Эпи пехилĕ
Йе, Хунав Амăшĕ паян пире
çĕнĕ чун пачĕ,
çылăхсăр кайăк пачĕ.
Пĕчĕккин
ырлăх-сывлăхĕ пултăр.
Çичĕ кунтан кулли пултăр,
пит-куç тулли пултăр.
Çичĕ уйăхран утти пултăр.
утăн юртти пултăр,
чĕкеç чĕлхи пултăр.
Вун ултă çултан арлăхĕ пултăр,
çурăм тарлăхĕ пултăр.
Ачам, ăшă вырăнтан пухрăн,
ăшă вырăнта çут тĕнчене кур,
тĕнче ăшшине тытакан пул,
сивĕлĕхе сирекен пул
Ватта курсан «тетей» те,
Çамрăка куран «тăван» те,
пĕтĕм ял-йыша сума су.
Ар çулне çитсен арлă-мĕнлĕ пулăн.
Пиртен тăван,
ывăл-хĕр малалла ярăр,
ăрăвăмăр-халăхăмăр ан пĕттĕр,
ĕмĕртен ĕмĕре пытăр.
Эпир ватăлăпăр, вилĕпĕр,
пирĕн пек пехет-телейлĕ пул,
ырлăхлă-пурлăхлă пул.
Кăвапуна пуртăпа касрăм,
чутлакан-пуралакан ăста пул,
кил хушшине тытакан хуçа пул.
Ялти чухăнтан ан кул,
ялти нимерен ан юл,
кашни çуртра-йĕрте
эсĕ хăпартнă кĕтес пултăр,
эсĕ çапса кĕртнĕ пăта пултăр.
Кăвапуна пуртăпа касрăм,
шурă пӳспе чĕркеме хушрăм,
аннӳ арчи тĕпне хума хушрăм.
Ар пулсан, çын пулсан
инçе çулта çĕтсе çӳрессси пулĕ,
тăван ене манса каясси пулĕ.
Çавăн чухне çак кăвапа сана
тăван киле çавăрса килтĕр,
аннӳ патне çавăрса килтĕр.
Манран пехил те пил.
Пехил. Пехил.
Шухăшсем
Discover everything you need to know abo...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
We specialize in reviewing online casino...
Our website offers a complete guide to S...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...