Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Если бы Бога не было, его надо было бы выдумать.
(Вольтер)
 

Виталий Станьял: Вӗренӳпе ӗҫ вырӑнне хаклани

Виталий Станьял23.11.2021 17:03630 просмотров

Виталий Петрович Станьял ӑсчах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн ачисемпе 2021 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче интернетпа калаҫнӑ. Ҫыхӑнӑва Шупашкарти коопераци институчӗн доценчӗ Эрбина Никитина тата шкул енчен Валентина Филиппова учительница йӗркеленӗ. Калаҫу йӗрне пичетлетпӗр.

Паллашӑпӑр, яш тусӑмсем, Кӗтне хӗрӗ-каччи! Вӑй патӑр! Сирӗн «Вунҫич ҫулхи яш ӗмӗрӗ ҫитсе тӑчӗ пулмалла», манӑн вара, 82 ҫулхи чӑлах картӑн, «Аван-и, паллӑ мар ҫамрӑк ӑру» («Здравствуй, племя, младое, незнакомое») теесси кӑна юлчӗ-тӑр.

Мӑрат-Тукай енче пулса курман эпӗ. Урмаелӗнче тутар ачисене вӗрентнӗ чухне утсӑр урапапа Шурута мордва пресветителӗн Макар Евсевьев ялне кайнӑччӗ, хаҫатра ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫаврӑнса курнӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркелесен Каҫал енчи пайтах ҫынпа, районти музейпа паллашма тиврӗ. Герман Ксенофонтов, Владимир Григорьев, Алексей Краснов, Петр Таллеров краеведсемпе нумайччен тачӑ ӗҫлемелле пулчӗ.

Ҫӗнӗ Мӑрат авалах Сӗве, Чӗмпӗр, унтан Тутарти Пӑва, хамӑрӑн Ҫӗрпӳ уесӗсене кӗнӗ, кайран Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче пулнӑ. Манӑн икӗ пуҫана сирӗн енчен, вӗсем Йӗпреҫ районӗнче чухне Кӗтне пуҫламӑшне лекнӗ те, мана Тӑманлӑ Выҫлисемпе Вутлан, Мӑратсем ҫинчен калатчӗҫ. Тукай хӗрӗ, кӳршӗри Валентина Эльмен тата мӗн чухлӗ пӗлет кунти хыпарсене! Мӑрат-Тукайсен тымарӗсем тарӑн. Ытти вырӑнсенче Мӑратсемпе Тукайсем пур, хӑшӗнпе эсир тӑванлӑ? Вӑрнарсемпе е Вӑрмарсемпе? Е таҫти Мургабсемпе? (Хуравӗ: Хамӑр районти Кив Мӑратран пирӗн ял куҫса килнӗ, вӗсем вара — Вӑрнар енчен. Ҫавӑнпа Хапӑс касси пур пирӗн).

Йӗрлевҫӗсен тӗпчемелли пайтах: ӑҫта Чӑрӑшлӑ Киреметпе Йӗрӗх Хурӑнӗ ларнӑ, удел приказӗпе чиркӳ, нарсуд, почтӑпа телеграф, лесничествӑпа колхоз, ача-пӑча ҫурчӗ, милици уйрӑмӗ, ялти банк мӗнпе палӑрнӑ, вӑрман комбиначӗ фронта мӗн-мӗн ӑсатнӑ? (Пур ял кӗнеки, тесе пӗлтерчӗ Валентина Анатольевна учительница).

Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗн 110 ҫулӗ ҫитет. Шкултан вӗренсе тухнӑ Мӑрат, Тукай, Анат Тимерчкасси, Вутлан ачисене — паллӑ ҫынсене тӗпчесси хӑй мӗнле пысӑк ӗҫ! Эпӗ сирӗн ӑслӑ чӑвашӑрпа Геннадий Уткин ҫыравҫӑпа туслӑччӗ. Унӑн йӑмӑкне вӗрентнӗ, вӑл профессийӗпе учитель пулсан та. ӑна Самар облаҫӗнчи Шунтал райцентрӗнче администраци пуҫлӑхне суйланӑ. Чӑваш учителӗсен курсне кайсан тӗл пултӑм. Питӗ маттурскер, хисеплӗскер. Ӗнтӗ пенсие ҫитрӗ пулӗ. Ҫӗн Мӑратран Любовь Шуряшкина журналиста универститетра вӗрентнӗрен астӑватӑп. Халӗ хаҫатрах ӗҫлет-и вӑл? (Хурав: Пӗлетпӗр, халӗ релактор урӑх). Хаҫатсемпе туслӑ пулни тӳрех курӑнать. Анат Тимӗрчкасси ачи, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев нумай вӑхӑт «Хыпар» хаҫата тытса пычӗ. Сирӗн шкулта вӗреннӗ-и вӑл? (Ҫук иккен. Аслӑ класа урӑх шкула кайнӑ).

