăраххисене пĕлтерчĕ ĕнтĕ.
— Мĕн çăвара карса тăнă вара эсир кунта! — пуçларĕ ятлаçма леш арçын. — Мĕншĕн тытса чармарăр? Сав çынсене халех шыраса тупнă пулăр!
Паллă ĕнтĕ ун пек чухне яланах кĕçĕнреххи айăплăрах. Халĕ те ав кунта тăракан сержанта раци тытнă капитан аллипе сулкалашсах ятлама пуçларĕ.
— Ăçтан пĕлес-ха ман. Тен, çак пӳрте уяв ирттерекенсем хушнипех тунă? — парăнма шутламарĕ сержанчĕ.
— Сакна хула пуçлăхĕнчен кулас шухăшпа туни пĕрре пăхсах паллă ĕнтĕ. Соображать надо! — кăшкăрчĕ капитанĕ.
Шăп çав самантра хула пуçлăхĕ хăй персе çитрĕ. Мĕн çырнине пĕлес тесе маларах çитнисенчен ыйтрĕ, анчах кăлăхах пулчĕ. Чăвашла пĕлмеççĕ. Юрать-ха капитан пулăшрĕ. Мэр тарăхса кайрĕ, сăнĕ улшăнчĕ, кăркка пĕсехи хĕрелсе пынă пек пит çинелле юн капланса çитрĕ. Ниçта кайса кĕреймест, темле хушусем тăвать.
«Сакăн пек пӳртре мэр хăй пурăнса пăхтăрччĕ!» — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси. Сапах та мэр çухалсах каймарĕ, çак самантра ăçта пулмаллине асрах тытрĕ, сехечĕ çине пăхса илчĕ те çăмăл машинăпа театр патнелле вĕçтерчĕ. Ун халĕ хула çыннисене уяв пуçланни çинчен пĕлтермелле, хăй команди мĕнле тăрăшса ĕçлени çинчен каласа памалла.
Ăна ĕненсен кăçал хулара хваттерсем пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах лартнă иккен. Пин çын шутне илсен эпир ку енĕпе мускавсенчен те маларах пыратпăр имĕш. Хваттерĕсем кам валли пулнине шарламарĕ.
Леш пӳрт патĕнче вара митингри евĕрлĕ калаçу пуçланчĕ. «Сакă вăл намăс çурчĕ!» — кăшкăрчĕ пĕри. Милиционерсем те йышланчĕç. Полковник те пур. Леш арçын тарăхса кайнипе пӳрт йĕри-тавра выртакан йывăç тураттисемпе чечексене урипе тапа-тапа илчĕ. Шăп çав самантра алăк патĕнче: «Осторожно: мина!» — тесе çырнă картон татăкки курăнса кайрĕ. Арçын хăраса ӳкрĕ, полковнике чĕнсе илчĕ. Лешĕ мĕн çырнине курсанах алла мегафон тытрĕ те команда пачĕ: «Халех саланмалла! Пĕр çын та юлмалла мар!» Милиционерсем çине тăрсах хăвалама тытăнчĕç. Урама та пӳлсе лартнă иккен. Уява каякансене тепĕр урам еннелле пăрса яраççĕ. «Намăс çурчĕ» патĕнче никам та юлмарĕ, милиционерсем хăйсем те айккинерех кайса тăчĕç. Акă пĕр симĕс машина пырса çитрĕ. Минĕра лартса килнĕ иккен. Лешĕ хăйĕн приборне майлаштарса тытрĕ те ĕçе пуçăнчĕ. Малтан пӳрт тавра тăнласа çавăрăнчĕ. Унтан кантăк патне пычĕ, пуçне чиксе пăхрĕ. Нимех те курмарĕ пулмалла, приборне шала тытса аллисем çитнĕ таран тĕрĕслесе пăхрĕ. Каллех алăк патне пырса тĕрĕслерĕ те хуллен уçрĕ. Леш картона илсе печĕ те шала кĕрсе кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен тухрĕ. Аллинче темле хут листи. Нимле мина та çук иккен. Арçын леш хута инçерех тăракан полковнике пырса пачĕ. Мина шыранă вăхăтра пожарниксем те çитсе тăнă иккен. Минĕра илсе пынă капитан полковнике алă пустарчĕ те симĕс машинипе каялла вĕçтерчĕ.
Темиçе офицер «намăс çуртне» силлесе пăхрĕç. Лешĕ хăнк та тумарĕ. Вара вĕсем ăна пушар машинипе сĕтĕрсе кайма шутларĕç. Командирĕ мĕн тумаллине хушсан пожарниксем трос туртса кăларчĕç те пĕр вĕçне алăк янаххи патĕнчи урата вырăнне хунă пĕренерен ярса илсе çыхрĕç, тепĕр вĕçне машинăран çаклатрĕç. Хула пуçлăхĕ те çитсе тăнă иккен. Пĕччен мар, шалти ĕçсен министрĕпе. Уява уçнă-уçманах кунта вĕçтерсе килнĕ.
Акă, хĕрлĕ тĕслĕ вăйлă машина хускалчĕ, трос карăнса илчĕ, анчах «намăс çурчĕ» вырăнтан хускалмарĕ. Машина тата хытăрах туртрĕ. Пĕр пĕрени тăпăлса тухрĕ. Ытти веçех вырăнтах ларса юлчĕ. Каллех пухăнса калаçса илчĕç те пӳрте çĕмĕрме команда пачĕç. Пожарниксен мĕн кирли пурте пĕрлех иккен. Лумпа хирсе, пуртăпа касса стенисене тӳнтерсе ячĕç. Анчах никĕс пĕренисем мăнтăрскерсемех мар пулсассăн та темшĕн хускалмаççĕ. Темиçе лумпа пĕр харăс хирсе хăпартсассăн тин паллă пулчĕ. Пĕрене витĕр çапса кăларнă тĕреклĕ пăтасем кăнтарса тăраççĕ, тимĕрçре тунăскерсем. Пӳрте хĕвелпе хĕрсе çемĕçнĕ асфальт çине лартсанах шĕвĕрскерсем чылай тарăн кĕрсе кайнă. Савăнпа çирĕп ларнă та ĕнтĕ мэра парса хăварнă парне. Тавçăруллă ăстасем тунă ĕнтĕ. Хула пуçлăхĕ вара каллех кăшкăрашать, васкатать. Полковник капитан парса хăварнă хута министра тыттарчĕ. Лешĕ вуласа пăхрĕ те хула пуçлăхне пачĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...