Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Тем, кто не оглядывается назад, не заглянуть вперед.
(Бальмонд)
 

Аçтахар Плотников: Хальхи чӑваш активисчӗсем е Автовазпа мерседес

Аçтахар Плотников22.04.2026 19:24135 просмотров

Паян ман пата ҫыру килчӗ. Апла-капла тенӗ, эпӗ сирӗн ресурспа куллен паллашатӑп, тесе пӗлтернӗ. Эпир, чӑваш чӗлхи вӗренмелли мобиллӗ приложени хатӗрлерӗмӗр тенӗ, ҫакӑн пирки сайт урлӑ халӑха пӗлтерме ыйтнӑ.

Мӗнех, аван ӗҫ. Смартфонпа чӑвашла вӗренме май туса панӑ. Пулӑшмалла ӗнтӗ. Пулӑшӑпӑр та.

Ку приложение App Store-ре тата RuStore-ре уҫласа илме пулать. Ҫитес вӑхӑтра — Google Play-ра та уҫласа илме май пулӗ. Приложени пирки тӗплӗнрех ҫак сайтра пӗлме пулать: hamoryal.org.

Анчах, ҫакӑнта маншӑн ӑнланма йывӑр япала сиксе тухрӗ. Пӗлетӗр-и мӗн? Ҫырава вырӑсла ярса панӑ. Юрӗ, вырӑсла ҫыру ҫырма меллӗрех пулнӑ пуль, тен, хӑйсем те чӑвашла вӗренеҫҫӗ кӑна пуль.

Ҫырура сайт адресне те кӑтартнӑ. Уҫса пӑхас терӗм, мӗнле ушкӑн, мӗнле ачасем ҫакӑн пек аван ӗҫ пуҫарнӑ. Уҫрӑм та — сайт вырӑсла!

«Наследие Булгар и мощь Огурских степей…», «В огромной семье тюркских языков он стоит особняком, являясь единственным уцелевшим представителем огурской группы…», «Дошло до того, что современные школьники изучают произведения великого чувашского поэта Ҫеҫпӗл Мишши (Михаила Сеспеля) на русском языке, а не на языке автора…» Мӗнле кӑна чӑваш чӗлхине мухтаса пӗтермен пуль! Анчах, йӑлт вырӑсла… Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене шкулта вырӑсла вӗрентнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, анчах хӑйсем те вӗсенчен инҫе кайман вӗт! Хӑйсем те чӑваш чӗлхине вырӑсла мухтаҫҫӗ!

Юрӗ, тетӗп, ку приложени чӑвашла вӗренмелли вӗт-ха, тетӗп. Приложени аудиторийӗ, тем тесен те, вырӑсла пӗлекенсем валли пулмалла ӗнтӗ. Ҫавна май страница вырӑсла пулнинчен, тен, тӗлӗнмелле те мар. Пӑхкаларӑм — тен, чӑвашла варианчӗ пур? Курмарӑм. Вӗҫнелле антарса пынӑ май аялта кӗтесре чӗлхе улӑштармалли вырӑна асӑрхарӑм. Ак, иккен, ӑҫта пытарнӑ! тетӗп. Халех пусрӑм та чӑваш чӗлхине шыра пуҫларӑм. Ҫук! Казахла, туркӑлла, акӑлчанла, азербайджанла пур. Пурӗ 10 чӗлхепе. Чӑвашла ҫук.

Ҫӳлерех кӑтартнӑ тӗслӗхсене ӗненес пулсан, Пӑлхарта, Огурсен хирӗнче шӑпах ӗнтӗ вырӑсла ҫырнӑ-калаҫнӑ ӗнтӗ, шӑп ҫавна пула чӑваш чӗлхи паянхи кунччен упранса юлнӑ ӗнтӗ. Аптрушки ҫав...

Ку лару-тӑру мана мӗн аса илтерчӗ-ха? Пӗр уйӑх каялла тетелте самаях Автоваз директорне сӳтсе яврӗҫ. Хайхи темле ҫынна интервью пачӗ те хӑйӗн Мерседесне кӗрсе ларса таҫта вӗҫтерчӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫакна «ҫулталӑк икӗпитлӗхӗ» тесе те хакларӗ.

Вӑт, ҫак чӑваш чӗлхи хастарӗсем те мана ҫавнашкал икӗпитлӗхе аса илтереҫҫӗ. Вӗсем те чӑваш чӗлхишӗн ҫунаҫҫӗ (Автоваз «Лада» туса кӑларнӑ пек), анчах кулленхи пурнӑҫра вырӑс чӗлхипе (Мерседеспа усӑ курнӑ евӗр) усӑ кураҫҫӗ*.

Тӑванӑмӑрсем! Енчен те чӗлхепе усӑ курмастпӑр пулсан, мӗн усси чӑваш чӗлхине аталантарни? 10 чӗлхепе хитре текст ҫырма май тупнӑ — хӑй чӗлхипе ҫырма вӑхӑт тупайман. Чӗлхепе усӑ курсан кӑна вӑл аталанать. Ӑна пӗлни ҫителӗксӗр.

Ҫавна май Автоваз директорӗнчен тӗслӗх ан илӗр, «Лада» кӑларатӑр пулсан, «Ладӑпа» ҫӳрӗр. Чӑваш чӗлхишӗн ҫунатӑр пулсан — чӑвашла усӑ курӑр.

 

Ҫывхарса пыракан чӑваш чӗлхи кунӗпе сире, тӑванӑмӑрсем!

 

___________

* кунта ҫак чӗлхе хастарӗсене кӑна мар асӑнма пулать. Хӑш-пӗр чӑвашсем те хӑйсене ҫавӑн пек тытнине курма пулать. Калӑпӑр, халӑх умӗнче чӗлхене хӳтӗлемелли, аталантармалли пирки хӗрӳ сӑмахсем тухса калаҫҫӗ та зала ларсан телефон тытса «Слушаю сыночек» тесе хуравлакансем те чылай.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер Акташ // 2202.11.7895
2026.04.22 20:02
Килешмелле, Астахар!
Мана та 1950-меш сулсенче Шупашкарта вырасла кана верентне. Анчах Перестройка чух, 1980- меш сулсенченрен тепер хут таван челхене веренме пусласа тарашрам.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики