Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Кăкăртан
кăкласа
кăларсан
кăмăлала
Тымарпах
тăпăлтар
тĕвĕри
туйăма.
Сăмахсем
сарăхса
сапаланччăр —
сайран:
Хывăхран
хăтăлса
хама-хам
хăтарам.
Çĕнерен
çĕкленсе
çимĕçсем
çавăрма
Вăрттăнçи
вырăнтан
вăрлăхри
вăй-халран
Шанчăкпа
шăварса
шухăша
шăтарсан...
...Сыпăнман
савнăçу
сăмсаланмĕ те
сан.
 Н.П. Артюкова
Çуралнă кун
савăнтарать,
пĕчĕк кăна
уяв парать.
Çĕнĕ çул пек
ăна кĕтеççĕ,
эрехне те
кăштах ĕçеççĕ.
Çак икĕ кун
уяв чăнах та
(ман шухăш
урăхла çапах та) –
çамрăк чухне
эпир курмастпăр,
çулсем иртнисене
туймастпăр.
Çулсем вĕçме те
пултараççĕ,
тĕрĕссипе –
ватăлтараççĕ.
Пĕрре те
ку савăнтармасть,
шăмшака
çăмăллатмасть.
Ик кунĕпе те
саламлатăп,
çав кунтах
юлма сунатăп –
ку хамăн
«фирменнăй» салам –
тата вара
Малалла
 Турăçăм,
ытлашши ан пар,
çăкăр-тăварсăр
ан хăвар.
Паян мĕнле
ĕçсем пулсан та,
сан ыйтусем
нумай пулсан та –
Эс ман çинчен
манса ан кай,
манăн та пур вĕт
пĕчĕк пай.
Эс мĕн пани
мана çитет,
нумай та вăл
часах пĕтет.
Мĕнле нумай
укçа пулсан та,
мăн кăмăлланса
кайсан та –
эп господин та
пулаймастăп,
пуянлăхпа
савăнаймастăп.
Р.S. Паян мана Эс
сывлăх пар,
хĕрĕх çул
пурăнма хăвар.
 Пирĕн колхоз утарĕ тавра çăкасем нумай. Ку вăрманти ытти йывăçсем пек хăйсем тĕллĕн шăтса тухнăскерсем мар вĕсем, нумайăшне Палюк мучи лартнă. Утаршăн пулсан вăл çăкасем хӳтлĕх кăна мар, питĕ кирлĕ йывăçсем. Çăка чечекĕнче пыл нумай. Пыл хурчĕсем çăкаран питĕ тутлă, сывлăхшăн сиплĕ пыл пухаççĕ. Ун пек пыла «çăка пылĕ» теççĕ. Пыл ытларах пултăр тесе Палюк мучи халĕ те ăçта вырăн пур, çавăнта кашни çул çăкасем лартать. Кăçал та парникрен виç çĕр кăк илсе килчĕ. Лартма эпĕ те пулăшрăм.
— Кăçалхисен тымарĕсем начар, чиперех чĕрĕлес шанăç çук, кашни шăтăка икшер çăка лартăр, пĕри хăрсан, тепри юлĕ, — шут тытрĕ Палюк мучи.
Çавăнпа кашни шăтăка икшер çăка лартрăмăр. Пăхса, шăварса тăрас ĕçе эп илтĕм. Утара манпа пĕрле çӳреме килĕшнĕ ачасем тата тупăнчĕç: Макçăм, Пракух, Çемен, Яша. Çуркунне каç час пулмасть, шкултан таврăнсан ыранхи уроксене вĕренсе хатĕрлетпĕр те тӳрех утара тухса чупатпăр. Çĕр аллă шăтăка икшерĕн лартса тухнă виç çĕр çăкана тĕттĕм пуличчен шăварса киле таврăнма шăпах ĕлкĕретпĕр. Палюк мучие те пулăшатпăр, колхозшăн та усăллă ĕç тăватпăр. Çапла-и?
Малтанхи кунсем çăкасем пурте тенĕ пекех чирлесе ларчĕç. Хăшĕн-пĕрин çулçисем шанса типсех ларма пуçларĕç.
Малалла
 Таçта унта — тĕнче кĕтесĕ.
Таçта унта кĕтетĕн эсĕ:
Вулатăн кĕлĕ ман ятпа,
Çутса яратăн сар çурта...
Çавна туйса утатăп эпĕ.
Ӳксе, тăрса, татах вĕçетĕп.
Сассу чĕнет, сăну таса —
Шыва чăмса, вутра çунса
Тепре тухатăп саншăнах.
 Пурнăç улшăнчĕ
чăнах та –
тепĕр хут
çуралнă тейĕн.
Калама çук
пĕр сăмах та –
сăмахпа та
ĕнентермĕн.
Улшăну ĕмĕрех
пур вăл –
Раççейре
кăна та мар.
Пурнăç
час-часах та хăвăл,
тулли кунсем
нумай та мар.
Хăвăл пурнăçа
лексессĕн –
пит йывăр
унтан тухма.
