Светлана Асамат (Смирнова Светлана Васильевна) 1952 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш ялĕнче çуралнă. Ятарлă тата аслă пĕлӳ Канашри педагогика училищинче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче илнĕ. Муркаш районĕнчи Калайкассинчи вăтам шкулта, Шупашкарти 35-мĕш шкулта, Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче, чăваш паnшалăх радиопа телевидени хорĕнче, Чăваш телевиденийĕнче, республикăри халăх пултарулăхĕн наукăпа методика центрĕнче вăй хунă, халĕ К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕн ертӳçи.
С. Асамат — Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ, Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ.
1991 çулта Ленинградри «Мелодия» фирмăра «Светлана Асамат юрлать» пластинка тухнă.
ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ.
С.Асаматăн паллăрах кĕнекисем вырăсла: «Стихи под настроение» (1996), «В приоткрытую дверь» (2000), «Скакало время» (2002), «Радость» (2004); чăвашла: «Хур кайăк çулĕ» (1986), «Ăшă çил» (1999), «Сас» (1999), «Чăтăм» (2003), «Çумăр ташши» (2004).
Шухăшсем
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...