
Анатолий Григорьевич Ырьят (Дмитриев) 1949 çулхи çĕртмен 9-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи Раккасси (Тăхăрьял) ялĕнче çуралнă.
1966 çулта Элшелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1968-1970-мĕш çулсенче Совет Çаренче пулнă.
1970–1975-мĕш çулсенче Хирти Кушкăри тулли мар вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ.
1975–1977-мĕш çулсенче Шупашкарти парти шкулĕнче вĕреннĕ.
1977–1982-мĕш çулсенче Раккассинчи тулли мар вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ.
1982–1990-мĕш çулсенче Чĕмпĕрти тĕрлĕ организацисенче вăй хунă.
1990 çултанпа «Канаш» хаçатра тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ. Халĕ — çырусен пайĕн пуçлăхĕ.
1996 çулта Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Филолог. Чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен. Журналист.
1991 çултанпа РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ. 1993 çултанпа РФ тата ЧР писателĕсен Союзĕн членĕ.
Шухăшсем
Wanting to transform your website...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Привіт, друзі! Граючи в ігрові автомати...
Is your chuvash...
Wanting to energize your website ...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Needing to boost your website rea...
Every day, websites like chuvash....