Иосиф Александрович Дмитриев-Трер 1947 çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи, Йӳçкасси ялĕнче çуралнă. Матикасси вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канаш педучилищинче вĕреннĕ, каярах Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕнче учительте ĕçленĕ. И.Дмитриев-Трер Питĕрти театрпа кинематографи институтĕнчен вĕренсе тухнă, унтан Мускаври ГИТИСра режиссер ăсталăхне алла илнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче, музыка училищинче, Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл Казахстанра Акмола облаçĕн вырăс драма театрĕнче ĕçлет.
И.А.Дмитриев-Трер сăввисем республикăри хаçат-журналта, уйрăммăн тухнă кĕнекесенче 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пичетленме тытăннă. Вăл çавăн пекех вырăс, удмурт, швед, норвег, финн поэчĕсен антологийĕсене чăвашла кăларнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...