Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Чем тоньше лед, тем больше хочется убедиться, выдержит ли он.
(Джош Биллингс)
 

Валерий Алексин: Вӑл хӑварнӑ йӗр

Валерий Алексин12.03.2025 19:54145 просмотровИзменить Удалить

Таврапӗлӳ кӗтесӗ

2005 ҫулхи ута уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мана А.Н. Николаев-Аслут журналистика ветеранӗпе курса калаҫма тӳр килнӗччӗ. Ҫавӑн чухне вӑл С.А. Артемьев учитель-фронтовикпа туслӑ пулнине пӗлтӗм. «Кун пирки асаилӳ ҫырсан аванччӗ», – терӗм ӗҫтешпе сывпуллашнӑ чух. Тепӗр кунах вӑл телефонпа шанкӑравларӗ, «заданине» пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах вӑл асаилӳ мар, вырӑсла тӗрленчӗк ҫырнӑ иккен. Унти хӑш-пӗр фактсене тӗрӗслес тӗллевпе алҫырӑвне ялти юлташсене вулаттартӑм. Пур иккен иккӗлентерекен темиҫе дата, анчах кампа калаҫса тӗрӗслемелле-ши вӗсене? Ҫакӑ тата ытти сӑлтавсене пула тӗрленчӗке редакцине ҫитерсе параймарӑм, вӑл манӑҫу тусанӗ айне пулса юлчӗ.

Алҫырусем ҫунмаҫҫӗ тени тӗрӗсех иккен. Ҫирӗм ҫула яхӑн выртнӑ хыҫҫӑн фронтовик пурнӑҫне сӑнланӑ тӗрленчӗк каллех алла лекрӗ. Иккӗлентерекен фактсене тӗрӗслесе, чӑвашла куҫарса ӑна Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене сӗнесшӗн.

 

Валерий Алексин, журналист

 

Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсем пирки сӑмах пуҫарнӑ май 1925 ҫулта ҫуралнӑ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пирки каласа хӑварас килет. Пуриншӗн те паллӑ, пурнӑҫ уйрӑмах ҫамрӑк чухне илӗртӳллӗ, хитре. Анчах ҫав ӳсӗмри каччӑсен юратнӑ хӗрӗпе шурӑмпуҫ киличчен шӑпчӑк сассипе киленсе ларма май килмен. Ар ҫулне кӗрсе ҫитнӗ-ҫитмен вӗсен салтак шинелӗ тӑхӑнма тивнӗ.

Акӑ мӗнле уҫса панӑ вӗсен хурлӑхлӑ шӑпине поэт тата юрӑҫӑ Булат Окуджава:

Ах, война, что ты сделала, подлая:

Стали тихими наши дворы.

Наши мальчики головы подняли –

Повзрослели они с той поры,

На пороге они помаячили

и ушли за солдатом – солдат…

Тухса кайнисенчен каялла миҫен каялла таврӑннӑ-ши? Вуннӑран-ҫирӗмрен пӗрре е тата та сахалтарах? Ҫавсенчен пӗри – Сильвестр Артемьев автоматчик. Вӑл 1925 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Канаш районне кӗрекен Вӑтакас Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ тухнӑ ҫул вӑл 16 тултарнӑ. Тулли мар вӑтам шкул пӗтерсен Канашри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Унта кайса килме 40 ҫухрӑм утмалла пулнӑ.

Вӑрҫӑ вӗсен ҫемйине хӑрушшӑн пырса ҫапнӑ. Артемий Семенович кил хуҫипе унӑн виҫӗ ывӑлӗ пӗрремӗш ҫулах фронта тухса кайнӑ, вӗсем хыҫҫӑн Сильвестр та салтак тумӗ тӑхӑннӑ.

Ялти тантӑшӗсем ӑна шӳтлесе Ҫилвӗр тесе чӗннӗ. Вӑйлӑ та правур ача пулнӑ вӑл. Ҫамрӑклах колхоз ӗҫне хутшӑнма пуҫланӑ, юлташӗсем хушшинче тӗрлӗ вӑйӑ йӗркелекен те вӑлах пулнӑ. 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ӑна та салтака илеҫҫӗ, Горький облаҫӗнчи Гороховец хулинчи пехота училищине вӗренме яраҫҫӗ. Нумай та вахӑт иртмест курсантсене ППШ йышши автоматсем тыттараҫҫӗ те Курск пӗкки патне илсе каяҫҫӗ. Вӑтакас Татмӑш каччи ҫакӑнта пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва кӗрет. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӑна йывӑр амантаҫҫӗ. Госпитальтен сывалса тухнӑ хыҫҫӑн Артемьев автоматчик каллех салтаксен ретне тӑрать, пӗрремӗшпе иккӗмӗш Белорусси фрончӗсен йышӗнче ҫапӑҫать. Ҫӗнтерӗве хӑвӑртлатас тесе пирӗн салтаксем нимӗҫ ҫарӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвалаҫҫӗ. Ҫамрӑк салтак та тӑшманпа паттӑррӑн ҫапӑҫать, хӗрӳ тытӑҫусене вӑл чи малтан кӗрсе каять. Ӑна тӑватӑ хутчен амантаҫҫӗ, 1944 ҫулхи ҫапӑҫусемшӗн «Хастарлӑхшӑн» медаль пама тӑратаҫҫӗ, наградӑна госпитальте сипленнӗ чух пырса параҫҫӗ. (Кунта автор кӑштах йӑнӑшать, ҫакна Первушин гварди майор алӑ пуснӑ документ ҫирӗплетсе парать. – В.А.).

Вӑл мӗнле чӗрӗ юлнине тӗлӗнтермӗш теме те пулать. Хирургсем ӑна темиҫе хутчен те операци тӑваҫҫӗ, кӗҫех вӑл курма та, илтме те пуҫлать, сӑмахӑн-сӑмахӑн тепӗр хут калаҫма вӗренет. Тӑван ялне таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑл виҫӗ ҫул хушши Канашри ҫар госпиталӗнче сипленет.

Анчах ҫамрӑк салтак, вӑрҫӑ инваличӗ, ӗҫсӗр ларма килӗшмест. Колхоз правленийӗ ӑна Вӑрнарти ялхуҫалӑх шкулне вӗренме ярать, унтан вӑл агроном специальноҫне илсе таврӑнать, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра агроном, председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫлет.

Сильвестр мӗн ачаран вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫав ҫулсенче Канашра учительсен институчӗ ӗҫленӗ. 1950 ҫулта фронтовик унта кӗме заявлени ҫырса парать. Студент ятне вӑл ҫӳлте тытма тӑрӑшать, тавракурӑмӗ – анлӑ, вӗренӳре – малтисен шутӗнче, обществолла ӗҫсене те чунне парса пурнӑҫлать, стена хаҫачӗ кӑларса тӑрать. Институт директорӗ Д. Шуверов ун ятне ялан ырӑпа асӑнать.

Анчах Сильвестра темле майпа вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестатсӑрах вӗренме илнӗ. Ҫакна йышӑну комиссийӗнче ялхуҫалӑх шкулне пӗтерни ҫинчен калакан свидетельствона аттестатпа пӑтраштарнипе ӑнлантарма пулать. Тахӑшӗ ҫакӑн пирки «кирлӗ ҫӗре» пӗлтернӗ. Ним те тӑваймӑн, фронтовикӑн студент билетне тавӑрса пама тивет, инструкци хушнине пӑхӑнса ӑна экзамен тытакансен списокӗнчен кӑлармалла. Анчах институт ертӳҫи урӑх ҫул суйласа илет. Вӑл РСФСР Ҫутӗҫ министерствине ҫыру ҫырса ярать, унта пӑтӑрмах пирки йӗркипе ӑнлантарса парать. Кӗҫех Мускавран хурав ҫитет. 1952 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче В. Арсентьев министр ҫумӗ алӑ пуснӑ ҫырура ҫапла каланӑ: «РСФСР Ҫутӗҫ министерстви С.А. Артемьева институтран вӗренсе тухни ҫинчен калакан диплом пама ирӗк парать, вӑл ялхуҫалӑх шкулне пӗтерни ҫинчен калакан свидетельствона аттестат вырӑнне йышӑнас».

