Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Вĕсем Шупашкартан анатарах, Атăлăн сулахай çыранĕнчи хырлăхра вырнаçнă «Чăваш Ен» профилакторире паллашрĕç. Сетнер Петрович сывлăхне çирĕплетме килнĕччĕ кунта. Венера та. Сетнер Петрович Шупашкартанах. Венера вара Саранскран, Мордва Республикинчен. Сетнер Петрович Çĕнĕ çул умĕн хăй аллă тултарнине палăртма шутлать. Венера вара вăтăр пиллĕксене ярса пуснă хĕрарăм. Иккĕшĕ те тункаталансах ларман-ха — манăçиччен шăпах пал! хыпса илмелли вăхăт темелле. Кĕрхи кунсем. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕ. Сетнер Петрович кăмпана çӳреме юратать. Профилакторие вырнаçсанах вăл хырлăха тухса утрĕ. Кăçал вăрман уплюнккан иккĕмĕш ăстрăмне парнелемерĕ. Пĕрремĕш те кая юлса тухнăччĕ те иккĕмĕш ăстрăмĕ вăранма та ĕлкĕреймерĕ иккен. Хăй пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнакан çырмапа юнашар вырнаçнă хутăш вăрмана та каçса пăхнăччĕ вăл — вăрман шăп, така кăмпи вăхăчĕ те иртнĕ пулмалла — нимĕнли те курăнмасть.
Кĕрхи вăрманта уçă, сивĕнсе пыракан юханшыва чăмса кĕрсе каяс чухнехи туйăмлă, çӳçентерсен те çапах йыхăрать. Хырлăхра тĕл пулчĕ Сетнер Петрович Венерăна. Мĕнле те пулин кăмпа тĕлне пулмăп-и текелесе çул хĕрринчен инçерехех хăпарнăччĕ вăрманпа Сетнер Петрович. Пăхать: тепĕр çын мĕкĕлтетет хырлăхра. Çывăха пычĕ Сетнер Петрович. Хăратас мар тесе йыхăрса чĕнчĕ:
Малалла
 Ăстамбулăн ăстисем, –
ах тур-тур!
Кама хывнă-ши вĕсем –
пит маттур!
Манарийĕ, миçĕчĕ –
ах турах, –
çуталаççĕ хĕвелпе
йăлтăрах.
Ази те, Европа та
кунта пĕр,
вĕсене пĕрлештерет
тĕп кĕпер.
Эп тăратăп ик тĕнче
чиккинче,
шухăшлатăп: манăн кил
хăш енче?
Суккăр карчăк суллашать
анăçра.
Тимĕр тылă шалтлатать
тухăçра…
11.09.2007. Анкара. Ир.
Николай Аркадьевич Столярова
Ытла та харсăр пулнине кура-ши
Е пурнăçа юратнине кура
Утать-ха утмăла Ухтун таврашĕ,
Пулсан та самани хăш чух кăра.
Утас çулсем вара унăн çĕр аллă,
Ытарлăн каласан — ытла нумай:
Вăл Карапай-Шăмăршăра çуралнă —
Аркаш ачи — сăпайлă Микулай.
Ăна сума суса мĕскер калайăн,
Умрах тăрать пулсан хитре сăнар.
Ĕç-пуçĕ ăнса пытăр Микулайăн,
Çĕр çулчченех телей ăна сунар!
Çемçе кăмăллă çу кунĕ
Сиплĕхлĕ симне сĕнет.
Хур тăвас тени çук унăн,
Парнелет вăл çут тивлет.
Ырă-çке çу кунĕ, курăр:
Улăх утăпа чăпар.
Тимĕр ут çулать халь курăк:
Хĕл çăварĕ пĕчĕк мар.
Ращара та ырлăх пур-çке:
Уçă сывлăш, шыв, кĕпер...
Пур çĕрте те симĕс пурçăн
Çупăрлать хăй еккипе.
Шурă хурăн айĕнче
Шĕшкĕ хунав янă.
Сивĕ çил вĕрсен асли
Кĕçĕннине каланă:
"Чăт эс, пысăк пулăн.
Тĕрекленсе çитсен
Мăйăрна çитерĕн
Çамрăк туссене".
Çулсем иртнĕ —
Шĕшкĕ ӳснĕ.
Унăн сулхăнне
Ачасем васкаççĕ
Мăйăр тутанма.
Манăн пĕчĕк пахчара
Ӳсет симĕс купăста.
Пуçĕ унăн çаврака,
Çулçисем сип-симĕс.
Пулĕ çимĕç кĕр енне,
Савăнтарĕ аннене.
