Намăс çурчĕ
Ира кĕçех Кадеров Таланова хăй патне кĕрсе тухма хушнине пĕлтерчĕ. Малтан шăнкăравласа пăхмалла иккен; ĕçлĕ чăваша тытма çăмăлах мар, кабинетра нумай лармасть.
Калаçу лайăх хыпартан пуçланчĕ: Кадеров «пăлхарçăсем» валли пĕр пĕчĕк пӳлĕм тупнă иккен, арендăшăн тӳлессине те хăй çине илнĕ. Тепĕр çĕнĕ чăваш телефон лартса пама сăмах пачĕ тет.
— Шанчăк çамрăксенче, çавсене пулăшмалла, — терĕ Кадеров. — Ман кăштах кунти ĕçсем пирки те калаçса пăхас килет. Малтан аплах марччĕ, халĕ вара ĕçлекенсен йышĕ ӳссе пынăçемĕн унчченхи пек туслăх çуккă пек туйăнать. Темĕскер çитмест. Те урăхларах çынсем тупăнчĕç, харкашса илесси те пулкалать. Эсĕ педагог вĕт-ха, психологипе çырнă кĕнекесем те тыткаласа курнă ĕнтĕ, мĕнле те пулин тишкерӳ тума май çук-ши?
— Питĕ тĕрĕс шухăш. Паян урăхла юрамасть. Социологи мелĕсене чухлатăп-ха. Анчах çакна тума манăн коллектива лайăхрах тишкермелле, ĕç йĕркисене тĕрĕслемелле, çынсемпе паллашмалла. Анкетăри ыйтусене те тĕрĕс лартма пĕлмелле, — пĕлтерчĕ хăй шухăшне Таланов.
— Тен, сана çур ставкăпа ĕçе илмелле? Уроксем нумай-и вара санăн? — ыйтрĕ хуçа.
— Вĕсем çителĕклех-ха, анчах кун пек тусан çамрăксемпе ĕçлеме вăхăт пачах та юлмасть вĕт-ха.
— Апла-тăк урăхла тăвăпăр. Тен, сан учитель ĕçне пăрахсах кунта куçмалла, укçи те ытларах пулĕ. Калăпăр, пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен пулăшуçă. Хам командировкăна кайсан тилхепене çирĕп тытса пыракан шанчăклă çын кирлĕ. Вобщем, шухăшласа пăх, ытлашши васкатмастăп.
Пачах кĕтмен сĕнӳ ĕнтĕ ку. Чечекова кафедра пуçлăхне суйланă хыççăн наука еннелле туртăнас кăмăл та пурччĕ. Кунта куçсан вара урăхла çулпа утма тивет. Укçа енчен япăх пулас çук-ха, секретарь те учительтен нумайрах илет. Хваттер ыйтăвĕ те канăç памасть, Елена Ивановна салтак амăшĕсен комитетне çӳренĕ хыççăн черет кăштах шунăччĕ-ха. Анчах темле çав, Талановсен хушамачĕ халĕ хула ертӳçисен пуçĕнче яланлăхах çирĕпленсе ларнă ĕнтĕ. Черет çитсен те пăрса хăварас хăрушлăх пур. Мэр хушнă пек тунă пулсан, тен, çак ыйту татăлнă та пулĕччĕ. Таланов ун пек çулпа каймарĕ.
— Ман пĕр ыйту пур-ха, — терĕ Улатимĕр Кадеров телефонпа калаçса пĕтернине кĕтсе илсе. — Авлансан уйрăм кĕтес кирлĕ пулать вĕт-ха.
— Малтанлăха общежити парăпăр. Хăвна ĕçре лайăх кăтартсан урăхла мелсем те пулĕç. Сан умра халĕ пĕр тĕллев — фирмăна усăллă çын пуласси. Урăхларах кĕнекесем вуласа пăх. Акă кунтах мĕн чухлĕ вĕсем, — тĕллесе кăтартрĕ çӳлĕк çине, — ют чĕлхерен куçарнăскерсем те пур. Хамăр вара ку енĕпе пĕчĕк ача шайĕнче кăна-ха. Саншăн тата кунта тепĕр пикантлă япала пур. Ира çакăнтах юлсассăн ăна комплимент калакансем те, чечек паракансем те тупăнĕç, йĕрки çапла. Санăн вара çакна тĕрĕс ăнланма тăрăшмалла. Юратура пĕрне-пĕри шанни кирлĕ. Енчен те кĕвĕçӳ кăварĕ хыпса илсен кунти пуласлăх хупăнать.