Фронтовикӗн ӗмӗчӗ тинех ҫитнӗ, вӑл 22 ҫулта вӗрентекен пулса тӑнӑ, Сиккасси, Катек, Вӑтакас Татмӑш шкулӗсенче хими тата биологи предмечӗсене вӗрентнӗ, завуч пулнӑ, ӗҫленӗ хушӑрах хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстернӗ, 1954 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен кӗретсӗр майпа вӗренсе тухнӑ. Учитель-фронтовик хӑй вӗрентнӗ ачасем кам пулса тӑни пирки каласа пама юратнӑ. Вӗсем хушшинче Ю.М. Артемьев профессора, Ҫӗрпӳ районӗнчи совхоз директорне Л.Т. Иванова, Шупашкарти предприяти директорне Н. Львова тата ыттисене асӑннӑ. Вӑл Т.И. Иванов-Таҫук «капкӑнҫӑпа» туслӑ пулнӑ, ун сӑвви-калавӗсене аса илсе калаҫӑва шӳтпе илем кӗртме кӑмӑлланӑ.

Ун пурнӑҫӗнче йывӑр самантсем татах пулнӑ. 1970 ҫулта юратнӑ мӑшӑрӗ Нина Ивановна вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. 1973 ҫулта Китай чиккинче пӗртен-пӗр ывӑлӗ Владимир пуҫне хунӑ. Светлана хӗрӗ тата Наташа мӑнукӗ ӑна виличченех пулӑшса тӑнӑ.

С.А. Артемьев пурнӑҫран 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ӑна ялти масар ҫине мӑшӑрӗпе юнашар пытарнӑ.

Учитель-салтак пуш сӑмах ҫаптаракансене, тӗрӗслӗхе таптакансене чунтан курайман, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче вӑл вӗсемпе тавлашса кайнӑ та пуҫӗ ҫаврӑнса кайнипе ҫӗре кайса ӳкнӗ. Паллакансем ӑна Шупашкарти А. Николаев паркӗ ҫумӗнчи хӑй пурӑнакан ҫурта илсе ҫитернӗ, васкавлӑ пулӑшу машини чӗнтернӗ. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ура ҫине тӑрайман.

 

Александр Аслут, журналистика ветеранӗ.

4.07. 2005.

 

Из наградного листа от 17 августа 1944 года

Тов. Артемьев С.А. участник Отечественной войны с 1943 г.

В учебном батальоне 1 апр. 1944 г. работал с радистом возле рации, проявил себя честным, дисциплинированным, не считался с трудностями при выполнении заданий. Так в районе д. Аугустинка Брестской области противник 22 июня 1944 года с целью окружения подразделения предпринял контратаку пехотой при поддержке танков. Когда один из танков противника направился на командный пункт батальона и открыл сильный огонь, тов. Артемьев не растерялся, под сильным огнем помог радисту свернуть рацию и вынес ее в безопасное место.

Тов. Артемьев достоин правительственной награды – медали «За отвагу».

 

Командир отдельного учебного батальона, гвардии майор Первушин.

17 августа 1944 года.

 

Награды курсанта отдельного учебного батальона Артемьева С.А.

  • Медаль «За отвагу» (1944);
  • Медаль «За победу над Германией в Великой отечественной войне 1941 – 1945 гг.»;
  • Орден Отечественной войны 1 степени. (1985 г.)

Центральный архив Министерства обороны РФ (Ф 33, Оп. 69055, Ящик/дело 2224).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1440.85.8549
2025.03.12 20:46
Agabazar
Датăсем нумай мар.

Иккĕлентерме пултаракан датăсем пушшех те сахал. Киттай чиккинче вилнине асăнни çеç шутлаттарть темелле. 1973-мĕш çулта тенĕ...
Agabazar // 1440.85.8549
2025.03.12 21:01
Agabazar
Çынни 1943-мĕш çулхи январьте вăрçа тухса кайнă. Шăп-та шай ман атте пек.

Анчах та вăл, ку тĕрленчĕкри герой пек, темĕнле вĕрентĕшсем витĕр тухман. Тÿрех фронта лекнĕ.

Чăн та, ку çын та çар вĕрентĕшĕнче нумай тăман.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики