Турхан Яккăвĕ (Яков Васильевич Васильев) 1874 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Карапайра çуралнă. Курнавăшра пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркӳре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă. 1920 çулсенче вăл тĕн санне пăрахни çинчен хаçат урлă пĕлтерет. Поэт 1938 çулта Архангельск облаçĕнче вилнĕ.
Сăвăç литература ĕçне 1896 çулта тытăннă. Вăл чăваш поээийĕнче пейзаж, философи лирикине пуçарса ярать, унăн гражданла лирика тĕслĕхĕсем те чылай. «Варуççи» поэмăра эпосла жанр уйрăмлăхĕсем палăраççĕ (малтанхи хут 1906 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ).
Турхан Яккăвĕ — вырăс поэзине чăвашла куçарма тытăнакансенчен пĕри. Вăл В.Жуковский, А.Пушкин, И.Козлов, М.Лермонтов, А.Кольцов, Н.Некрасов сăввисене куçарнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...