— Юрать. Кăштах вăхăт парăр-ха шухăшлама, — терĕ те сывпуллашса пӳлĕмрен тухрĕ.
— Мĕн пирки чылайччен калаçса лартăр вара? — ыйтрĕ тӳрех Ира.
— Пурнăç пирки, Ира, пурнăç пирки. Каçпала калаçăпăр-ха, халĕ ман Чечекова курмалла.
Хыпар çине хыпар тенĕ пек Нил Гаврилов та Чечеков патĕнче иккен. Таланова хаваспах кĕтсе илчĕç, хăйсемпе пĕрле кофе ĕçме сĕнчĕç. Кафедрăри йĕркесем халĕ самай улшăннă, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусем те ăшăрах пек, çынлăх пур пек туйăнать. Калаçу мĕн пирки пынине пытармарĕç. Патшалăх Канашне суйланнă çын арăмĕпе ачисем çине тăнипе Израиле тухса каять иккен. Шăпах Восточнăй поселокри участокран, Шанхай та çавăнта кĕрет. Чечеков шучĕпе çав таркăн вырăнне депутата Нил Гаврилова тăратмалла. Пурин те пĕр майлă ĕçлесе çавна пулăшмалла. Сĕнтермелле.
— Таланов, санран та нумай килет, — асăрхаттарчĕ Чечеков. — Поселок старости вĕт эсĕ, чăваш «хулин» пуçлăхĕ, — терĕ йăл кулса илсе.
— Шанхая пĕтĕмпех хам çине илетĕп.
— Ахалех иккĕленетĕн эсĕ, — терĕ Чечеков Гаврилова. — Унта ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, Ефремовшăн та лайăх сасăланăччĕ вĕт-ха.
— Çапла, вăл та пулăшма хирĕç мар ĕнтĕ, — хавхалансах каларĕ Таланов.
— Хула пухăвне суйлама вăхăт çитсессĕн вара, Владимир, сана тăратăпăр.
Çапла алă çапсах калаçса татăлчĕç виçĕ пултаруллă чăваш. Нил Гаврилова депутата суйлавçăсен пухăвĕ тăратрĕ, ертсе пыраканĕ Таланов хăй пулчĕ. Ефремов та тухса калаçрĕ, иртнĕ суйлавра хăйшĕн сасăланисене тав турĕ. Политикăри этикет çапла пулмалла та ĕнтĕ. Теприсем, ав, депутата тухсан тав тума та пĕлмеççĕ, пырса та курмаççĕ. Чылайăшĕ хăйсен депутатне палламасть те. Гаврилов та, Ефремов та ун пеккисем мар ĕнтĕ.
Пуху йĕркеллех иртсе пычĕ. Усĕрпе кăшкăрашакансем пулчĕç-ха, анчах халăх вĕсем хыççăн каймарĕ. Пĕри тата, каярах юлса пынăскер, çине тăрсах мĕншĕн каллех Патшалăх Канашне суйланине ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Сăлтавне тепĕр хут каласа пама тиврĕ. Леш çын Израиле кайнине пĕлсессĕн: «Çавă кирлĕ те ун пек чăваша, арăмĕ хыççăн сулланса çӳретĕр», — терĕ.
Тепĕр темиçе кунтан Шанхайра ырă хыпар сарăлчĕ, Владимирпа Ира мăшăрланнă.
Тем тума та вĕренсе çитрĕмĕр ĕнтĕ, чăваш тăвайман ĕç çĕр çинче çеç мар, космосра та çук пуль. Чăваш çуратса ӳстерессине кăна йĕркеллĕ тытса пырасчĕ. Сакна шăпах чăвашпа чăваш пĕрлешнинчен пуçламалла та ĕнтĕ. Апла эппин çамрăк мăшăра иксĕлми телей, иккĕн выртса виççĕн тăма хĕрӳллĕ юрату тата çирĕп сывлăх сунар.
Пĕр шухăшлă çынсемпе тăрăшса ĕçлесен депутата тухма пулатех иккен. Команда кирлĕ. Таланов çакна лайăх астуса юлчĕ. Нил Гаврилов çĕнтерни вара савăнăçпа пĕрлех çирĕп шанчăк та çуратрĕ: Талановăн депутата тухмаллах. Тĕллев лартнă-тăк — пулатех ĕнтĕ. Ăнăçу сунар ăна, пултаруллă чăваша.
2002, кăрлач
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...