Хальхи вӑхӑтра та пултаруллӑ скульпторсем пур. Мӗнех, кӑмӑла каймалли ӗҫсемпе паллашар-ха эппин.
Михай Эминеску ячӗ паян кирек епле румынпа молдаваншӑн та ҫветтуй евӗрех. Ун ячӗпе Румынинче ҫакӑн пек скульптура лартнӑ.
Бронзӑран шӑратса тунӑ тискер лаша кӳлеписем вӗсен чӑн виҫинчен 1,5 хут пысӑкрах. Скульптурӑн тӗп шухӑшӗ – чарӑнми вӑй-хала, пуҫарулӑха тата ирӗклӗ кӑмӑл-туйӑма палӑртасси.
Микеланджело Буанароттин 1513–1515-мӗш ҫулӗсенче калӑпланӑ хӑйӗн ӗҫӗнче Моисея мӑйракаллӑ кӑтартнӑ. Ӳнер историкӗсенчен чылайӑшӗ ҫакна автор Библие тӗрӗс мар ӑнланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Синай тӑвӗ ҫинчен Моисей йывӑҫ хӑмасемпе аннӑ чухне иудейсене унӑн сӑнӗнчен пӑхма йывӑр пулнӑ. Ҫав вырӑн пирки каланӑ чух сӑмаха «пайӑрка» тесе те, «мӑйрака» тесе те куҫарма пулать. Контекст тӑрӑх Моисей пичӗ хӗвел пайӑрки евӗр ҫуталнине ӑнланма пулать.
Авалхи грексен тата римсен шурӑ мрамортан ӑсталанӑ скульптурисем тӗссӗр пулнӑ тесе чылай вӑхӑт шухӑшланӑ.