Салам, Микулай!
Н.П. Артюкова
Çуралнă кун
савăнтарать,
пĕчĕк кăна
уяв парать.
Çĕнĕ çул пек
ăна кĕтеççĕ,
эрехне те
кăштах ĕçеççĕ.
Çак икĕ кун
уяв чăнах та
(ман шухăш
урăхла çапах та) –
çамрăк чухне
эпир курмастпăр,
çулсем иртнисене
туймастпăр.
Çулсем вĕçме те
пултараççĕ,
тĕрĕссипе –
ватăлтараççĕ.
Пĕрре те
ку савăнтармасть,
шăмшака
çăмăллатмасть.
Ик кунĕпе те
саламлатăп,
çав кунтах
юлма сунатăп –
ку хамăн
«фирменнăй» салам –
тата вара
канаш парам.
Уяв пек пулччăр
вăл кунсем,
ан тытчăр
сана вĕсем.
– Тепĕр çул
иртрĕ, – тесе
ан шутла
эс çиленсе.
Санăн çуралнă
кунне
(кашни çул вăл,
кĕркунне) –
эпĕ, Микулай,
манман,
саламне
кăна яман.
Эс ăна
хăвах пĕлетĕн,
ху та пурне те
сĕнетĕн –
«ыранхи –
ватăлтарать,
паян –
çăмăллăх парать».
Вара,
паянлăхрах юл!
Мĕн вăл,
утмăл çичĕ çул!?
Пурăн хĕрĕх
çул манпа,
савăнса
кашни кунпа.
Шухăшсем
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...