Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.16 10:18 | |
Шухăшусем кăштах тăмсайтарах иккен сан, тăванăм Акапасар. Çавăн пек туйăнать. мана. Те йăнашап ĕнтĕ... Ан çиллен. Сана каялла 4-5 класа кайса лартсан аванччĕ те. Анчах хăйсене академик теме именмен çынсем те хăш чухне çапла хавшак çыраççĕ.Мĕн шутлан кун пирки, тем те пĕлекен, ăсчах хутаççине кăштах çĕклесе çÿресе курнă хоспочин? | |
Agabazar // 7531.6.3592
2025.03.16 11:34 | |
![]() |
Эппин, чаратăн "Кăмака патĕнчен ташлама пуçламалла" темешкĕн?
Темех мар, ман пек тăмсайсене юрать. Сан пек ăслисене, ахăртнех, юрамасть пулмалла. Анчах та тем пек тăмсай, тем пек айван пулсан та. хама нихçан та аккачемĕк темен вара. Аптранă енне çапла та шутласа илен. Базиль пире кăмака патĕнчен ташлама мар, юрлама пуçлаттарасшăн-ши? Е вăл пире кăмака патĕнчен урайне çума пуçлама хистет? Вăт çавнашкал япаласене калама хăра-хăрах пурнăçна ирттерсе яран пуль ĕнтĕ. Ну, кунçулу вăрăм пултăр эппин. Çавна май сан умна Библири каларăшсене кăларса тăрататăп. Ятарлă каçăпа — https://pravoslavie.fm/glavnoe/top- ... oshedshih-iz-biblii/ Пĕлетĕн ĕнтĕ, Библие авалхи еврей, арамей тата вăтам грек чĕлхисемпе çырнă. Вăл чĕлхесемпе паян никам та калаçмасть. Вăл шутра авалхи еврей чĕлхипе те, мĕншĕн тесен паянхи иврит унран çапах та уйрăлса тăрать. Çапла вара, Библири каларăшсемпе усă курнă чухне пурин те куçармах тивет. Ăнăçлă-и, анăçлă мар-и, ăна санран ыйтса тăмаççĕ. Енчен те Библирисене те куçарма юрать пулсан, ыттисем пирки калама та кирлĕ мар. |
Ночной гость // 1304.21.3781
2025.03.18 08:05 | |
На мой взгляд, речь идет о подборе соответствий на русском, а не переводов. Еçлесе пĕтерсен канма лайăх. Соотв. рус. Кончил дело, гуляй смело и т.д. | |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.20 12:28 | |
Хисеплĕ Акапасар хăтана Библири çак каларăшсене куçарса кăтартма ыйтатăп. Тĕслĕхшĕн малтан çакна илсе паратăп:
Повинную голову и меч не сечет; Тайнă пуçа хĕç витмест (чăвашла тÿрре килекен каларăша суйласа илнĕ, куçарса аппаланман). 1.Назначили меня козлом отпущения. 2. Прикрылся фиговым листом. 3. Хорош тут Лазаря песь! 4. Это просто манна небесная. | |
Agabazar // 3646.17.7826
2025.03.23 20:33 | |
![]() |
Эх, Базиль, Базиль!
Библие ăна вырăсла мар, авалхи еврейле, арамейле тата вăтам грекла çырнă. Вырăслисем хăйсем те куçару шутланаççĕ. Мĕн мана «куçарттарса» ларан? Эп куçармастăп, Мĕнле куратăп çавăн пек калатăп. Уйрăм фразеологизмсене е çунатлă сăмахсене эп пĕлессе те, пĕлмессе те пултаратăп. Эсĕ те çавах, паллах. Мана сăмсаран чышса параканнисем тĕлĕшпе те çавах. «Тĕрĕс» пултăр тесен, вĕсен оригиналне тупмалла. А капла вара, халиччен илтменнине кура, тытатăп та кçарпатăп. Хам мĕнле туяп, çавăн пек. Кашнийĕнчех оригиналпа чакаланса лараймастăн вĕт. Çак енчен пăхсан вара, нимле проблема та çук. Леш хайхи пĕрне «тап-таса чăвашла калас» тесен, тайнă мар, тайма темелле: Тайма пуçа хĕç витмен. Паллах вăл япала та чăвашсем патне Библиренех килнĕ, ку тĕлĕшпе ним чухлĕ те иккĕленмелле мар. Анчах та мĕнле çул-йĕрпе — кăна тÿрех калама çук пулĕ. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.24 09:32 | |
Акапасар, пăшлатса анса ларни сана пĕртте килĕшмест. | |
Agabazar // 1194.38.3233
2025.03.24 21:14 | |
![]() |
Мĕн килĕшесси е килĕшмесси пирки санран ыйтмççĕ. Ку тĕлĕшпе, слапух Турра, Базильсем мĕн каласса кĕтсе ларасси вĕçне юлман-ха. |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.26 08:34 | |
"Тытатăп та куçаратăп..." Вулакан йĕрсе ярса вулатăр-и? | |
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.26 08:36 | |
АКАПАСАР: "Тытатăп та куçаратăп..."
Вулакан йĕрсе ярса вулатăр-и? Тÿрлетни: "Лазаря петь". | |
Agabazar // 2413.87.9643
2025.03.26 13:25 | |
![]() |
Вара мĕн каласшăн?
Вырăсларан хăлхана мĕнле кĕнĕ, çавăн пек калаттарасшăн-и? Анчах та вăл япалана эп халиччен вырăсла та илтмен. Санран пĕрремĕш хут илтетĕп. Мĕне пĕлтерни пирки — калама та кирлĕ мар. Чухламастăп, тем пирки систерет вăл. А ман пек тамсайсем татах пур вĕт. Вăл шутра — вырăсла çеç калаçакансем хушшинче те. Пурте Базиль пек эрудитсем мар. Вара çав курман-илтмен тата пĕлмен япалапа мĕншĕн хам калаçура усă курмалла? Кăмакаран ташлама пуçласси пирки илтнĕ, унпа усă куратăп. Ласăрсем пирки илтмен, усă курмастăп. Питĕ ансат. Ун пек пĕлмен япаласем Акапасар пек тăмсайсен çеç мар, Базиль пек ăсчахсен те пурах. Калăпăр, авалхи грексенчен килекен «эврика!эврика!» тенине илтнĕ пуль-ха ĕнтĕ. Анчах та хайхи авалхи грексенех урăхлараххи те пулнă: «Таласса!Таласса!». Пĕлтерĕшĕ те çавах темелле. |