Хаҫат тенӗрен — Алексей Милли революционер, хаҫатҫӑ, поэт асран тухмасть. Чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев хаҫатран литература ҫулӗ ҫине тухрӗ: унпа эпӗ пединститутра пӗрле вӗреннӗ. Лаврентий Таллеровпа «Коммунизм ялавӗ» редакцинче пӗр пайра ӗҫленӗ. Пантелеймон Лукьянов учительпе пӗр пӳлӗмре пурӑнтӑм. ывӑлӗсене паллаттӑм. Геннадий Максимов писатель, Петр Краснов депутат, Юрий Михайлов журналист, халӑх поэчӗ Валери Тургай, Ҫеҫпӗл премийӗн лауреачӗ Валерий Гордеев строитель...

Тӳрех хуравлама ыйту паратӑп: Камсем вӗсем тата мӗнпе паллӑ Николай Патман, Кузьма Турхан, Зариф Башири? Тӗрӗс хуравшӑн — кӗнеке. (Пӗлчӗҫ, хӑюллӑнах хуравларӗҫ. Нарспи Борисова, Лидия Матросова, Елизавета Наумова парнесене тивӗҫрӗҫ. Эрбина Портнова студентка урлӑ парса яратпӑр).

Чӑваш литературипе ҫирӗпленнӗ культура ҫинчен нумай калама пултаратӑп. 8, 9 тата аслӑ классен вӗренӳ кӗнекисем пирки ыйтусем парӑр. Тиркеме, сӗнме ан вӑтанӑр. Ҫӗнӗ кӗнеке калӑплакансене сирӗн шухӑша пӗлтерме ӳркенмӗп. (Ухсай Яккӑвӗ пирки ыйтрӗҫ. 141-мӗш Чӑваш дивизийӗ ҫинчен хывнӑ поэмӑра вӑл геройсене ятран асӑннӑ, шкул вӗсен йӗрӗпе ҫӳренӗ. Эпӗ 1975 ҫулта дивизи ветеранӗсене редацире пухнӑччӗ, унтан Воронежа тӗлпулӑва илсе кайнӑччӗ. Фотосем ыйтрӗҫ).

Професси пирки. Ӳссен кам пуласси такама та хумхантарать. Пӗр кӗрсе кайнӑ ӗҫ вырӑнӗ урлӑ сиксе каҫма питӗ кансӗр. Тинкерӗр — Мӑрат шкулӗн ҫыннисем мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ. Чун туртнине, шӑл ҫеммине, алӑ майлине суйласа илнинчен лайӑххи ҫук. Ҫутҫанталӑк паман тӗллев патне туртӑнса, кӗвӗҫсе, вӗчӗрхенсе вӑя пӗтерме кирлӗ мар. Ан манӑр — пултарусӑр, телейсӗр ҫын ҫук. Телей тӗнчере ҫӳрет темелле-и? Юнашарах вӑл. Ӑна тупма ҫеҫ пӗлмелле.

Сирӗн шкул нумай ҫынпа паллаштарать — райцентртан пырса ҫӳреҫҫӗ, Шупашкарпа калаҫатӑр, Хусана, Чӗмпӗре, Мускава кайса килетӗр. Интернет тӗнче уҫлӑхне кӑларчӗ. Професси нумай, алла илмелли майсем ӗлӗкхи мар. Эпӗ университетра чухне истори, унтан медицина, кӗҫех экономика уйрӑмӗсене абитуриентсем чыхӑнатчӗҫ. Унтан юриспруденцие, уравление, элекроникӑна вӗренме тапӑнчӗҫ. Халӗ пачах урӑх ӳкерчӗк — укҫалла вӗреннӗ пеккисем нумай. Пуянсен «пеккийӗсем» специалист пуличчен пайтах инкек тухать ҫав, туссем!

Ертӳлӗхе туртӑнасси чӑвашӑн ҫаплах ҫук-ха — ку начар. Космоса хӑпараять, шӗкӗр хулана вырнаҫаять, темиҫе чӗлхе пӗлет, ют ҫӗршывра ӗҫлет, анчах тӑван яла ҫӗклемест, ертӳҫӗ ӗҫне вӗренмест. Юрӑхлӑ-и ҫакӑ? Ҫук. Ун пек ҫынна никам та, ниҫта та хисеплемест. Андриян чӑвашла калаҫатчӗ, пирӗн ял ачи Владимир Митрюхин, щӑмӑршӑсем Валерий Леонтьев артист, Валентина Егорова спортсменка тата ыттисем Америкӑра пурӑнаҫҫӗ — киле курма килсен вӗсемпе чӑвашлах калаҫатпӑр.

Тутар суту-илӳ тума ӑста. Чӑваш мӗнрен катӑк? «Халӑх шкулӗ» журнал, Коопераци институчӗн «Вестник» журналӗ ӗҫ класӗсем ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Пущкӑртра производство класӗсем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Сирӗн те ку енӗпе маххӑ паманни паллӑ — ӗҫрен хӑрамастӑр. Колхоза май пур таран пулӑшатӑр эсир. Мӗнле мухтамӑн вичкӗн ачасене!