Картиш тулли тĕрлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк пулсан та автансăр кил-çурт пушă, кичем. Мĕн каламалли пур, енчен те вăл кил картинче сакăр-тăхăр чăпар чăх тавра кăлтăртатса çӳресен е çатан çине хăпарса вĕçсе каяс пек çунаттисене çатлаттарса пĕтĕм ял илтмелле авăтсан мĕн тери илем. Хам астăвасса нихăш çул та тăхăр чăхран кая усраман. Хăшĕсем автана ытлашши пыр тесен те чăхсене куккуруккуксăр пурăнтарман, унсăр тунсăхлаттарман. Автан пулсан чăхсем те хаваслă уткалаççĕ, çăмартисене те шултра тăваççĕ.
Çак тарана çитиччен усранă кашни автан миçе çул пурăннине, унăн йывăрăшне тата вăл мĕн тĕслĕ пулнине çĕрле çывăрнă чух вăратсан та каласа пама пултаратăп. Пĕр автанне вара нихăçан та манас çук. Мăн кăмăллăн, пуçне каçăртса утнă чухне вăл хам ăсталанă пуканран çӳллĕччĕ. Тĕкĕ асамат кĕперĕ пек йăлтăртататчĕ, уйрăмах лаштра та çавракан усăнакан хӳри вун-вун тĕспе çуталатчĕ. Пăрçа йăви пек хулăн йĕплĕ-йĕплĕ, кăтрашкаллă хĕрлĕ киккирикне вĕлтĕр-вĕлтĕр тĕк хуплатчĕ, икĕ пысăк пӳремеч пек аялти киккирикĕсем пĕсехине çити усăнатчĕç.
Урисем вăрăм та вăйлăччĕ. Пĕрре тапса ярса çунаттисемпе хăлаçланса аслăк тăррине вăшт! çеç вĕçсе хăпаратчĕ. Çур çĕр иртнине сехет пек тĕп-тĕрĕс пĕлтеретчĕ, ирхине кӳршĕсенчен çывăрттарса хăвармастчĕ. Пускилсен автанĕсем пурте унпа тĕл пуласран хăраса, пăрăнса çӳретчĕç, "арăмĕсене" пăрахсах çатан карта хыçне пытанатчĕç. Лешкасри пĕчĕк Хĕлип Микулайĕн кĕçĕн ачин мăнукĕн Мĕкĕтен автанĕ çеç ман Петюка хирĕç тăрса пăхнăччĕ. Кӳршĕри Унтри арăмĕ Маюк каланă тăрăх, вăл хăйĕн автанĕ Петюкран ан хăратăр тесе ăна чăхĕсенчен уйрăм апат çитернĕ.
Малалла
"Кĕмĕл туй" ярăмран
М.М.Ар-ва
Ахпӳрт ялĕ, ах, хитре,
Кермен евĕр çурчĕсем.
Пурăнаççĕ Ахпӳртре
Питĕ харсăр чăвашсем.
Кам кăна кунтан тухман,
Хăйсене кура вĕсем:
Ав, Каштановсем кунтан,
Кунтанах Карягинсем.
Манăн тусăм та, Михал,
Çак ялта çуралнăран
Эп ăна сунам вăй-хал,
Ирттĕрех вăл çĕр çултан.
Ыр тума та пултăр мел,
Пултăрах ялан ăс-хал.
Тайма пуçăм, Патăрьел,
Тавтапуç сана, Михал!
 Тăван тĕнне хĕстернине пула
Чылай чăваш тарать ăстампула.
Тутар ятпа çӳрет пуçне хырса,
çапла ун несĕлĕ ларать хăрса.
Вăл-ку тарам.
Эпир пĕтсех çитмен,
чăваш тени те çĕр çинчен çĕтмен.
Çапла çаптарнă шухăшсампала
вĕçсе çитеп çап-çут ăстампула.
Ĕшеннĕ самолет чарнать чупса,
пĕр харăссăн яратпăр ал çупса.
Портри хĕвĕшӳре пĕр пуç курнать,
«Чăвашистан!», – тесе вăл кăшкăрать.
Кунта паян эп
кĕтнĕ тус, хăна –
ытамласа илеп Огузхана.
10.09.2007. Анкара.
"Кĕмĕл туй" ярăмран
Улатимĕр Мишшана,
Чулкасси хастарне,
Ершыв ен сăвăçне
Çĕр хута шырамалли
Аш сăмах — шăпа палли
Пуль эсĕ.
Çăл куçри çут шыв пахи,
Емĕрхи аки-сухи
Пуль эсĕ.
Хĕвел ларнă сăрт тăрри,
Ылтăнах ыраш тырри
Пуль эсĕ.
Хĕп-хĕрлех чие çырли,
Уйăхах - тӳпе çурли
Пуль эсĕ.
Чи-чм-чи те чиперри,
Чăннипех тĕнче варри
Пуль эсĕ.
Ĕмĕрех пĕр ман валли,
Чăнахах та чун варли -
ПОЭЗЗИ!!!
■ Страницăсем: 1... 730 731 732 733 734 735 736 737 738 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем