Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.0 °C
Создание - всегда подсознательный портрет создателя.
(А. Вознесенский)
 

Л.Пӑртас: Виҫ ҫаврӑм тивлетлӗ сӑмах

Л.Пӑртас19.04.2021 12:451075 просмотровИзменить Удалить

(Ҫулталӑкра пӗрре килекен Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн калани)

Чи малтанхи сӑмахшӑн – тав! Тавах!

П. Хусанкай. Ҫуралнӑ ҫӗр-шывра.

Хальхи тӑкӑс та пирчевлӗ пурнӑҫ саманчӗ: чӗлхемӗр ҫухаласси Пире Тивмен пек, таҫта аякра пулса пынӑ пек туйӑнать.

Л. Пӑртас.

 

Ялан телей пӗрчисене тӗрлӗ енчен асамлӑн ҫупӑрласа кӗтекен Этем Чунӗ-Кӑмӑлӗ — ирӗклӗхпе тулса ларнӑ пирӗн космос-галактика пекех — вӗҫӗ-хӗррисӗр. Ҫав шутласа илейми вӗҫсӗрлӗхре чӑвашлӑхӑн авалтанах килекен масмаклӑ-чӗнтӗрлӗ арки ҫине тараватлӑн ҫырса хунисем, пулнӑ шухӑшӑмӑрсене татах та малалла кармаштараҫҫӗ, пин-пин ҫӑлтӑрсем шӑтӑкланӑ тӳпере тӗппипех иртсе кайман астӑвӑм шӑплӑхӗпе пӗлсе усӑ курса, малалла хастарланса-патварланса утма хистекен хамӑрӑн ҫутӑ тивлет пулмаллине куллен аса илтереҫҫӗ, «Эх, мӗн ма юрататӑп-ши эпӗ тӑван халӑха? Чӗлхи, чӗлхи-ҫке эмел...» – тенӗччӗ Г.Н. Волков.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун. Ҫак кун — тепӗр асамлӑ ҫуралу кунӗ. Эпир, атте-анне кун панипе, пиншер-пиншерӗн хӗвел шевлиллӗ тӑван ҫӗр питне, уҫлӑхри аслӑ ҫыхӑнӑва шанса, малалла аталантарма таҫти тухӑҫранах килнӗскерсем, чӗре таппиллӗ Чӑваш чӗлхин кунне паллӑ тӑватпӑр кӗҫех.

Вӑр-вар ҫаврӑнакан ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗр пӗчӗк пӑнчӑ пур. Этемлӗхрен сӑрхӑнса ҫитӗннӗ чӑваш халӑхӗ тата унӑн чӗлхийӗ ку...

Чӑвашлӑх вӑрманӗн мӑнаҫлӑ кашлавне ыттисене те итлеме хӑнӑхтарма, хӑш чух килсе ҫапакан асапсен асапне чӗрӗллех тӳссе ирттерме килнӗ эпир ку ҫӗр ҫине. Чӑвашлӑх ҫӑлтӑрне тӗксӗм пӗлӗтсенчен упрама тата сирсе пымашкӑн вӗрентсе ҫитерекенсем тата ҫитернисем пур-и вӗсем пирӗн? Акӑ, «чӑваш сӑмахлӑхӗн аталанӑвӗнче эпӗ пилӗк юпа куратӑп: Яковлев-Иванов-Ашмарин-Ҫеҫпӗл-Хусанкай...» (М. Ваҫлейӗ). Паян вара ҫав савӑка тӑвакансем камсем?

Мухтавлӑ та хӑватлӑ асаттемӗр-вӗрентӳҫӗсен — И.Я. Яковлевӑн, Н.В. Никольскин, Г.Н. Волковӑн тата ыттисен те ӗмӗрхи хӑватне эпир те тинех тепӗр хут тӗллевлӗрех ӑнланма пуҫларӑмӑр, иккен. Н. И. Ашмарина асӑнмасӑр ниепле иртме ҫук тата. «Тӑван сӑмах — аслӑ педагог, мӗншӗн тесен тӑван чӗлхене хӑнӑхнӑ чухне эпир вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай пӗлтерӗшсене, ӑнлавсене, япаласене хаклассине, нумай щухӑшсене, туйӑмсене, чӗлхе логикипе философине йышӑнатпӑр». (Н.В. Никольский). Тавах сана, ҫак йӗркесене вулаканӑм, эс те вӗсен ҫул-йӗрне тепӗр хут ӑнкарма тӑрӑшнишӗн! Ӗлӗкхисӗр пуласси пит иккӗлентерет-ҫке пире. Уйрӑмах хальхи тӗнче пӗр тӗнӗл-тӗвӗре ҫаврӑнман чух. Акӑ, пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Астӑватӑн-и, хамӑр пӗчӗккӗ чу(х)не килтисем сӗтел хушшинче ларнӑ чух пире анне-асанне-атте-асаттесем, мамак-кукамай-кукаҫ-маҫаксем епле вӗрентсе каланисене? Мӗнлерех вӗсене ӗмӗр манмалла мар хамӑр шайра вӗрентсе калама пултарнӑ-ши?

  • сӳс тӳме кисӗп кирлӗ, калаҫма хисеп кирлӗ;
  • ура такӑнсан чӗркуҫҫи ыратать, чӗлхе йӑнӑшсан пуҫа лекет;
  • ҫӑкӑртан татӑк хуҫса илнӗ чухне хӑвӑн паталла хуҫса илес пулать;
  • ӗҫленипе алӑ татӑлмасть, пулӑшаканӑн вӑй-хал катӑлмасть, калаҫнӑшӑн чӗлхе хуҫӑлмасть;
  • тус-юлташа ан виртле, ватта-вӗтте — йӑлт итле...

Кашнин пирки уйрӑм кӗнеке ҫырма пулать!

Ҫак пӑрӑнӑҫлӑ тӗнчен ҫутӑ та хаваслӑ ҫулӗпе хӑш чух савӑнса утма, хӑш чух самай куҫҫулленнӗ самантсенче тӗрӗс-тӗкел пыма ҫапла тата ҫакнашкал вӗрентсе каланисем пайтах пулӑшнӑ пире. Халӗ ҫавӑн евӗрлӗрех сӑмахсене хамӑрӑн ачасене, мӑнуксене калама тӑрӑшатпӑр. Тӑван чӗлхепе усӑ курса эпир тем тӗрлӗ шухӑш-пӗлӳ пухатпӑр. И.Я. Яковлевӑн тӗп шухӑшӗ ҫапларах пулнӑ пулӗ: «Чӑваш хушшинчен тухнӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑна хамӑр халӑха ӑнӑҫлӑ вӗрентме пулать». Хамӑрӑн ӑc-хакӑла пуянлатсах пымаллине вӑл питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Ҫавӑнпах пулӗ унӑн шкулӗнче пур ырӑ йӑла-йӗркесене малалла аталантарсах пынӑ. 80-мӗш ҫулсенче Н.А. Андреев-Урхи институтри чӗлхе пайӗнче каласа кӑтартнине ас тӑватӑп: «Иван Яковлевичӑн хӑватлӑ сассине шкулти пӗрремӗш хутра илтсессӗнех эпир кӑштах шикленсе ӳкеттӗмӗр… Каллех вӑл такама ыр сунса ӑс парать теттӗмӗр!». Тӗрлӗ енлӗ вӗрентнипе пӗрлех сывлӑх ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшнӑ шкулта. Ун чухнех пулас вӗрентекенсене ишме те вӗрентнӗ, экскурсисем пирки те манса кайман, велосипедпа та ярӑнтарнӑ… Ҫакӑнта пӗлӳ пухакан ҫамрӑк учитель кайран халӑхшӑн пур енӗпе те ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ. Малашлӑхшӑн ӗҫленӗ. Анчах та халӗ вара? Куҫа курӑнман малалла аталантармалли туртӑм ҫукрах пек туйӑнать. «Патшалӑх хучӗсем» ҫинче веҫех йӗркеллӗ пек. Республикӑн чӑвашлӑха аталантарма май паракан икӗ чи кирлӗ сӑрт-органне пачах та чӑвашла пӗлменнисем ертсе пынӑ чух хамӑра темле тӗпсӗр шырланти пекех туятпӑр мар-и? Вӗсен куллен пехиллемелле пек туйӑнать ӳснӗ ҫӗр-шыва, ывӑлне-хӗрне, кунта пурӑнакан пур халӑх ачисене! Тӑван чӗлхе пурне те тӑванлӑх, пӗрлӗх туйӑмӗ парсах тӑтӑр, наци культурин аталанӑвне паха витӗм кӳтӗр. Пуян та ҫепӗҫ чӗлхен халӑха пӗрлештерекен вӑйӗ ӳссех пымалла пек.

Чӑвашсен чун ӑстисемпе вӗрентӳҫисем самай йышлӑ пулнӑ тесе калама пултаратпӑр пулин те — тӑван халӑхӑн шӑпин кун-ҫулне «ҫамрӑкла», «пуласла» пӑхакан халӗ пит сахал.

Тӑван халӑх чунӗ патне ҫак ҫула тупрӑмӑр пулсан — ҫав шухӑшсемпе, тӗллевсемпе тивлетлӗн ӗҫлекен кирлех. Ан тив, чӑвашлӑх хутлӑхӗнче тӗрлӗ шухӑш пултӑр, анчах та ҫӗн ӗмӗр пӗренине малалла пӗлсе чутламалла...

Хавхаланӑва, малашлӑха туртӑннине, чӑвашлӑх хевтипе хӑватне паян та витӗр туйса-курса тӑракансем пулни — пӗр нухратсӑр ӑс-хакӑл вучах-кӑварӗ ҫине, этемлӗх ӑсӗпе пиҫӗхнӗ вут-шанкӑна хурсах тӑнине пула, пирӗн ӑс-тӑн вӑйӗ пӗртте чакманнине пӗлтертӗр.

Виҫӗ-тӑватӑ ӗмӗр каялла кӑна Управ е управҫӑ Ыррине пуҫ ҫапнӑ чӑвашсен ҫирӗплӗх, чӑтӑмлӑх, тӑванлӑх туйӑмӗ, эппин, халӗ те тӑван кил вучахӗнчен пуҫланать те пӗтӗм тӑван ен — Чӑваш Ен — хӗвел шевлиллӗ сарлака тӗнче тӑрӑх этемӗн пурнӑҫ тапхӑрӗ малалла шунине куллен палӑртса, ырӑлӑхпа усаллӑх виҫисем ҫине тӗрлӗрен пайланса саланать. Сыпӑкран сыпӑка килекен ӑш пиллӗх, чыслӑх, таса чунлӑх, ыр кӑмӑллӑх куҫӑмӑрсене пӗртте курӑнман «тавралӑхри» темӗнле асар-писерсем ҫине пӑхмасӑрах килӗшӳ, мирлешӳ, ҫураҫу ҫулӗпе пире уттарма тӑрӑшать. Халӗ пирӗн кунсерен ҫӗнелекен урӑх кӑмӑл-сипет — алӑк умӗнче яланхи тата пит хӑвӑрт кусакан пурӑнӑҫӑн ӑнкарулӑхӗ, ӗненӳлӗхӗ. Чӑвашсен ӗҫченлӗхӗ, кил-ҫуртри танлӑхӗ, хутшӑнусен тирпейлӗхӗ, хӑтлӑх-тирпейӗ ҫапах ытти халӑх ҫыннисене ырӑпа калаҫтарать. Эппин, пирӗн пурнӑҫ йывӑҫҫин тымарӗ ҫирӗп. Ҫав вулӑ тӑрӑх сиплӗ несӗл-тӑван сӗткенне ытлӑн-ҫитлӗн ҫӳретмешкӗн куллен ӑнтӑлакан тӑванӑмӑрсем — харсӑр вӗрентекенсем, ҫыравҫӑ-поэтсем, ӑс-хакӑлӑн мрамор-гранитне куллен «кӑшлакан» тӗпчевҫӗсем малашне те хастар хутшӑнасса шанасах килет.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1892.56.4509
2021-04-19 13:13
Agabazar
Пăртас е Пăрттас? Тĕрĕсне кала, тархасшăн. Суймасăр.
Герман Волгин // 2597.37.6241
2021-04-20 10:54
Хисеплĕ Леонид Порфирьевич! Çуралнă кун ячĕпе саламлатăп.Кун пек ăслă шухăлă статьяна кам хирĕçлĕ пулма пултарать? Пирĕн вăхăтра чăкăрташсем çук теме май çук. Ăнăçу,çирĕп сывлăх сире, шанчăклă тусăм.
2021-04-21 15:27
Ырă кун, ĕçченсем. Çÿлте асăннă комментарипе ытти вулакансене те паллаштарсан пĕрре те çылăх пулмасть пулĕ.
Agabazar // 3322.71.2539
2021-04-21 22:17
Agabazar
Аçтахар килет те уçса парать.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org