Никама
ĕненмесессĕн,
пулаймасть пуль
пурăнма.
Улшăну вара
пĕтет-ши?
Эпĕ ун вĕçне
çитеп-ши?
Çитекенни
кам пулать?
Миçе çула
тăсăлать?
Улшăну
Малалла
 Шуйттан тĕттĕм
хуçийĕ теççĕ –
анчах вăл
çутăра та пур.
Çынсем ун аллине
лекеççĕ,
тамăка
чунсем вĕçеççĕ.
Çĕр çинче
вара вĕсем
пĕтĕм кĕтесре те
пур.
Чухăн, пĕчĕк
çынсене
шуйттан хăй
евĕрлĕ савать.
Кирлĕ ăна
пуян çынсем,
ăслисемпе
талантлисем.
Вара вĕсем
тăрăшнипе,
хăйĕн хура
ĕçне тăвать.
Талантлă çын
хăй ĕçĕнче,
тамăк çулне те
кăтартать.
Унта мĕнле
каймаллине,
уншăн мĕн
тумаллине...
Нумай хура
ĕçсем туса,
ыттисене
унта туртать.
Хăйсен ĕçне
вĕсем пĕлеççĕ –
тамăкри
Малалла
 Кунта пурăннă чухне
ан шутла
кунсен шутне.
Сан шăпу
санран килмест,
никам та туртса илмест.
Вилĕме кĕтмелле мар,
вăл куна
кĕтсе ан лар.
«Ах, вилеп» –
тесе ларсан –
вара пурнăç
пĕтрĕ сан.
Пурнăçу йывăр
пулсан та,
вăйсем пĕтнине
туйсан та,
тем пулсан та –
ан хăра,
тухма
алăка шыра!
Алăкĕ яланах пур,
ăна шыракан –
маттур!
Çур ĕмĕр
пулĕ пĕтет –
алăк шыраса иртет.
Ыйту хыççăн
ыйтусем,
пурнăçра
нумай вĕсем.
Вĕсене пурнăçлама,
пĕлес пулать
шырама.
Çĕр çирĕм çул
Турă парать –
пурăнмашкăн
кам чарать;
Апла ху тăрăшмасан,
мĕнле пурăнмалла сан;
Р.S. Кунсене те ан шутла,
ыйтусене пурнăçла.
 Утар таврашĕнчи вăрман — çулçăллă вăрман. Ваттисем ун пек вăрмана «хура вăрман» тенĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, çулçăллă вăрман лăсăллă вăрмантан илемлĕрех. Эсир тата çакна та асăрханă пуль: çулçăллă вăрман пĕрмай кашлать, пĕрмай шавлать. Кăшт вĕрнĕ çилпех хумханса ларать. Çавăн пек вăхăтра вăрман витĕр çулпа пыратăн-и е çырла-кăмпа татса çӳретĕн-и, вăш-вăш вăшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывăçсем пĕр-пĕринпе кăмăллăн калаçнăн туйăнать, вĕсене итлесе пынă май вара сан чун-чĕрӳ те ăшă-ăшă туйăмпа тулать. Ун пек чух вăрманта çӳренĕрен çӳрес килет, вăрманти йывăçсемпе санăн та калаçас, пер шухăшлă пулас килет.
Ялан — ирĕн-каçăн, татти-сыпписĕр — шавламасть ĕнтĕ çулçăллă вăрман та. Тепĕр чух — çил пачах вĕрмен чух — çулçăллă вăрман та шăп-шăпах ларать, ун пекки вăл пуринчен ытла сĕм çĕрлехи вăхăтра пулать. Эсир çакна та асăрханă пуль: шăппăн ларакан вăрманта çӳреме те кичем. Вăрман ун пек шăппăн ларнă чух унта тискер кайăксем çӳренĕ, кăшкăрнă е ӳленĕ сасă инçетренех илтĕнет, чун-чĕрене çӳçентерет.
Пирĕн колхоз утарĕ таврашĕнчи вăрманта вара ун пек кичем шăплăх нихçан та пулмасть.
Малалла
 Сарă çӳçлĕ Пукане —
Выляма чипер парне.
Çип çинчи çут пуçĕпе
Кирлĕ чухлĕ сĕлтнипе
Илĕртет хăй хуçине.
Урлă пăхмасть ун çине.
Чакăр куçлă Пукане
Йышăнсан çын пуканне
Патшалла тытма хăйне
Пикенсе: пăрать мăйне...
Пыртармасть текех патне!
Асăнма ан хăй ятне...
Илĕртӳллĕ Пукане
Хăтланать-ха вĕрентме!..
Каламастăп, хăв пĕлен:
Шутлама ăна пӳрмен
Çавăнпа иртен-çӳрен
Уншăн пус та тӳлемен.
Çутă сăнлă Пукане —
Ан та çулăх яхăнне —
Тухас тесе этеме
Халь вĕреннĕ пуплеме!..
Кăлтăк юлнă пур-пĕрех —
Çуккă пуканен чĕре.
■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем