Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирĕн çулталăкПограничниксемКĕперЫлтăн вăчăраКĕмĕл кĕперТĕлĕнтермĕш юмахсемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Эпи пехилĕ


Йе, Хунав Амăшĕ паян пире

çĕнĕ чун пачĕ,

çылăхсăр кайăк пачĕ.

Пĕчĕккин

ырлăх-сывлăхĕ пултăр.

Çичĕ кунтан кулли пултăр,

пит-куç тулли пултăр.

Çичĕ уйăхран утти пултăр.

утăн юртти пултăр,

чĕкеç чĕлхи пултăр.

Вун ултă çултан арлăхĕ пултăр,

çурăм тарлăхĕ пултăр.

 

Ачам, ăшă вырăнтан пухрăн,

ăшă вырăнта çут тĕнчене кур,

тĕнче ăшшине тытакан пул,

сивĕлĕхе сирекен пул

Ватта курсан «тетей» те,

Çамрăка куран «тăван» те,

пĕтĕм ял-йыша сума су.

Ар çулне çитсен арлă-мĕнлĕ пулăн.

Пиртен тăван,

ывăл-хĕр малалла ярăр,

ăрăвăмăр-халăхăмăр ан пĕттĕр,

ĕмĕртен ĕмĕре пытăр.

Эпир ватăлăпăр, вилĕпĕр,

пирĕн пек пехет-телейлĕ пул,

ырлăхлă-пурлăхлă пул.

 

Кăвапуна пуртăпа касрăм,

чутлакан-пуралакан ăста пул,

кил хушшине тытакан хуçа пул.

Ялти чухăнтан ан кул,

ялти нимерен ан юл,

кашни çуртра-йĕрте

эсĕ хăпартнă кĕтес пултăр,

эсĕ çапса кĕртнĕ пăта пултăр.

Малалла

Йăлт! тухса ӳкрĕ...


Йăлт! тухса ӳкрĕ

йăлтăркка ăшă пĕрчĕ

юр çине.

Куçран ӳксе юлнăскере иртен-çӳрен

курмарĕ,

сивĕ чĕпĕтнĕрен – кам ăçталла –

саланчĕ.

Папка çеç

пепкенни пек ырă тĕлĕкĕнче

тутине хускатса илчĕ.

Атăл çеç

аслă хусканăва туйса

асамат кĕперĕ пек йĕрсемпе

пăр валемлеме

палăртрĕ.

Çав вăхăтран пуçласа

çĕр-анне варĕнче

çур кунне ӳтленчĕ.

 

1977, раштав уйăхĕ, Мускав

Чусран карта çавăртăм


Чусран карта çавăртăм,

Тем саркайăк ларас пек.

Сарă хĕре куç хыврăм,

Савни тесе калас пек.

 

Карта çине саркайăк

Вĕçсе килсе лармарĕ.

Сарă хĕре куç хывса

Савни тесси пулмарĕ.

Хĕвеле май пулать каç...


Хĕвеле май пулать каç,

уйăха май пулать ир.

Вĕсем хыççăн туртăнатпăр эпир.

Кам çурран,

кам утпа,

кам ракетăпа.

Кам турбинăпа,

кам таканпа,

кам

çăпатапа....

 

1977, раштав уйăхĕ, Мускав

Пурнăç юпи çумне кăкарнă...


Пурнăç юпи çумне кăкарнă

шăпам,

сана мĕн çитерем-ши,

мĕн парам?

Тип улăм çитерес –

Туртаймасран хăратăп,

кукка кĕлетĕнчи сĕлле сĕнес –

хуясран хăратăп.

Ме, çи, сана эп

хам татăка

паратăп.

 

1977, раштав уйăхĕ, Мускав

Çинçе пилĕк çӳрен ут


Çинçе пилĕк çӳрен ут

Аслă уйра кĕçĕнет.

Вăрăм çула тухсассăн

Вăрăм çула кĕскетет.

 

Сарă вăрăм чипер хĕр

Вăййа тухать, юр юрлать.

Куçран пăхса, йăл кулса

Çамрăк чуна çунтарать

Чĕкеç вĕçет, вĕçет, тĕкне тăкать...


Чĕкеç вĕçет, вĕçет, тĕкне тăкать,

Тăван йăви юлать тăлăха.

Тухса каять ача тăван килтен, —

Ашшĕ-амăшĕ юлать тăлăха.

 

Тур ут юртать, юртать, йĕрĕ юлать,

Йĕрĕ тулли çут шыв пĕр тĕлте.

Кирек ăçта кайсан та — пĕр хĕвел,

Тăван кĕтес кăна çав пĕр тĕлте.

Самант кирлĕ пире...


Самант кирлĕ пире

çуралсан йăл кулма,

кипкене йĕпетме те кирлĕ.

 

Сехет кирлĕ пире

сиккипе çӳреме,

çывăрса карăнма та кирлĕ.

 

Кунсем кирлĕ пире

чунсене вăркатма,

кĕвĕçсе кĕвелме те кирлĕ.

 

Çулсем кирлĕ пире

çемьеллĕ пулма,

çынсемпе пурăнма та кирлĕ.

 

Ĕмĕр кирлĕ пире

этемрен ÇЫН пулма,

мăнука сиктерме те кирлĕ.

 

1977, ноябрĕн 26-мĕшĕ, Хураçырма

Гитари, каласан-каласан...


Гитари, каласан-каласан, йăлăхтарĕ;

чĕлĕмĕ, ĕмсен-ĕмсен,

чыхăнтарĕ;

тăванĕ те ялан çумра

тăвăнтарĕ.

Пĕр эсĕ çеç, ман шухăш,

пĕтместĕн,

санран йăлăхасса,

санпа чыхăнасса,

санпа тăвăнасса

сисместĕн.

 

1977, ноябрь, кунĕ паллă мар

Çийĕмри кĕпем...


Çийĕмри кĕпем

çирĕмри сăн-питĕме

асилтерчĕ теççĕ,

тĕрĕллĕ кĕпем

тĕлĕкри пек яшлăха

асилтерчĕ теççĕ.

Кай, мăнтарăн тус-тăванĕ-çке,

калаçни ман,

калаçни хисеплĕ ватăсен,

çавна сисмеççĕ.

 

Пит çинчи картсем

пиччемсем-аппамсеме

асилтерчĕ теççĕ,

шуралан тăнлав

шухăшлă ватăсене

асилтерчĕ теççĕ.

Кай, мăнтарăн тус-тăванĕ те,

куçăмсем-çке,

куçăмсем ав шухă шăллăмсен,

çавна сисмеççĕ.

 

1977, ноябрĕн 8-мĕшĕ, Хураçырма

■ Страницăсем: 1... 752 753 754 755 756 757 758 759 760 ... 796