Камӑн пуҫ авӑртать — аслӑ вӗренӳ шкулӗсенех, ӑслӑлӑх шыравнех кайма хатӗрленмелле. Ҫынран юличчен муртан юлма каланӑ. Камӑн чунӗ туртать — чӑваш тӗррине тӗнчене кӑлармалла, апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелле, теприн ракета тумалла, камӑн вӑрман ӳстермелле, чӗрчунсене упрамалла, халӑха тӑрантмалла. Япӑх-и ҫакӑ? Питех те чыслӑ. Анчах кирек мӗнле ӗҫе те вӗренмесӗр парӑнтарма пулмасть. Вӗренӳ пахалӑхӗ ачаран хӑйӗнчен килет. Пирӗн вӑхӑтра килте инҫесас (радио) пулман, инҫекурӑм ҫинчен илтмен, тӑхӑнма-ҫыртма мӗн пурччӗ? Халь вӑл нуша иртрӗ. Анчах ҫынна вӑйпа пӗлӳ пама ҫук. Эппин, сӑмсана инҫесасри ӑпӑр-тапӑра ҫеҫ чиксе ларакан — тӗнче ухмаххи пулакан ача! Эсир ун пек мар. Эсир мульфильмсем ӳкеретӗр. Мана «Виҫӗ хӗвел» юмаха пластилин урлӑ кӑтартни хытӑ килӗшрӗ. Шкул калӑплакан «Мӑрат Ералашӗ» питӗ кӑсӑк. Малаша туртӑнатӑр, лайӑххине ырлатӑр, сывлӑха упратӑр, тӑван ҫӗре, яла саватӑр, вӗсемпе савӑнма пӗлетӗр. Ҫакӑ питӗ лайӑх!

Аслисем, учительсем, атте-анне савса каланине итлесех пулать, интернет е хаҫат-журналта усӑллине шырама пӗлсенччӗ! Унта суйни, юри пӑтратни нумай. Чӑваш пурнӑҫӗ кучухне ыттисемпе тан тесе калама кансӗр. Пур енчен те хӗсеҫҫӗ: ӗҫ ҫук, ҫӗре улталаса туртса илчӗҫ, чӗлхепе культурӑна ҫул памаҫҫӗ, чӑваш шкулӗсене, хаҫатсене хупаҫҫӗ... Пире ҫакӑ кирлӗ-и? Хыттӑнах калатпӑр — кирлӗ мар!

Сирӗн ку вирелле пулӑмсене пӗлме халӗ вӑхӑт килмен, анчах ӑна сисмеллех, тӳрлетме хатӗрленмелле. Эсир, ҫамрӑк ӑру, хастар та ҫивӗч пулмасан — кам упраса хӑварӗ тӑван ҫӗре, тӑван халӑха?

Хастарлӑх кӗрешӳре питӗ кирлӗ. Вӑл ачаранах палӑрса туптанать. Сывлӑх ҫинчен ан манӑр. Вӑл пурлӑхран та хаклӑрах пуянлӑх. Чирлӗ халӑх ӑс-хакӑлпа та имшерех юлать.

Этем туссемпе вӑйлӑ. Туссене усал тӑвасран чарма пӗлмелле, тем пулсан та ентеш туссене, пӗр-пӗрне сутма юрамасть, Этемлӗхӗн ылмашӑнми хакӗсем пур — тӑванлӑх, тӗрӗслӗх, ирӗклӗхпе танлӑх, ӗмӗрхи усӑллӑ йӑла-йӗркене тытса пыни. Ултавпа ҫарату, вӗҫкӗнлӗхпе нӗрсӗрлӗх вӑхӑтлӑх кӑна, вӑл эпир айван чухне ҫеҫ алхасма пултарать. Халӑх ирсӗрлӗхе пӗрех ҫӑварлӑхлать. Таса ӗҫ, тӗрӗс пурнӑҫ, малалла талпӑнни тытса тӑрать чӑваш халӑхне. Вӑл малашне мӗнле пуласси сирӗнтен килет. Ыррине ӑша хывма, илсе юлма тӑрӑшинччӗ, Эпир каятпӑр, эсир яваплӑ пулса юлатӑр, халех яваплӑ, туссем! Сывӑ пулӑр. (Вӗренекенсем калаҫҫӗ: Курма килӗр пирӗн яла! Кӗтетпӗр, пирӗн ҫул пур!).

Урӑх тӗл пуласси пулмӗ, ҫапах та — Тепре куриччен!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

ЛЕШКУКША // 2117.0.1803
2021-11-23 20:49
Мӑрат ачисемшён савӑнтӑм. Лайӑх тӗл пулу!
Вулакан // 5438.4.3034
2021-11-23 22:25
Америкари чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертуҫи Валерий Лукьянов (1956) артист пур. Валерий Леонтьев юрӑҫ коми ҫынни пур.
Мурачонок // 1321.38.7558
2021-11-26 09:51
БОГАТ НАШ КРАЙ! Мы еще не раз встретимся и поклонимся нашим славным дедам!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org